Леонид Кашкаров тăван шкулта пулчӗ
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата вӗсен кукашшӗ-аслашшӗсен паттăрлăхне, Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне асра тытса Раççей Президенчӗ Владимир Путин 2025 çула Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пек ирттерме йышăнчӗ. Фашизма çӗнтерсе Тăван çӗршыва мирлӗ пуласлăх парнелекенсемпе вӗсен паттăрла ӗçӗсене манмалла мар, вӗсене хисеплесе пурăнмалли вăхăт халь пирӗн.
Нумай пулмасть Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне чаплă лару-тăрура уçрӗç. Мероприятие ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, юнармеецсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем хутшăнчӗç.
Раççей тата Тутарстан Республикин гимнӗсене итленӗ хыççăн шкул директорӗ Владимир Мискин пухăннисене ятарлă хăнапа паллаштарчӗ. Çак шкула пӗтернӗ, ятарлă çар операцине хутшăнакан Леонид Кашкаров яла кӗске отпуска килнӗ. Шкул ертӳçи каланă тăрăх, Раççей хăйӗн паттăрӗсемпе яланах мăнаçланать. Тăван çӗршыва тата унăн интересӗсене хӳтӗлеме, ятарлă çар операцийӗн тӗллевӗсене пурнăçлама кайнă ентеш те айккинче юлма пултарайманнине каласа хăварчӗ вăл.
Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков шкул ачисене неонацизмпа кӗрешес ӗçре ятарлă çар операцийӗн пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине каларӗ. Çар çыннисене йывăрлăхра вӗсен тăванӗсемпе çывăх çыннисем тӗрев пани питӗ кирлине пӗлтерчӗ. Çавăн пекех кашниех гражданла тата çар тивӗçне пурнăçлас тӗллевпе çарта службăра тăмаллине палăртрӗ вăл.
Отпуска килнӗ Леонид Кашкаров тăван шкула килсе курма тата çитӗнекен ăрупа тӗл пулма хавас пулчӗ. Калаçăва çамрăксене патриотла воспитани парас ӗçе халалланă. Леонид аслă класра вӗренекенсене хăй çинчен, Тăван çӗршыва хӳтӗлеме кайни çинчен, Украинăра СВО мӗншӗн пуçланни çинчен, унта хутшăнакансен кулленхи кунӗсем çинчен каласа пачӗ. Ятарлă çар операцийӗнче вăл танкăн механик-водителӗ иккен.
Вӗрентекенсемпе вӗренекенсем панă ыйтусем çине те хаваспах хуравларӗ çамрăк каччă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене шкул ачисен çырăвӗсем пулăшнипе пулăшманни çинчен ыйтсан çапла хурав пачӗ:
– Эсир çырнă çырусем чӗрене пырса тивеççӗ, пушă вăхăтра вӗсене темиçе хут вуласа тухатпăр. Çакă эпир тӗрӗс ӗç тунине çирӗплетет. Раççей çыннисем нихăçан та пусмăрçă пулман, эпир хамăрăн халăха хӳтӗлетпӗр. Çӗнтерӳ пулатех, урăхла пулма та пултараймасть! Эсир пире кунта ăнланнăшăн тата пулăшнăшăн пурне те чӗререн тав тăватăп. Мирлӗ пурнăçран килнӗ кирек мӗнле хыпар та пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ, – пӗлтерчӗ хăна.
Калаçу хыççăн пурте пӗрле «Пӗтӗм тӗнчери Çар вăййисем» видеофильм пăхрӗç. Тӗлпулу вӗçленсен ОБЗР (основы безопасности и защиты Родины) предмета вӗрентекен Петр Рафиков шкул ачисене аслă вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗмелли условисем çинчен каласа пачӗ. Мероприяти хăнапа асăнмалăх сăнӳкерчӗк тунипе вӗçленчӗ.
Ăшă та туслă лару-тăрура иртнӗ тӗлпулу шкул ачисене паттăрсем юнашарах пулнине кăтартса пачӗ. Ачасене Тăван çӗршывпа мăнаçланма вӗрентес тесен кун пек мероприятисене ирттерсех тăмалла тесе шутлатăп.
Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Йӗлмел.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев