Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«МАНĂÇМИ ЯТСЕН ÇУХАЛМӖ ЧАПӖ»

Викторина 2022 çулхи ака уйăхӗн 9-мӗшӗччен пырать. 

Чăваш наци конгресӗ, ЧР Вӗренӳ тата çамрăксен политикин, Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствисем, Чăваш наци библиотеки Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă регионсен шайӗнчи «Манăçми ятсен çухалмӗ чапӗ» викторина ирттереççӗ. Пултарулăх ăмăртăвне Раççей регионӗсенчи тата Чăваш Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче 8-11-мӗш классенче, колледжсемпе техникумсенче, аслă шкулсенче вӗренекенсем хутшăнма пултараççӗ. 

Тӗллевсем: чăваш халăхне тӗнчипех чапа кăларнă паллă çынсене пӗлес, вӗсен пархатарлă ӗçӗ-хӗлӗпе паллашас тата тивӗçлипе мăнаçланас, тăван ен историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси; çитӗнекен ăрăва чăваш халăхӗпе тăван тавралăхăн историйӗпе культурине тӗпчеме анлăрах явăçтарасси; çӗршыв аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ ӗç тунă ентешӗмӗрсен кун-çулӗпе пултарулăхне асра тытасси.

Викторина йӗрки

Вăйă-ăмăртăва хутшăнакансен викторина ыйтăвӗсене туллин хуравласа заявкăпа пӗрле (хушамат, ят, класс/ушкăн/курс, шкул, район/хула, республика/область, электронлă почта ячӗсене чăвашла тата вырăсла туллин кăтартса) 2022 çулхи ака уйăхӗн 9-мӗшӗччен «Викторина конкурсне» паллăпа: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамӗ, 10-мӗш çурт е congress21@mail.ru адрессемпе ярса памалла. Телефон: (8352) 62-35-61; 8-917-670-18-21.

Викторина ирттересси, пӗтӗмлетесси тата чысласси

Жюри пултарулăх ăмăртăвне килнӗ ӗçсене пăхса тухса хаклать, тӗрӗс те тулли хуравланисене суйласа илет, çӗнтерӳçӗсемпе призёрсене палăртать.

Викторина пӗтӗмлетӗвне Чăваш наци конгресӗпе Чăваш Республикин Вӗренӳ министерствин, Чăваш наци библиотекин сайчӗсенче вырнаçтараççӗ. Пултарулăх ăмăртăвӗн çӗнтерӳçисемпе призёрӗсене диплом, хутшăннисене заявкăра кăтартнă электронлă адреспа сертификат ярса параççӗ.

Ыйтусем:

1. Пирӗн паллă ентеш Андриян Николаев летчик-космонавт космосра пӗрремӗш хут вӗçевре пулнăранпа кăçал 60 çул çитет. Ку вăл тӗнче уçлăхӗнче нумай талăк ирттернӗ пӗрремӗш вӗçев пулнă. Космонавта вӗçевре мӗн тесе (позывной) чӗннӗ? Чăваш халăхӗн ятне çăлтăрсем таранах çӗкленӗ мухтавлă космонавта хисеплесе панă тата чысласа тунă унăн тăван ялӗнчи вырăнсене çырăр. 

2. Чăвашран тухнă малтанхи профессиллӗ архитектор – Санкт-Петербургри Çуллахи садăн картин авторӗ. Хулара чылай çурта тăвас çӗре тата вӗсен проекчӗсене хатӗрлес ӗçе хутшăннă. Чăваш ялӗнче çуралнă ача мӗнле майпа Санкт-Петербурга лекнӗ тата унта пӗлӳ мӗнле илме пултарнă? Хăвăр каланине тӗслӗхсемпе çирӗплетӗр.

3. Чăваш халăхӗн мухтавлă ывăлӗ – тӗнче ăслăлăхӗнче Хӗвел тухăç çӗршывӗсене – Китайпа Монголие – чи малтан тӗпченӗ Раççей ăсчахӗ. Паллă ентешӗмӗрӗн хушаматне тата çуралнă ял ятне калăр. Сумлă тӗпчевçӗ мӗнле-мӗнле паллă вырăс çыннисемпе туслă пулнă?

4. Çак сăвă йӗркисенче сăмах кам çинчен пынине палăртăр. Вăл, вырăс çынни, чăваш халăхне мӗнле паха кӗнеке парнеленине калăр. Çакна тӗслӗхпе çирӗплетӗр.

«... Вӗреннӗ вырăс пур усал вăя

Мухтавлă ырă ӗçӗпе питленӗ:

«Чăваш чӗлхи илемлӗ те пуян –

Тезаврус лингве чувашорум», –

                                     тенӗ.

Çапла ят хунă латинла вăл хăйӗн

Чăваш сăмахӗсен кӗнекине». 

5. «Тăван чӗлхен вăйӗпе илемне чи малтан мана «Нарспи» туйтарчӗ. Ун чухне ăна кам çырнине те пӗлмен эпӗ. Вуласса пӗчӗклех вуласа тухсаттăм... Ун чухне хам пӗр çиччӗре-саккăрта çеç пулнă пулас». Çак йӗркесен авторне калăр. «Нарспи» поэмăпа мӗнле майпа паллашма пултарнă-ши вăл? Эсир кун пирки мӗн пӗлетӗр? 

6. Чăваш Енре çуралнă талантлă конструктор Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи çулӗсенче çӗнӗ йышши пистолет-пулемёт хатӗрленисенчен пӗри пулнă. Икӗ çул хушшинче, вăрçă пӗтиччен,  çак хӗç-пăшала Совет çарне 765 пин ытла туса панă. Пистолет-пулемёт конструкторӗн ятне тата унăн çăмăл та шанчăклă хӗç-пăшалӗн тӗсне калăр. 

7. Чăваш драматургин никӗсне хывнă паллă çыравçăн Федор Павловăн «Ялта» драми пирӗн литературăра чи сумлă вырăн йышăнать. Хăйӗн пахалăхӗпе паянхи вăхăта та тивӗçтерет вăл. Кăçал Ф.Павловăн «Ялта» спектакльне сцена çинче пӗрремӗш хут лартни миçе çул çитет? 

8. Тăван халăх ятне тӗнче шайне çӗкленӗ паллă балерина Шупашкарта çуралнă. Пермьри хореографи училищинчен вӗренсе тухсан Мускаври Пысăк театрăн солистки пулса тăнă. Унта вăл балет артисчӗсен Пӗтӗм тӗнчери конкурсӗнче кампа ташласа Гран-при (чи пысăк награда) çӗнсе илнӗ?

9. Тӗнчипе паллă ученăй педагогика ăслăлăхӗнчи çӗнӗ юхăма – этнопедагогикăна – 

никӗслекен Чăваш Енрех çуралнă. «Чи вăйли мӗн-ха чăваш культуринче? Асатте-асаннене, атте-аннене çав тери пысăка хурса хаклани. Вӗсем вӗрентнисене ăша илсе, ăса хурса пурăнни», – тенӗ вăл. Этнопедагогика никӗслекен ентешӗмӗр ятне, хушаматне калăр. Хисеплӗ вӗрентекене тата çыравçа чысласа 2015 çулта Шупашкарта ун палăкне уçнă. Çав палăк тӗп хулан хăш урамӗнче вырнаçнă? 

10. Çитмӗл çул ытла чун-чӗре хӗрӳлӗхне, мӗнпур вăй-халне театршăн, кураканшăн шеллемен, пӗтӗм чăваш тӗнчи пӗлекен, хисеплекен, юратакан артисткăна 2018 çулта театр ӳнерӗнче тава тивӗçлӗ çитӗнӳсемшӗн Мускавра «Ылтăн маска» преми парса чысланă. Паллă артистка ӗçне çӗршыв тивӗçлипех хак панă. Çак пысăк хисепе кам тивӗçнӗ-ши?

11. Чăваш литературинче çак паллă çыравçăн ячӗ – чăннипех чаплă ят. Ăна Чăваш Енре çеç мар, пӗтӗм çӗршывӗпех пӗлеççӗ, чылай хайлавне тӗрлӗ чӗлхене куçарса кăларнă. «Эпӗ – хресчен ачи, хресченле шухăшлатăп... Эп – çӗр поэчӗ», – тет вăл. Çак йӗркесем тăрăх ун авторне палăртăр. Пултаруллă сăвăçăн пӗрремӗш сăвви хăçан тата ăçта пичетленнӗ? Сăввăн ятне калăр.

 

Викторинăна йӗркелекенӗ

Геронтий НИКИФОРОВ, 

Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев