Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАЛА ТУХМА ХĂВАТ ÇИТЕТ

Иртнӗ эрнекун  журналистсем Мамадышри  «Азбука сыра» сӗт-çу комплексӗпе паллашрӗç

Иртнӗ эрнекун  журналистсем Мамадышри  «Азбука сыра» сӗт-çу комплексӗпе паллашрӗç

 

Ку ритейлерпе  Мамадышри «Азбука сыра» тулли мар яваплăхлă общество тахçантанпах тачă çыхăнса ӗçлеççӗ. 2016 çулта ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов Санкт-Петербург кӗпӗрнаттăрӗпе Г.С.Полтавченкопа килӗшӳ тунăранпах X5 суту-илӳ сечӗпе ӗçленине,  «Красная цена» сырсем кăларма пуçлани çинчен кăмăллăн каласа пачӗ «Азбука сыра» генеральнăй директорӗ Алексей Фатыхов. «Эпир пӗр-пӗриншӗн стратегилле партнерсем пулса тăратпăр», – тесе çирӗплетрӗ хăйӗн сăмахӗсене. «Свежий ряд» линие, тӗслӗхрен, çак лавккасем валли кăна кăлараççӗ. Ăна X5 рецепчӗсемпе хатӗрлеççӗ. «Пятерочка» пахалăх енчен производительтен çирӗп ыйтнине те асăнчӗ А.Фатыхов. Çавăнпа августăн 12-мӗшӗнче журналистсемпе блогерсем валли пресс-тура X5 суту-илӳ сечӗ йӗркеленинчен пит тӗлӗнмелли çук. 

 

Сыр тата çу тăвакан заводăн икӗ корпусӗнче ирттернӗ экскурсире вара пайтах пулчӗ тӗлӗнмелли.

Заводăн генеральнăй директорӗ Алексей Ринатович Фатыхов хăй илсе çӳрерӗ цехсем тăрăх. Питӗ интереслӗ, тӗплӗн каласа пачӗ. 

Паян сӗт машинисем завода килсе чарăнаççӗ те кирлӗ лаборатори тӗпчевӗсем хыççăн сӗте пушатаççӗ. Ятарлă пăрăхсемпе сӗт чупса иртнине эпир пӗчӗк чӳречерен кăна курса юлатпăр. Силиконран тунă ятарлă чӗркеври (çак материал витӗр ытлашши шыв сăрхăнса тухать иккен, шала шыв та, ытти хутăшсем те лекмеççӗ) хатӗр сыра илсе хуриччен çын алли перӗнмест ăна.

Завода 1974 çулта хута янă, кӗçех 50 çул тултарать вăл. Ун чухне талăкра 20 пин литр сӗт йышăннă вăл. Паян çак цифра пит кулăшла пӗчӗк пек туйăнать. Паллах, çулран çул йышăнакан сӗт цифрисем те ӳснӗ, продукци те ытларах та ытларах тухнă. 2021 çулхи кăтартусем кăшт чакнă –  август уйăхӗнче сыр-çу комбиначӗн пӗр корпусне тӗпрен реконструкци тума тытăннă – инфраструктурине, коммуникацисене йăлт улăштарнă. Австри технологийӗпе ӗçлеççӗ халь ку комплексра, хамăр çӗршывра кăларнă оборудовани те пур. Управлени центрӗ комплексра пулса иртекен пӗтӗм процеса сăнаса тăрать, унăн тимлӗхӗнчен нимӗн иртмест – температура улшăннă-и, техника чăхăмласшăн-и е пӗтӗмпех кал-кал ӗçлет. ХАССП тытăмне –  апат продукцийӗн производствинчи хăрушă факторсене хакласа идентификацилессин халăхсен хушшинчи концепцийӗ – çирӗп пăхăнаççӗ кунта. 

Çӗнетӳ ӗçӗсене вӗçлесен март уйăхӗнче палламалла мар улшăннă комплекса хута янă. Çулталăк каялла цехсем мӗнле пулнине халь стенасем çине асăнмалăх лартнă сăнӳкерчӗксемпе çеç танлаштарса хаклама пултаратпăр: ӗçсен пӗтӗмӗшле пайӗ çын вăйӗ çинче тытăнса тăнă. Пӗтӗм ӗçе компьютера шанса панине курнă хыççăн сăнӳкерчӗксене тахçан-тахçан тунăн туйăнать. Юсав хыççăн уçăлнине халалланă савăнăçлă мероприяти тӗлне ӗç укçине 8 процент ӳстерсе хавхалантарнă. Алексей Ринатович хула кунӗнче тата 10 процент ӳстересси пирки каларӗ.

 

* * *

Паян пӗтӗм подукцин 80 процентне X5 компани илет. Республикăра кăна мар, çӗршыври пӗтӗм «Пятерочка», «Перекресток», «Карусель» лавккисенче «Азбука сыра» продукцийӗпе суту тăвать.  Асăнтăмăр ӗнтӗ, пилӗк тӗрлӗ сыртан тăракан – «Легкий», «Топленый», «Мраморный», «Костромской», «Сметанковый» – «Свежий ряд» ятарлă продукцийӗ те пур. «Азбука сыра» сыр-çу комбиначӗ «Метро», «Лента», «Бахэтле», «Ашан» лавккисене те сырпа, çупа тивӗçтерет. Халӗ «Азбука сыра» çӗршыври чи хăватлă 10 предприятисен шутне кӗрет. Мамадышсен амбицисем пысăк, çӗршыври чи хăватлă предприяти пулма ăнтăлать комбинат, çывăх вăхăтрах Раççейри чи вăйлă пилӗк сыр комбинатӗнчен пӗри пулма тӗв тытнă. Çав вăхăтрах А.Фатыхов çакна та каласа хăварать – Мамадышри сыр-çу комбинатне ӳстерме çук, 1970-мӗш çулсенче хула айккинче тăнă завод халь хула варринех юлать. Çавăнпа пысăк ӗмӗтсене пурнăçа кӗртес плансем Кукморти заводпа çыхăнаççӗ-тӗр.

 

* * *

Халӗ «Азбука сыра» кунне 400 пин ытла литр сӗт йышăнать. Заводăн 50 çулхи юбилейӗ тӗлне çак цифрăна 500 пине çитересшӗн. Паллах, çакăн чухлӗ сӗте Тутарстанӗпе кăна пуçтарса çитерме çăмăлах мар. Алексей Ринатович сăмахӗсемпе сӗт пуçтармалли радиус 600 километрпах танлашать – Чăваш Енчен, Оренбург облаçӗнчен, Пушкăртстанран,  Удмурт Республикинчен...  Сӗте пушатиччен чи малтан  лабораторие ăсатаççӗ. Унта çу шайне, ытти ингредиентсене (çав шутра антибиотиксем пуррипе çуккине те) тӗрӗслеççӗ. Çакăн хыççăн тин сӗте пушатаççӗ, икӗ пая уйăраççӗ: хăйма тата обрат. Хăйма çу тунă çӗре каять, обрат сыр тунă çӗре. Кунта сырта çулăх мӗн чухлӗ пулнине сăнасах тăраççӗ. Паллах, сыр кӗвелӗксӗр (закваска) пулмасть, 90 процентне вара ют çӗршывсенчен туянаççӗ, ятарлă холодильниксенче упраççӗ. Санкцисемпе çыхăннă лару-тăру сыр кăларакансен ӗçне чăрмав кӳмест, паллах, пуласси пирки те çаплах шанса калама çук. 

 

* * *

X5 компани продукцин пахалăхӗ çине пысăк тимлӗх уйăрни çинчен «Пятерочка» суту-илӳ сечӗн Хăйӗн Тавар Маркин (СТМ) пахалăхӗпе контролӗн уйрăмӗн ертӳçи Елена Генералова каласа пачӗ. 

«Пятерочка» лавккасенче сыр продуктне нихăçан та сыр тесе сутманни пирки çирӗппӗнех каларӗ вăл. «Юлашки вăхăтра сыр продуктне тумалли ингредиентсем хакланса кайнипе кӗçех сыр продукчӗ чăн сыртан та хаклăрах пулӗ», – тесе прогноз турӗ. Çавăн пекех килекен продукцине лаборатори витӗр кăларса тӗрӗслеççӗ: 

– килекен партирен пӗр пысăк сыр пуçне илсе лабораторие ăсатаççӗ, пурте йӗркеллӗ пулсан фасовка туса сентре çине хураççӗ; 

 –  сентре çинчи сыр татăкӗсенчен пӗрне илсе тӗрӗслеççӗ. 

ГОСТпа тунă сырсене (халь вӗсем нумай мар: костромской, российский, голландский, пошехонский) ГОСТ ыйтнипе килӗшсе тăнине танлаштарса тӗрӗслеççӗ. «ТУпа тунисене предприяти бренчӗ-тӗк, улшăнусемшӗн предприяти явап тытать. Пирӗн хамăрăн рецептпа тунă-тăк, «Свежий ряд» лини, тӗслӗхрен, эпир ăна пăхăнма çирӗп ыйтатпăр», – тесе вӗçлерӗ сăмахне Е.Генералова. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации