Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мана çынсем тав туни, ăнланни хавхалантарать

Сергей Васильевич Уланова ял халăхӗ пӗрле пуçтарăнса ял старости туса хунă. Çак тивӗçе вăл хӗллерен пурнăçласа пырать. Вырăнти власть представителӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пулнине пӗлетпӗр. Староста мӗн тума кирлӗ-ши тата?

– Ял çинчен эпир нумайрах пӗлетпӗр ӗнтӗ. Обществăлла ӗçсен шутне кӗртмелле пуль тивӗçе. Шалушăн ӗçлеместпӗр, – терӗ Сергей Васильевич хăйпе паллаштарса. – Халӗ çуллен çын шучӗ чакса пырать, çамрăксем хуланалла каяççӗ. Çавăнпа ял çыннисемпе уйрăмах тачă ӗçлемелле, вӗсене хавхалантаракан кирлӗ, – тет староста.

Беловкăра ял-йышпа пуçтарăнса питӗ нумай ӗç тунă: çăла тасатса тирпей кӗртнӗ, кӗпере юсанă, Çӗнӗ Ӳселӗнчи кивӗ масара карта тытнă. Беловкăсем çак ялтан куçса килнӗ хальхи вырăна. Сергей Васильевич сăмахӗсемпе, Çӗнӗ Ӳселӗнчен 123 килӗ Беловкăна, 35 килӗ Алексеевка ялне куçса тухнă. Паллах, пур ӗçе тума та йӗркелӳçӗ кирлӗ.
Сергей Васильевич çак ялтах çуралса ӳснӗ те, пӗлмен кӗтес çук унăн. Пенсие кайиччен Культура çуртӗнче ӗçленӗ. Çамрăк чух хăй те хулана тухса кайнă пулнă-ха. Профессипе – механик, 1977 çулта Чистайри техникумран вӗренсе тухнă. Кӳршӗ ялта механикре ӗçленӗ хыççăн 1979 çулта Çырчаллине куçса кайнă та, 20 çул «КАМАЗри» литейный заводра ӗçленӗ.
Ачисем виççӗшӗ те унтах юлнă. Уланов-аслисем вара хваттерне ачисене хăварса тăван яла таврăнма шутланă.
– Пирӗн асли хӗр, кӗçӗннисем ывăлсем. Вӗсем те ӳссе çитӗнсе çемье çавăрнă. Пурте бизнеспа аппаланаççӗ. Тăватă мăнук пирӗн, – çемйипе паллаштарчӗ Сергей Васильевич. – Пирӗн пата час-час килсе çӳреççӗ ачасем, манмаççӗ. ​
1999 çулта тăван яла таврăнсан Сергей Уланов Культура çуртӗнче ӗçлеме пуçланă. Хальхипе танлаштарсан ун чухне Беловкăра çын шучӗ ытларах пулнă. Ял старостин шучӗпе, ку проблема тӳреммӗнех ӗç çуккипе çыхăннă.
– Пире юрӗ, атя, пенси параççӗ. Çамрăксем ӗç шырама пит аякка тухса каяççӗ, унта çӳремелле, çемьерен уйрăлса каймалла, – пăшăрханнине пытармасть староста. – Агрофирма пур та, унта 5-6 çын валли çеç ӗç пур. Ӗлӗк колхозра пурне те ӗç çитетчӗ. Нумайăшӗ Нурлатра, нефтяниксем патӗнче ӗçлет.
Ку вăхăтри чи пысăк ӗçсен шутне ял старости çитес çул Беловка 100 çул тултарнине кӗртрӗ.
– Тепӗр çула ытла нумай ӗç ан юлтăр тесе кăçалах хатӗрленме пуçларăмăр. Полоруссов-Шелепин палăкне куçаратпăр, бюстне лартмалли кăна юлчӗ, тата ун таврашӗнчи тӳреме брусчатка сарасшăн. Юбилей уявне «РИТЭК» грантне çӗнсе илни те аван пулăшу. Хулара пурăнакан ентешсем те укçа пуçтарса пачӗç, никам та хирӗç пулмарӗ. Çав укçапа турăмăр та ӗнтӗ асăннă ӗçсене.
Ку вăхăтра ветерансен обелискне тăвассипе ӗç пырать. Сергей Уланов вӗсен ячӗсене районти çар комиссариатӗнче шыраттарса тупнă. Ӗлӗкрех лартнă обелискра тăватă ял çыннисен хушамачӗсене çырнă пулнă, колхоз ӗçченӗсем те çав шутра. Беловкăсем халӗ хăйсен ялӗнчен вăрçа кайнисен ячӗсене уйрăммăн çырса обелиск уçасшăн. Сергей Уланов табличкăсене хатӗрлекенсене шыраса Çырчаллине çитсе килнӗ. Йăлт хăй шутӗнчен туса çӳрет вăл çак ӗçсене.
– Мана ним те кирлӗ мар. Хам ирӗкпе тăватăп-çке ку ӗçсене. Тăватă чăваш ялӗн çӗрне тӳлевсӗр регистрацилесе патăм.​ Мана çынсем тав туни, ăнланни хавхалантарать, – малаллах тăсăлать пирӗн калаçу.
Сергей Васильевич ял халăхӗпе ӗçлеме йывăр мар тет.
– Пассивлăраххисем те пур, паллах. Ӗçлесен вӗсемпе те пӗр чӗлхе тупма пулать. Капла вара тăрăшуллă халăх пурăнать пирӗн ялта.

Беловăн кӗçӗн мăнукне тупнă
Беловкăсен пысăк мероприятисем ирттерес опыт пуян. Ялăн 90, 95 çулӗсене тунă вӗсем, çулсерен «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» район​ шайӗнчи спорт мероприятине ирттереççӗ. Ял старости каланă тăрăх, 100 çулхи юбилей тата анлăрах иртмелле, программи ун анлă та интереслӗ. Унта çын йышлăрах хутшăнасси каламасăрах паллă.
– Коронавирус кăна ан чăрмантартăрччӗ, пӗттӗрччӗ вăл, – тет Сергей Уланов. – Халӗ яла пуçарса янă Иван Беловăн тăванӗсене шыратăп. Белов хушаматлă пӗр çын та çук халӗ ялта. 100 çулхи юбилейне кам та пулин килсен аван пулӗччӗ. Иван Беловăн кӗçӗн мăнукне Тамарăна тупрăм-ха. Вăл Самара хулинче пурăнать. Халӗ пӗрмай çыхăну тытатпăр. Чӗнсе ярсан хăй пӗрре килсе те кайрӗ. Беловсен йӗрӗсем çине тухрăм. Иван Белов çинчен тӗплӗ информаци тупаймарăм-ха. Аксури архивра виçӗ кун лартăм. Те шырама пӗлмерӗм, – тет Сергей Васильевич. – Пулăшатпăр текенсем тупăнчӗç-ха.​ ​
Ял старости культура ӗçне те активлă хутшăнать. Çырчаллинче пурăннă чухнех вăл чăваш фольклорӗпе интересленнӗ. Паян Елена Кондюкова ертсе пыракан «Чӗкеç» ансамбле йӗркеленӗ çӗре хутшăннă. Унта вăл пӗччен çӳренӗ. Яла куçса килсен мăшăрӗ Ирина Леонидовна та ансамбле çӳреме тытăннă. Вăл та мăшăрӗ пекех Беловкăран. Эпир çак яла ӗçпе кайсан вӗсен концертне курма май пулчӗ. Тупата, Шупашкар артисчӗсенчен пӗрре те кая мар.

Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк Беловкăри Культура çурчӗн «Вконтактери» страницинчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев