Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Майăн 15-мӗшӗнче Халăхсен хушшинчи Çемье кунне уявлатпăр

Уява кашни çул майăн 15-мӗшӗнче ирттеретпӗр, анчах унăн девизӗсем çулран çул улшăнаççӗ. Тӗслӗхрен, «çемьесене тӗнчери миграци витӗм кӳни», «пӗчӗк тупăшлă çемьесемпе социаллă изоляцири çемьесен проблемисем»... Кăçалхи Çемье уявӗн девизӗ – «Манăн çемье – манăн çӗршыв».

Раççейре православи тӗнӗпе пурăннă паллă мăшăра Петрпа Феврония çветтуйсене асăнса июлӗн 8-мӗшӗнче паллă тунă, самана улшăнсан уявлама пăрахнă. 2008 çулхи июлӗн 8-мӗшӗнчен Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тума тытăннă.  2022 çулта ăна патшалăхăн официаллă уявӗсен шутне кӗртнӗ. Ку уяв чăнах та хамăрăн, Раççейре кун курнă, пирӗн йăлари хаклăхсемпе килӗшсе тăрать. Çавăнпа «çӗнӗрен чӗрӗлсе тăнă» Раççейӗн Çемье кунне хапăлласах йышăнтăмăр. 

Çав вăхăтрах Халăхсен хушшинчи çемье кунне те паллă тăватпăр. Йăлана кӗнӗ çемье хаклăхӗсем нумай çӗршывсенче пăрахăçа тухса пынă вăхăтра Раççей Совет Союзӗ арканнăранпа кăшт манăçнă йăласем патне таврăнать. Çуркунне тата ӗç уявӗнче  ӗç çыннисене саламласси совет саманинче йăлараччӗ, çемье династийӗсем пуриншӗн те тӗслӗхчӗ, анчах «çӗнӗлле» пурăнма тытăнсан тимлӗх çын çинчен урăххи çине куçрӗ. Шел пулин те.

Майăн 1-мӗшӗ тӗлне Хусанти Кремль территорийӗнчи Йышăну çуртӗнче республикăри ӗç династийӗсене чыслани питӗ савăнтарчӗ. Чи малтанах çакăн пек пархатарлă мероприятишӗн Тутарстан Республикин Профсоюзсен федерацине, унăн председательне Елена Ивановна Кузмичевăна тав тумалла. Профильлӗ министерствăсемпе, ведомствăсемпе алла-аллăн ӗçлесе 13 çемье династине тупса палăртнă. Паллах, шанса тăратăп, пирӗн республикăра ăрăвӗ-ăрăвӗпе пӗр çӗрте ӗçлекен çемьесем сахал мар, анчах претендентсене пур енчен пăхса тухса хакланă хыççăн Хусан Кремльне чӗнсе чыслама 13 çемьене суйласа илнӗ. Ӗçченсене саламлама ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов хутшăнчӗ.  

Çемьесем тӗрлӗ отрасльсенче ӗçлени мероприятие йӗркелекенсем объективлă пулни çинчен калать. Элметре пурăнакан Зиминсен династийӗ 1953 çултанпа пырать.  «Альметьевнефть» нефтьпе газ уçласа кăларакан управлени (НГДУ) йӗркеленсенех ӗçе кӗнӗ унта Василий Иванович Зимин, Аслă вăрçăран аманса таврăннă фронтовик. Мăшăрӗпе Анастасия Федоровнăпа вӗсем ултă ача çуратса ӳстернӗ. Ачисене пӗчӗкренех ӗçе юратма, çынсемпе ырă пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Зиминсен ултă ывăл-хӗрӗ пуласлăхне нефть отраслӗпе çыхăнтарнă. Паянхи кун Зиминсен династийӗн ӗç стажӗ 900 çулпа танлашать.

Менделеевскри Шарифуллинсен династийӗн стажӗ тата нумайрах – 1917 çул! XIX ӗмӗрӗн 80-мӗш çулӗсенче халӗ Менделеевск хули тăнă çӗрте Тутарстанра пӗрремӗш хими завочӗ ӗçлеме пуçланă. Çывăхри ялсенчен пухнă рабочисенчен пӗри Кивӗ Абдуловăри Шарифулла пулнă. Унăн икӗ ывăлӗ те ашшӗ пекех завода ӗçе кӗнӗ. XIX ӗмӗртен паян кунччен Шарифуллинсен династийӗнчен заводра 318 (!) çын ӗçлет.  Пирӗн ӗçтешсем те пулчӗç çемье династийӗсене чысланă çӗрте. Беловсен династийӗ пирки сăмахăм. Зинаида Белова журналистикăра пӗрремӗш утăм тăваканӗ. Вăл «Зеленодольская правда» хаçатра корреспондент, яваплă секретарь, пай редакторӗ пулса ӗçленӗ. Унăн хӗрӗ Светлана «Татар-информ» информаци агентствинче вырăс редакцийӗн тӗп редакторӗн пӗрремӗш çумӗ. Ятарлă çар операцийӗсем иртекен вырăна Светлана Белова командировкăна кайса килни çинчен эпир «Суварта» çырнăччӗ. Зинаида Ивановнăн хӗрӗ кăна мар, Валерия мăнукӗ те çемье династине малалла тăсать. ХФУри журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнă хыççăн вăл Республикăн клиника больницинче общественноçпа çыхăнса ӗçлекен специалист пулса тăрăшать. Хусанти, Ешӗлварти, Çырчаллинчи  заводсенче  ӗçлекен  çемье династийӗсем пулчӗç Хусан Кремлӗнче. Ӗçченсене чысласа наградăсем, 30 пин тенкӗлӗх сертификат пачӗç. Концерт номерӗсем уява илем, савăнăç кӳчӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество