Ӗҫлетӗп, тӗлӗнетӗп тӑван ялтан
Сăмах май, кăçал Раккасси никӗсленнӗренпе 395 çул çитет
Анатолий Тимофеев пирӗн вулакансемшӗн ют çын мар. Вăл пирӗн патра ӗçленӗ, яланах çырса тăнă. Анчах юлашки вăхăтра унран материалсем сайрарах килеççӗ. Сăлтавне пӗлес шутпа шурсухал тусăмăрпа çыхăнтăмăр.
– Анатолий Артемьевич, каçарăр та, юлашки вăхăтра эсир çырнисем сайрарах килеççӗ: те сивӗнтӗр пирӗн хаçатран, те вулакансене юратми пултăр?
– Тӗлӗнмелле ыйту: çыракан çын хăçан вулаканран йăлăхать? Эпӗ, пӗчӗкренех сăвă-калав хайланă чăваш, кунне пӗр йӗрке те пуçа хывмасан кам пулатăп? Çапкаланчăка тухма та, мухмăр чӗртмешкӗн черкке шырама та хама ирӗке яма тивӗç мар, яланах пысăк яваплă ӗçре пулнăскер. Апла-тăк, куллен малалла ӗçлесси, хама хисеплекенсене мӗн те пулин вулама сӗнесси кăна юлать.
– Эсир сакăр теçетке урлă каçрăр мар-и?
– Çулне ыттисем шутлаччăр. Манăн ун çинчен шухăшлама вăхăт та юлмасть. Пӗлтӗр, акă, Германире службăра тăнă Елчӗк район салтакӗсемпе офицерӗсем çинчен вырăсла пысăк кӗнеке (300 страница ытла) кăлартăмăр та, хам сакăр теçетке хушшинче мӗн туни пирки хушма кăларăм тăвас килчӗ. Урăхла каласан, пӗр çултах икӗ курăмлă кăларăм кун çути курчӗ.
Юбилее те Елчӗкпе Чăваш Енре кăна мар, Раккассинче те аван йӗркелерӗç. Хавхалантарсах ячӗ ял-йыш. «Санăн халӗ тăван ялупа унăн çыннисем пирки кӗнеке çырмалла», – теççӗ вӗсем. Мӗн тăвăн? Пӗри те, тепри те алăран тытать те килӗшӳ паллиех пулчӗ пулас. Эпӗ çамрăклах ялта кӗтӳ кӗтнине, çул ӳстерсе Пермь облаçӗнче вăрман каснине, Вологда тăрăхӗнче торф кăларнине шута хумасăрах вун пилӗк кӗнеке кăларнине аса илчӗç те: «Ял историйӗпе унăн çыннисем пирки мӗн те пулин çырмасан, сана хамăр ял таланчӗ тесе шутламастпăр та, – тесе каларӗç-хучӗç. – Эсӗ, Чăваш Ен культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Раççейӗн паллă журналисчӗ, темиçе медаль, нумай-нумай ытти наградăсен хуçи пулсан, хăв çуралнă ял историйӗ пирки кӗнеке çырма тивӗçлех...»
Çак сăмахсем хыççăн епле хирӗçлейӗ унта çуралнă тата пурăннă, амăш (сумлă Улька аппăш) кăкăрӗн сӗчӗпе, ял çумӗпе шăнкăртатса юхнă Чăнлă шывӗпе чăмпăлтатса, çăвăнса-тасалса ӳснӗ чăваш ачи?
– Ирӗксӗрех тепӗр пысăк ӗçе кӳлӗнме лекрӗ апла?
– Ăçта кайса кӗрӗн? Совеç, ăнлану хăйех хистесе тăрать вӗт чуна. «Эпӗ ялта сахал пурăннă, чылайăшне çителӗксӗр пӗлетӗп», – тенине никам та йышăнмарӗ. Çулталăк вӗçнелле вӗçлейӗп-и, çук-и, анчах пӗтӗм вăйран талпăнатăп. Сăмах май, кăçал Раккасси никӗсленнӗренпе 395 çул çитет.
– Лавӗ çăмăл мар ӗнтӗ, паллах, сакăр теçетке урлă каçнă çыравçăшăн...
– Темле калас... Малтан, сире хуравлас тенӗ пекех, ним калама та пӗлмерӗм. Унтан... Тӗлӗнмелле чаплă, Раççейре кăна мар, Совет Союзӗнче тата тӗнчипех паллă çынсемех манăн тăван ялта çуралса ӳснине интернетра шыраса тупрăм та... хам сисмесӗрех «йывăр лава» сӗтӗрме пуçларăм.
– Ӗç малаллах пырать-и?
– Мӗн пуçăннинчен каялла чакма хăнăхман эп. Ара, Раккасси пек пӗчӗк ялтах СССР Патшалăх премийӗн лауреачӗ, виçӗ хутчен Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне (чăннипе вăл Социализмла Ӗç Геройӗпе танлашать) тивӗçнӗ Николай Семенович Данилов, Варшава Килӗшӗвӗн штабӗнче тăрăшнă Леонард Ильич Сидоров генералпа Раççей Шалти ӗçсен министерствин чрезвычайлă лару-тăрăвӗсен ыйтăвӗсен службинче ӗçленӗ Михаил Васияров, РФ Шалти ӗçсен Ульяновск облаçӗнчи полици полковникӗсем районӗпе те сайра вӗт. Е Ленин орденне тивӗçнӗ Раиса Никифоровна Тютина тата Иккӗмӗш тӗнче вăрçин паттăрӗ, Берлина илессишӗн çапăçнă совет офицерӗ Давид Шашкин пеккисем хăш-пӗр районсенче пачах та çук. Акă камсем хавхалантарса пыраççӗ мана ватăлсан та ӗçлеме тата кунӗн-çӗрӗн тенӗ пек компьютер умӗнче ларма.
– Пирӗн вулакансене мӗн сӗннӗ пулăттăр эсир?
– Çирӗп сывлăх тата пӗтӗм йывăрлăха хăюллăн сирсе пырса ăнăçлăх патне туртăнма. «Выртан каска якалнă», – теççӗ вӗт чăвашсем. Ӗçлемелле, шыраса тупмалла. Эпир, мăшăрпа иксӗмӗр, ир тăрсанах стадиона тухса утатпăр-чупатпăр та кăмăл çӗкленсех каять, алăсем хăйсемех пӗчӗк ӗç патне те пулин туртăнаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев