Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мадуров ӗçӗсем Третьяков галерейинче, Патшалăх Вырăс музейӗнче, Чăваш патшалăх ӳнер музейӗнче упранаççӗ

Пӗтӗм Раççей ӳнерçисен рейтингӗнчи чи пысăк пултарулăхлă 4А категориллӗ скульптор, Чăваш АССРӗн  тава тивӗçлӗ ӳнерçи, Шупашкарти чăваш тӗнӗн «Турă» пӗрлешӗвӗн мăчаварӗ Федор Иванович Мадуров февралӗн 19-мӗшӗнче йывăр чире пула пиртен уйрăлса кайрӗ...

Ӗмӗрне мухтавшăн мар, тăван культурăна сыхласа аталантарассишӗн, искусствăра халăх тӗнӗн юхăмне йӗркелессишӗн тăрăшса ирттерчӗ вăл. Мадуровсен йăхӗ Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчен пуçланать. Анчах та репрессисен вăхăтӗнче çемьен ялтан тухса кайма тивнӗ. Иван Терентьевич Мадуров Соловецки лагерӗнчен 1928 çулта хăтарăннă пӗртен-пӗр çын пулнă. Лагерь хуралӗн тарӗ упранакан тӗп соборăн куполне хӗлле витме пултарнăшăн ăна киле янă.
Федор Иванович 1942 çулта апрелӗн 24-мӗшӗнче Чăваш Енри Шăмăршă районне кӗрекен Баскак ялӗнче çуралнă. Çемьере икӗ хӗрпе икӗ ывăл пулнă. Аслă тетӗшӗ стратегилле ракета çарӗсен сумлă изобретателӗ. Вӗсен ашшӗ, аманнă, контузи пулсан та, вăрçăран таврăнайнă.
Мӗн ачаранах искусство тӗнчи илӗртнӗ ăна, Рубенсăн «Укрощение львов» картинин питӗ ăста тунă копийӗ районта куçса çӳрекен парнене çаврăннă. Çак ӗçшӗн Федор Мадурова «Артека» та ярасшăн пулнă, анчах кулак ачи вырăнне колхоз председателӗн хӗрӗ кайнă.
Федора ашшӗ яла хăварасшăн пулсан та амăшӗ аллине вак укçа тыттарса хулана вӗренме ăсатнă. Çамрăк Мадурова çав тери ăннă унта, Шупашкарта тин кăна йӗркеленнӗ худграфăн пӗрремӗш потокне лекнӗ. Вăл вăхăтра пӗтӗм Союзри чи пултаруллă çамрăк педагогсем вӗрентме килнӗ пулнă унта.
1967–1968 çулсенче Федор Иванович X–XIII ӗмӗрсенчи Пăлхар хулашне археологи тӗпчевне чертежник пулса хутшăннă. Сăмах май, çав çулсенчи археологи тӗпчевӗн отчетне А.П. Смирнов туман. Федор Иванович сăмахӗсем тăрăх эпир унта тăма хӗртмелли кăмакасăр пуçне тата тӗпсакайӗнчен хутса ăшăтакан пилӗк çурт тата темӗн пысăкăш кăкшăм-хум (хуралса кайнă тырăллă пӗчӗк кăкшăмсем лартса тухнине хăй куçӗпе курнă) пуррине пӗлетпӗр.
Çамрăк художникăн пултарулăхне ун чухнех асăрханă. Борис Гребенщиков пек ăна та комсомол путевкипе БАМа янă. Унта мӗн курни-илтни ăнланмалла мар туйăмсем çуратнă пулсан та, графика ӗçӗсем шав çӗклемеллипех çӗкленӗ. Çамрăк художникăн ӗçӗсене çӗршывăн чи лайăх музейӗсем туяннă.
Федор Иванович Строгоновкăра стажировка иртнӗ, Переславльти Кардовскин пултарулăх дачинче нумай çул ӗçленӗ. Унта Союзри чи лайăх скульпторсем час-часах пуçтарăннă. Çав тапхăрта скульптура шкулӗн ăстисем ертсе пынипе тунă ӗçӗсене мăнаçланса кăтартатчӗ. Додоновпа Павел Шимеса хăйӗн наставникӗсем тесе шутлатчӗ. Каярах вăл хăй те скульптура корифейӗ пулса тăнă.
1982 çултанпа Раççей Художниксен союзӗн пайташӗ, 1985 çулта «Ландшафтная архитектура» Пӗтӗм Раççей куравне хутшăннăшăн – дипломпа, Раççей паттăр хулисен палăкӗн эскиз проекчӗсен конкурсӗнче ятарлă парнене тивӗçнӗ. Вырăнти, çӗршыври нумай-нумай курава хутшăннă вăл.
Авалхи Египет искусствине курса тӗлӗннӗ хыççăн хăй те мăнаçлă палăксем тума тӗллев лартнă. 1976–1981 çулсенче Шупашкар – Ульяновск автоçул хӗрринче Шăмăршă районӗ патӗнче «Время и жизнь»  архитектура палăкӗ туса лартнă. Вăл павильонран тата 17 йывăр кӳлеперен, кашни виçшер метра яхăн. Комплекс çинчен хыпар вăл вăхăтра СССРӗпех сарăлнă.
1984 çулта Чăваш Енри Ильинский кану çурчӗн территорийӗнче йӗке тавра утакан 3-шер метрлă çичӗ чăваш хӗрарăмӗнчен тăракан «Хоровод» палăк туса лартнă. Ăна вăл юманран касса кăларнă. Питӗ хитре комплекс! Çав вăхăтрах 5 метрлă «Чаепитие» композици те тунă вăл. 5 юланутçăран тăракан 7,5 метр çӳллӗш «Конница» композици паянхи кун та тӗнче шайӗнчи композици шутланать. Вăл Раççей почтин маркисенче Чăваш Ен символӗ.
Федор Иванович яланах çирӗп граждан позициллӗччӗ.  80-мӗш çулсенче Шупашкарти Ленин тӳремӗнчи чиркӗве сӳтесрен сыхласа хăварчӗ. 1990-мӗш çулсенче виççӗмӗш сыпăкри пиччӗшӗпе, святогорец Силуанпа Çӗмӗрлере собор валли çӗр уйăрттарма, каярах строительство пуçарма пултарчӗ.
Вăл нихăçан та чапшăн çунман, хулара ӗç шыракан чăваш ял çыннисене дискриминацилекен закона хирӗçлесе хисеплӗ ячӗсене йышăнман самант та пулнă. Чăн та, закона пăрахăçланă, анчах тава тивӗçлӗ культура ӗçченне мӗн виличчен тимлӗхсӗр хăварнă.
1990-мӗш çулсенче Федор Иванович чӗлхе тата культура ыйтăвӗсемпе хула депутачӗ пулнă май «Чӗлхесем çинчен» законăн авторӗсенчен тата Чăваш наци конгресне пуçаракансенчен пӗри пулнă. Республика вăрманӗсене касса пӗтересрен сыхлас тӗллевпе А.В. Димитриев биологпа пӗрле «Чăваш вăрманӗ» наци паркне йӗркеленӗ.
Чăваш Ен художникӗсен союзӗнчи коррупцие хирӗç пулнипе ăна тата республикăн ултă чи ăста художникне союзран кăларнă. Кун хыççăн вăл хăй Чăваш художникӗсен союзне йӗркеленӗ. Суд урлă хăйсен прависене тавăрнă.
Халăх культури чакса пынине кура Дюис Ивлев ученăйпа пӗрле чăваш халăхӗн тӗнчекурăмне уçса парас тӗллевпе  «Академия чувашской духовности» çутçанталăкпа çыхăннă тӗн организацине туса хунă. Каярах вăл чăваш тӗнӗн «Турă» организацине çаврăннă. Скульптор нумай çул чăваш храмӗн структурипе йӗркине тӗпченӗ. 2020 çулта халăх тӗнӗн виçӗ металл пирамидăран тата студи-пӳлӗмрен тăракан храм строительствине вӗçленӗ. Мӗнпе хаклă ку храм халăхшăн? Авал хăйӗн храмӗ пуррисем кăна халăх пек шутланнă.
Федор Иванович философипе тӗн трактачӗсем çырнине, поэзипе аппаланнине сахал кам пӗлет. Н.Ашмарин словарӗ çине таянса манăçнă чăваш сăмахӗсен словарьне йӗркеленине те.
Бронза тата ытти материалсенчен хатӗрленӗ скульптурисем çинчен те асăнмасăр хăварма çук. «Творец», «Бильярдист», «Изгнанине богов», «Юность» тата ыттисем Раççей скульптурин ылтăн фондне кӗнӗ. Хăй вăл чăваш культурин паллă ӗçченӗсен пластика сăнарӗсене пысăк тимлӗх уйăратчӗ. Кашнинпе темиçешер çул ӗçлетчӗ. Музей-çуртӗнче Никита Бичурин востоковедăн, Петр Егоров архитекторăн, Геннадий Айхи, Митта Ваçлейӗ, Валем Ахун литература ӗçченӗсен, Василий Чапаев комдивăн тата ыттисен портречӗсем упранаççӗ.
Юлашки çулсенче графикăпа нумай ӗçлерӗ. Федор Иванович питӗ тăрăшуллă, принциплă çынччӗ, урăхла юрамастчӗ-тӗр, чăваш халăхӗ, Раççей культурин хăйнеевӗрлӗхӗпе авторитечӗ валли ун чухлӗ сахал кам тунă. Пултаруллă çын, учитель, наставник пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнăшăн чунтан хурланатпăр.

Дмитрий МАДУРОВ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев