Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лайӑх тӳлесен ҫамрӑксем те яла ӗҫлеме юлаҫҫӗ

Атня районӗнчи «Тукаевский» хуçалăхӗнче çӳллӗ шайри технологисемлӗ комплекс тунă, унти ӗçлекенсенчен 70 проценчӗ çамрăксем

  Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов çӗнӗ технологисене аграрлă комплекса нумайтарах кӗртме чӗнсе каланă паян республикăн Патшалăх Канашӗ умне Посланипе тухсан.

«Агропромышленность комплексӗн сферинче ял-хуçалăх производствин эффективлăхне ӳстерес енӗпе илсе пыракан ӗçе малалла тăсмалла. Çакнашкал ӗçӗн лайăх тӗслӗхӗсем пур. Тырă тухăçне йӗркелекен процеса цифра решенийӗсене кӗртни Мензеле районӗнчи «Калмурзино» компанийӗнче 3 çул хушшинче пӗр гектартан илекен укçа тухăçне 3,5 хут ӳстерме май панă», – тӗслӗх илсе кăтартнă Минниханов.

Ял-хуçалăх производствинче çӗнӗ технологисене модернизацилесе кӗртни ӗç тухăçлăхне ӳстерет, шалăва хăпартать тата çак отрасле çамрăксемшӗн илӗртӳллӗ тăвать.

Тутарстан Президенчӗн шучӗпе резервсем пур, вӗсемпе усă курмалла. Çакăн çинчен чăн тӗслӗхсем те калаççӗ: Атня районӗнчи «Тукаевский» хуçалăхӗнче çӳллӗ шайри технологисемлӗ комплекс тунă, унти ӗçлекенсенчен 70 проценчӗ çамрăксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев