Ленинград облаçӗнчи чăвашсен Акатуйӗ çӳллӗ шайра иртрӗ
Ленинград облаçӗнчи Всеволожск хули Санкт-Петербурга питӗ çывăх. Унта пурăнакансенчен нумайăшӗ кунсерен Санкт-Петербурга ӗçлеме çӳрет. Çавăнпа уява йӗркелекенсене, артистсене те Петербургран инçе пыма тивмерӗ.
Пӗтӗм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравӗ тăрăх, Санкт-Петербургра 2635, Ленинград облаçӗнче вара 1120 чăваш пурăнать. Питех нумайăн мар пулсан та кунта Чăваш наципе культура автономийӗ хастар ӗçлет: тӗрлӗ мероприятисем ирттерет, нацисен хушшинчи уявсене хутшăнать, хăй те чăваш уявӗсем йӗркелет. Ленинград облаçӗпе Петербургра тӗрлӗ наци уявӗсем нумай — тутарсен, марисен, якутсен, вепссен, ижорăсен, ингерманланд финсен... Чăваш Акатуйӗ те ку уявсен йышне çирӗп кӗнӗ.
Уяв Всеволожскри Юбилейнăй тӳремре иртрӗ. Акатуйра пӗрремӗш хут ял хуçалăх ярмăрккине ирттерчӗç, ку мехел нумай хулара пурăнакансене чăваш культурипе паллашма, чăваш юррисене илтме май пачӗ. Тен, вӗсенчен нумайăшӗ чăваш уявне унччен нихçан та курман, çавăнпа хулара пурăнакансене вăл питӗ кăсăклантарчӗ.
Акатуя хутшăнакансене Всеволожск районӗн администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ Светлана Хотько, Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Валериан Гаврилов, Кунсткамерăра ӗçлекен истори наукисен докторӗ, чăваш историпе культурине тӗпчекен Антон Салмин, ятарлă çар операцийӗн ветеранӗ Александр Семёнов саламларӗç. Ленинград облаçӗн Туслăх Çурчӗн директорӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Новожилов Ленинград облаçӗн Вырăнти хăйтытăмлăх, нацисен тата конфессисен хушшинчи çыхăну комитечӗн пуçлăхӗн Лира Буракăн салам сăмахӗсене вуласа пачӗ. Кайран йӗркелӳçӗсем пӗрер çулланнă тата çамрăк çемьене Тав хучӗсемпе наградăларӗç те, унтан чăваш уявӗ пуçланчӗ.
Уяв шайӗнче «Хамăр паттăрсемпе мухтанатпăр» конкурс иртрӗ, унта облаçăн тӗрлӗ наци организацийӗсенчен артистсемпе коллективсем патриотла юрăсем юрларӗç. Ун хыççăн фестиваль пуçланчӗ, фестивале чăваш юрăçисемпе ташăçисем хутшăнчӗç. Чăваш автономийӗн хастарӗсем Марина Кириллова, Ольга Петрова, Мария Кондратьева, Надежда Кириллова, Алевтина Челнокова, «Иван тата Алиса» дуэт, «Юрату» тата «Парне» ансамбльсем уяв хăнисене чăвашла юрăсемпе савăнтарчӗç. Пелагея Терентьева ташă ташларӗ, хăй тӗллӗн те, хăй ертсе пыракан «Кевер» коллективпа та. Маттурсем! Каламасăр пултараймастăп: чăваш кӗписене тăхăннă хӗрсем питӗ хитре!
Чăвашсен уявне вӗсен тутар тусӗсем те хутшăннă: «Файда» обществăн ансамблӗ, Мансур Аббазовпа «Нур» ансамбль уява илемлетрӗç. Сцена умӗнче чăвашсемпе тутарсем пӗрле ташларӗç. Ку — халăхсен чăн туслăхне кăтартакан паллă.
Тата ятарлă çар операцине хутшăнакан Геннадий Дмитриевăн призне илессишӗн кире пуканӗ йăтассипе, дротик ывăтассипе ăмăрту пулчӗ. Çӗнтерӳçӗсем медальсемпе сертификатсене тивӗçрӗç.
Уяв ăнчӗ! Çав хӗрӳ кун праçнике хутшăнакансемпе куракансем килӗсене тулли кăмăлпа таврăнчӗç. Килес Акатуйра тӗл пуличчен!
Максим КУЗНЕЦОВ,
Санкт-Петербургра пурăнакан
Хусан ăслăлăх центрӗн ăслăлăх ӗçченӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев