Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лайăх вӗренекенсене парламентра паспорт параççӗ

Тутарстан Республикин Конституцине йышăннăранпа 30 çул çитнине халалласа ТР Патшалăх Канашӗнче 14 тултарнă ачасене паспортсем пачӗç.

Çак ӗçе ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин тата ТР ШӖМӗн Миграци ыйтăвӗсен управленийӗн начальникӗ Артем Кузнецов пурнăçларӗç.

Чаплă церемоние республикăри тӗрлӗ хуласемпе районсенчен вӗренӳре ӗлкӗрсе пыракан, олимпиадăсенче çӗнтерекен, шкулсен общество пурнăçне хастар хутшăнакан 25 вӗренекен хутшăнчӗ. Мероприяти пуçланас умӗн ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем валли парламент çуртӗнче экскурси ирттерчӗç. Хăнасем библиотекăра пулса курчӗç, ларусен залӗнче асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç.

Малтан Раççей тата Тутарстан гимнӗсем янăрарӗç. Патшалăх Канашӗн Предсесдателӗ этем паспорт илни уншăн пысăк тивӗç кăна мар, яваплăх та пулнине палăртрӗ. Мӗншӗн тесен ирӗкпе пӗрле граждансене конституцилле яваплăх та кӗтет. Вăл кашни ачана паспортпа пӗрле Раççей Федерацийӗн Конституцине тата ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çырăвне пачӗ.

Церемоние хутшăннă ачасен ятӗнчен Ешӗлварти 7 номерлӗ шкулта вӗренекен Тимур Гильманов сăмах каларӗ.

«Тутарстан Республикинчи Патшалăх Канашӗнче паспорт илме питӗ хумхануллă пулчӗ. Эпир çак вырăнта пирӗн республикăн историйӗ пурнăçа кӗрсе пынине, Тутарстанăн Конституцине йышăннине пӗлтӗмӗр. Шăпах çакăнта эпир паспорт илсе аслă пурнăçа çул тытрăмăр. Пурнăçра Раççей Федерацийӗн гражданинӗн тивӗçне чыслăн пурнăçласа пыма, хамăр çӗршывăн тивӗçлӗ ывăлӗ пулма шантаратăп», – терӗ Тимур Гильманов.   

Чаплă церемоние ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Станислав Андреев тата парламент депутачӗсем те хутшăнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев