Любовь Мартьянова поэт çуралнăранпа 75 çул çитнӗ ятпа асăну каçӗ иртрӗ
Унăн сăввисем вулакана туйăмсен тасалăхӗпе, хăйне евӗрлӗ кӗвӗлӗхӗпе тата тарăн шухăшлăхӗпе тыткăнлаççӗ. Лирика геройӗн юратăвӗпе çепӗçлӗхӗ иксӗлми. Ултавпа, кӗвӗçӳпе е тӳрккеслӗхпе тӗл пулсан та каçарма, çӗнӗрен ура çине тăма, кулленхи пурнăçпа савăнма хал çитерет вăл. Кун-çулӗ «çавра çил варринче» иртет пулин те, йăлт витӗр курать, ăнланать çивӗч туйăмлăскер, ырра шанма пăрахмасть. Çавăнпах унăн тӗнчи илемлӗ те асамлă.
Сăмахăмăр Любовь Мартьянова чăваш сăвăçи çинчен пырать. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Эп чӗртнӗ вучах» асăну каçӗ иртрӗ. Мероприятие поэт çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланăччӗ.

Чăн-чăн поэт
«Чăваш кӗнеки» центра Любовь Васильевнăн çывăх тăванӗсемпе ентешӗсем, поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, преподавательсемпе студентсем йышлăн пуçтарăнчӗç. Асăну каçне уçнă май вулавăш ӗçченӗ Татьяна Семенова сăвăçăн биографийӗпе паллаштарчӗ.
Любовь Мартьянова 1950 çулхи раштав уйăхӗн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Карапаш ялӗнче çуралнă. Октябрьскинчи вăтам шкулта пӗлӳ пухнă, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнă. 1974 – 1977 çулсенче Патăрьел районӗнчи Турханти вăтам шкулта учительте ӗçленӗ. 1977 çултан пуçласа нумай çул «Тăван Атăл» журналта вăй хунă. 1986 çулта СССР Писателӗсен союзне кӗнӗ. Любовь Мартьянова – В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ, «Эп чӗртнӗ вучах» (1982), «Сенкер ачалăх» (1983), «Шурă юр юрри» (1986), «Йышăнман сăмахсем» (1991), «Çавра çил варринче манăн кун...» (2016) кӗнекесен авторӗ.
Раççей Писателӗсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн правленийӗн председателӗ Сергей Павлов И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультечӗн виççӗмӗш курсӗнче вӗреннӗ чухне Любовь Мартьяновăн пултарулăхне тӗпчесе доклад хатӗрленӗ-мӗн. «Сăввисемпе паллашсан унăн туртăмӗ те, кӗвви те, туйăмӗ те эпир хăнăхнинчен урăхларах пулнине ăнкарса илтӗм. Тасалăхӗ, çепӗçлӗхӗ туйăнать. Хам ăнланнă пек тишкерӳ туса панăччӗ. Тӗрӗссипе, унăн кăмăлӗ кӗнекисен ячӗсенченех курăнать. Любовь Мартьянова – чăн-чăн поэт, суя мар. Паянхи сăвăçсен унран вӗренмелли нумай», – терӗ Сергей Лукиянович.
«Урăхларах пурăннă пулăттăм...»
Виталий Родионов профессор тата литературовед сăвăçăн пултарулăхне пысăка хурса хакларӗ. «Любовь Васильевнăн сăвви тăрăх кӗвӗленӗ «Чечек акрăм та...» юрă ун чухнехи çамрăксен юратнă юррисенчен пӗри пулнă. Ку сăвăçăн чун уçăмӗ, кӗвви хăйне евӗрлӗ. Унăн хайлавӗсем чунлăхӗпе палăрса тăраççӗ. Хăнăхнă пек рифма çукки те вӗсене вуланă чухне такăнтармасть, пӗтӗмпех хăй вырăнӗнче», – палăртрӗ Виталий Григорьевич.
Вунă çул каяллах Марина Карягина тележурналист Любовь Мартьяновăн тăван тăрăхне çитсе ун çинчен фильм ӳкернӗ. Асăну каçне пуçтарăннисем поэтăн 70 çулӗ тӗлне хатӗрленӗ телесюжета курма пултарчӗç. «2015 çула Раççейре Литература çулталăкӗ тесе палăртсан Любовь Васильевнăна «Ирхи тӗпел» кăларăма чӗннӗччӗ. Хирӗçлемерӗ, килчӗ вăл. Пӗр сехет сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. Телефон татти-сыпписӗр шăнкăртатать. Телекуравçăсем ыйтусем парасшăн, юратнă сăвăç çинчен ытларах пӗлесшӗн. Эфир хыççăн Любовь Васильевна ташша ячӗ. «Халăх мана çак таранччен юратнине пӗлнӗ пулсан урăхларах пурăннă пулăттăм», – терӗ вăл. Чăваш халăхӗ мӗн чухлӗ пурăнӗ, чăваш литератури çавăн чухлӗ пурăнӗ* чăваш литератури пур чухне Мартьянова ячӗ унта сумра пулӗ», – пӗтӗмлетрӗ Марина Федоровна.
Ыттисене те хавхалантарнă
Василий Кервен поэт та Любовь Васильевнăна ырăпа аса илчӗ. «Эпир пӗрле ӗçленӗ, нумай калаçнă – тем çинчен те. Ларса çырман та пуль вăл, çӳренӗ чухнех сăвăланă пуль. «Тăван Атăл» журналта тимленӗ вăхăтра çамрăксене те çул паратчӗ, пултаруллă авторсен хайлавӗсене пичетлетчӗ. Паллах, яш-кӗрӗме хавхалантарнă ку», – терӗ Василий Гаврилович.
Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки Надежда Кириллова «Эп чӗртнӗ вучах» кӗнекене вуласа тухсанах унти сăвăсене пӗрлештерсе поэзи композицийӗ йӗркелеме шут тытнă-мăн. 1986 çулта çак шухăша пурнăçа кӗртнӗ – сăвăсене çыхăнтарса халăх умӗнче вулама пуçланă. Хайхи композицин сыпăкӗпе залра пухăннисем те паллашма пултарчӗç. Пăлхануллӑ е салху, тунсăх е хăпартлануллă янăракан йӗркесене халăх сывлами шăп итлерӗ. Надежда Мефодьевнăн сассипе Любовь Васильевна хăй калаçнăн туйăнмарӗ-ши?..
Любовь Мартьянован пултарулăхӗ Светлана Асамат чăваш халăх поэтне те хавхалантарнă. Светлана Васильевна «Иртнисене манра эс ан шыра...» юрра шăпах ун сăвви тăрăх кӗвӗленӗ. Вулавăш хăнисем ăна та итлесе киленме пултарчӗç. Александр Ильин сăвăç Мартьяновăпа калаçсан чун уçăлнине асăнчӗ. Вӗсем пӗр кунра СССР Писателӗсен союзне кӗнӗ-мӗн. Александр Моисеевич Любовь Мартьянова ячӗллӗ преми йӗркелеме, ăна поэзире ăста ӗçлекенсене пама сӗнчӗ. Ку шухăша залри халăх ырласа йышăнчӗ.
Чăваш кӗнеке издательствин ача-пăча тата илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова «Çавра çил варринче манăн кун...» кӗнекен алçырăвӗпе тимленӗ вăхăта, поэтессăпа курнăçнине аса илчӗ. 2020 çулта хатӗрленӗ блиц-интервьюри Любовь Васильевнăн хуравӗсене вуласа пачӗ. Ара, çав сăмахсенче унăн шухăш-кăмăлӗ- çке. «Поэтсем ку тӗнчерен кайсан та вилмеççӗ, пирӗн чун-чӗрере, хăйсен сăввисенче пурăнаççӗ. Любовь Мартьянова та эпир ун хайлавӗсене вуланине туятех», – терӗ Ольга Михайловна.
Галина Матвеева поэт пӗр кивӗ сăнӳкерчӗк историйӗпе паллаштарчӗ. Унта çичӗ çын сăнланнă: Любовь Мартьянова, Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев чăваш халăх поэчӗсем, Галина Матвеева тата виçӗ ача. 2000 çулхи кăрлач уйăхӗнче Çӗнӗ Шупашкартан Пичет çуртне ачисене ашшӗ, Геннадий Степанов текенскер, ертсе килнӗ-мӗн – ятарласа çыравçăсемпе паллаштарма. Галина Алексеевна Любовь Васильевнăпа туслă пулнă, апла пулин те пӗрле ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗк пӗрре çеç – çӳлерех асăннăскер.
Никама та сивӗ сăмах каласа курман
Сăвăçăн иккӗмӗш сыпăкри йăмăкӗ Любовь Тихонова асăну каçне пуçтарăннисене чӗререн тав турӗ. «Хуйхине те, савăнăçне те пӗрле пайланă эпир. Питӗ юратнă пӗр-пӗрне. Пӗр-пӗрин патне пӗрмай çӳреттӗмӗр. Мӗн чухлӗ ырă сăмах каларăр паян. Люба пирӗн хушăра ларнăнах, чӗрӗ пулнăнах туйăнать», – терӗ Любовь Николаевна куççульленсе. Сăвăçăн кӳрши Елена Елегонова та ăшă кăмăлпа аса илчӗ Любовь Васильевнăна. «Эпир яланах пӗр-пӗринпе канашласа, тăпăл-тăпăл хутшăнса пурăннă. Эпӗ унран чылай çул кӗçӗнрех. Апла пулин те пӗр-пӗрне ăнланнă, тăвансем пек çывăх пулнă. Хуларан таврăнсан та вăл тӳрех пирӗн пата кӗретчӗ. Октябрьскинчен çил-тăман е çумӑр витӗр çуран утнă вӗт. Вăл килессе питӗ кӗтеттӗмӗр эпир, ача-пăча. Люба никама та сивӗ сăмах каласа, сивӗ куçпа пăхса курман. Çынна ăнланма тăрăшатчӗ. Ăçтан çакăн пек пулнă-ха вăл; Унăн ашшӗпе амăшне те аса илесех килет. Галина Семеновна вырăс чӗлхи учителӗ пулнă. Эпӗ вӗреннӗ чухне вăл тивӗçлӗ канураччӗ ӗнтӗ. Анчах темăсене ăнланмасан ирпе ирех, шкула кайиччен, анне сисиччен эп ун патне чупса каçаттăм та, вăл пӗтӗмпех ăнлантарса паратчӗ. Любăн ашшӗ Василий Егорович ăста фотографчӗ. Вăл тунӑ сăнӳкерчӗкӗсем кашни килтех пур пуль пирӗн ялта», – терӗ Елена Михайловна.
Асăну каçӗ тӗлӗнмелле кăмăллă иртрӗ. Вăл Любовь Мартьяновăна сума сăвакансене пӗрлештерчӗ, савăк самантсем парнелерӗ. Кашнин асаилӗвӗ мерчен пек хаклă. Вӗсенче сăвăç сăнарӗ упранать-çке.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев