Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Манӑн ҫитӗнӳсенче унӑн тӳпи пысӑк

Курманнине кураттăмăр, пӗлменнине пӗлеттӗмӗр. Мӗнле аванччӗ унпа пӗрле!

 
Юратнă вӗрентекен! Чылай ачан асӗнче ӗмӗрлӗхех упранать вăл. Эпӗ вара, Тутарстанра çуралса ӳснӗскер, хама шкулта, тӗрӗсрех каласан, Анат Кама хулинчи 34-мӗш номерлӗ гимназире (эпӗ унта 2000 – 2007 çулсенче вӗреннӗ) чăвашла тӗрӗс калаçма, çырма, вулама вӗрентнӗ Татьяна Николаевна Леонтьевăна паян кунччен те асра тытатăп. Вăл, чуна илӗртекен сăн-сăпатлăскер, йăрăс пӳллӗскер – пирӗн класа пӗрремӗш хут кӗни те куç умӗнчех. Татьяна Николаевнăн кашни хусканăвӗ, шăнкăрав пек уçă сасси пире, вӗренекенӗсене, тӳрех​ тыткăнларӗ.
Урок вăхăтӗнче шавланине, пӗр-пӗрне кансӗрленине астумастăп. Пурте Татьяна Николаевнăна тимлӗн итлетчӗç, мӗн хушнине пурнăçлатчӗç. Уроксенче тӗрлӗ вăйă выляттаратчӗ те – мӗн вӗреннине лайăхрах астуса юлаттăмăр. Сасă хăпартмасăрах çирӗп ыйтма пӗлетчӗ, хавхалантаратчӗ, мухтаса та илетчӗ. Тӗрлӗ сăвă-калавсене çав тери илемлӗ вулатчӗ, ăна татах та татах итлес килетчӗ. Чăвашла таса калаçма, вулама, юрлама, ташлама – мӗн кăна тума вӗрентместчӗ пуль вăл пире.​ Курманнине кураттăмăр, пӗлменнине пӗлеттӗмӗр. Мӗнле аванччӗ унпа пӗрле! Маншăн вăл чи ырă, чи ăслă, чи ăнлануллă çын пек туйăнатчӗ!
Кунсерен шкула тулли те хавас кăмăлпа çӳреттӗм, уроксене тăрăшсах​ хатӗрленеттӗм. Татьяна Николаевна вӗрентме пуçласан ӗмӗт çуралчӗ: манăн та ун пек пултаруллă пулмалла.​ ​
Чăваш патшалăх университетӗнче пӗлӳ илсе шăл тухтăрӗ пулса тăтăм. Чăваш Республикинче çемье çавăрса тӗпленнӗ май, çакăнтах пурăнатăп.​ «Земство тухтăрӗ» программăпа упăшка çуралса ӳснӗ Елчӗк районӗнчи больницăра стоматологи уйрăмӗн ертӳçи, ачасен тухтăрӗ пулса ӗçлерӗм. Хальхи вăхăтра чăвашсен тӗп хулинче – Шупашкарта – пурăнатăп, хула ачисене сывататăп. Хамăн пациентсемпе вырăсла та, чăвашла та​ пуплетӗп.
Татьяна Николаевна Китайăн авалхи ăсчахӗ, философӗ Конфуций каланă «вӗрентекенпе вӗренекен пӗрле ӳсеççӗ» каларăша тӗпе хурса ӗçлет. Юратнă вӗрентекенрен тӗслӗх илсе эпӗ те çитӗнӳсем туса пыратăп. Гимназире вӗреннӗ чухнех Татьяна Николаевна ертсе пынипе тӗрлӗ шайри олимпиада-конкурссенче çӗнтерӳçӗ ятне илме тивӗç пулнăччӗ. Халӗ те ӳсӗмсем пур. Раççей шайӗнче çамрăксен хушшинче иртнӗ «Село. Уехать нельзя остаться. Поставь свою запятую» конкурсра 1000 çын хушшинче пӗрремӗш вырăн йышăнтăм, 2019 çулта «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавӗн лидерӗсем» конкурсра çӗнтерӳçӗ пулса тăтăм... Манăн ӗçе Раççей Федерацийӗн, Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрӗсен, ЧР Патшалăх Канашӗн Тав хучӗсемпе хакларӗç, 2018 çулта «Стоматологи отличникӗ» медальпе наградăларӗç.
Манăн çитӗнӳсенче ырă та ăслă, илемлӗ те сăпайлă, пултаруллă та тăрăшуллă, ăшă чунлă, çаврăнăçуллă вӗрентекенӗн тӳпи питӗ пысăк тесе шутлатăп.
Тутарстан Республикин 2012 çулхи «Чи лайăх вӗрентекен», Раççей шайӗнчи «Чи лайăх вӗрентекен» конкурсăн 2008 çулхи çӗнтерӳçи, «Раççей Федерацийӗн хисеплӗ вӗрентекенӗ» ята тивӗçнӗ Татьяна Николаевна Леонтьева манăн вӗрентекен пулни пурнăç тăршшӗпех маншăн ырă тӗслӗх пулса тăрать.
Эпӗ хамăн юратнă​ вӗрентекенӗме çӗре çити пуç тайса тав тăватăп! Сывлăхăр çирӗп, ӗмӗрӗр вăрăм, пурнăçăр пур енлӗ пуян та савăнăçлă, ырă та телейлӗ пултăрччӗ! Таймапуç сире!

Наталья ТУЙБАТРОВА (МИХАЙЛОВСКАЯ).
Т.Леонтьеван харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев