Ленинград облаçӗнчи тата Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн мероприятине Раççей чăвашӗсем пуçтарăнчӗç
Иртнӗ эрнере, ноябрӗн 10-мӗшӗнче, Санкт-Петербург хулинчи Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче регионсен хушшинчи анлă мероприяти – «Чăваш культурине Раççей культурин пайӗ пек упраса хăварассипе тата аталантрассипе çыхăннă ыйтусем» темăпа çавра сӗтел ӗçӗ иртрӗ.
Иртнӗ эрнере, ноябрӗн 10-мӗшӗнче, Санкт-Петербург хулинчи Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче регионсен хушшинчи анлă мероприяти – «Чăваш культурине Раççей культурин пайӗ пек упраса хăварассипе тата аталантрассипе çыхăннă ыйтусем» темăпа çавра сӗтел ӗçӗ иртрӗ. Ăна Нацисен ӗçӗсемпе федераллă агентство тӗрев панипе Раççей чăвашӗсен федераллă наципе культура автономийӗ тата Ленинград облаçӗн Чăваш культура обществипе Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ.
Экономика наукисен кандидачӗ Валериан Анатольевич Гаврилов ертсе пыракан Раççейӗн çурçӗр тӗп хулинчи чăвашсен пӗрлешӗвӗ кăтартуллă, ыттисемшӗн тӗслӗхлӗ ӗçлесе пырать. Хальхинче те мероприяти çӳллӗ шайра иртрӗ. Çавра сӗтел ӗçне регионсенчи Чăваш наципе культура автономийӗн тата Санкт-Петербург хулинчи ытти халăхсен наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳçисемпе представителӗсем хутшăнчӗç. Доклад тăвакансем паллă та сумлă çынсем – ученăйсем, наукăпа культура, искусство ӗçченӗсем. Çавсен шутӗнче Раççей наука академиӗн Аслă Петр ячӗллӗ антропологипе этнографи музейӗн наука сотрудникӗ, истори наукисен докторӗ, СПб ЧНКА наука консультанчӗ Антон Кириллович Салмин, Раççей наукăсен академийӗн Хусанти наука центрӗн сотрудникӗ Максим Кузнецов, «Ленинград оборонипе блокадин патшалăх мемориаллă музейӗ» Санкт-Петербургри патшалăх бюджет культура учрежденийӗн ятарлă проекчӗсен уйрăмӗн специалисчӗ Надежда Дмитриевна Добрянская, истори наукисен докторӗ, Ӗпхӳри патшалăх нефтьпе технически университечӗн Халăхсен хутшăнăвӗсен, историпе хӗвелтухăç вӗрентӗвӗн кафедрин профессорӗ, çыравçă Ирина Витальевна Сухарева (Саригель) пулчӗç.
Саламсем
Нацисен ӗçӗсемпе федераллă агентство ертӳçи Игорь Баринов çавра сӗтел ӗçне ăнăçлă ӗçлеме саламлă çыру яни те мероприятин статусне ӳстерчӗ.
Ӗç пынă хушăра саламсем делегатсен ячӗпе килсех тăчӗç, вӗсемпе Валериан Гаврилов çийӗнчех паллаштарса пычӗ: Патшалăх Думин депутатӗнчен Алла Салаеваран, Ленинград облаçӗн вырăнти хăйтытăмлăх, нацисемпе конфессисен хутшăнăвӗсен комитечӗн председателӗнчен Лира Буракран, Санкт-Петербургри нацисен хутшăнăвӗсем тата миграци политикин пурнăçланăвӗн комитет председателӗнчен Олег Капитановран, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗн директорӗнчен Петр Красновран тата ытти авторитетлă çынсенчен çитрӗç. РФ патшалăх Думин депутачӗн Анастасия Удальцован пулăшуçи Иван Удальцов видеоконференци майӗпе çыхăнса ăнăçлă ӗçлеме сунчӗ. Донецк Республикинчи «Раççей халăхӗсен çурчӗн» филиалӗн директорӗ Ирина Белякова та çак майпа усă курса чăвашсемпе нумай пулмасть паллашнине пӗлтерсе чылай ырă сăмах каларӗ.
Тӗп задача – халăхсен пӗрлӗхӗшӗн ӗçлесси
Мероприятие Валериан Гаврилов хăй ертсе йӗркелесе пычӗ.
Çавра сӗтел ӗçне Раççей чăвашӗсен Федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ, РФ Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Федорович Гаврилов уçрӗ. Пӗтӗм пурнăçне Раççее хӳтӗлессине халалланăскерӗн калаçăвӗ патриотла хавхалануллă пулчӗ.
- Нумай пулмасть кăна Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн кунне палăртрăмăр. Ку çӗршывра пурăнакан нацисемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ кун, – терӗ Николай Гаврилов пурне те сывлăх сунса. Раççейре социаллă ориентирлă обществăн потенциалӗ иксӗлменнине, ун малашлăхӗ пуррине палăртса çӗршывшăн ун тавра аталанни кирлине палăртрӗ.
- Манран доклад ыйтмарӗç, саламлă сăмах çеç, – шӳтлесе илчӗ вăл пăртак. – Ман акă мӗн çинчен калас килет. Ноябрь пуçламăшӗнче Нацисен ӗçӗсен федераллă агентствин Раççей халăхӗсен фестивальне ирттерчӗ. Президиумра Раççей тата Чечня Геройӗ Апти Алаудинов та пурччӗ. Вăл икӗ çул ӗнтӗ ятарлă çар операцийӗнче передовойӗнче. «Ман подразделенире 50 проценчӗ вырăс, 25 проценчӗ чечен, тепӗр 25-шӗ тӗрлӗ халăх çынни. Окопра эпир пурте пӗртăвансем, пичче-шăллăмсем, Раççей гражданӗсем. Пӗрле чух эпир хуть мӗнле тăшман çарне те пӗтерме пултаратпăр. Туслă чух пире никам та çӗнеймӗ. Православи, ислам е урăх тӗн çынни-и – пӗлтерӗшлӗ мар. Чи кирли – эпир пӗр çӗршыв çыннисем», – терӗ вăл ун чух. Чăн та Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн кунӗ пирӗншӗн тӗп уяв пулса тăчӗ. Пирӗн задача та çавах – халăхсен пӗрлӗхӗшӗн ӗçлесси. Эпир хамăр йышпа 5-мӗш халăх Раççейре. Пӗрле чух пире никам та çӗнеймӗ. Шел те, çакна эпир пуринчен ытла çӗршывшăн йывăр тапхăрта кăна туятпăр. Пушар чухне кăна вӗт килте мӗн чи хаклине ăнланса илетпӗр, чи малтан ача-пăчана хăтаратпăр... Чăваш халăхӗ мӗн авалтан патшалăхпа, ун ертӳçипе пулнă. Халӗ те çаплах, – Николай Федорович чăвашран тухнă нумай паллă çынна аса илсе тӗслӗхе лартрӗ. Чапаева, Бичурина, Николаева, Кузьминана тата ыттисене, хальхи вăхăтра палăрнă йăхташсене аса илчӗ. Вӗсем хăйсен суйланă ӗçӗнче чи çӳллӗ шая çитнине палăртса ăна тума вырăс чӗлхи пулăшнине каларӗ. Ун шучӗпе, вырăсла пӗлмен пулсан вӗсем çитӗнӳ тăваймастчӗç.
- Нумай пулмасть паллă художник Александров çурçӗр океанӗ тăрăх творчествăлла экспедицирен çӳресе таврăнсан Мускавра чăвашсемпе тӗл пултăмăр. Аллăсенчен иртнӗ патвар, пултăклă çынсем... Чилингарова, Шпаросене – ашшӗпе ывăлне, ытти полярниксене чӗнтӗм. Çавра сӗтел ирттерсе тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврăмăр. Вăт, çакăн пек çынсем чăваш халăхне çӳле çӗклеççӗ. Художник-и вăл, писатель, ученăй е спортсмен – пӗлтерӗшлех мар. Чи кирли – профессире чи çӳллӗ шая çитни. Кашни авторитетлă çын халăхăмăрăн ятне çӗклет. Вӗсем хăйсен вырăслăхне, патриотизмне кăтартса чăваш ятне çӗклеççӗ. Çапла майпа эпир Раççей гражданӗсем пулнине кăтартатпăр.
Чăваш чӗлхи кирлӗ мар?
Чăвашла ăна пӗлмесен те юрать. Иван Яковлев та вырăс чӗлхи пирӗншӗн тăван чӗлхе пулмаллине каласа хăварнă, ăна вӗренме халалланă. Пирӗн хушăра халăхăмăра вăрçăштарса ярас текен наци лидерӗсем те пур. «Эпир чăвашла кăна калаçăпăр», – теççӗ вӗсем. Ăçта çитӗç чăваш чӗлхипе кăна? Капла мӗн патне килсе тухатпăр вара? Ăнланатăр-и мӗн çинчен каласшăн эпӗ сире? Ак нумай паллă çынна пӗлетӗп, вӗсем чăваш пулин те тăван чӗлхипе калаçаймаççӗ, калаçсан та акцентпа. Хамăртан уйăрса ямалла-и вӗсене? Вӗсем тăван чӗлхене халь тин вӗренеймӗç. Марина Байкалована илер, вăл Камчаткăра пурăннă ӗмӗр тăршшӗпе, халӗ Тюменьре. Чăвашла юрлать, ташлать, анчах ăнланма йывăр, мӗншӗн тесен тӗрӗс мар калаçать. Чăваш чӗлхине пӗлни кирлех те мар, чунпа, ӗçпе чăваш пулар. Хам пурнăçра эпӗ Раççей Геройӗпе, космонавтпа Андриян Николаевпа пӗрре мар тӗл пулса калаçнă. Тӗрӗссипе, унăн кăтартăвӗсем чи лайăххи пулнă, анчах вырăс мар çынни ниепле те пӗрремӗш космонавт пулайман ун чух. Андриян Николаев хăй титуллă халăх çынни пулманнишӗн пăшăрханатчӗ. Чăваш чӗлхипе ялта калаçаççӗ ав. Ан тив, калаçчăр ватăсем хăйсен чӗлхипе, анчах вырăсла пӗлмесен таçта инçе каяймăн, – терӗ Николай Гаврилов.
Капла çитес çыравра тепӗр 500 пине яхăн чăваша çухатма пултаратпăр
Тӗрӗсех калать Николай Федорович ӗçре пултăклă та тăрăшуллă пулса чи çӳллӗ шая çитни пирки каласа. Вырăс чӗлхине пӗлни Раççей шайне тухма пулăшнипе те килӗшетӗп. Ку чăн çапла. Анчах тăван чӗлхене пӗлни ним енчен те чăрмантармасть, пулăшать çеç. Раççейре тӗрлӗ халăх пурăнать. Вӗсен кашнин икӗ тăван чӗлхе – наци чӗлхи тата вырăс чӗлхи. Кунта чăваш чӗлхин кулленхи пурнăçри вырăнӗ пирки каланă шухăшпа килӗшейместӗп. Шел те, ку сăмахсене Чăваш Республикин ертӳçисенчен пӗрре мар илтнӗ, çав шутра шкулта калаçу чӗлхине кăна вӗренни те çителӗклӗ тенине те. Халӗ Иван Яковлевич Яковлевăн сăмахӗсемпе витӗнсе чӗлхе пирки харпăр курăма тӳрре кăларасси модăна кӗрсе кайрӗ. Яковлевăн халалне пӗр енлӗ çеç ăнланса хамăр чӗлхене кирлӗ мара кăларса вырăс чӗлхине пӗлнипе çырлахма сӗнеççӗ.
Чăваш чӗлхин статусне, вырăнне çирӗплетме, унпа социаллă культурăлла, обществăлла политикăра усă курассине анлăлатассипе кирлӗ йышнусем тумалла. Инçе каймалла мар, ырă тӗслӗх çумрах. Тутарстанра пурăннипе тутарсем хăйсен тăван чӗлхишӗн мӗнле тăрăшнине лайăх курса тăратпăр. Эпир вара кун пек шухăш-кăмăлпа тепӗр 6-7 çултан пулмалли черетлӗ çыравра çур миллион чăваша ним мар çухататпăр. 2020 çыравра 500 пине яхăн чăваш чакрӗ. Е эпир динозаврсем пек вилсе пӗтме пуçланă? Тăван чӗлхене вӗренмесен, унпа калаçмасан динозаврсем пек çӗр çинчен çухалăпăр та. Хуть мӗн калăр, тавлашăр манпа, анчах чăвашла калаçман çын çыравра хăйне чăваш тесе кăтартмасть. Шăп çавна пула пирӗн йыш чакса пырать. Нивушлӗ наци лидерӗсен чӗри кун пирки пач та ыратмасть? Паян пурăнса пултăр, ыранни çинчен мӗншӗн пуç ватмалла?
Элита туса хурсан
Çав вăхăтрах пирӗнпе тăванла тутарсен пач урăхла политика. Хăйсен тăван чӗлхине Раççей, республика, халӗ халăхсен хушшинчи шайра та, пысăк тӗрев параççӗ. Ун статусне ӳстерес тесе республика шайӗнче тӗрлӗ проектсем йӗркелеççӗ. Санкт-Петербургри Пулковора (аэропорт ячӗ) Хусана каякан рейссене тутарла та пӗлтернине илтсен пӗр савăнтăм, пӗр хурлантăм. Мӗншӗн тесен эпир апла пултараймастпăр. Мӗншӗн тесен наци лидерӗсене ку кирлӗ мар. Хусанти аэропортра ку хăнăхнă пулăм-ха, анчах ытти хуласенчи аэропортсенче тутарла пӗлтерни чӗлхе статусне çӗклессинчи пысăк утăм. Ара, Мускава, ытти хулана вырăсла пӗлсех кайман мăнаккасем те çӳреççӗ-çке. Вӗсен çинчен шутлани тутарсене чи лайăх енчен хаклать. Шупашкарти аэропортра пулман, унта чăвашла калаççӗ-ши? Ыйтса пăхмалла-ха...
Тутарстанра республика ертӳçи хăй тутар чӗлхин пуласлăхӗн ялавне çӗклесе пырать. Эпир вара хамăр тăван чӗлхене хисеплемесен кам пире хисеплӗ? Кун çинчен шутламаллах.
Чăваш наципе культура пӗрлӗхӗсем çинчен. Паян вӗсем кашни регионтах пур. Хам та çак организацире тăратăп. Анчах эпир ӗçлесе çитерейменни курăнать. Хаçат ӗçӗпе районсене, ялсене час-час тухса çӳретпӗр. Çынсемпе калаçан та сахал мар пайӗ çак пӗрлӗхсем пуррине, наци лидерӗсене пӗлмест те, тăван халăх историйӗ пирки пушшех. Апла çутӗç ӗçне вăйлăрах аталантармалла. Пирӗн наципе культура пӗрлӗхӗсем темле хупă, элитарлă организацисене çаврăна пуçларӗç. Хамăр хушăра пуçтарăнса калаçатпăр, мӗн-тӗр ирттеретпӗр, йӗркелетпӗр, халăх вара çак карапсен айккинче тăрса юлать. Массăлла мероприятисемпе кăна проблемăсене татса пама çук. Вӗрентӳ енӗллӗ мероприятисем кирлӗ.
Çамрăксенче шанăç пур
Ку чух Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвне аса илетӗп. Телее вӗсем пур, форумсемпе фестивальсем йӗркелесе нумай чăваш ачине хăйсен тавра пуçтарма пултарчӗç. Çак ӗçе аслисен пулăшăвӗпе тата та вăйлатмалла. Ку пирӗн тӗп тивӗç, çамрăксене вӗрентсе пырасси, халăха çывăх пуласси.
Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ те тӗслӗхлӗ ӗçлет. Валериан Анатольевич хăй тавра питӗ те пултаруллă атьсене пуçтарнă, нумайăшӗ аслă шкулсенчен вӗренсе тухса специальноçсем илнӗ. Паян хăйсен компетенцийӗпе çыхăннă енсене пӗрлӗхре аталантарса пыраççӗ. Ку тӗрӗс политика.
Валериан Гаврилов сăмахӗпе, хальхи мероприятие те çамрăксем ирттерме пулăшнă. «Мероприятин юхăмӗпе концепцине, бренд япалисене йăлт вӗсем шутласа кăларчӗç, пурнăçларӗç», – терӗ Валериан Анатольевич. Пурте çакăн пек ӗçлесен малашлăх пирӗн çутă.
Пултаруллă çынсем пирӗн хушăра нумай, ӗçлемелле кăна.
Усăллă пулчӗ
Çавра сӗтел ӗçӗ патне таврăнас пулсан, вăл тухăçлă иртрӗ. Чăваш культурин аталанăвӗпе çыхăннă тӗрлӗ ыйтăва çӗклерӗç спикерсем.
Истори наукисен докторӗ, СПб ЧНКА наука консультанчӗ Антон Салмин Ленинград облаçӗнче, Санкт-Петербург хулинче пурăнакан чăвашсен этнос туйăмӗ, хăйевӗрлӗхӗ 300 çул хушшинче мӗнлерех улшăнни çинчен çырнă тӗпчев проекчӗпе паллаштарчӗ. Антон Кириллович пуçарнă ӗçе Раççейӗн наука академийӗн сотрудникӗсем хутшăннă, пурте ятлă ăсчахсем. Çавсен хушшинче Надежда Станулевич, çамрăк наука ӗçченӗ Максим Кузнецов, музеевед Екатерина Шерстенникова, этнос культурин тӗпчевçи Александра Петрова.
Антон Салмин сăмахӗпе, юлашки вăхăтра глобализаци палăрăмӗ вăйланса пырать, этноссен хутшăнăвӗсенче ăнланманлăхсем палăраççӗ. Миграцие пула йăлари, культурăри йӗркесем те улшăнса пыраççӗ. Вӗсен наука проекчӗ Раççейре пурăнакан тӗп халăхсен йăлисене хӳтлӗхе илме хистет. Халăх хăйевӗрлӗхӗ (самобытность) термин ку ӗçре тӗп никӗс шутӗнче. Антон Салмин палăртнă тăрăх, этнос туйăмӗ çынна наци хăйевӗрлӗхне упраса хăварма пулăшать.
Ирина Сухарева халăхсен туслăхӗ çине пусăм туса Пушкăртстан чăвашӗсен пурнăçӗпе паллаштарчӗ. «Пушкăртсан чăвашӗсем республикăри кашни сферăра палăраççӗ. Чи хакли – çамрăксем обществăлла ӗçе активлă хутшăнни. Вӗсен аталанăвӗшӗн нумай проект пурнăçлатпăр. Шел те, чăваш ачисенчен 15 проценчӗ кăна хăй тăван чӗлхипе калаçать. Мӗн тăвас тен, глобализаци витӗмӗ... Пушкăртсан чăвашӗсем пӗрлехи социокультура уçлăхне кӗрсе кайнă пулин те хамăрлăха çухатман. Наци уявӗсене, К.В.Иванов, Яков Ухсай ячӗллӗ литература кунӗсене, чăваш хӗрарăмӗсен пӗрремӗш республика праçникне, чăваш тӗрри кунне ирттеретпӗр», – терӗ Ирина Саригель.
Раççейӗн наука академийӗн Хусанти наука центрӗн сотрудникӗ Максим Кузнецов тутар чӗлхине хăй халлӗн вӗренмелли кӗнекипе паллаштарчӗ. Халӗ вăл çакăн пекех пособи чăвашлипе хатӗрлет. Максим вырăс çынни пулин те Атăлçи тăрăхӗнчи тӗп халăхсен чӗлхисене тӗпчет. Наука ӗçченӗ çыншăн тăван чӗлхе кирлӗлӗхне пит лайăх ăнланать, чăвашсем – çук. Калас пулать, унăн тутарла кӗнекине ТР Раисӗ Рустам Минниханов питӗ пысăк хак панă. Чăваш ертӳçисем хакласа йышăнӗç-ши ун ӗçне? Шанас килет.
- Хăй халлӗн чӗлхене вӗренмелли кӗнекепе кашни вӗренме пултарать. Темăсене материала эффективлă ăша хывма пултăр тесе ятарласа йӗркеленӗ, ансатлинчен кăткăсси патне, – терӗ çамрăк ăсчах.
Регионсенче ӗç пырать
Докладсем хыççăн регионсенчи чăваш пӗрлӗхӗсен ертӳçисемпе представителӗсем вырăнти ӗçпе паллаштарчӗç. Çавсен хушшинче Владимир Яковлев (Пушкăртстан), Людмила Павлова (Самара облаçӗ), Зоя Габдуллова (Мурманск облаçӗ) пулчӗç, хам енчен Тутарстан чăвашӗсен ӗçӗсемпе паллаштартăм. Пензăри Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Денис Щербаков паянхи кун чи кирлӗ ыйтусен шутӗнче наци хăрушсăрлăхӗ тăни, ятарлă çар операцине хутшăннисене тӗрев памалли çине пусăм турӗ.
Чăваш Республикинчен килнӗ Надежда Васильева Нянина ӗçне тӗслӗхе илсе чăваш культуринчи хореографи вырăнӗ çинчен каларӗ. Чăваш тӗррин пӗлтерӗшӗ çинчен Л. Вазюкова интереслӗ каласа пачӗ. Санкт-Петербургри И.Е.Репин ячӗллӗ ӳнер искусствин академийӗн преподавателӗ, живописец А.А.Федоров кӗскен хăй ӗçӗпе паллаштарчӗ. Культура аталанăвӗнчи библиотека вырăнӗ пирки Раççей наци библиотекин наци литературисен уйрăмӗн заведующийӗ Ш.С.Жабко каларӗ.
Ларăва хутшăннă ытти наци пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем те сăмах илсе хăйсен шухăшӗпе паллаштарчӗç, наци обществисен хутшăнăвӗсене малалла та аталантарса пымаллине палăртрӗç.
Санкт–Петербургри ЧНКАн çамрăк пайташӗсенчен Андрей Иванов сăмах илчӗ. Вăл юрист пулса ӗçлет.
- Паянхи çавра сӗтел ӗçӗнче пӗрре мар çемье пӗлтерӗшӗ çинчен каларӗç. Хам пирки каласан эп Чăваш Республикинче çуралса ӳснӗ çын мар. Атте-анне çавăнтан. Анчах эпӗ чăвашла калаçатăп. Мӗншӗн тесен аттепе-анне хăйсен хушшинче ялан чăвашла калаçаççӗ. Вӗсем иккӗшӗ те çар çыннисем, медиксем. Чӗлхене пӗлнипе кăна мар, унпа кăсăкланатăп. Валериан Анатольевича пула, вăл асанне урлă мана чӗнсе янипе паян эп çак хушăра. Тав тăватăп ăна. Хамăр енчен эсир пуçарнă ӗçе малалла тăсма сăмах паратпăр, – терӗ Андрей Иванов.
Автономи ӗçне активлă хутшăннăшăн Николай Гаврилов çамрăксен организацийӗн пайташӗсене Раççей чăвашӗсен федераллă наципе культура автономийӗн Тав çырăвӗпе чысларӗ.
Çавра сӗтел ӗçне пӗтӗмлетес пулсан вăл чăваш культури аталанăвӗшӗн чăннипех усăллă пулчӗ. Мероприяти оффлайн тата онлайн форматпа иртнипе хутшăнакансен шучӗ самай ытларах пулчӗ. Пӗтӗмпе 250 ытла çын. Валериан Анатольевич çавра сӗтелре панă сӗнӳсене пурне те шута илсе кирлӗ йышăнусем тăвассине, вӗсене Чăваш Республикин ертӳçисем, чăвашсен федераллă автономийӗн лидерӗсем патне çитерессине пӗлтерчӗ.
Ирина ТРИФОНОВА,
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев