Марье инке 100 çул тултарать
Мария Яковлевна Кудряшова 1924 çулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче Чăваш Енри Октябрь районне кӗрекен Малти Пукаш ялӗнче çуралнă. Хăйсен ялӗнчи пуçламăш шкултан вӗренсе тухсан Октябрьскинчи вăтам шкула çӳреме пуçланă. 1939 çулта вӗренсе тухса свидетельство илнӗ. Шкул хыççăн тăван ялӗнчи «Путь Ленина» колхозра ӗçленӗ.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тăватă уйăхран Малти Пукашран вунă çынна Октябрьски районне кӗрекен Чăнкасси ялӗ çывăхне окопсем чавма янă. Малтипукашсем 38 – 41 градус сивӗре ирхине 6 сехетрен пуçласа сӗм çӗрлеччен лумпа, пуртăпа шăннă çӗре катнă. Ӗçлесе пӗтерсен тăватă километрти Туппай Ӗсмӗл ялӗнчи хваттерсене çӗр каçма утмалла. Кăнтăрла вӗри апат пулман, темиçе чӗлӗ ыраш çăкăрӗпех çырлахма тивнӗ.
Прорабсемпе мастерсем пӗр утăм та пăрăнман ӗçченсенчен, тӗрӗслесех тăнă. Дисциплина питӗ çирӗп пулнă. «Пирӗн ушкăнра Элменкасси ачи Николай пурччӗ. Пӗррехинче вăл пилӗк минут кăна каярах килчӗ, апла пулин те ăна пилӗк çула тӗрмене хупрӗç», – аса илет Мария Яковлевна.
Мария Кудряшова ӗçлекен ушкăнра пӗр ялти каччăсем Иван Александровпа Павел Андреев та пулнă, анчах вӗсене 1942 çулта вăрçа илсе кайнă. Иван килне таврăнайман. Павел 1944 çулта аманса таврăннă.
1942 çултан пуçласа ялти çамрăксене вăрçă ӗçне вӗрентнӗ: винтовкăна салатса пуçтарнă, тарăн варсенче пăшалтан пенӗ. Çав çулах декабрьте Мария çар комиссариатӗнчен çара кайма повестка илет. Тепӗр кунах хӗр-тусӗсемпе пуçтарăнса Канаша медкомисси иртме каять. Анчах та хӗрӗн сывлăхӗ алла хӗç-пăшал тытса тăшманпа çапăçма юрăхлă мар иккен, каялла таврăнма тивнӗ. Тепӗр уйăхран, 1943 çул пуçламăшӗнче, Марийăна татах повестка килсе параççӗ. Хӗр ку хутӗнче Мускава çитнӗ – тӗп хулара медкомисси иртнӗ. Уринче шыçă пулнăран Марийăна каллех килне яраççӗ.
Çав çулах март уйăхӗнче хӗре Урал тăрăхӗнчи алюмини заводне ӗçлеме яраççӗ, производство каяшӗсене тасатнă çӗрте вăй хурать вăл. Завод талăкӗпех ӗçленӗрен çынсем сменăпа тăрăшнă. Калама çук йывăр ӗçшӗн укçине нумай та тӳлемен – çиме те çитмен вăл. Пурăнмалли условисем те япăх пулнă – юхăннă общежитире çывăрса тăнă. Çавна кура ӗçлекенсен йышӗ хăвăрт чакма пуçланă, пурте май пур таран хăвăртрах килӗсене таврăнма тăрăшнă.
Виçӗ чăваш хӗрӗ те – Мария Кудряшова, Ангелина Ермеева (Малти Пукашран) тата Элменкасси пики Лида – киле килме тухнă: çӗрле Мускав еннелле каякан поезд вакунӗсен тӗпне майлашăнса выртнă та çапла çула тухнă. Поезд составӗсене кашни станцирех тӗрӗсленӗ, хӗрсен темиçе хутчен те поездран поезда куçса ларма тивнӗ. Пилӗк талăкран тин çӗрле Тӗрлемесе çитнӗ. Кăшт та канса илмесӗр станцирен 35 километрти тăван ялне утнă. Çапла 1944 çулхи апрельте Мария тăван килне таврăннă.
Май уйăхӗнче хӗре каллех повестка килсе параççӗ. Хальхинче Октябрьскинчен Канаша хӗрсемпе каччăсене кăна мар, килӗсене сипленме янă аманнă салтаксене те чӗннӗ.
Канашра вӗсене медкомисси иртнӗ хыççăн Киева ăсатассине пӗлтернӗ. Анчах та каякансен списокне вуланă чух Кудряшовăн хушаматне асăнман, Мария тăван ялнех таврăннă вара. Пӗр-ик кунран Октябрьскинчи хăмла пунктне счетовода ӗçлеме вырнаçнă.
1944 çулхи сентябрь вӗçӗнче хăмла пунктне милици нарячӗ килсе кӗнӗ те Мария Кудряшовăна алюмини заводӗнчен тарса килнӗ тесе айăпласа Çӗрпӳ тӗрмине ăсатнă, пилӗк çула хупса лартнă. Каярах Шупашкарти чукун çул вокзалӗ çывăхӗнчи тӗрмене куçарнă. Айăпланисене çуранах хальхи театр çуртне тума илсе çӳренӗ. Унта хӗр тачкăпа кирпӗч, раствор, бетон сӗтӗрнӗ. Вăл вăхăтра строительствăра механизмсем пулман, пур ӗçе те алăпах тума тивнӗ.
Марийăна 1945 çулхи майăн 9-мӗшӗнче тухнă амнистипе сентябрӗн 22-мӗшӗнче ирӗке кăларнă. Савăннă хӗр тăван килне икӗ кун 65 километр çуран утнă.
Мария майӗпен ирӗклӗ пурнăçа хăнăхнă, колхоз ӗçӗсене çӳреме тытăннă. Колхозра счетовод пулса ӗçлекен каччăпа Анатолий Кольцовпа туслашнă. 1949 çулхи августра пӗрлешсе çемье çавăрнă вӗсем, Мария упăшкин хушаматне йышăннă.
Мария Яковлевнăпа Анатолий Миронович Кольцовсем ултă ача çуратса ӳстернӗ. Асли, Алексей, Шупашкарти энергетика техникумне пӗтерсен çара кайнă. Унтан Донецкри çарпа политика училищинче вӗреннӗ, 25 çул Хура тинӗс флотӗнче тӗрлӗ должноçсенче тăрăшнă, 2-мӗш рангри капитан званийӗпе отставкăна кайнă. Халӗ çемйипе Феодосире пурăнать.
Александр Кольцов Саратоври аслă çар хими училищинче пӗлӳ илнӗ, взвод, рота командирӗ, штаб пуçлăхӗ пулса çарта хӗсметре тăнă. 1986 çулта Чернобыльти АЭС аварине ликвидациленӗ çӗре хутшăннă. Каярах Мускаври тылпа транспорт академийӗнче преподавательте тăрăшнă, полковник званийӗпе тивӗçлӗ канăва тухнă. Çемйипе Санкт-Петербургра пурăнать.
Мария Яковлевнăпа Анатолий Мироновичăн Антонина хӗрӗ Çӗнӗ Шупашкарти химипе технологи техникумне пӗтернӗ хыççăн унти хими комбинатӗнче 32 çул хушши аппаратчица пулса ӗçленӗ.
Михаила Хусанти строительство институтӗнче вӗреннӗ чух çара ăсатнă, таврăнсан вăл Хусанти финанспа экономика институтне пӗтернӗ. Тимӗр-бетон заводӗнче, ТР Наци банкӗнче ӗçленӗ, çемйипе Хусанта пурăнать.
Петр Чăваш патшалăх университечӗн медицина факультетне пӗтернӗ, хирург. Сӗнтӗрвăрри районӗн больницинче 26 çул ӗçленӗ.
Кольцовсен кӗçӗн ывăлӗ Юрий вара ачаранах инвалид, амăшӗпе тăван килӗнче пурăнать.
Мария Яковлевна вунă çул фермăра ӗçленӗ, чăх-чӗп пăхнă. Кашни чăхран çулталăкра 146 çăмарта илсе республикăра пӗрремӗш вырăн йышăннă. Çакăншăн Мускав – Польша – Литва – Латви – Эстони – Ленинград маршрутпа курса çӳреме путевкăна тивӗçнӗ. Каярах пăрусем пăхнă. 1975 çулта тивӗçлӗ канăва тухнă. Мухтавлă ӗçӗшӗн тивӗçнӗ медалӗсем сахал мар Мария Кольцован.
Анатолий Миронович вăрах вăхăт хушши хир ӗçченӗсен бригадине ертсе пынă, Октябрьскинчи совхоз уйрăмӗн управляющийӗнче тăрăшнă, пекарня директорӗ пулнă. 1995 çулта çӗре кӗнӗ.
2019 çулта Мария Яковлевнăн 95 çулхи юбилейне ачисемпе мăнукӗсем, тăванӗсем питӗ йышлăн пуçтарăнчӗç. Ун чух питӗ чаплă уяв пулчӗ. Мария Яковлевна хăйне саламлакансене итлесе пӗтернӗ хыççăн пурне те тав туса сывлăхшăн кӗлӗ юррине юрласа пачӗ те çапла каларӗ: «100 çул тултариччен 5 çул кăна юлчӗ ӗнтӗ. Ман çуралнă куна кашни çул çӳреме кирлӗ мар. Унччен чиперех пурăнăп-ха. 2024 çулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче вара, эп 100 çул тултарнă кун, сире пурсăра та хамăн юбилейре кӗтетӗп», – терӗ.
Эпӗ Мария Яковлевнăн çак сăмахӗсене пит лайăх астăватăп. Тата вăл мана, 8 çултискере, 1947 çулта хăйсен садӗнчи сливăпа хăналани асра. Çавăнпа та юратнă инкене 100 çул тултарсан та тата нумай-нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх сунатăп.
Альберт КОЛЬЦОВ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев