Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАРИ ЯЛӖНЧЕ АНДРИЯН НИКОЛАЕВА ТĂВАН ПЕК ХИСЕПЛЕÇÇӖ

Вăл пурăннă çурт вырăнне асăну чулӗ вырнаçтарнă

Историе тӗпченӗ май мана юлташсемпе пӗрле Марий Элти Звенигово районне кӗрекен Кокшамары ялне çитсе курма шăпа пӳрчӗ. Ку ял асфальтлă çулсенчен самай аякра вырнаçнă. Питӗ илемлӗ вырăнта вырнаçнă вăл – кунта çырми те, кӳлли те пур, вăрманӗ те йӗри-тавра. 

Ялта пӗр урам кăна. Пӗр енчи çуртсенче – чăвашсем, тепӗр енче марисем пурăнаççӗ. Тӗлӗнмелле пулин те, питӗ шавлă вырăна килсе лекрӗмӗр эпир. Эпир пынă кун унта шăпах уяв ирттерме палăртнă иккен. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗнчен мӗнле уяв пулнине тӗпчетпӗр. «Урам уявӗ паян! – терӗ вăл пире. – Эпир тахçанах хатӗрленетпӗр ӗнтӗ ку уяв тӗлне. Кунта çуралса ӳснӗ, анчах халӗ урăх çӗрте пурăнакан ял-йыша та пӗлтерсе хунă...»

Кӳлӗ хӗрринче кăвайт чӗртнӗ – пулă шӳрпи пӗçереççӗ, юнашарах шашлык ăшалаççӗ, кунтах апат-çимӗç лартса тултарнă вăрăм сӗтелсем лараççӗ. Мӗн кăна çук-ши сӗтелӗ çинче – тӗрлӗ кăмпа, йӳçӗтнӗ пахча çимӗç, сăмакун, варени тавраш, пысăк сăмаварпа чей, кукăль-икерчӗ... 

Ял халăхӗ наци тумӗ тăхăннă. Темиçе çӗрте аслăраххисем хăйне ушкăнпа, çамрăксем уйрăммăн пуçтарăнса тăнă – хăйӗ купăс каласа юрлать, ташлакансем те пур. Янравлă юрăсем таçта аякка сарăлаççӗ. 

Хистесех хăналакансене хирӗçлеймерӗмӗр эпир – тутлă пулă шӳрпи те çирӗмӗр, сăмакунне те тутанса пăхрăмăр, кукăлӗпе кӗтмел çырлинчен хатӗрленӗ сироппа та кăмăлпах хăналантăмăр.

Эпӗ уяв вырăнӗнчен пăрăнса кăшт ял урамӗпе утма шутларăм. Сасартăк кунта ниепле те кӗтмен япалана курах кайрăм! Ман çине сарă сарăпа сăрланă карта ăшӗнче вырнаçтарнă чул çинчен Совет Союзӗн икӗ хутчен Геройӗ Андриян Николаев летчик-космонавт пăхса тăра парать! Епле майпа?

Акă епле иккен. 1947 çулта Сӗнтӗрвăрринчи вăрман техникумӗнче вӗреннӗ вăхăтра вăл кунта практика иртнӗ иккен. Çак чула вырнаçтарнă вырăнти çуртра хваттерте тăнă. Ку вырăнта тахçанах никам та пурăнмасть ӗнтӗ. Ял-йыш çурта сӳтнӗ, аялти тăватă йӳнне кăна хăварнă. Çавăн варринче летчик-космонавта хисеплесе пысăк чул хунă, Андриян Григорьевичăн портретне вырнаçтарнă. 

Асăну палăкне курсан хамăр çемьен тусӗпе – Алексей Ильич чăвашпа – Андриян Николаевшăн вăл космоса вӗçсен еплерех савăннине аса илтӗм. Хамăрăн пичче пекех туйăннăччӗ. 

Çапла кӗтмен çӗрте хисеплӗ çынна çапла чыс тунине курма питӗ кăмăллă пулчӗ пире.

Расих ЗАЛЯЛОВ.

Хусан.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев