Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Максим Кузнецов: «Хамăн Хусанта тухнӑ чӑвашла вӗренмелли кӗнекепе Чăваш Енӗн тӗп хулинче пурăнакансене паллаштартăм

Эпӗ Максим ятлӑ, 29 çулта, Санкт-Петербургра пурӑнатӑп, çав хушăрах Хусан ӑслӑлӑх центрӗн ӑслӑлӑх ӗçченӗ пулса ӗçлетӗп. Çавăн пекех Раççей Халӑхсен Туслӑхӗн университечӗн Вырӑс чӗлхи институчӗн аспиранчӗ, Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи тутарсен «Питер.Татар» порталӗн журналисчӗ.

Эпӗ Ижевск хулинче çуралнӑ, унта манӑн тутарла пӗлекен кукамай пурӑнать. Ижевск­ра кашни çулла пулнă, ачаранпах кукамай хӑйӗн амӑшӗпе тутарла калаçнине, телевизорпа вара удмурт чӗлхипе калакан  хыпарсене итлесе ӳснӗ. Тӗрлӗ чӗлхесемпе яланах кӑсӑкланнӑ эпӗ, удмурт чӗлхипе 14 çултан, тутар чӗлхипе 19 çултан кăсăкланатăп. 2023 çулта манӑн пуçлӑх, филологи наукисен докторӗ Алексей Арзамазов мана чӑваш чӗлхине вӗренсе унӑн самоучительне çырма хушрӗ (унччен эпӗ тутар чӗлхин самоучительне çырнӑччӗ). 2025 çулта ку кӗнеке – вӑл «Эпӗ чӑвашла калаçатӑп. Чувашский язык с нуля: самоучитель для начинающих» ятлӑ – Тутар кӗнеке издательствинче ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар тата ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе ӗçлекен комисси пулӑшнипе пичетленсе тухрӗ. Унӑн хăтлавӗсем Хусанта утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Санкт-Петербургра авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртрӗç. Халӗ акă ку кӗнекепе шупашкарсене те паллаштарас терӗм.

Туссем-чӗлхеçӗсем мана презентацие Чӑваш наци библиотекинче ирттерме сӗнчӗç. Ку питӗ лайӑх йышӑну пулчӗ: библиотека хула варринче вырнаçнӑ, унта çитме кирек хӑш районтан та меллӗ. Хăтлава  йӗркелеме мана наци литературипе библиографи­йӗн уйрӑмӗпе унӑн пуçлӑхӗ Галина Соловьёва пулӑшрӗç. Куншӑн вӗсене пысӑк тав!

Шупашкарти хăтлава нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, эпӗ вара хулана нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех вӗçсе килтӗм. Шупашкар мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Хулара питӗ-питӗ нумай юр çунӑ пулсан та пур çулсене те тасатнӑ. Анчах кăмăла çӗклекенни вара хула урамӗсенче çынсем пӗр-пӗринпе чӑвашла калаçма именменни, чӑваш чӗлхи янӑрани пулчӗ. Эпӗ хула тăрăх çӳренӗ май чӑваш чӗлхине нумай хут илт­рӗм, кун пеккине Петрозаводскра та, Ижевскра та, Хусанта та илтмен пек туйӑнчӗ. Чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхине питӗ юратаççӗ, ӑна лайӑх пӗлеççӗ. Хам та сутуçӑпа, театр билетёрӗпе, таксистсемпе чӑвашла калаçрӑм. Хулара чӑвашла вывескăсем те питӗ нумай, анчах вӗсен хушшинче сайра тӗл пулаканнисем те пур: тӗслӗхрен, тăрринчи çекӗлсемсӗр «Еç вахаче» е «Видео­наблюдательство пырать» тенисем. Пӗр лавкка çинче удмуртла çырнине вуласан Ижевскра чӑвашла çырнине аса илтӗм.

Презентаци питӗ ӑнӑçлӑ иртрӗ. Мана итлеме Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнчен Эдуард Фомин, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Эдуард Лебедев чӗлхеçӗсем те килчӗç. Вӗсем мана кӗнеке çырнă чух питӗ пулăшрӗç. Николай иеродиаконпа та паллашрӑм. Хăтлавра эпӗ хамӑн кӗнекен уйрӑмлӑхӗсемпе вӑрттӑнлӑхӗсем çинчен калаçрӑм. Унӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ – маншӑн чӑваш чӗлхи тӑван марри. Чӑваш грамматики ку чӗлхене пӗлмен çыншăн ăнланмалла пултăр тесе тăрăшрăм кӗнекене çырнă чух.  Кун пирки рецензентсем те палăртнӑ. Хуплашкана чӑваш хӗрӗн – манӑн тусăн Пелагея Теренть­еван – сӑнӳкерчӗкӗ илем кӳрет. Вӑл Ленинград облаçӗнчи ЧНКА хастарӗ, «Ахаяс» ташӑ ансамблӗн ертӳçи. Халь качча тухнӑ ӗнтӗ. 

Чӑваш юрӑçи Иван Архипов хăтлавра икӗ юрӑ юрласа пачӗ, вӗçӗнче вара хам та «Çурхи вӑрманта» юрра шăрантартӑм.

Ку самоучителе çырса пӗтернӗренпе икӗ çула яхӑн иртрӗ. Юлашки вӑхӑтра тутар тата ирçе чӗлхисемпе нумайрах ӗçлетӗп (пӗлтӗр ирçе чӗлхипе те пуçлӑх хушнипе уроксем çырса хатӗрлерӗм), çавăнпа та чăвашла кӑштах маннӑччӗ. Анчах хăтлав пуласса пӗлсен чӑвашла  калаçма пултармаллине ӑнлантӑм та Санкт-Петербургра чӑваш чӗлхин калаçу клубне çӳреме пуçларӑм. Унта виçӗ хут кайса килсен чӗлхе «таврӑнчӗ». Шупашкарта К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне килес умӗн унта нимӗн те ӑнланмӑп тесе шутланӑччӗ, апла пулин те куçару наушникне илмесӗрех спектакль пӑхма шут тытрӑм. Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче театрта «Ялта» спектакль лартрӗç.  Презентаци хыççӑн та «Карчӑксем качча каяççӗ» спектакле пӑхас тесе театра васкарӑм.

Презентаци умӗн «Çамрӑксен хаçачӗн» редакцине кӗрсе тухма шут тытрӑм. Хаçатӑн редакторӗ Андрей Михайлов манӑн Телеграм-канала çырӑннă иккен, вӑл эпӗ Шупашкара килессе пӗлнӗ тата мана та тӳрех палласа илчӗ. Вӑл хӑйӗн хаçатӗнче ман çинчен пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче çырнă-мӗн. Эпир унпа икӗ сехет хушши чӑвашла калаçса лартăмӑр. Андрея тараватлăхшӑн тав тӑватӑп.

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкартан вӗçсе кайма вӑхӑт çитрӗ. Аэропорта пынӑ чухне рейса урăх вăхăта куçарнине пӗлтӗм. Аэропортра «Хыпар» хаçата вуласа ларнă май манăн рейса тата темиçе хутчен урăх вăхăта куçарчӗç. Хам пекех Санкт-Петербурга вӗçесшӗн самолет кӗтекен  пӗр хӗрпе паллашрăм та ӑна Шупашкар тăрăх курса çӳреме сӗнтӗм, вӑл килӗшрӗ. Унпа пӗрле кӑсӑклӑ чебуречнӑя, Чӑваш тӗррин музейне кӗрсе тухрӑмӑр, Хӗрлӗ тӳремпе утрăмăр, «Тавралӑх кустӑрми» аттракционпа та ярӑнтӑмӑр. Пике эпӗ вӗрентекен вепс чӗлхине вӗренес килни çинчен калаçрӗ – акӑ мӗнле пулать!

Чӑвашсен тӗп хули манӑн чӗрере яланлӑха юлӗ. Эпӗ унта килсе кайнăшăн пӗрре те ӳкӗнместӗп.

Максим КУЗНЕЦОВ,

Хусан ӑслӑлӑх центрӗн ӑслӑлӑх ӗçченӗ,

РУДН аспиранчӗ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #2026 – Год Единства народов