Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МĂКШĂ, ИРÇЕ, КАРАТАЙ

Раççейри финно-угор ушкăнӗнчи халăхсенчен мордва халăхӗ чи йышли – 2010 çулхи çырав тăрăх 800 пин çын. Тутарстанра 19125 çын пурăнать. Кунти мордва çыннисем виçӗ субэтносран тăраççӗ – ирçе, мăкшă тата тутарла калаçакан каратайсем (вӗсене мăкшăсен этнографи ушкăнӗ тесен те йăнăш мар). Тутарстанра Мордва наципе культура автономийӗ хастар ӗçлет, унăн председателӗ Наталья Сабитова.

Мăкшăсемпе ирçесен чӗлхи питӗ уйрăлса тăрать. Çавăн пекех тум-юмӗ те, апат-çимӗçӗ те  пӗр мар. 

Чистай, Лениногорск, Алексеевски тата Элмет районӗсенче тата Çырчаллинче ытларах ирçесем пурăнаççӗ, Теччӗ районӗнчи тăватă ялӗнче те мăкшăсем. Каратайсен виçӗ ялӗ Камско-Устьински районӗнче.

Каратайсем çинчен пӗрремӗш хут XVIII ӗмӗрте И.Лепехин тӗпчевçӗ ӗçӗнче тӗл пулатпăр, вăл халăха мордвасен уйрăм ушкăнӗ тенӗ. П.Кеппен академик та XIX ӗмӗрте каратайсене хăй тӗллӗн пурăнакан уйрăм этнос ушкăнӗ тесе çырнă. Çак шухăша çирӗплетекен тӗпчевçӗсем тата та пулнă.

 Тутарсем вăйлă витӗм кӳнипе мăкшăсем тутар чӗлхи çине куçнă тесе ăнлантараççӗ ăсчахсем. Кӳршӗллӗ пурăнакан тутарсем вӗсене – мăкшăсем, каратайсем хăйсене мордва несӗлӗсем тенӗ.  Православи тӗн ӗненӗвӗ пулнипе те, шкулта вырăсла вӗреннипе те халӗ каратайсем вырăс культурине те çывăх. Каратайсен тӗпелӗнче пăтă, купăста яшки пӗçересси, пӗвер ăшаласси йăлара. Кӗркунне купăста йӳçӗтеççӗ, компот­сем пӗçереççӗ, квас хатӗрлеççӗ, хăмларан, урпа салатӗнчен, пылран ӗçмесем тăваççӗ. Ку тӗнчерен уйрăлса кайнă çынна асăнма икерчӗ пӗçереççӗ, купăста яшки, хура тул пăтти хатӗрлеççӗ тата пыл та лартаççӗ.

Мордвасен тумне ансат теме çук, пӗр хӗрарăма виççӗн тумланма пулăшасси чăн пулнă япала. Туника манерлӗ çухавасăр кӗпене(панар) кантăр пирӗнчен çӗленӗ. Кӗпене тӗрлесе илемлетнӗ. Ăна блузка çийӗн тăхăннă. Ярапаллă çăм пиçиххипе тыттарнă пилӗкрен. Пуçа тăхăнмалли хӗрсемпе хӗрарăмсен уйрăлса тăнă: хӗрсем пуçне масмак пек хăю çыхнă. Пуçа тăхăнмалли çемьеллӗ мăкшă хӗрарăмӗсен мăйракана аса илтерет. Тум тăрăх хӗрарăм качча кайнине кăна мар, вăл миçе çултине те пӗлме пулнă. 

Качча кайнă ирçе хӗрарăмӗ панго (кăмпа манерлӗ) тăхăннă. Кавир пек яка тӗрӗпе илемлетнӗ кӗпе çийӗн шăрçасем тăхăнса капăрлатнă хăйне.

Арçын кӗписене йӗтӗн пирӗнчен çӗленипе кăшт çӳхерех пулнă. Ярапаллă пиçиххипе çыхса хура пусмаран çӗленӗ йӗм çийӗн тăхăннă.

Каларăмăр, субэтноссен чӗлхисем пӗр-пӗринчен уйрăлса тăраççӗ. Çавăнпа тăван чӗлхене пӗр класра пур ачана та вӗрентме çук. Мăкшă чӗлхине Теччӗ райо­нӗнче, ирçе чӗлхине Алексеевскипе Элмет районӗсенче вӗрентеççӗ. Пӗкӗлмери тăватă вырсарни шкулӗнче те ирçелле калаçма вӗрентеççӗ. Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнчи вырсарни шкулӗнче эрнере пӗрре занятисем иртеççӗ. Тăван чӗлхепе калаçма кăна мар, культурăна, йăла-йӗркене те  ăса хываççӗ.

Республика шайӗнче Тутарстанри мордвасем икӗ пысăк уяв ирттереççӗ: «Балтай» тата «Валда Шинясь» (эпир çырнăччӗ ун çинчен). «Балтай» – авалхи тӗне ӗненекенсен уявӗ, вăрман хуçине – упана – халалланă ăна. Çулсерен Лениногорск районӗнче иртет). Тутарстан районӗсенчи мордвасене наци автономийӗ Хусанта та пуçтарать: «Там на реке Рав» мордва культурин кунне ача-пăчан, аслисен фольклор ушкăнӗсем килеççӗ. 

Ӗнер «Хура кӳлӗ» паркра хусансем, хула хăнисем кăçал Хусанта пӗрремӗш хут иртекен «Пурнăç йывăççи» тӗп халăхсен фестивалӗнче мордва культурипе паллашрӗç.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА хатӗрленӗ.  

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев