Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЛИСИЧАНСКСЕНЧЕН ТАВ

Январӗн 20-мӗшӗнче Хусанти «Ливадия» санаторире #СпасибоВрачам тӗлпулу иртрӗ

 

Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа çӗршыв та, общество та, çынсем эпир те улшăнтăмăр. Çынлăх, çемье, пулăшу тутă пурнăçран пӗлтерӗшлӗреххине, кирлӗреххине ытларах та ытларах ăнланса пыратпăр, тӗрӗсрех каласан – аса илетпӗр. Украинăра ятарлă çар операцийӗ пуçланнă пирвайхи кунсенченех Тутарстанри 18 медицина учрежденийӗн 79 специалисчӗ – судпа медицина эксперчӗсем, хирургсем, педиатрсем, ытти тухтăрсем, медицина сестрисем хăйсен ирӗкӗпе Донбаса пулăшăва кайрӗç. Çак кунсенче вӗсенчен 50 ытларахăшӗ тăван республикăна таврăнчӗ. Вӗсенчен нумайăшӗ çитес вăхăтра каллех каяс шутлă.

Ăшпиллӗ тӗлпулăва РФ Патшалăх Думин депутачӗн Татьяна Ларионован пуçарăвӗпе йӗркеленӗччӗ. Гуманитари миссине пурнăçласа таврăннă медицина ӗçченӗсене çапла чыслас шухăша ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, Тутарстанри Профсоюзсен федерацийӗ тата «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗ те ырласа йышăннă. Сăмах май, Татьяна Петровна пирӗн медицина ӗçченӗсем Лисичанскри мирлӗ халăха мӗнле условисенче сипленине, медицина тӗрӗслевӗ ирттернине республикăн черетлӗ гуманитари пулăшăвӗсенчен пӗрне леçме кайсан хăй курса хакланă. «Ку çулçӳрев маншăн пысăк событи пулчӗ. Чикӗ урлă каçсанах пире Лисичанскшăн йывăр кунсем пуçланнине асăрхаттарчӗç. Лару-тăру чăнах та çăмăл марччӗ. Эпир килетпӗр те каятпăр, лисичансксен вара çавăнта пурăнмалла вӗт. Тухтăрсен пурăнмалли условийӗсем спартансенни пекехчӗ, пурнăçшăн хăрушă самантсем те сахал мар. Эсир ниме пăхмасăр Лисичанск халăхне медицина пулăшăвӗ патăр. Тав сире çăлса хăварнă пурнăçсемшӗн, ачасен телейлӗ куçӗсемшӗн, тав сире Донбаса каялла таврăннăшăн», – терӗ вăл хаваслă тӗлпулăва уçнă май.

2014 çултанпа пуля-снаряд айӗнче пурăнакан халăхăн кăмăлне çавăрма малтанласа çăмăл пулман-мӗн тухтăрсене. Ачасемпе çул çитмен ачасен сывлăхне тӗплӗн тӗрӗслес шутпа ТР Сывлăх сыхлав министерстви ятарласа янă хальхи йышши оборудованиллӗ «мобильлӗ поликлиникăсенчен» Украина пропагандине пула лисичансксем шикленнӗ, ачисене илсе пырасшăн пулман. «Ачăрсене илсе ан кайăр, органӗсене илеççӗ, чипсем лартаççӗ», – тесе хăратнă. Çавах та тӗрӗслӗх çӗнтернех, халăх тухтăрсене майпен шанма пуçланă. Ача сачӗсенче, шкулсенче, ытти вӗрентӳ учрежденийӗсенче ӗçлесе тухтăрсем кунне 100–120-шер ачана йышăннă. Пӗтӗмпе икӗ уйăхра 4000 ачан сывлăхне тӗрӗсленӗ. Уйрăмах психолог пулăшăвӗ вырăнлă пулнă иккен.

Нумай çул УЗИ, ЭКГ тата ытти медицина тӗрӗслевне туман çынсем тӳлевсӗрех медицина пулăшăвӗ илме май пурринчен те тӗлӗннӗ. Лисичанск çыннисем тухтăрсене çӳллӗ шайри медицина пулăшăвӗшӗн ырă сăмахсем каласа тав тăваççӗ. Пациенчӗсене пăрахса хăварасшăн пулманнипе тепӗр 19 тухтăр паянхи кун та унтах юлнă-ха, çитес вăхăтра тепӗр бригада кайма хатӗрленет.

– Лисичанскра медицина пулăшăвӗ йӗркелемеллине пӗлсен, пирӗн тухтăрсем пӗр иккӗленмесӗрех Донбаса кайма килӗшрӗç. «Мобильлӗ статус» пире тата вăйлăрах та туслăрах турӗ. Тухтăрсемпе медицина ӗçченӗсем пурăнакан çуртсене ракетăсенчен пени те пулчӗ. Ун чух та йышăнăвăр тӗрӗсси пирки иккӗленмерӗр. Халӗ те акă сиртен пурте тенӗ пекех таврăннă-таврăнман тепре хăçан каясси пирки ыйтатăр. Тав сире куншăн, – ӗçтешӗсен паттăрлăхӗпе мăнаçланчӗ ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марат Садыков.

Тӗлпулăва РФ Патшалăх Думин Сывлăх сыхлав комитечӗн председателӗ, запасри офицер, паллă хирург Дмитрий Хубезов та килнӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Украинăри ятарлă çар операцине «Единая Россия» партирен хăй ирӗкӗпе кайнă пӗрремӗш депутат вăл. Çак вăхăтра хирург нумай-нумай çынна çăлнă. Хальхи вăхăтра вăл демобилизациленнӗ, çар госпиталӗнче ăна ывăлӗ Леонид ылмаштарнă. Хăй сăмахӗнче вăл Украинăри ятарлă çар операцийӗнче халăх шанăçне çӗнсе илни, Тăван çӗршыв хӳттине тăни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртса хăварчӗ.

Тӗлпулу вăхăтӗнче вун-вун хут каланă тав сăмахӗсем тухтăрсемпе пӗрлех Тутарстанри предприяти-организацисен пуçлăхӗсене, предпринимательсене, ахаль çынсене те пырса тиврӗç. Салтаксем, Донбасс халăхӗ валли кашни кун тенӗ пекех хула-районсенчен гуманитари пулăшăвӗ пухса ăсатаççӗ. Пирӗн волонтерсем Лисичанскри ӗçтешӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлеççӗ.

«Тутарстанран килекен пӗрремӗш фурăсене курсан куççуль тухрӗ. Хам та Тутарстан çынни пулнăшăн шутсăр хытă савăнатăп. Республика пире нумай пулăшать, Лисичанск халăхӗн ятӗнчен республикăна, уйрăмах тухтăрсене, чӗререн тав тăватăп. Тăван çӗршывра тахçантанпах пулман эпӗ, 1991 çулта та, 2014-мӗшӗнче те таврăнасшăнччӗ, анчах тем чарчӗ. Халӗ лайăх ăнланатăп, манăн сире кӗтсе илмелле пулнă. 2007 çултанпа право сыхлавӗн ыйтăвӗсемпе ӗçленӗрен 2014 çултанпа Украина хăтланăвӗсен свидетелӗ эп. «Раççей вӗлерме килчӗ», – текенсене паян çапла чӗнсе калатăп: Украина пире вӗлерет, ман çӗршыв пулăшма килчӗ», – хумханса калаçрӗ Ешӗлвар районӗнчи Свияжскра çуралса ӳснӗ, нумай çул Лисичанскра пурăнакан, халӗ «Единая Россия» партин гуманитари пулăшăвӗн центрӗн ертӳçин çумӗнче тăрăшакан ентешӗмӗр Неля Сергеева. Тухтăрсен тӗлпулăвне вăл ятарласа Украинăранах килнӗ иккен. Тутарстан Президентне Р.Минниханова, республика халăхне тав туса асăнмалăх парне, Лисичанска ирӗке кăларнă ятпа кăларнă почта маркине, ТР Патшалăх Канашӗн Председательне Ф.Мухаметшина парнелерӗ.

Фарид Хайруллович та тухтăрсене чӗререн тухакан сăмахсемпе тав турӗ. Медицина ӗçченӗсем ума лартнă тӗллеве пурнăçланине, анчах пархатарлă мисси хальлӗхе вӗçленменнине палăртрӗ вăл. Тутарстан Донбасс халăхне пӗтӗмпе 2,3 пин тонна гуманитари пулăшăвӗ ăсатнине пӗлтерчӗ. Неофашизм еткерӗсем Украина халăхне çав таран анратнăран пирӗн унта тата нумай ӗçлемеллине, нушана лекнӗ халăха пулăшса хамăр тивӗçе чыслăн пурнăçламаллине каларӗ. Тухтăрсене пысăк-пысăк ӗç туса чăн-чăн паттăрлăх кăтартнăшăн республика ертӳçисен, Тутарстан халăхӗсен ятӗнчен тав турӗ.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Спасибо Врачам