Лариса Петрова: «Поэзи – чун киленӗçӗ, журналистика вара – ӗç»
Нумаях пулмасть Алтай Республикипе Алтай крайӗ «Чӗлхе арт-резиденцийӗ. Сăмах кӗвви» Пӗтӗм Раççейри социаллă пӗлтерӗшлӗ проекта тхутшăнакансене пуçтарчӗç. Тӗрлӗ халăх чӗлхипе сăвă-калав тата юрă çыракансем вунă кун тӗрлӗ ăсталăх урокне, кăвайтпа камин умӗнчи пултарулăх лабораторийӗсене хутшăнчӗç, тăван чӗлхесене упраса хăварассипе аталантарасси, литература хайлавӗсене интернет хутлăхӗнче сарасси пирки калаçрӗç, хăйсен произведенийӗсем тăрăх виçӗ концерт лартрӗç, видеоклипсем ӳкерчӗç, Алтай халăхӗсен культурипе паллашрӗç.
Вунă яш-кӗрӗм хушшинче Лариса Петрова чăваш хӗрӗ те пулнине палăртма питӗ кăмăллă. «Хыпар» Издательство çурчӗн хыпарсен службин редакторӗнче ӗçлекен пике поэзи тӗнчипе ачаранах туслашнă. Вулакансем унăн сăввисене интернет уçлăхӗнче асăрхама, радиокăларăмсенче итлеме пултарнă. Хайлавӗсем коллективлă сборниксенче, хаçат-журналсенче пичетленнӗ.Сăввисене вырăс тата тутар чӗлхисене куçарнă.
Лариса Петрова Тӗрӗк тӗнчин çамрăк писателӗсен Стамбулта иртнӗ пӗрремӗш форумне (2017), Куçаруçăсен Переделкинăри форумне (2022) хутшăннă. 2024 тата 2025 çулсенче Л.Ю.Север ячӗллӗ «Туслăх çыранӗсем» поэзи куçарăвӗн конкурс-фестивалӗн (Ростов облаçӗ) дипломанчӗ пулнă. 2024 çулта А.Пушкинăн сăввине чăвашла куçарса «Александр Пушкин. Мой портрет» конкурс (Мускав) дипломне тивӗçнӗ. Алтайри çулçӳрев çинчен ыйтса пӗлме Ларисăна хамăр тӗпеле йыхравларăмăр.
– «Чӗлхе арт-резиденцийӗ. Сăмах кӗвви» проекта еплерех лекни çинчен каласа парсам, Лариса.
– Эпӗ çул çӳреме юрататăп вӗт. Литературăна пула ку таранччен Турцире, Ростов облаçӗнче, Крымра пулса курма тӳр килнӗччӗ. Мускава та эпӗ пӗрремӗш хутчен литературăна пулах кайса курнăччӗ. Шухăшларăм та, мӗн тери аван вӗт – чун киленӗçне пула тӳрех темиçе ӗмӗт пурнăçланать. Вара интернетра поэзипе çыхăннă конкурс е фестиваль условийӗсене тăрăшсах шырарăм. Пурте мана каймаççӗ-ха тата — мана шăпах та тăван чӗлхесемпе çыхăнни кирлӗ вӗт. Шыракана Турри те пулăшать çав. Ăнсăртран куç тӗлне кăсăклă информаци пулчӗ — «Чӗлхе арт-резиденцийӗ. Сăмах кӗвви» проект çинчен. 10 финалиста Алтая чӗнсе илессине пӗлсен хавхалансах ӳкрӗм. «Мӗншӗн вуннă çеç-ши? Лекеймесен те пултаратăп-çке», – тесе иккӗлентӗм. Хамăн ăнăçăва тӗрӗслесе пăхас терӗм вара. Заявкăсене йышăнмалли чи юлашки кун, çур çӗр çитиччен пӗр-икӗ сехет юлсан çеç ярса патăм сăввăмсене. Çав вăхăтра Чăваш Ене пилотсăр вӗçекен аппаратсем килессине пӗлтерчӗç те интернета чарчӗç. «Манăн заявка кайса ӗлкӗрчӗ-ши, ӗлкӗреймерӗ-ши? — шухăшларăм хам ăшра. — Ӗлкӗрнӗ пулсан, эппин, манăн Алтайра пулмаллах. Çук-тăк – каймалла маррине пӗлтерет ӗнтӗ…»
Тепӗр кунне каç еннелле çеç интернет ӗçлесе кайрӗ. Манăн заявкăна йышăннă иккен! Пӗрремӗш ӗç те ярса панă. Хавхаланса ӳкрӗм. Алтай мана кӗтнине чунпа туйрăм. Конкурс тапхăрӗнче пурӗ вунă лекци итлесе кашнин хыççăн киле ӗç тумаллаччӗ. Эпӗ вӗсене те юлашки самантра çеç ярса патăм. Юрать-ха, ӗлкӗртӗм! Унсăр пуçне кашни уйăхра онлайн мелпе квартирниксем, тӗлпулусем иртетчӗç. Унта та çамрăк авторсемшӗн кăсăклă ыйту чылай хускатрӗç. Финалистсен шутне лекесси пирки иккӗленӳ юлманччӗ те – çаплах пулчӗ.
– Вăрăм çула тухасси хăратмарӗ-и? Чăваш нихăçан та пушă алăпа хăнана каймасть. Хăвпа пӗрле мӗн илтӗн?
– Хăратать паллах. Анчах унчченхисене аса илтӗм те лăплантăм. Кашнинчех çула тухас умӗн шикленӳ туйăмӗ çавăрса илет: «Ăçта каятăп эпӗ? Мӗн шыраса каятăп? Кирлехчӗ-ши ку мана? Ларасчӗ килте», – тесе ятлатăп хама. Унтан çула тухатăп та – веçех йӗркеллӗ, чун-чӗре çӗнӗ хавхаланупа тулать. Çавна шута илнипе-ши – хальхинче хама лăпкăрах тытрăм, самолета лайăх кӗрсе вырнаçасси çеç шухăшлаттарчӗ. Манăн багажран нимӗн те кăларса ывăтмӗç-ши терӗм те – йӗркеллех пулчӗ. Хампа пӗрле сувенирсем илтӗм тата, паллах, кӗнекесем.
– Проекта пӗрле хутшăннă çынсемпе паллаштарсам. Кампа çывăхрах туслашма май килчӗ?
– Вӗсемпе паллашасси Мускав аэропортӗнчен пуçланчӗ. Унта Калмăк Республикинчен хутшăнакан Арслан Нохаевпа тӗл пултăмăр. Вăл халăх эпосне тӗпе хурса сăвăсем çырать те вӗсене юрра хывать, гитара каласа юрлать. Барнаула çитсен пире хăна çуртне вырнаçтарчӗç. Вара хампа пӗр пӳлӗме лекнӗ хӗрсемпе чи малтан паллашрăм ӗнтӗ. Малтанлăха пурте сахалрах, асăрханса калаçаççӗ пек. Унтан пӗр-пӗрне хăнăхса çитрӗмӗр те тахçанах пӗлнӗ çынсем пекех пуплеме тытăнтăмăр. Программа тăршшӗпе эпир пӗр çӗрте çеç пурăнман, пурӗ тăватă вырăнта чарăнтăмăр. Йӗркелӳçӗсем кашнинчех пӳлӗме расна çынсене вырнаçтарма тăрăшнă – пуринпе те çывăхрах хутшăнма ӗлкӗрччӗр тесе ӗнтӗ. Çапах виçӗ çӗрте те эпир Новосибирскри Крестина Гладкевичпа пӗр пӳлӗме лекрӗмӗр, çавăнпа ыттисенчен ытларах хутшăнтăмăр тесен те юрать. Пушкăртстанран пынă Зарина Назырова тата Альбина Кашапова та мана çывăх пек туйăнчӗç. Иккӗшӗ час-часах пушкăртла калаçатчӗç, вӗсен сăмахӗсене ăнланкалаттăм. «Эсир мана чăвашсем пекех туйăнатăр», – теттӗм вӗсене. Мордовирен пынă Оксана Белкина вара «Хавал» пуçару ушкăнӗн онлайн шкулне хутшăннă, чăваш чӗлхине тишкернӗ. Шупашкарти чӗлхе фестивальне хутшăннине те каларӗ.
– Наставниксем еплерех ăсталăх урокӗсем ирттерчӗç? Чи йывăрри мӗн пулчӗ саншăн?
– Тӗрӗссипе, ăсталăх урокӗсене наставниксем çеç мар, проект хăнисем те, проект ертӳçи Анжелика Засядько та, пресс-служба ӗçченӗпе видеограф та, çавăн пекех резидентсенчен (пирӗнтен) пӗри те ирттерчӗç. Эпир çырас ăсталăха туптарăмăр, куçару ӗçӗн вăрттăнлăхне тишкертӗмӗр, унсăр пуçне литература хайлавӗпе кӗвӗ искусствин шайлашулăхне тӗпчерӗмӗр, хамăрăн пултарулăхпа социаллă сетьсем урлă паллаштарма, кăсăклă видео хатӗрлеме вӗрентӗмӗр. Тăван чӗлхепе мультфильм хатӗрлес ӗçе мӗнле йӗркелемеллине те пӗлетпӗр халӗ! Çак ӗçӗн кăткăслăхӗпе «Очы-Бала» мультипликаци студийӗнче паллашрăмăр. Унсăр пуçне «Моревна Project» анимаци студийӗнче те пултăмăр. Наставниксенчен пӗри Анастасия Лосева, коми çыравçи, тăван чӗлхепе ачасем валли кăсăклă вăйăсем хатӗрлет. Пире те ырă тӗслӗх кăтартрӗ.
– Республика кунӗ ячӗпе мӗнпур чăваша саламласа интереслӗ видео хатӗрлесе социаллă тетеле вырнаçтарнăччӗ эсӗ. Унта проект хастарӗсене те хутшăнтарас шухăш еплерех çуралчӗ?
– Проект хастарӗсене чăвашла мӗн те пулин калаттарас шухăш унчченех пулнăччӗ. Республика кунӗ çитрӗ те – сăлтавӗ тупăнчӗ. Вӗсем савăнсах килӗшрӗç. Çав сăмахсене кайран та каласа çӳрерӗç. Пӗр-пӗрин чӗлхипе кăсăкланни мӗн тери аван вӗт-ха! Сăмахран, эпӗ халӗ хакасла саспаллисене мӗнле вуламаллине пӗлетӗп. Саша Чистобаева сăвă вӗренме пулăшнă чухне хам та чутах вӗренсе çитеттӗм.
– «Ăнлану – телей» сăвву тăрăх видеоклип мӗнлерех хатӗрлени çинчен те каласа парсам.
– Ку вăл Ильмира Гафиятуллинан ăсталăх класӗ хыççăн пурнăçланă ӗç. Пушă вăхăт никамăн та çукчӗ, кашниех видео ӳкересси пирки хыпаланса çӳретчӗ. Манăн кадрсене лекнӗ каччăпа хӗр те (Крестина Гладкевич тата Саша Чистобаев) ахаль çеç уçăлма тухман, сăвă тăрăх клип планне хатӗрлетчӗç. Çав вăхăтра эпӗ хамăн клипа ӳкертӗм. Ăнăçлă ӗçсенчен пӗри пулнăран кайран ятарлă парнене те тивӗçрӗм.
– Вунă кунра виçӗ концерт лартасси никамшăн та çăмăл мар пуль. Мӗнпе савăнтарчӗç, тен, хурлантарчӗç, хăвăр хатӗрленӗ перформанссем?
– Спектакльте выляссипе ăста пулман эпӗ нихăçан та. Сцена çине тухасси те ялан шиклентерет. Çавăнпа çак перформанссем маншăн проектăн чи хумхантаракан пайӗ пулчӗç. Хăшӗ-пӗри хăйне питӗ артистла тытать. Эпӗ ун пек мар. Анчах пирӗн режиссер Аруна Тельбекова кашнин валли номер шухăшласа тупрӗ. Эпӗ Чăваш Ен çинчен çырнă сăввăма каларăм. Стилизациленӗ чăваш тумӗпе тухрăм, алăра – йывăç витре. Хумханнипе сăвă сăмахӗсене манасран хăранипе витре тӗпне телефон хутăм, кирлӗ пулмарӗ. Репетицисен вăхăтӗнче хамăра шкул ачисем пек туйрăмăр. Малтанлăха хусканусене час-часах пăтраштараттăмăр, анчах халăх умне тухмалли вăхăт çитнӗ тӗле вӗренсе çитрӗмӗр. Пӗрремӗш перформанса Алтай Республикинчи Анос салинче лартрăмăр. Наци тумне килӗштернипе пырса сăн ӳкерӗнме ыйтакансем те пулчӗç. Унтан Горно-Алтайск хулинче халăх умне тухрăмăр. Пӗтӗмлетӳллӗ перформанс вара Барнаулта иртрӗ.
– Вӗреннисӗр пуçне ăçта-ăçта пулса курма тӳр килчӗ? Сире тӗрлӗ музея та илсе кайнă. Кашниех мӗнпе асра юлчӗ?
– Çапла. Таçта та çитрӗмӗр, тем те куртăмăр. Барнаулта вырăнти тутарсен пӗрлӗхӗпе тӗл пултăмăр, тутарла юрăсем итлерӗмӗр. Чăвашсемпе кăсăкланаççӗ вӗсем, тăванлăха туяççӗ. Барнаулта Алтай историйӗн, литературин, ӳнерӗн тата культурин музейӗнче çӳрерӗмӗр. Кăвак хӗрарăм çинчен çӳрекен халап чуна çӳçентерчӗ. Горноалтайскра Григорий Чорос-Гуркин музейӗнче пултăмăр. Паллă ӳнерçӗн пӗр куçӗ çеç курнă пулсан та унăн ӗçӗсем çав тери «чӗрӗ». Наци музейӗ çав тери илемлӗ. Унта мӗн тӗрлӗ экспонат çук пулӗ!
– «Чӗлхе арт-резиденцийӗ. Сăмах кӗвви» проекта хутшăннă хыççăн хăвăнтан мӗнлерех пӗтӗмлетӳсем, пысăк ӗçсем кӗтетӗн?
– Литературăри туслăх анлăлансах пырать ӗнтӗ. Ку проект маншăн чăннипех те усăллă пулчӗ. Сăвă çырасси – пӗрре, ăна халăх патне çитересси вара – урăх ӗç. Хамăн сăвăсем тăрăх видеосем хатӗрлеме палăртрăм. Пӗрремӗш тӗслӗх пур ӗнтӗ. Иккӗмӗшӗпе профессионалсем ӗçлеççӗ. Литература вăл пачах та кичем пулăм мар, вăл пурнăçпа тан аталанать. Эппин, хальхи технологисемпе те усă курмаллах.
– Поэзире камран тӗслӗх илетӗн? Камсен пултарулăхне пысăка хурса хаклатăн?
– Ача чухне Петӗр Хусанкайран, Сергей Есенинран тӗслӗх илме тăрăшаттăм. Есенинăн сăввисене халӗ те темиçе йӗркеренех палласа илетӗп, пуçа лайăх кӗрсе юлнă. Хальхи поэтсен сăввисене вуланă май вӗсен хушшинче чуна тивмелле çыраканнисене асăрхатăп, вӗсенчен тӗслӗх илетӗп. Çавăн пекех ытти чӗлхепе çыракансен поэзийӗнчи сăнарлăх чуна тыткăнлать.
– Сăвăсем çырăнмасан мӗн тумалла поэтăн?
– Куçармалла.
– Сăвă пуххисем сутăнмаççӗ тенине тăтăшах илтме пулать. Çак шухăшпа килӗшетӗн-и? Вулакансене поэзипе кăсăклантарас тесен мӗн тумалла?
– Тӗрӗсех пулӗ. Çавăнпа хамăрăн хастартарах пулмалла. Халӗ интернет пур вӗт, çав платформăра хамăра ытларах кăтартмалла, вулакана кăсăклантарма пӗлмелле. Халăхпа тӗл пулмалла. Библиотекăсене тав, ку енчен пире пулăшсах тăраççӗ.
– Поэзипе журналистикăран пӗрне кăна суйламалла пулнă-тăк, хăшне суйлăттăн тата мӗншӗн?
– Ун пек тавлашуллă ыйтусем ан пар-ха ӗнтӗ. Поэзи вăл – чун киленӗçӗ, журналистика вара – ӗç. Маншăн ӗçлекен пулсан поэзие çеç суйлама хирӗç мар эпӗ.
– Çывăх вăхăтра вулакансене мӗнпе савăнтарăн?
– Мӗнпе те пулин савăнтаратăпах. Кӗтӗр!
Ольга ИВАНОВА калаçнă.
Н.Ильин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев