Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАРИСЕМ

Ку халăха летопиçсенче черемиссем тесе палăртнă, чăваш литературинче çармăссем тесе çырни тӗл пулать. Халь эпир те, ыттисем те мари халăхӗ тетпӗр. Мари сăмах «мар» сăмахран тухнă, «çын» тенине пӗлтерет. Чылай вăхăт марисемпе мордвасем пӗр халăх тесе шутланă, XIX ӗмӗрти тӗпчевçӗсем пирки сăмахăм. XX ӗмӗр çурричченех çапла пулнă. А.П.Смирнов археолог тӗпчевӗсене пӗтӗмлетсе çакна каламалла: марисемпе мордвасем чăнах та тăван халăх, анчах вӗсене пӗр халăх тени тӗрӗс мар пулӗччӗ.

Марисен чи пысăк йышӗ Марий Элта пурăнать. Вяткăпа Ветлуга юханшывӗсен хушшине килӗштерсе тӗпленнӗ вӗсем. Тӗп хули Йошкар-Ола. 2010 çулхи çыравпа Раççейре 545605 çын, Марий Элта 290863, Пушкăртстанра 103658, Тутарстанра 18848. Свердловск облаçӗнче, Пермь крайӗнче, Раççей тулашӗнче пурăнакансем те çук мар. Уйрăмах Украинăра тата Казахстанра. Белоруссинче, Эстони, Латви çӗршывӗсенче те пур. 

Атăл тăрăхӗнче пурăнакан ытти халăх пекех, марисем те темиçе ушкăнран тăраççӗ, этнографсем 4 ушкăн палăртнă: сăрт çинчисем (Марий Элта, Киров тата Чулхула облаçӗнче), улăхрисем (чи йышлисем, Марий Элта тата Киров облаçӗнче пурăнаççӗ), тухăçрисем (Пушкăртстана куçса кайнă улăхрисем) тата çурçӗр-хӗвеланăçрисем (Киров тата Чулхула облаçӗсенче пурăнаççӗ).

Марисен çырулăхӗ 1775 çулта пуçланса кайнă. Улăх марисен чӗлхи пӗлтерӗшлӗ çырулăхра. Марисен пӗрремӗш кӗнеки вара 1804 çулта кун курнă. Паллах, вăл христиан тӗнӗпе çыхăннă – «Катехизис», шел, паянхи кунччен сыхланса юлман.  1821 çулта сăртри марисен хăйсен çырулăхӗ йӗркеленнӗ. Вӗсем «Евангелие» марилле пичетленӗ. Тӗлӗнмелле, çав вăхăтра нихăш чӗлхин те букварь пулман.  1995 (!) çулта тин мари чӗлхипе пӗрремӗш букварь кун çути курнă. 

Тӗн пирки сăмах пуçарсан çакна каламалла. Нумай çулсем, ӗмӗрсем хушши халăх çутçанталăка кӗлӗ – чимарий – туса пурăннă. Çутçанталăк тӗнӗнче ытти халăхсенни пекех политеизм пулнă – 140 турă марисен пантеонӗнче, анчах пурне те пӗр пек сума суса пуç çапман вӗсем: тӗп турри Юмо, амăшӗ Юмынава пулнă, чӗрӗ чунсене хӳтӗлекен Шочынавăна уйрăмах сума сунă.

Мӗн ӗç туса пурăннă марисем? Кӳршӗре пурăнакан халăхсенчен пит уйрăлсах тăман пурнăç йӗрки – тискер вӗлле хурчӗсен пылне пуçтарнă, пулă тытнă, çӗр ӗç тунă, сунара çӳренӗ. Тимӗрçӗ ӗçне те лайăх пӗлнӗ марисем, анчах металне сутăн илнӗ, хăйсем хатӗрлеймен. Эрешсем хатӗрлессипе арçынсем мар, хӗрарăмсем аппаланнă. Çав эрешсене тумтире илемлетнӗ çӗрте усă курнă. 

Марисен кулленхи тумӗ  – туника манерлӗ кӗпе (тувыр), шалпартарах йӗм (йолаш) тата шовыр – сăхман. Арçынсем сарлака хӗрриллӗ калпак тăхăннă. Хӗрарăмсем тӗрлесе илемлетнӗ саппун çыхнă. Вырăссенчен çăматă тума вӗреннӗ, хӗлле урана çăматă тăхăннă. Хӗрарăмсен пуçа тăхăнмаллисем пурăнакан вырăнне кура уйрăлса тăнă. Хăшӗсем вырăссен сорокине хăйсен майлă тунă е удмуртсен шуркине, конус пек курăнакан калпакне «туртса илнӗ». Марисен тӗррисенче час-часах утсем, курăк-чечек, кайăксем, така мăйракисем асăрхама пулать. Кӗпе хулӗсене, çухавине тӗрленӗ. Сивӗ чух тăлăп, сурăх тирӗнчен çӗленӗ кӗрӗк, урана çăпата е сăран атă тăхăннă. Шурлăхлă çӗрте пурăнакансем йывăç татăкӗнчен такан çапнă. Хӗрарăмсем хăйсене тенкӗсенчен, шапа хуранӗсенчен пуçтарса çӗленӗ эрешсемпе капăрлатнă.

Çырулăхӗ каярах аталаннипе-и, сăмах вӗççӗн ăруран ăрăва куçакан юмах-халапсем нумай пулнă марисен. Музыка инструменчӗсенче чăвашсен шăпăрне аса илтерекен шувыра калама пулать. Ăна ӗнен шăк хăмпинчен тунă, така мăйракине лартнă. Кӗсле (гусли) каласси те йăлара пулнă халăхăн. Ташлас ăсталăх та аталаннă. Тӗслӗхрен, усал вăйсенчен тасатакан ташă. Икӗ каччă, пӗр хӗр ташланă. Ташă элеменчӗсенчен пӗри – тавырдык (тăпăртăк).

Халăх йăли-йӗрки çын пурнăçӗн пӗлтерӗшлӗ тапхăрӗсене витӗмлӗн палăртать.Тӗслӗхрен, çемье çавăрасси. Каччă хӗре «туянать» те урапа çине е çуна çине лартса карт (мучавар) патне венчете тăма каять. Пулас арăмӗ çумне усал вăйсем çыпçăнасран çул тăршшӗпе хулăпа хăваласа пырать. Кайран та çав хулла çемьерех хăварнă, пăрахман. Туй мыскарин тепӗр саманчӗ – пулас мăшăрăн аллисене алшăллипе çыхнă, çакă ӗмӗр пӗрле пурăнассине сăнарлăн кăтартнă. Çамрăк арăм туй хыççăн ир-ирех мăшăрӗ валли икерчӗ пӗçересси халичченех йăлара юлнă.

Çын вилсен пытарнă чух ирттернӗ йăласем те кăсăк. Çутçанталăк вăхăтне пăхмасăр, масар çине вилнӗ çынна çуна çине хурса пытарма кайнă. Вилене хӗллехи тум тăхăнтартса леш тӗнчере усă курма япаласем панă: йӗтӗн алшăлли, вилнисен патшалăхне анма; леш тӗнчене хураллакан йытăсене, çӗленсене хăвалама шăлан турачӗ; пурнăç тăршшӗпе пухнă чӗрнисене хураççӗ (çул çинчи сăрт-ту хысакӗсенчен тытма). 40 кун иртсен вилнӗ çыннăн юлташӗ унăн кӗпи-йӗмне тăхăнса асăнма пухăннисемпе сӗтел хушшине ларнă. Юлташӗпе вилнӗ çыннипе калаçнă пекех калаçнă, леш тӗнчери çинчен ыйтнă, çӗнӗ хыпарсене пӗлтернӗ, тахçан вилнӗ тăванӗсене салам калама ыйтнă. 

Чи паллă марисенчен пӗри – паллă спортсмен тата киноактер Олег Николаевич Тактаров. «Вий», «Самолет президента», «15 минут славы», «Роллербол», «Хищники» киносенче ӳкерӗннӗ вăл.

* * *

Тутарстанра Мари наципе культура автономийӗ ӗçлеме пуçланăранпа 30 çул çитрӗ. Иртнӗ шăматкун çак юбилее савăнăçлăн паллă турӗç. Халăхсен Туслăх Çуртӗнчи вырсарни шкулӗнче вӗренекенсем, Йошкар-Оларан, Свердловск облаçӗнчен килнӗ ентешӗсем пӗрле юрларӗç, ташларӗç, ырă малашлăх сунчӗç.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев