Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАНЯ

Калав

Аван парать сӗтне Маня. Капашсăр пысăк та мар хăй. Çилли вара Алюш çăлтан ăсса килекен шыв витринчен те пысăкрах. Хурапа шурăллă уласкер ӗне мăйраки, пăлан мăйраки пек, çӳлелле кармашăнса тăрать. Пăланне Алюш ашшӗ хуларан илсе килнӗ ача-пăча валли çырнă кӗнекере курнăччӗ-ха. Пырать вара Маня кӗтӳри ытти ӗне хушшинче мăнаçлăн утса, пуçне енчен енне пăркаласа. «Курăр, курăр, эпӗ мӗнле маттурскер!» – тесе каласшăн ахăртнех.
Питӗ туслă Маньăпа Алюш. Ача кунсерен ӗнене кӗтӳрен кӗтсе илет. Хăйпе пӗрле ачан яланах тăвар сапнă çăкăр чӗлли. Маня кӗтӳрен килнӗ çӗре Алюш яланах техӗмлӗ симӗс курăк хатӗрлесе хурать сырăша. Каткана шыв тултарать. Ӗçе вӗçлет те кӗтӳ кӗрес вăхăта ял вӗçне чуптарать.
Питӗ йăрă ача Алюш.
– Эсӗ аçуна хăйпăтсах илнӗ, – çупăрлать ăна асламăшӗ юратса. – Аçу та сан çулăнта сан пекех сарă кăтра çӳçлӗччӗ. Куçӗ те санăнни пекех кăвакчӗ.
Çак вăхăтра асламăшӗн алли чӗтрет, куçӗ куççульпе тулать. Ачан чӗри асламăшне шелленипе чиксе ыратса илет.
– Эпӗ аттене кăштах кăна астăватăп çав, – салхуллăн тинкерет Алюш асламăшне куçран.
Ачан ашшӗ ывăлӗ виççӗре чухне çӗре кӗнӗ. Вăрман касма кайсан шăнса пăсăлнă тет вăл. Тухтăрсем те çăлайман.
Аякранах тусне асăрханă Маня ытти выльăха хăмсара-хăмсара Алюш патнелле васкать. Тусӗн аллинчи тăвар сапнă çăкăра çисе ярать те:
– Му-у-у! – тесе тав тăвать.
Чуптараççӗ вара икӗ тус килелле. Чуптараççӗ çав ӗнтӗ. Питӗ васкать Маня витаминлă курăкпа лӗп шыва тутанасшăн. Алюш амăшӗ Елюк аппа вӗсене кӗтсе хапха алăкне уçса хунă ӗнтӗ. Пӗр аллинче çап-çутă витре, тепринче шурă çемçе алшăлли. Алюш пӗлет: витрере ăшă шыв. Унта кăштах апат соди хушнă.
Маня Алюш кучченеçне çисе ярсан амăшӗ ӗне çиллине ачашшăн сăтăрса çăвать те çемçе алшăллипе типӗтет. Мăштах тăрать Маня çав вăхăтра. Хăй Алюш енне тав тунăн пăхса:
– Му-у-у! – тет.
Юратать Алюш амăшӗ Маньăна сунине пăхса тăма. Аллинче пысăк курка, хăй ӗнене ăшшăн ачашлать. Пӗр курка кăпăклă, техӗмлӗ сӗте туххăмрах çавăрса хурать шăпăрлан. Ӗне ăна кӗтсе хап­ха патӗнче тăрать. Халь ӗнтӗ вӗсем ял вӗçӗнчи çерем çине васкаççӗ. Каç чаршавне каричченех унта рехетленеççӗ. Тата темиçе ача илсе килет кунта ӗнине. Ачасем тӗрлӗ вăйăсем выляççӗ.
Юлашки темиçе кун Маня хăйне яланхи пек хастар, мăнаçлă тыткаламасть. Кӗтӳрен те киле пит васкамасть. Алюша кӗтсе тăмасăрах ял вӗçӗнчи çерем çине васкать. Кӗтӳçӗ яла кӗнӗ выльăха сыхламасть. Унăн ӗçӗ мар ку. Ак паян та Маня Алюш аллинчи тăвар сапнă çăкăра тутанмасăрах çерем еннелле утрӗ. Çитрӗ те çерем çине тăсăлса выртрӗ. Алюш аллинчи çăкăр чӗллине ун умне хучӗ. Хăй ачашларӗ, ачашларӗ тусне.
– Маня тусăм, мӗн пулчӗ-ха сана?  Чирлемерӗн-и эсӗ? Тен, кӳрентертӗм эпӗ сана?
Нимӗн те шарламасть тусӗ. Куçӗсем темле мӗскӗннӗн пăхаççӗ. Ача тимлӗн пăхрӗ те унта çутă тумламсем асăрхарӗ. Ӗне тăвар сапнă çăкăра çисе ячӗ те хуллен çӗкленчӗ. Васкамасăр, пуçне усса утрӗ вăл кил еннелле.
– Кӗтсе хăшкăлтăм сире. Ӗнтӗ кулянма та пуçларăм. Тем сиксе тухас пур. Хирӗç пыма пуçтарăннăччӗ, – пăшăрханса калаçрӗ Елюк аппа.
– Анне, Маня чирленӗ пулас. Ветеринара чӗнтермелле пуль, –  тархасласа пăхрӗ амăшне куçран ача.
– Чирлемен пуль. Нивушлӗ туять ыран хăйне тутарсем илме килессе?
– Мӗнле туять?! Мӗнле тутарсем илме килеççӗ Маньăна?!
– Эпир асаннӳпе ӗнене сутма шу­хăшларăмăр.
– Мӗнле сутма?! Мӗншӗн сутасшăн эсир манăн тусăма?! Мӗншӗн манран ыйтман кун пирки?! Суттармастăп! Памастăп! Суттармастăп! Памастăп! – çине-çине кăшкăрчӗ ача. – Маня тусăм, уйă­расшăн пире! – ӗне мăйӗнчен çакăнчӗ Алюш.
Лешӗ нимӗн те шарламасть. Куçӗнче çех çутă тумламсем ялтăраççӗ. Пиллӗк­ри Алюшăн чӗри мӗнле ыратнине ăнланмасть-ши Маня? Ăнланать пуль. Акă вăл ача енне утăм турӗ те тунсăхлăн пăхса: «Му-у-у!» – терӗ.
– Итле, Алюш ывăлăм. Питӗ шел ӗнене сутма. Анчах та пире ӗне тытма йывăр халь. Аçу пур чухне вăл йывăрлăха туйман эпир. Вăл пурнăçран уйрăлнăранпа утă çулса хатӗрлеме йывăрланчӗ. Эпӗ сывлăхран хавшарăм, асаннӳ ватăлчӗ ӗнтӗ. Акă эсӗ ӳссе çитӗнӗн те, çӗнӗ ӗне туянса ярăпăр.
– Анне, уттине эпӗ çулаймăп-ши вара? Кирлех пулсан, çырма-çатраран пуçтарăп курăкне.
– Эсӗ пӗчӗкрех-ха ун пек ӗç патне пыма, – куççуль витӗр калаçрӗ Елюк аппа.
– Качака илсе паратпăр сана. Унпа та Маньăпа туслашнă пекех туслашăн.
– Качака?! Кирлӗ мар мана качака! Кӳршӗ Маюк аппан качакипе те тинке тухать. Чăрсăр, кутăн выльăх вăл. Ак ӗнер те… Карта урлă сиксе каçрӗ те пирӗн палана кăшлама пуçларӗ. Икӗ уран тăрса тăпăлтарать йывăçа. Çулçисене те мар, çырлине суйласа çиет. Хăвалама тытăнтăм та… Мӗнле тапса сикрӗ ман енне. Аран тарса ӗлкӗртӗм. Маня мана нихăçан та хăмсарса курман.
– Пур качака та пӗр мар. Эпир лайăххине илӗпӗр.
– Эп каларăм сире. Эп сирӗн кача­кăрăн сӗтне çăвара хыпас çук.
Çӗрӗпе те çывăраймарӗ ача. Ирхине амăшӗ кӗтӗве ямарӗ ӗнене. Амăшӗ те, асламăшӗ те салху паян. Алюш ирхи апата та лармарӗ. Амăшӗ юлашки хут суса кӗнӗ ăшă, кăпăклă сӗте те тӗкӗнмерӗ.
Кăнтăр апачӗ çитсе пыратчӗ, икӗ палламан арçын пӳрт умне çитсе тăчӗç. Амăшӗ пӳртрен тухрӗ те темле Алюш ăнланман чӗлхепе калаçма пуçларӗ вӗсемпе. Кусем Маньăна илме килнӗ тутарсем иккен. Акă вӗсем ӗнене çавăтса тухрӗç. Çав вăхăтра Алюшăн пӗчӗк чӗри тăпăртатса тапма тытăнчӗ. Ачан çилли тулса çитрӗ. Пӗтӗм вăйран чăмăртарӗ вăл пӗчӗк чышкисене. Ак, ак сиксе ларӗччӗ тутарсем çине.
– Маня тусăм! Уйăраççӗ пире! Памастăп! Памастăп! – çакăнчӗ вăл ӗнене мăйран.
– Пăрăн кунтан, шӗвӗркке! – çиллессӗн тӗксе ячӗ пӗр тутарӗ.
– Ачапа ун пек калаçмаççӗ ăна, – çирӗппӗн каларӗ хапхана уçма хатӗрленнӗ асламăшӗ.
Илсе кайрӗç Маньăна кӳршӗ тутар ялне. Куçран курăнми пуличчен пӗчӗк алне сулса ăсатрӗ тусне Алюш. Вара асламăшне ыталаса илчӗ те:
– Маня тутарла та пӗлмест вӗт-ха! Йы­вăр пулать ăна унта пурăнма! – те­се çӗнӗ­рен йӗрсе ячӗ.
Ачана, темшӗн, Маньăна сутнинче амăшӗ анчах айăплă пек туйăнчӗ çак вăхăтра. Вăл çиллессӗн пăхса илчӗ амăшӗ енне.
– Юратмасть вăл мана, вăл Маюк аппан качакине юратать. Ав качака та туянасшăн Маюк аппан качаки валли юлташа. Çавăнпа Маньăна сутса ячӗ те, – пă­шăлтатрӗ вăл асламăшне ыталаса.
– Эй, пӗчӗкскерӗм, ăнланмастăн-ха эсӗ аннӳне мӗнле йывăррине. Сана вăл пурнăçран та ытларах юратать, – ачашларӗ ачана асламăшӗ.
Качака туянчӗç амăшӗпе асламăшӗ. Хăй сăмахне тытрӗ ача: качакана хăй çывăхне ямарӗ, сӗтне те тутанса пăхмарӗ. Шыв та, ешӗл çимӗç те хатӗрлемерӗ ун валли.
– Кутăн! Кутăн! Сан патна тумастăп утăм! – сăвăларӗ Алюш.
Качака пӗрмай  ача хыççăн çӳреме пуçларӗ. Ăçта Алюш – унта качака.
– Ме-ке-кек! Ме-ке-кек! – тесе куçран пăхать. Тӗлӗнет пуль ача хăйӗнчен ютшăннинчен. Ара, нимӗн начарри те туман-çке вăл.
– Анне, илсе кай-ха мана тутар ялне. Мӗнле пурăнать-ши унта Маня? – йăлăнса пăхрӗ амăшне куçран ача. – Манăн ăна питӗ курас килет.
– Ӗнен чӗрине хускатас мар. Хăнăхнă ӗнтӗ вăл çӗнӗ хуçисене.
Хăнăхайман çав Маня хăйӗн çиллес хуçисене. Манман вăл тăван киле, хăйӗн çывăх тусне Алюша.
Çур çул иртсе кайрӗ çапла. Хӗл те ларчӗ…
Пӗр ирхине Алюш палланă сасăпа вăранса кайрӗ.
– Му-у-у! Му-у-у! – илтӗнет урамра.
Алюш чӳрече патне тапса сикрӗ. Чӳрече каррине сирчӗ те... хаклă тусне курах кайрӗ.
– Анне! Асанне! Маня килнӗ! Маня таврăннă киле! – кăшкăрса ячӗ ача.
Вăл тумланмасăрах урама вирхӗнчӗ.
– Маня! Хаклă тусăм Маня! Манман иккен эсӗ мана! Манман тăван килне, – куççульпе çăвăнчӗ вăл Маньăна ыталаса.
Тăрать Маня Алюш çине пăхса. Икӗ куçӗ куççульпе тулнă. Хăй пысăкланнă пек, хырăмӗ сарăлнă.
Амăшӗпе асламăшӗ чупса тухрӗç.
– Пăрулама тăван киле таврăнтăн иккен, – ыталарӗ ӗнене Елюк аппа, куççульленсе.
– Тăван ачине Алюша парнелесшӗн пуль вăл, – йӗрсе ячӗ асламăшӗ те Маньă­­на ыталаса.
– Тутарсем тем парсан та килӗшес çук. Халь пирӗн мар ӗнтӗ вӗсем, – ассăн сыв­ларӗ Елюк аппа.
Картишне кӗртрӗç Маньăна. Умне çемçе утă, таканана лӗп шыв ярса пачӗç. Алюш пӳрте васкарӗ. П-ы-ы-сăк çăкăр чӗллине тăвар сапса илсе тухрӗ.
– Маня! Маня тусăм! – вӗçӗмсӗр ыталарӗ Алюш тусне.
– Му-у-у! – пуçне çӗклесе пăхать Маня ачана куçран.
Качака çакна айккинчен сăнать. Тӗлӗнет пуль: мӗншӗн-ха ача ют выльăхшăн çапла тăрăшать? «Ме-ке-кек! Эпӗ унран мӗнрен япăх?» – тет пуль.
– Леçес пулать Маньăна каялла. Хамăра айăплӗç тата. Вăрласа килнӗ теме те пултарӗç, – кулянса калаçрӗ асламăшӗ.
Çавăтса кайрӗç хаклă тусне каялла тутар ялне. Йӗрсе юлчӗ ача. Акă хыçалтан чупма тăчӗ… Çав вăхăтра ун патне качака пычӗ те сăмсипе тӗкрӗ. Алюш ăна тӗртсе ямарӗ текех…

 Валентина ТАРАВАТ

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев