Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Левуков çырнисене вуланăçем вулас килет

Шупашкарта Самар облаçӗнчи пӗртен-пӗр чăваш çыравçин «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ


Шупашкарта Самар облаçӗнчи пӗртен-пӗр чăваш çыравçин «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ

Пуш уйăхӗн 29-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубӗн тӗлпулăвӗ ытти чухнехинчен урăхларах форматпа иртрӗ. Вулавăшăн акт залне поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, студентсемпе чăваш литературине юратакансем йышлăн пуçтарăнчӗç. Тӗллевӗ пурин те пӗрре — Владимир Левукова «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кăларăмӗ кун çути курнă ятпа саламласси. Хайлав пуххи пӗлтӗрхи кӗркунне Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнăччӗ. Унта икӗ повеçпе тăватă калав кӗнӗ. Редакторӗ — Ольга Федорова.

Хăтлава «Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ. Вăл чи малтанах пурне те «Шанчăк» чăваш халăх ансамблӗн ертӳçин Наталья Панфиленкăн видеосаламӗпе паллаштарчӗ. Пуçтарăннисем уяв хуçи çинчен ятарлă видеопрезентаци те курма пултарчӗç. Унтан Владимир Левуков хăй çинчен интересли чылай каласа пачӗ. Прозаик, поэт, таврапӗлӳçӗ, педагог инçе çула кӗскетсе Тольятти хулинчен çитнӗ. Хальхи вăхăтра вăл — Самар тăрăхӗнчи пӗртен-пӗр чăваш çыравçи. Владимир Леонтьевич 1950 çулхи кăрлачăн 1-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районне кӗрекен Кивӗ Тимушкел ялӗнче йышлă ачаллă çемьере çуралнă. Тăхăр пӗртăванран асли шăпах Владимир. Тăван чӗлхене юратас, унăн пуянлăхне туяс туйăм ăна амăшӗнчен, Ульяна Сергеевнăран, куçнă-мӗн. Вăл нумай чăваш халăх юррине, йăли-йӗркине астуса тăнă, хăй пӗлнине ачисене, çамрăк ăрăва вӗрентсе хăварма тăрăшнă.

Çыравçăн кукамăшӗ Анна аппа Чăваш халăх поэчӗпе Николай Шелепипе кӳршӗллӗ пурăннă. «Шелепи урама тухатчӗ те кил умӗнче хăй сăввисене каласа, юррисене юрласа ларатчӗ. Манăн та ун пек сăвăç пулас килетчӗ», — аса илнӗ каярахпа Ульяна Сергеевна. Анчах нумай вӗренме пӳрмен ăна. Кил-йыш чухăн пулнипе хӗрача тăватă класс çеç пӗтернӗ, унта та пулин кӗркуннепе çуркунне кăна шкула çӳренӗ, хӗлле вара юрăхлă тумтир пулманнипе килте ларма тивнӗ. Пӗлӳ çуртӗнче ачасене Николай Шелепин ывăлӗ Александр Николаевич вӗрентнӗ. «Хӗрачу ăслă, ун вӗренмелле», — тенӗ вăл Анна аппана (В.Левуковăн кукамăшне). Шел те, чухăнлăх ӗмӗтсене пурнăçа кӗртме май паман.

Владимир Леонтьевича пысăк витӗм кӳнӗ çынсен шутне Ксения Титова вӗрентекене те кӗртмелле. Ксения Тарасовна Ефрем Еллиев çыравçă патӗнче ăс пухнă, ачасене кăсăкли тем те пӗр каласа панă, уроксем асаилӳсемпе пуян пулнă. 1957–1967 çулсенче пулас çыравçă тăван ялти вăтам шкулта вӗреннӗ, ун хыççăн Елабугăри патшалăх педагогика институчӗн физикăпа математика факультетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. 1972 çулта институтран ăнăçлă вӗренсе тухса икӗ çул тăван ялӗнчи вăтам шкулта, унтан пилӗк çул Çӗнӗ Тимушкелӗнчи тулли мар шкулта физика тата математика вӗрентнӗ, вӗсенчен виçӗ çулне вӗрентӳ енӗпе директор çумӗ пулнă.
1979 çултанпа вăл Самар облаçӗнчи Тольятти хулинче пурăнать, вăтăр пӗр çул çăмăл машинăсем кăларакан АвтоВАЗ заводра ӗçленӗ, профсоюз цехкомне ертсе пынă. Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗнче вунă çул ытла правлени председателӗн çумӗ пулса тăрăшнă, халӗ те унта культура пайне ертсе пырать. 2014 çултанпа хулари Вырсарни шкулӗнче чăваш чӗлхи урокӗсене ертсе пырать, мăшăрӗпе пӗрле хулари вӗренӳ заведенийӗсене тăтăшах тухса çӳрет: студентсене, гимназистсене, шкулта вӗренекенсене, ача садне çӳрекенсене чăваш культурипе, чӗлхипе, историйӗпе паллаштарать. Çамрăксене патриотизмла воспитани парас енӗпе тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна Самар облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн хушăвӗпе «Куйбышев — запасная столица» тата «За служение людям» хисеплӗ паллăсемпе чысланă.

Уява Владимир Леонтьевич пӗччен килмен. Унăн мăшăрӗ Зинаида Владимировна — çармăс (мари) хӗрарăмӗ. Апла пулин те чăваш культури, чӗлхи уншăн пӗртте ют мар. Вăл — упăшки ертсе пыракан шкулăн хастар вӗренекенӗсенчен пӗри, халăх тумӗллӗ пуканесем ăсталать, чăвашла та илемлӗ юрлать. Хăтлавра пултаруллă мăшăр В.Левуковăн амăшӗ юрланă юрăсене — «Улма йывăç», «Телейлӗ уçланкă» — шăрантарчӗ. Çармăс юрри те парнелерӗç варкăшçăсене. Зинаида Владимировна каланă тăрăх, вăл чăваш чӗлхине юратса вӗренет, çармăс чӗлхипе пӗрпеклӗх нумаййине асăнчӗ. Ку, чăнах, халăх тумӗнче те палăрать.
Сумлă делегаци йышӗнче Марий Эл Республикинчи Сардаял ялӗнчи тӗп пӗлӳ паракан шкул директорӗ Полина Сорокина пурччӗ. Полина Владимировна — Зинаида Владимировнăн аппăшӗ. В.Левуковăн вӗренекенӗ Любовь Полякова та уява хаваспах килнӗ. Вăл саккăрмӗш класс таран тăван чӗлхене шкулта вӗреннӗ, халӗ Владимир Леонтьевич пулăшнипе пӗлӗве тарăнлатать.

Хăтлава хутшăнакансенчен чылайăшӗ çыравçăн чӗлхе туйăмӗ çивӗч пулнине палăртрӗ. «Вуланăçемӗн вулас килет. Пӗр пӗчӗк хайлаврах автор темиçе проблема хускатать, вӗсене хăйне евӗр татса пама тăрăшать. Тӗслӗхрен, „Исаак тăрни“ калавра ашшӗ-амăшӗн ачисем умӗнчи тивӗçе, çутçанталăка упрас ыйтăва, тăванлăхпа туслăх темисене тимлӗх уйăрать. Пурнăçра чăн пулнине тӗпе хурса çырни туйăнать», — терӗ Анатолий Хмыт прозаик.

Раиса Воробьева поэт «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кăларăма тарăн шухăшлă произведенисем кӗнине пӗлтерчӗ. «Автор вырăнти сăмах çаврăнăшӗсемпе, ваттисен сăмахӗсемпе, каларăшсемпе, юрă çаврăмӗсемпе вырăнлă усă курать. Туй йăли-йӗркипе те, салтак ăсатнипе те паллашаятпăр кунта. Тумтир таранах илемлӗ сăнланă. Сăнарсен характерне (арçын-и вăл, хӗр-и) пӗлсе уçса панă. Килӗшнӗ самантсене хам валли çырса та илтӗм. „Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ“ повеçре пӗрремӗш юрату ӗмӗрлӗхе пынине куратпăр. Ку кӗнекене каярахпа тепӗр хут тишкерсе вуласа тухмалла тесе пӗтӗмлетрӗм», — терӗ Раиса Васильевна.
Чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат, Лидия Сарине çыравçă Владимир Леонтьевича саламланă май хăйсен кӗнекисене парнелерӗç. Чăваш халăх писателӗ Анатолий Кипеч тата Мая Салампи поэт хăйсен сăввисене вуласа пачӗç. В.Левуковăн юлташӗ Надежда Гаврилова ăна икӗ томлă «Вырăсла-чăвашла словарь» тыттарчӗ. Ку парнешӗн çыравçă хытах хӗпӗртерӗ: ара, ун çинчен тахçанах ӗмӗтленнӗ-çке. Надежда Алексеевна операци тунине пăхмасăр «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кăларăма хăрах куçпа вуласа тухнă, хайлавсене пысăка хурса хакларӗ. Хăй кӗнекине çырнă чухне те аслă тусӗпе интернет урлă тăтăшах канашланă-мӗн.

Хăтлавра пурне те тăванлăхпа туслăх туйăмӗ пӗрлештерчӗ тейӗн. Ку литература уявне Владимир Левуков та, ун хăнисем те нумайччен савăк кăмăлпа аса илсе пурăнӗç.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература