Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мария Краснова: «Професси вӑл – пурнӑç йӗрки»

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Раççейре Культура ӗçченӗн кунне паллӑ тӑваççӗ. Çак профессиллӗ уяв кунӗ умӗн хăйӗн ӗçне юратакан пултаруллӑ культура ӗçченӗпе, 2014 çултанпа Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнчи Культура çуртне ертсе пыракан Мария Красновăпа курса калаçрӑм. Вăл хаваспах хăйӗн пурнӑçӗ, ӗçне еплерех юратни çинчен каласа пачӗ.

– Мария Александровна, культура сферине мӗнле лекни пирки  каласа парӑр-ха.

– Тӗрӗссипе каласан, культура сферине эпӗ ӑнсӑртран лекрӗм. Шкул хыççӑн Теччӗри ял хуçалăх техникумӗнче бухгалтер-экономиста вӗрентӗм, аслӑ пӗлӳ те экономика енӗпех илтӗм. Ялти Культура çуртӗнче ӗçлеме нумайччен илемлӗх ертӳçи шыранӑ, эпӗ ун чухне лавккара сутуçӑра ӗçлеттӗм. Манӑн аппа, Евдокия Васильевна Логвиенко, нумай çул Культура çурчӗн заведующийӗнче ӗçлерӗ. Вăл тивӗçлӗ канăва тухсан мана ӗçлесе пӑхма сӗнчӗç. Эпӗ хӑюлӑх çитертӗм, тӳрех И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗтӗм.

– Сирӗн учрежденире мӗнле культура пӗрлешӗвӗсем (кружоксем) пур?

– Çӗнӗ Упи Культура çуртӗнче «Савӑнӑç», «Юные дарования» хореографи коллективӗсем, «Çăлкуç» ачасен тӗслӗхлӗ чӑваш фольклор коллективӗ, «Илем» чӑваш фольклор коллективӗ, «Упи» ача-пӑча театр коллективӗ пур.

– Пултарулӑх çыннисем питӗ сисӗмлӗ пулни паллӑ. Коллективри   кашни çынпа мӗнле пӗр чӗлхе тупма пулать-ха?

– Çапла, пултарулӑх çыннисем питӗ сисӗмлӗ. Эпӗ хам та çавăн пекех. Тӗрлӗрен пулать, анчах эпӗ юратса çеç асӑрхаттаратăп. Çакна пӗлеççӗ коллективри çынсем. Эпӗ кашнинпе унӑн талантне, хăйне чунтан хисеплесе пӗр чӗлхе тупатӑп. Йӑнӑшсене кӑна мар, çитӗнӳсене те асӑрхама тӑрӑшатӑп. Камшӑн-тăр коллектив умӗнче уççӑн мухтани пӗлтерӗшлӗ, камшӑн – сцена хыçӗнче уйрăммăн калаçни. Чи кирли – эпӗ вырăнти артистсем тӑрӑшнине куратӑп, кашни çак пархатарлă ӗçе тӳпе хывнине хаклатӑп, яланах пулӑшма хатӗр. Пирӗн пӗрлехи килӗшӳпе хавхалану вӑрттӑнлӑхӗ çакӑнта пытаннă та.

– Хӑвӑрӑн ӗçтешӗрсем, пӗрле вӑй хуракан çынсем çинчен каласа парӑр-ха тархасшӑн.

– Пирӗн «ак çакна эсӗ тӑватӑн, ак кăна эпӗ» теесси çук. Ку пӗрлехи ӗç, унта кашниех хӑйӗн тӳпине хывать, шухӑшсемпе паллаштарать, ыттисене пулӑшать. «Пӗр пуç лайӑх, иккӗ тата лайӑхрах», – теççӗ.Эпир пӗрле ӗçлетпӗр. Капла çӑмӑлрах, лайӑхрах. Хампа юнашар хӑйсен ӗçӗнче темӗн те пӗлекен питӗ ӗçчен çынсем пулнишӗн чун-чӗререн савӑнатӑп. Илемлӗх ертӳçи Алиса Витальевна Чувашова яланах кӗске вăхăтра сценăна, куравсене хитрен хатӗрлесе хурать. Юрлас, ташлас енӗпе те маттур. Ачасене тӗрлӗ хус­канусем тума вӗрентет. Чӑн-чӑн профессионал. Тасалăхпа тирпейлӗх тытса тăракансем те пирӗн калама çук ӗçчен. Вӗсем тӑрӑшнипе яланах таса, йăлтах сехет пек ӗçлет, кашни деталь хӑй вырӑнӗнче. Çакна курсан вара куç савӑнать: йӗри-тавра йӗрке пулсан, сценӑна пӗр кӑлтӑксӑр хатӗрлесен, сцена хыçӗнче хӑтлӑхпа тӑрӑшулӑх атмосфери хуçалансан – çакӑ кашни тухса калаçас умӗн уйрӑм кӑмӑл-туйӑм çуратать, хавхалантарать, вӑй-хал кӳрет.

– Тӗрлӗ конкурса, фестивальсене хастар хутшӑнатӑр. Сирӗн хореографи коллективӗсем мӗнле çитӗнӳсемпе савӑнтараççӗ?

– Çапла, конкурссемпе фестивальсене хастар хутшӑнма тӑрӑшатпӑр –  кашни юрă-ташă пире пултарулӑх çӗнтерӗвӗсен çӗнӗ опычӗпе хавхаланӑвне, савӑнӑçне парать-çке. Нумаях пулмасть «Юные дарования» хореографи коллективӗ «Созвездие-Йолдызлык» телекурав фестивалӗн муниципаллă тапхăрне ӑнӑçлӑ хутшăнчӗ. Пирӗн коллектив районти халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗнче çулсерен призлӑ вырӑнсем йышӑнать. Çакӑ эпир упракан, мӑнаçлӑн малалла тӑсакан ырӑ йӑла пулса тӑчӗ. Малтан пирӗн икӗ ташă ушкăнӗччӗ: аслисен «Савӑнӑç» тата ачасен «Юные дарования» коллективӗсем. Пӗлтӗр эпир çамрӑк артистсен ӳсӗм  уйрӑмлӑхӗсемпе майӗсене шута илсе ача-пӑча ушкӑнне пайлама йышӑнтӑмӑр. Халь пӗчӗккисен ушкăнӗ уйрăм. Палăртас килет, пирӗн хореографи коллективӗсем район шайӗнче кӑна мар, Раççейри тата тӗнчери сумлӑ конкурссемпе фестивальсенче те хӑйсен çитӗнӗвӗсемпе савӑнтараççӗ. Кашни çӗнтерӳ вӑл – çине тӑрса, килӗштерсе ӗçленин тата ташша чикӗсӗр юратнин кӑтартӑвӗ.

– Хӑш ӳсӗмри çынсем валли мероприятисем ирттеретӗр?

– Эпир чи кӗçӗннисенчен пуçласа аслӑ ӑру таранах халӑхӑн пур сийӗ валли те мероприятисем ирттерме тӑрӑшатпӑр.

– Çамрӑксене культура мероприятийӗсене мӗнле явӑçтаратӑр?

– Эпир çамрӑксемпе пӗр чӗл­хепе калаçма тӑрӑшатпӑр. Паллах, тӗрлӗ мелпе усӑ куратпӑр. Чи кирли – культура учрежденийӗ лекциллӗ кичем зал мар, вӑхӑта интереслӗ ирттерме пулăшакан чӗрӗ, динамикӑллӑ уçлӑх пулма пултарнине кӑтартасси. Пӗрремӗшӗнчен, «Пушкин карттипе» хастар ӗçлетпӗр. Вӑл пулӑшнипе концертсене, куравсене, ӑсталӑх класӗсемпе спектакльсене тӳлевсӗр мӗнле çӳремеллине ачасене каласа паратпӑр. Вӗсемшӗн интереслӗ мероприятисем суйлатпӑр.

Иккӗмӗшӗнчен, официаллӑ мар хутшӑну зонисем йӗркелетпӗр. Çамрӑксем час-часах пирӗн пата выляма çеç килеççӗ: сӗтелçи теннисӗн турнирне йӗркелетпӗр, бильярд партине выляни те пулкалать. Ачасем хутшӑнаççӗ, концерт е мастер-класс афишине асӑрхасан хаваспах çырӑнаççӗ. 

Виççӗмӗшӗнчен, эпир çамрӑксен хӑйсен кӑмӑлне итлетпӗр. Ыйтӑмсем ирттеретпӗр, соцсетьсенче шухӑшсене сӳтсе яватпӑр – вӗсен интересӗсене тӗпе хурса çӗнӗ проектсем хута яратпӑр: музыка каçӗсем, интереслӗ хӑнасемпе тӗлпулусем. Пирӗн тӗллев – кашни çамрӑк кунта чун киленӗвне туптăр. 

– Сирӗн ӑнӑçлӑ ӗçӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?

– Чӑн-чӑн культура ӗçченӗ пултарулӑхпа пурӑнать. Маншӑн ку професси кӑна мар – пурнӑç йӗрки. Тӗлӗнме, вак-тӗвекшӗн савӑнма пӗлмелле. Сцена çинче манӑçми самантсем шӑпах çапла çуралаççӗ те. Чи пӗлтерӗшли вара – куракансен куçӗсенчи савăнăç. Вӗсем алă çупса хавхалантарни – чи хакли. Сцена хыçӗнче вӗçӗ-хӗррисӗр репетицисем, тӳрлетӳсем, калаçусем пыраççӗ пулсан, сцена çинче вара – куракансене хавхалантаракан пӗр кӑлтӑксӑр уяв. 

– Раççей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулӗнче мӗнле мероприятисем ирттересшӗн?

– Нацисен хушшинчи килӗ­шӗве çирӗплетес, çынсене культура тӗрлӗлӗхӗпе паллаштарас тӗллевпе темиçе мероприяти планларӑмӑр. Культура ӗçченӗ пулнӑ май, эпӗ кӑçал «пӗрлӗх» ахаль сӑмах кӑна мар, пӗр-пӗрне хисеплеме, ӑнланма пулăшакан инструмент пулнине лайăх ăнланатăп. Районти Акатуй кăçал та пирӗн Упи тăрăхӗнче иртнине ырламалла. Шупашкарти патшалăх юрă-таша ансамблӗ,  «Сувар» ташă ушкăнӗ килсе савăнтарса хăвараççӗ.

– Сирӗн ир мӗнрен пуçланать?

– Манӑн ир ывăла ыталанинчен пуçланать. Кӗçӗнни пилӗк çулта кӑна-ха манăн, вӑл вара питӗ ыталанма юратать. Ачасене садикпе шкула ӑсататăп. Пур анне пекех.

– Культура ӗçченне каçхи вӑ­хӑтра та ӗçлеме тивет. Çемйӗр мӗнле пӑхать çакăн çине?

– Каçхи вӑхӑтра эпир ытларикунпа кӗçнерникун ӗç вырӑнӗнче. Мӗншӗн тесен хореографи коллективӗсемпе шӑпах каçхи вӑхӑтра ӗçлетпӗр. Эрнекунпа шӑматкун вара – ташӑ вӑхӑчӗ. Çапла пурӑнатпӑр. Хӑш чухне çӗрле вун пӗр сехетре киле каятăн, нумайӑшӗ ку вăхăтра çывӑрать ӗнтӗ. Ирӗксӗрех «çак вăхăтра йӗркеллӗ çынсем килте çывӑраççӗ» тесе шутлатӑн. Анчах, Турра шӗкӗр, манӑн ­çемье­ амăшӗ килте çуккине тахçанах хӑнӑхнӑ. Мăшăр та ăнланать. Уявсенче, канмалли кунсенче те ӗçлеме тивет. Тепӗр чухне çемьепе пӗрлех ӗçе каятпӑр, капла интереслӗрех, мана та кичем мар.

– Мӗнпе илӗртет сире çак ӗç?

– Мана нумайӑшӗ: «Мария, санӑн ку ӗçре тунсӑхлама вӑхӑт çук – ялан мӗн-тӗр тумалла», – теççӗ. Чăн та, нихӑçан та пӗр вырӑнта лармастпӑр. Тунсӑхлама вӑхӑт çук. Турра шӗкӗр, ман çумра çакӑн пек харсӑр çынсем, ӗçтешсем пур. Çур сӑмахран ӑнланни – питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пӗрлӗхре вӑй вӗт.

– Культура ӗçченӗн кунӗнче ӗçтешӗрсене мӗн сунас килет?

– Тӗнчене илемлӗрех тунӑшӑн пурне те тав. Хавхалану ан пӗттӗр, пултарулӑх савӑнӑç кӳтӗр! Хавхалантаракан «муза» яланах сирӗнпе пӗрле пултăр.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ. 

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 25 марта – День работника культуры в России