«Лебяжье» вăрман паркӗнче 165 çулти хыр та ӳсет
Хусанти «Лебяжье» вăрман паркне ТР Наука Академийӗн тата Атăлпа Кама заповедникӗн тӗпчевçисем кăçал май уйăхӗнчен пуçласа сентябрьччен тӗпченӗ те экологи лару-тăрăвӗ кунта япăх маррине палăртнă. Çакна вараланнă сывлăшлă вырăнсенче ӳсмен йывăç-курăк, пурăнман чӗрчунсемпе вӗçен кайăксем пурри çирӗплетнӗ.
Хусанти «Лебяжье» вăрман паркӗ «Казаньоргсинтез» (халӗ СИБУР йышне кӗрет) предприяти çывăхӗнче вырнаçнă пулсан та экологи лару-тăрăвӗ япăх мар иккен унта, çакна таса сывлăшра кăна ӳсекен, сывлăш шайӗн индикаторӗ шутланакан мăк пурри ӗнентерет.
Тӗпчевçӗсем унта пӗтӗмпе 383 тӗрлӗ ӳсен-тăрана (Тутарстан флорин 23,8 проценчӗ чухлӗ ку), вӗсенчен 17-шӗ Тутарстанăн Хӗрлӗ кӗнекине кӗнисем, 170 тӗрлӗ кăмпа, 43 тӗрлӗ вӗçен кайăк тата сайра тӗл пулакан, пӗтес хăрушлăхри 5 тӗрлӗ чӗрчуна асăрханă.
Специалистсем каланă тăрăх, йывăçсем вăтамран 80-120 çулта. Чи ватă 165 çулти хыр та ӳсет. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-60-мӗш çулӗсенче «Казаньоргсинтез» предприятийӗн строительстви пуçланман пулсан Аслă тата Кӗçӗн Глубокое кӳлӗсем типме пултарнине те палăртнă вӗсем. Шăпах ун чух йывăçсем лартса хăварни кӳлӗсене типме паман. Апла-тăк, юнашар пысăк предприяти пурри пур чухне те япăх та мар иккен.
«Лебяжье» вăрман паркӗ хула çумӗнчех вырнаçнăран унта канма килекенсем нумай. Тӗрлӗ ӳсен-тăранлă, чӗрчунлă пулнăранах çитес çул «Атăл сукмакӗ» çуран çӳремелли маршрута кӗртме йышăннă ăна. «Казаньоргсинтез» (халӗ СИБУР йышне кӗрет) предприяти ТР Наука академийӗпе тата ТР хулисен аталанăвӗн институчӗн экологипе çӗр айӗнчи пуянлăхпа усă курассин ыйтăвӗсемпе ӗçлекен дирекципе пӗрле хăтлăх кӗртӗ. Вăрман тăрăх çуран тата йӗлтӗрпе çӳремелли çулсем хывӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев