Мальвина Петрован сăввине пӗрре вуласан – ялан вулассăм килет
Мальвина Владимировна Петрова та поэзие çирӗп утăмпа пырса кӗчӗ. Унăн сăввине пӗрре вуласан – ялан вулассăм килет. Мальвина хайлавӗсем, çамрăк поэт шыравра пулин те, хăйне евӗр илтӗнеççӗ. Унăн сасси витӗмлӗ те çивӗч. Илӗртӳллӗ те хастар! Поэт пурнăç чăнлăхне, чун хавалӗпе пăшăрханăвне тарăн палăртса вулакан умне поэзийӗн тӗрлӗ енӗпе кăларса тăратма пултарать.
Юлашки вăхăтра чăваш литературинче поэзи анлă аталанма пуçларӗ. Çӗнӗрен те çӗнӗ поэтсем çурални, вӗсен çирӗп те янкăс, хăйне евӗрлӗ сассине илтни пире чăнласах та савăнтарать. Ку вăл чăваш поэзийӗ К.Ивановпа Н.Шелепи, П.Хусанкайпа Г.Айхи никӗсленӗ йӗрпе пынине тата вӗсен вӗрентӗвне çамрăк ăру хăйне евӗрлӗ çулпа аталантарса малалла утнине, XXI ӗмӗре пуçа каçăртса тӗнче шайӗнчи поэзине çирӗппӗн утса кӗнине палăртать.
Мальвина Владимировна Петрова та поэзие çирӗп утăмпа пырса кӗчӗ. Унăн сăввине пӗрре вуласан – ялан вулассăм килет. Мальвина хайлавӗсем, çамрăк поэт шыравра пулин те, хăйне евӗр илтӗнеççӗ. Унăн сасси витӗмлӗ те çивӗч. Илӗртӳллӗ те хастар! Поэт пурнăç чăнлăхне, чун хавалӗпе пăшăрханăвне тарăн палăртса вулакан умне поэзийӗн тӗрлӗ енӗпе кăларса тăратма пултарать. Мелсемпе усă курса шухăшсене пуянлатать. Чӗлхе витӗмне кăтартать, вулакана астарса хăйӗн хыççăн илсе пырать. Ритмпа рифма тытса пынă май хупă тата уçă сасăсен вылявӗпе анлă усă курни сисӗнет:
Кăкăртан кăкласа кăларсан кăмăла
Тымарпах тăпăлтар тӗвӗри туйăма.
Тата:
Сăввăмпа сăнарна сапласа йăлăхсан
Йăллакан йăлана йăмтармасăр касам!
Сасăсен, сăмахсен вылявӗ поэта хăй калас шухăша тарăнтарах та витӗмлӗрех уçса пама пулăшать. Тата çакна та каласа хăвармалла, тавтограмма (сăмахсем пӗр сасăран пуçланни) мелӗпе усă курни поэт ăсталăхне анлăлатать кăна. Ку йӗркесенче аллитераципе ассонанс та пур, унсăр пуçне автор сăмах туйăмне пӗлни, вӗсемпе тӗллӗ те тӗплӗ усă курни курăнать.
Нумай чухне автор хăйӗн сăввисенче ӗлӗкхи сăмахсемпе усă курни сисӗнет, сасăпа выляса пӗли-пӗлми кӗрсе каймасть вăл, кашни сăмахпа тӗплӗн ӗçлет, кирлӗ чух çав сăмахсене ăнлантарса та парать: йăтмар – скрывать; ӗлке – образец, выкройка; ӳкӗм – моток, кудель.
Мӗн тума кирлӗ вӗсем – кивӗ сăмахсем – автора?
Тепӗр сăвă йӗркине илсе пăхар:
Юнташ сарса хурсассăн ашăм,
Хамах выртса каларăм: ашăр!»
Кунта «ашăм» тата «ашăр» сăмахсемпе автор илемлӗ те янăравлă рифма тунисӗр пуçне риторикăлла шухăша палăртать. Хамăн пуçăма хамах чикрӗм тенине пӗлтерет. Чăн та, нумай чухне эпир хамăр ухмахлăха пула синкер куратпăр. Авалхи е ӗлӗкхи сăмахсене усă курнин тата тепӗр сăлтавӗ те пур иккен. Автор чăваш халăхне ятарласа çав сăмахсен пӗлтерӗшне аса илтерет, вӗсемпе кулленхи пурнăçра усă курма вӗрентет. Сăвва вуласа киленни, унăн шухăш тӗшшине пӗлсе ăнланни çеç автора пăшăрхантармасть. Вăл халăх пуласлăхӗшӗн те тăрăшни курăнать ку йӗркесенче. Хăйӗн хастарлăхӗпе вулакана хăйӗн хыççăн утма хистет.
Поэт сăввисем тӗрлӗ енлӗ. Унта мăн çынсем валли çырнă йӗркесене те курма пулать, ача-пăчана илӗртсе вылятни те пур. Жанр енӗпе те тӗрлӗрен: юрату лирикинчен пуçласа пурнăç философийӗ таранах.
Юратура çуралнă туйăмсене автор тӗрлӗ енлӗн сăнлать. «Кантăкланнă кăвак куçунтан Шаккасан та тухмарӗ куççуль...» – метафора, «Сӗмлӗхре хывăнать йăрăс пӳллӗ Çурта» – олицетворени тата ытти те.
Шухăшлаттаракан йӗркесем:
Такам хыçра вартатчӗ палăк:
Кевти чиперччӗ... ячӗ – ман?
Чӗнмесӗр, шăппăн хупрăм алăк...
– Вилсе-шим эп...?
– Вилсе.
– Хăçан?
Чуна кантармалли, çăмăллăн та юхса пыракан сăвă:
Сарă çӳçлӗ Пукане –
Выляма чипер парне.
Çип çинчи çут пуçӗпе
Кирлӗ чухлӗ сӗлтнипе
Илӗртет хăй хуçине.
Урлă пăхмасть ун çине.
Мальвина Петрова пултарулăхӗ анлă. Ăна пӗр-ик сăмахпа çеç каласа хаклаймăн. Унăн кашни сăвви хăйне евӗрлӗ янăрать, вылять, юхать. Çавăнпа та пурăна киле литература критикӗсем унăн пултарулăхне тӗплӗнрех тӗпчесе хакласса шанас килет. Мальвина Петрова поэт хайлавӗсем пирки каламалли пурах.
Хамран çамрăк автора çакна çеç калассăм килет. Тăнă çулунтан ан пăрăн! Паянхи пек хастаррăн утса пурне те тӗлӗнтер! Кашни ӳнерçӗ хăйӗн евӗрлӗхӗпе уйрăлса тăрать. Санăн сăввусем те хăйне евӗрлӗ янăраса вулакана савăнтарса тăраççӗ. Ăнăçу сунатăп!
Анатолий ХМЫТ.
М.Петрован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Мальвина ПЕТРОВА
МАН ХАМĂН ÇУЛ
Мӗнле ятпа çӳрет халь Турă?
Мӗн хак тăрать «этем» сăмах?
Шурри – хура? Хури-и шурă?
Хăшне картаççӗ маларах?
Мана пӗрех. Утатăп эпӗ.
Куç хывнă çул – хам пек – усал...
Суту-илӳ тăвать шав пурнăç –
Шăпа яма та кирлӗ мар.
Шăв-шав нумай, хăсмалăх – курнăç...
И-ий... пурнăç-пурнăç – хăй пасар.
Мана пӗрех. Утатăп эпӗ.
Ман хамăн çул, утма сăлтав...
Суту-илӳ савать чеелӗх –
Хампа ăна чиксе тухман.
Хисеп, сăвап, ят-сум илмелӗх
Суяс-пуяс ăстай пухман.
Мана пӗрех. Утатăп эпӗ.
Илме, сутма та шут пулман.
Сутмалăх пур та-ха тӳр кăмăл –
Илес текенӗ, тем, çукрах.
Атте-аннен еткерӗ çăмăл
Пӗр хамшăн çеç те – йăтмаллах.
Мана пӗрех. Йăтатăп эпӗ.
Утатăп эпӗ. Пар иртме!
Тивмен, сирмен – куратăр хăвăр
Утатăп хам – хам çулпалах.
Пасарӗ пысăк пек те – тăвăр.
Ун витӗр ман та тухмаллах.
ХАЛАЛĂМ
Пурнăç çулӗ ахаль мар-çке кукăр:
Тӳрӗ кăмăлпа ăна йӗрле.
Шăтăк-путăкӗ, тумхахӗ пултăр:
Йывăр лавупа ирт – тикӗсле.
Çичӗ тар тухмасăр тасалмасть чун:
Куççульпе çăвнать вăл хуралсан.
Сар хӗвел тухмасăр пуçланмасть кун:
Хапăл пул ăна – шăпа парсан.
Йывăр килмесен – пулмасть те çăмăл,
Тарпа пиçнӗ çăкăр çеç пылак.
Тараватлăх хӗрхенмест-тӗк кăмăл
Çăлкуçла вăл çӗнелсе пырать.
Енчӗкри укçу çеç çухалсассăн
Савăнма пӗл: сывлăху пӗрлех.
Вак-тӗвекшӗн сывламасăр ассăн
Юлнă чыс та ятшăн хӗпӗрте.
Пултарусăр этеме ура лартмаççӗ,
Такăнса ӳксессӗн – тăр та ут.
Каçарма пӗлсессӗн – чараймаççӗ,
Вӗсенчен ху ăслă пул пин хут.
* * *
Пӗрех мана: сирсе хăварччăр,
Нихçан ан асăнччăр ята,
Шăм-шаккăм тăрăх утчăр, кайччăр:
Чӗлхем янратăрччӗ кăна!
Ура айне выртса юлсан та
Илтсе выртасчӗ чӗлхеме!
Телейлӗ, кур, хура тусан та
Хускатнă чух ăна этем.
* * *
Çухату йӳççипе ӳсӗртес пек
Самана курмăшне ӗçтерет.
Хăнăхса. Тăнăма тивеймест тек –
Ӳпӗнтернӗ черкке – кур – ӗрет!
Черкке мар – этемех – пушă-пушă –
Тумламшар сыпайсан çеç, ами.
Катăкрах иккенни пит хăрушă –
Нихăçан тулаймасть шăлами.
Çурăкран юхтарать... Сапламалăх
Шет, ăстай та мехелӗм пурах.
Ӗлӗк чух хупласа – асăнмалăх
Тăмхаларӗç «ухмах» сăмахпах.
Хӗрхенсен те мӗскер халь тăвайăп?
Хитрипе улталанăр апла.
Эп катман. Умăрта та пӗр айăп –
Асăрхарăм темме кăлтăка...
Шарламасăр тухатăп – утатăп,
Ларса юрлăр, эппин, çакăнта.
Суеçпе хăраканăн пӗр калăп –
Маларах пуçласси чăнклатма.
Чăнкăлтатчăр ара вăхăт-вăхăт –
Черккесемшӗн паха кӗреке.
Самана улшăнсан эп те пăхăп –
Кам валли тултарать ирӗке.
* * *
Сас-хура ашкăрса каясран
Çылăхсен хуп-хура анине
Тутăхман сăмахпа тăрăнса
Пăтрататăп пулни-иртнине:
Тымарланнă çăхав кăкланса
Тухса выртӗ паян çиеле;
Мăкăрланӗ те выртӗ тусан
Явăнса ывăнсан çӗленле.
Кураксем эшкерпех капланса
Хыçăмра çавăрттарӗç шăв-шав.
Кăлăхах – пăтратаймăн ăса,
Пиçӗхтернӗ ӳте те ăша.
Куççульпе кӳпчесе кайнăран
Тулăхланнă тӗллев шултрарах.
Кăмăлпа кăпкаланнă йăран
Йышăнасшăн ăна хăвăртрах.
Управри ӗмӗте васкаса
Авăсса тултарам ывăçа –
Пăрахатăп типтерлӗн касса
Ярпайса ӳсмелли савнăçа.
Хыпса çуннă чӗрем кӗлӗпе
Тутлантарăп ăна вăхăтран.
Шăтса тухӗ тивлет речӗпе –
Тăхăмсем пуçтармалăх кайран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев