Мăнтарăн чăваш чӗлхи
Нивушлӗ эпир хамăр тăван чӗлхене çав таранах кураймастпăр-ши? Çак çулпах малалла утсан ăçта пырса тухăпăр?
Нивушлӗ эпир хамăр тăван чӗлхене çав таранах кураймастпăр-ши?
Çак çулпах малалла утсан ăçта пырса тухăпăр?
«Мăнтарăн» сăмахпа усă курса эпӗ хамăр чӗлхене пӗртте кӳрентерес теместӗп, ăна питӗ шелленине çеç палăртатăп. Мӗнле кăна нуша-терт курман вăл иртнӗ ӗмӗрсенче, халь вара ăна ЭПИР аватпăр-хуçатпăр-тыллатпăр. Çапах чăваш чӗлхи чӗрӗ-ха. Анчах хăçанччен?
Ăсчахсем палăртнă тăрăх, чăваш чӗлхи Çӗр чăмăрӗ çинче чи ваттисенчен пӗри, унпа пилӗк пин çула яхăн усă кураççӗ теççӗ. Ăсчахсемпе тавлашас шухăш çук, анчах ют çӗршывсенчи çынсем чăваш чӗлхине тӗпчени, вӗсем çак тӗллевпе Шупашкара тата чăвашсем йышлă пурăнакан ытти вырăнсене килсе кайни интереслӗ. Японирен те, Англирен те, ытти çӗршывсенчен те килеççӗ. Ӗлӗкхи вилтăпри чулӗсем çинче çырнисем те чăвашла вуланни паллă, вӗсен пӗлтерӗшне руна чӗлхипе çырнă пулсан та чăваш чӗлхи урлă çеç ăнлантарса пама пулать.
Пурнăç чăнлăхӗ
Çиелтен пăхсан чăваш чӗлхи пӗтесси курăнмасть пекчӗ 20-30 çул каялла, анчах юлашки çулсенче картина питӗ хăвăрт улшăнчӗ. Эпир 2 миллиона яхăн халăхчӗ, Раççейре йышпа 4-мӗш вырăнтаччӗ, Çӗр чăмăрӗ çинче вара 225-мӗш вырăн йышăнаттăмăр (пурӗ 4 пине яхăн халăх тата наци теççӗ). Паян ун пек калама çук, çырав кăтартнă тăрăх, çур миллион çын ытла чакнă пирӗн йыш. Чăвашсен йышӗ сиккипе чакса пырать. Ку вара питӗ хăрушă.
Хаçат-журнал, телевидени-радио чăваш чӗлхине çавăн чухлӗ шкулта вӗрентеççӗ, шкул ачисем хушшинче фестивальсем, уявсем ирттереççӗ тесе пӗлтерсе тăраççӗ-ха пире. Ку япăх мар тейӗпӗр, уявӗсем кирлех. Тӗрӗссипе, тăван чӗлхе чăваш халăхӗн кулленхи пурнăçӗнче тивӗçлӗ вырăн йышăнать-и? Сцена — пӗр япала, кулленхи пурнăç вара пачах урăхла.
Пурнăç çине темле шанăçлă куçпа пăхсан та паян эп «çапла» теме пултараймастăп. Пурнăç чăнлăхӗ çапла шухăшлама хистет. Ку ыйтăва анлă пăхсан çитменлӗхсем, йăнăшсем, ӗçлесе çитерейменнисем пирӗн енчен туллиех-ха. Çавна пулах ӗнтӗ чăваш чӗлхи вилекен чӗлхе палăрăмӗсене кăтартма пуçларӗ. Тӗлӗнетӗр-и? Тӗлӗнме кирлӗ мар. Чӗлхе хăçан пӗтет? Халăх ытти халăхсемпе пӗтӗмӗшле пурнăçа кӗрсе каяс тесе ют чӗлхесемпе усă курма тытăнсан. Çапла лару-тăру мар-и-ха вара паян? Хулара пурăнакан чăвашсем хăйсен хушшинче вырăсла калаçма тăрăшни çинчен каламăпăр та. Ку çапла. Икӗ пӗртăван е пӗр ял çыннисем те хулара пӗр-пӗринпе вырăсла калаçса «вырăс» пуласшăн, чăваш чӗлхине тиркесшӗн. Чăвашла калаçсан та çуррине яхăн вырăс сăмахӗсем тухаççӗ. Çакă ют чӗлхе çине куçма тăрăшнине пӗлтермест-и вара? Нивушлӗ эпир хамăр тăван чӗлхене çав таранах кураймастпăр-ши? Çак çулпах малалла утсан ăçта пырса тухăпăр? Вилсе пыракан чӗлхесем çинчен çапла калани пур: юлашки тапхăрта унпа хăш-пӗр ушкăн çеç калаçать, уйрăмах ваттисем. Юлашки тапхăрта ачасем шкула кайиччен тăван чӗлхепе калаçма пултараççӗ-ха, малалла вара урăх чӗлхене куçаççӗ.
Чăваш чӗлхи пире, чăвашсене, кирлӗ!
Паянхи чăвашсем пирки ун пек те калаймăн. Хуларисем çеç мар, ялта пурăнакан ашшӗ-амăшӗ те ачисене тӳрех вырăсла калаçма хăнăхтарать («чăвашла калаçтарсан садикре, шкулта йывăр пулӗ, института кӗреймӗç»). Малалла — садик. Унта паян йăлтах вырăсла калаçтараççӗ ачасене («шкула хатӗрлетпӗр!»). Шкулта пӗрер сехет чăвашла вӗрентни вара лару-тăрăва ним чухлӗ те улăштараймасть. Ачасем хăйсем хушшинче вырăсла калаçма хăнăхаççӗ ӗнтӗ ку вăхăт тӗлне, тăван чӗлхене вӗсем ют чӗлхене вӗреннӗ пек нушаланса вӗренеççӗ. Çитменнине, йӗри-тавра телевизор, телефон-смартфон, интернет тата ытти. Пурте вырăсла. Çапла эпир, чăвашсем, тăрăшсах «вырăссене» ӳстеретпӗр. Ун пек чăваш ачин нимле патриотла туйăм та пулмӗ, вăл тăван халăхшăн ют çын, чăваш культурине темех усă кӳреймӗ. Çапла чухăнланса пырăпăр. Сăмах май, эпӗ Тутарстанра çуралса ӳснӗ, тăван ялта сакăр класс пӗтернӗ. Чăваш чӗлхи эрнере виçӗ урокчӗ, литература — иккӗ. Пурӗ эрнере пилӗк урок. Вăт çапларах вӗрентмелле тăван чӗлхене.
Чăваш уявӗсем ирттереççӗ терӗмӗр. Ачасем акцентпа чăвашла юрлаççӗ те сцена çинчен ансанах хăйсен хушшинче вырăсла калаçма пуçлаççӗ. Тепӗр япала. Пӗррехинче эпӗ 25 çул каялла Шупашкарта пӗр район ентешлӗхӗн уявӗнче пулнăччӗ. Официаллă пайӗнче чăвашла пӗр сăмах та илтеймерӗм. Калăн, пурте вырăс. Юрри-ташши çеç чăвашла пулчӗ.
Ӗлӗк-авал империсене тунă чухне патшасем сахал йышлă халăхсен (вӗсене вак халăхсем тенӗ) чӗлхисене пӗтерме тăрăшнă. Халӗ вара эпир тăван чӗлхене хамăрах пӗтеретпӗр. Пирӗн ăнланмалла, «вак» халăхсен чӗлхи, ку халăхсен йывăрлăхӗсем тӳре-шарана кирлех мар. Чăваш чӗлхи пире, чăвашсене, кирлӗ! Апла ун шăпишӗн, пуласлăхӗшӗн хамăрăнах тăрăшмалла. Çакăнтан пӗтӗмлетӳ тухать: чăваш чӗлхине килте те, садикре те ăша хывмалла, шкулта та предмет шайӗнче вырăс чӗлхине вӗрентнӗ пекех çине тăрса вӗрентмелле. Шкулта тулли программа пулмалла — 1-мӗш класран пуçласа 11-мӗш класс таранах. Кил, садик, шкул — çаксем ачашăн чӗлхене вӗренес ӗçре православири Сăваплă Троица пек пулмалла. Ку вăчăраран пӗр сыпăкӗ пулмасан тăван чӗлхене туллин алла илме çук. Ячӗшӗн çеç аппаланни вара халăха вилес патне çеç илсе çитерет. Вара çыннисем пулӗç — халăхӗ çук.
Çăмăллатас вырăнне...
Пирӗн ăнланмалла: чӗлхене патшалăх шайӗнче тăрăшса ӗçлесен çеç упраса хăварма пулать. Чăваш Республики патшалăх мар-и вара? Саккунӗсене «çӳлтисем» кам валли çыраççӗ? Хăйсем пурпӗр усă курмаççӗ вӗт, пире тӗслӗх кăтартмаççӗ. Нимле Чăваш культура обществисем те, наци автономийӗсем те, шкулти факультативсемпе кружоксем те, вырсарни шкулӗсем те чӗлхене упраса хăварас ӗçре çăлăнăç параймӗç. Чӗлхепе чи малтан патшалăх шайӗнче усă курмалла, чăваш чӗлхин сумне ӳстермелле, ячӗшӗн çеç саккун çырса хуни пулмалла мар, патшалăх тытăмӗнчи хутсем чăвашла пулмалла. Çак ӗç паян Шупашкарта та питӗ йывăр пырать-ха. Тепӗр тесен — пур-и вăл? Ман шутпа, никама кирлех те мар пулӗ ку, мӗншӗн тесен кун пирки мӗн чухлӗ калаçнă-çырнă, анчах, юптарури пек, «лавӗ халь те çавăнтах». Чăваш культурин хастарӗсем те пухăва пырсан тытăнаççӗ вара вырăсла çаптарма! Залра пӗр вырăс та çук, кам валли вырăсла пакăлтатаççӗ? Кашни тӗслӗхре темле сăлтав тупса тăван чӗлхене айккине тӗртсе хăварасшăн-ха эпир пурнăçра. Ӗçӗ вара çапла пулса тухать: чăваш чӗлхине чăвашсемех тӗп тăваççӗ.
Орфографи правилисене урăм-сурăм пăтратса яни те ыррине тумарӗ. Мӗн тума тата кама кирлӗ пулчӗ-ши вăл? Ман шутпа, диссертаци çырма хăтланнă пӗр-ик çынсăр пуçне — никама та. Пăлханатпăр, пăтранатпăр, арпашатпăр. Ман анне кун пек чух: «Пӗри арманта, тепри вăрманта», — тетчӗ. Халӗ шкулта пӗр правилăпа çырма вӗрентеççӗ, хаçат-журнал тепӗр майлă çырать. «Пуçхӗрлӗ» (верх ногами) сăмаха уйрăм çырса ма аташтармалла халăха? Мӗн пулса тухать, мӗн усси пур кун пек «çӗнӗлӗхрен»? Çăмăллатас вырăнне йывăрлатса хучӗç. Çамрăк ăру паянхи лару-тăрура ним те ăнланмасть, ăна тăван чӗлхерен пистерни çеç пулать ку. Çакна пула халăх икӗ пая пайланчӗ. Чӗлхе вара халăха пайламалла мар, пӗрлештермелле!
Чăваш хӗрӗ качча тухмасть, качча каять
Куç умӗнчех чӗлхе тасалăхӗ чакса пырать, çӳпӗленет. Пӗр сăлтавсăрах чӗлхене варваризмсем кӗрсе тулаççӗ. Çак япаласем калаçу чӗлхинчен çыру чӗлхине кӗрсе пыраççӗ. Пӗр-пӗр ертӳçӗ çын умне е телевиденипе тухса сăмах чăвашла калаçма тытăнсан хăлхана икӗ алă тупанӗпе хупласа хурас килет. Чӗлхене упрас ӗçе интеллигенци ертсе пымалла пек, анчах вăл хăй çынсем умӗнче чăвашла-вырăсла хутăш чӗлхепе лăпăртатса тăван чӗлхен сумне пӗтерет, ыттисене начар тӗслӗх кăтартать.
Çапах та кунта эп пӗр ырă тӗслӗх илсе кăтартасшăн. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрӗ Артамонов маларах телевиденипе чăвашла йывăр калаçатчӗ, вырăсла сăмахсемпе, предложенисемпе нумай усă куратчӗ. Халь ун чӗлхи чылай якалчӗ, мӗншӗн тесен ку енӗпе вăл ӗçлет пулмалла. Апла ыттисем тӗслӗх илччӗр.
Вырăсла шухăшласа чăвашла калаçнинче те ним аванни çук, чӗлхене авни-хуçни кăна. Чăвашсен шухăшлавӗ вырăссенчен урăхларах вӗт. Сăмахăн-сăмахăн куçмасть калаçу, шухăшлав тăрăх куçармалла, кунта кашни чӗлхен уйрăмлăхне шута илмелле. Нумайăшӗ вара шухăшласшăн мар, пӗри мӗнле каланă е çырнă — тепри те çав йăнăш çулпах каять. Сăмахран, вырăссем «вышла замуж» теççӗ, çакна курса чăвашсем те тӳреммӗн куçарса «качча тухнă» тесе çырма пуçларӗç. Чăваш хӗрӗсем нихăçан та «качча тухмаççӗ», качча каяççӗ. Авланма шутланă çын вара хӗре качча тух темест, качча пыр тет. Ак çакăн пек предложени те вулама тӳрӗ килнӗччӗ мана: «Хӗр çав каччăна качча тухнă». «Каччă» сăмах кӗске уçă сасăпа пӗтет, ун пек сăмахсене пару падежӗнче кӗскетсе «качча» тесе çырмалла. Кунта вара пӗр сăмаха пӗр падежрах икӗ формăра çырнă! Вăт ку çӗнӗлӗх, вăт ку тӗлӗнтермӗш!
Чăваш чӗлхи правилисене Шупашкарта çырнă-çке...
Çак правилăна пăсса çырнă сăмахсем тата пур: «вăрçăна кайнă», «уçланкăна пырса тухнă», «Турăна шанатăп»... Кунта чăваш чӗлхин правили çапла çырма хушать-çке: вăрçа, уçланка, Турра. «На ней женился» тенине те кăнттаммăн «ун çине авланнă» тесе çырнине курма пулать хăш чух. Пирӗн атте-анне, асанне-кукамай нихăçан та ун пек калаçман. Ăна качча илнӗ теççӗ чăвашсем. Ку япалана буквализм теççӗ, ун сиенӗ пирки хăй вăхăтӗнче Петӗр Хусанкай, Илпек Микулайӗ тата ыттисем чылай çырнă. Чӗлхе шухăшлавпа çыхăннă, çавăнпа сăмах майлашăвӗсене улăштарса, хамăрăн чӗлхе правилисемпе килтерсе-майлаштарса çырмалла. Сăмахран, вырăсла «мичман Павлов», чăвашла вара «Павлов мичман». Пӗр-пӗр район çыннисем çинчен çырнă чух та «Елчӗксем», «Патăрьелсем», «Муркашсем» тени куçа тăрăнать. Кунта калаçу географи субъекчӗ пирки пымасть вӗт. Апла пулсан елчӗксем, патăрьелсем, муркашсем тесе пӗчӗк саспаллипе çырмалла. Эп вырăнти калаçăва, диалекта хирӗç мар, калаçчăр, анчах çырнă чухне пирӗн пурне те пӗрлештерекен литература чӗлхи, чăваш чӗлхин правилисем пур-çке. Ма çавсене пăхăнса çырмалла мар? Литература чӗлхи диалектсене шута илет, анчах вӗсемпе йăлтах пӗр килмест.
Ку эстрада артисчӗсене те пырса тивет. Пӗр-пӗр артист хăйсен ялӗ е районӗ валли çеç юрламасть-çке, ун юррине пӗтӗм чăваш тӗнчи илтет. Вӗсен сцена çинчи калаçăвӗнче тата юррисенче те хăлхана шантакан йăнăшсем чылаях. «Хам çыратăп, хам кӗвӗлетӗп, хам юрлатăп» текен çамрăксем хушшинче уйрăмах. Сцена çинчи артистсене вара пӗтӗм халăх курать, вӗсен йăнăшӗсене халăх малашне норма вырăнне хума пуçлать. Çапла чӗлхе пăсăлать. Чăваш чӗлхи правилисене Шупашкарта çырнă-çке, шупашкарсем ма пăхăнасшăн мар вӗсене?
Чӗлхе тасалăхӗшӗн тăрăшмалла
Чăваш Республикинче чăваш чӗлхи вырăс чӗлхипе тан патшалăх чӗлхи шутланать. Саккунсене кăларнипе çеç çырлахмалла мар, вӗсене пурнăçа кӗртсе пымалла. Патшалăх çыннисем, влаçрисем те ăна пăхăнмасан кам валли çырнă вара çак саккуна? Урамра, лавккасенче, аудио-, видеокассетăсенче йăнăш çырнисем нумай, çавсене пӗр калăпа лартмалла. Унсăрăн чӗлхе анархийӗ пулать. Пирӗн чӗлхе пуян, унăн мӗнпур майӗсемпе усă курмалла. Кăсăкланса М. Я. Сироткин профессор редакциленӗ «Чăвашла-вырăсла словаре» (1961) уçса пăхăр-ха. Унта 25 пин сăмаха яхăн. Эпир хамăр пурнăçра унти сăмахсен 10 проценчӗпе те пулин усă куратпăр-ши? Н. И. Ашмаринăн 17 томлă словарӗ пирки каламăп та, вăл чăваш халăхӗн тӗпсӗр çӳпçи. Вăл тӗпчеме чăвашсен темиçе ăрăвне çитет. Сăмах май, Сироткин словарьне тепре кăларма тахçанах вăхăт çитнӗ. Иртсе те кайнă пуль.
Хаçат-журнал вырăсла сăмахсемпе нумай усă курни те килӗшсех каймасть. Ку экстенсивлă çул — сăмахсен пахалăхне ӳстермесӗр вӗсен шутне çеç ӳстерсе пыни. Калаçу пахалăхӗ ӳсмест кун пек. Хамăр никӗс хумасăр, ыттисем янтăланипе çеç пурăнни ырри патне илсе çитермест, ун пуласлăхӗ çук. Ман шутпа, ют калаçупа, ют сăмахсемпе ытла кăсăкланмалла мар, вӗсене хамăр чӗлхене виçелесе кӗртмелле. Хамăр сăмахсем пур-çке.
Чӗлхене çӗнӗ картлашка çине çӗклекенни — пуризм, ку чӗлхе тасалăхӗшӗн тăрăшса ют чӗлхе сăмахӗсемпе кӗрешни. Ăна экстенсивлă çул теççӗ. Ку йывăртарах, унта хамăрăн сăмахсем çумне тӗрлӗ аффикссем хушса çӗнӗ сăмахсем шыраса тупмалла, вӗсене калаçăва кӗртме вăй хумалла. Ку çул тăван чӗлхене пуянлатать, унăн хăйнеевӗрлӗхне кăтартать, малашнехи ăрусен çирӗп никӗсӗ пулса тăрать.
Хăш çулпа каймалла?
Халь шутлăр: хăш çулпа каймалла пирӗн? Паян пирӗн чӗлхери сăмахсен 20 проценчӗ ют чӗлхесенчен илнисем теççӗ. Çак шута пирӗн тата та ӳстермелле-и? Пирӗн чӗлхе сăн-сăпатсăр пултăр-и, вырăс чӗлхин пародийӗ пултăр-и? Манса каяр мар: чӗлхе çук — халăх çук. Пирӗншӗн никам та тăрăшас çук, хамăрăнах малалла талпăнмалла. Патшалăх шайӗнче, патшалăх тăрăшнипе. Ăсчахсем, çыравçăсем, вӗрентекенсем тата ыттисем пулăшнипе.
Унсăрăн чăваш чӗлхине латин чӗлхин шăпи кӗтӗ. Латин чӗлхи пирки вара пурте пӗлеççӗ, хăй вăхăтӗнче унпа пӗтӗм Рим империйӗ калаçнă. Халь ăçта вăл? Вилнӗ, унпа медицинăра çеç усă кураççӗ.
Манăн тăван чӗлхеме çак шăпа çеç ан кӗттӗрччӗ...
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.
Сăнӳкерчӗкӗ Т.Васильеван.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев