Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МĂШĂРӖ ПОХОДСЕНЕ ЮРАТМА ВӖРЕНТНӖ

Валерий Федоров пек çынсем пулни пирӗн пурнăçа пуянрах, хăйне евӗрлӗрех тăвать

Инженер, меценат, Ульяновскри «Ниме» Чăваш культура центрӗн хастарӗ Валерий Федоров пек çынсем пулни пирӗн пурнăçа пуянрах, хăйне евӗрлӗрех тăвать. Хăйӗн яланхи юхăмӗнчен пăрăнса Валерий Андреевич пек çынсене сăваплă ӗçсем тума вырăн та, вăхăт та, ырă  кăмăл та парать самана.

1953 çулта Пăва районӗнчи Таккавар ялӗнче çут тӗнчене килнӗ. Анна Михайловнăпа Андрей Николаевич Федоровсен йышлă çемйинче 9 ачаран çиччӗмӗшӗ вăл. 

– Аслисене анне ӗççи вăхăтӗнче хиртех çуратнă тетчӗ. Малтанхисем – виçӗ тете, виçӗ акка. Вара эпӗ. 1937 çулхи аслă тете салтакран таврăннине питӗ аван астăватăп. Иккӗмӗшӗ çара кайнă чухне поезд айне лексе вилнӗ. Маттур спортсмен пулнă вăл. Акатуйсенче лашапа ăмăртса темиçе хут çӗнтернӗ. Атте конюхра ӗçленӗ. Унăн юратăвӗ мана пӗчӗккӗ чухнех куçнă. Пилӗк çултах, пӗвӗм-сийӗмпе пӗчӗкçеççӗ арçын ача, лашасем пăхма çӳреттӗм. Халиччен никам та ларман утсем çине ларса ярăннă. Вӗçсе юлни те пӗрре мар пулнă. Анчах та йывăрлăха парăнман... 

Анне пӗчӗклех тăлăха юлнă. Çулталăкрах ача çуртне лекнӗ. Вăл саккăр тултарсан Кунтикавра пурăнакан хăйӗнчен вунă çул аслă акăшӗ ăна тупса илсе килнӗ. Çитӗнсен хăйӗн чăн телейне анне Таккаварта тупнă. Ачисемпе аслă ӳсӗмри тантăшӗпе калаçнă евӗр калаçса ларма ăстаччӗ. Малтине курма пӗлетчӗ, лайăх юрлатчӗ, – тет амăш сăнарне яланах асра тытакан ывăлӗ.

 Валерий шкула кайичченех вулама, çырма, шутлама, вуланине каласа пама пӗлнӗ. Пӗрремӗш кунах шкула урăх каймастăп тенӗ. Ăна, тавçăруллă ачана, пӗлӳ çуртӗнче кичем пулнă. Тӗрӗссипе, ăна тӳрех 2-мӗш класа илмелле пулнă ӗнтӗ...  

– Манăн пӗрремӗш вӗрентекен – Анна Дмитриевна Афанасьева. Таккаварти пуçламăш шкулта (директорӗ – Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче вӗреннӗ Семен Сергеевич Степанов), Кунтикавра тăватă çул вӗрентӗм (учительсем – А.П.Богатов, Н.В.Богатова, Н.Н.Власов, А.Н.Зоголь, З.С.Щегольков, Н.Л.Щегольков), 9-10-мӗш классене – Элшелӗнче (директорӗ – Н.Г.Романов, учительсем – А.Г.Романова, Н.И.Нестеров, И.И.Афанасьев, В.С.Дедушкина, А.И.Еленкин). Вун икӗ çухрăма çӳренӗ. Хӗллехи уйăхсенче кăна хваттерте тăвансем патӗнче пурăннă. Кӗрлӗ-çурлă киле çӳренӗ. Пур шкулта та  вӗрентекенсем профессионалсемччӗ. Эпӗ пӗрмаях физика, математика, хими предмечӗсемпе нумай олимпиадăна хутшăнаттăм, – тет Валерий Андреевич çав вăхăтрах хăйне ун чухне те, халӗ те Тăхăрьял таврашӗнче лайăх пӗлнине палăртса.

Шкул хыççăн Валерий Федоров Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх институтне кӗме картса хурать. Хăйне механик пек курать вăл.

 – «Ывăлăм, яла таврăнмалли специальноçа ан суйла, хулара хăвăн пӗлӗвӳпе çынсемшӗн те, хăвăншăн та кирлӗ пек усă курма пултарăн», – терӗ анне. Эпӗ вара, сăмахăмпа та, ӗçӗмпе те ялан тӗрӗслӗхшӗн çунса тăракан çамрăк, политеха суйласа илтӗм. Радиоинженер, радиотехник   профессине суйласа пӗрремӗш курс студенчӗ пулса тăтăм. 81 çамрăк  вӗренме пуçларăмăр – 40-ӗн вӗренсе тухрăмăр. Виçӗ ушкăнра 9 хӗрачаччӗ, 6-шӗ пирӗнпе пӗрле пӗтерчӗç, – каласа парать вăл.

Чăваш ачи ӗçлеме хулари «Комета» завода суйласа илет. Общежити старости, комсомолец, комсорг, энергетика пайӗнче тӗрӗслевпе гарантиллӗ тивӗçтерӳ лабораторийӗн ӗçченӗ, мӗнпур 4 флотри шыв ай киммисене оборудовани вырнаçтарса çӳрекен специалист.

– Пӗр хушă Петродворецри (хальхи Петергофри) А.С.Попов ячӗллӗ аслă çар тинӗс училищин (каярах унта пирӗн ентешсем – Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Кашинка ялӗн мухтавлă ывăлӗсем – Емелькинсем – вӗреннӗ) радиотехника кафедринче командировкăра пулнă, курсантсене вӗренме тренажер тума пулăшнă. Манăн çуралнă кун чӳкӗн 23-мӗшӗнче. Эпӗ Нева юхан шывӗ хӗрринчи легендарлă хулана тепӗр кун, чӳкӗн 24-мӗшӗнче (1978 çулта), вӗçрӗм. Ун чухне микросхемăсенче кăлтăксем тупса блоксене юсарăмăр. Пӗррехинче васкаса Инçет Хӗвелтухăçне тухса кайрăм. Шыв айӗпе çӳрекен кимӗ çинчен çавăн чухне виçӗ кун тухман, ӗçлемен приборсене юсанă. Урамра чӳк уйăхӗн пуçламăшӗччӗ. Эпӗ вăл блока тупрăм, ӗçлекеннипе улăштартăм, вара çав самантрах кимӗ шыва кайрӗ. Сивӗре ӗçленипе 25 çулти йӗкӗт чутах чирлесе кайман ун чухне. Северодвинскра та пулнă, Севастопольте те... Мӗнпур Союзӗпе çаврăнса тухнă. Ленинградра темиçе хутчен те пулнă. Юрататăп çав хулана. Кайран вара (сакăр çултан) урăх завода – УАПК – куçрăм, – васкамасăр аса илет хăйӗн пурнăçне йăхташăм.

«Комета» завода Валерий Андреевич тăтăш аса илет. Унтан аван ӗç тупайманнипе мар, тӗнчипе палăрнă предприятире хăйӗн юратăвне, пулас мăшăрне тӗл пулнипе. Инженер-конструкторта ӗçленӗ чухне шанăç паракан 28 çулти ӳркенмен чăваш тин çеç Самарта КУАИ пӗтерсе Ульяновска килнӗ 23 çулти пикепе (Марина Алимбековăпа) паллашать. Пӗрре курсах килӗштерет вăл Маринăна. Мӗн çывăхлатнă-ха вӗсене? Çутçанталăка, спорта юратни, иккӗшӗ те питӗ тавçăруллă пулни, математика ăслăлăхӗ енне туртăнни. 1983 çулхи çӗртмен 25-мӗшӗнче савнисем Мăшăрлану керменне кайнă. Марина Борисовна упăшкине ывăлпа хӗр парнеленӗ. Шел, усал шыççа пула Валерий Андреевичăн мăшăрӗ çӗре кӗнӗ. 

– «Комета» заводран кайман та пулăттăм. Анчах та авланнă арçынна арăмне илсе кӗме хваттер кирлӗ пулнă. УАПКри ЛИК комплекса кайрăм. Çӗнӗ предприятин вӗçевпе тӗрӗслев комплексӗнче вăй хурас ӗмӗтлӗ инженера хапăл пулчӗç. «Авиастар-ЛИКра» пӗрремӗш «Руслана»  пӗлӗте çӗкленӗ çӗрте манăн тӳпе те пур. Испытатель-инженерта, самолетсен радиоэлектронлă аппарачӗсен бригадин бригадирӗнче 12 çул ӗçлерӗм. Пӗтӗмӗшле «Авиастарта» – 16, – пурнăçӗнчи чи телейлӗ тапхăра, Эльбруса парăнтарнă хаклă мăшăрне, спорт залӗнчи тренировкăсем упăшкине те походсене юратма вӗрентнӗ альпинисткăна аса илет профессионал.

Унтанпа Валерий Федоров Çӗнӗ хулара çирӗм виççӗмӗш çул «Курс-Симбирск» ХАОра тăрăшать. Унăн генеральнăй директорӗ – Куславкка чăвашӗ В.А.Шишкин. 

– Оборона промышленноçӗшӗн вăй хуратпăр, самолетсем юсатпăр. Çарта, вăрçăра усă куракан транспорт тренажерне хатӗрлетпӗр эпир. Хупă предприяти. Çирӗм виçӗ çул каялла чăваш инженерӗсен тӗлпулăвӗнче Дмитрий Кузьминпа паллашрăм. «Ниме» чăваш культура центрне (председателӗ – Герман Мадюков) çӳретпӗр, таврапӗлӳпе тӗрлӗ пуçарусене хутшăнатпăр, – тет вăл.

Валерий Андреевич – ирӗклӗ тата грекпа рим кӗрешӗвӗсемпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Спорта, хоккее питӗ юратать. «Комета» заводăн волейбол тата шахмат спорт тӗсӗсемпе чемпионӗ пулнă вăл. «Сăрнай» халăх ансамблӗнче (пултарулăх ертӳçи – Виктор Коваленко) юрлать. Юрă ушкăнне 2013 çулхи раштавăн 13-мӗшӗнче Дмитрий Кузьмин, Валерий Федоров тата Герман Мадюков йӗркеленӗ. Вăл кӗске хушăрах халăх юратнă ансамбль пулса тăчӗ. Юлашки вăхăтра Валерий Андреевич сăвăсем çырать. Мăшăрӗпе хамăр тата ют çӗршывсем тăрăх нумай курса çӳренӗ. 2008 çулта Байкал кӳлли тавра утса тухнă вăл. Пӗчченех çулçӳреве кайнă. «Слюдянкăран тытăнса Байкал портне çитиччен – 96 çухрăм. Çурăм хыçӗнчи 35 килограмм таякан рюкзакпа 5 куна яхăн утрăм. Мана питӗ килӗшрӗ», – каласа парать нимеçӗ. 

Мăшăрне Валерий Андреевич тăван Таккаварӗнче пытарнă. Марина Борисовна Амур-çи-Комсомольск хули çывăхӗнчи Фестивальный поселокӗнче геологсен çемйинче çуралнă. Нумаях пулмасть, икӗ çул каялла, Валерий Федоров юратнă арăмӗ, чи çывăх çыннисем, хаклă ял-йыш канăçлăх тупнă масар çине часавай лартнă. Мӗнпур тăкакӗсене ентешӗмӗр хăй çине илнӗ. Çветтуй Марина ячӗллӗ часавай паян Михаил Архангел хӳттинче тăрать.  

– Ватлăхра тăван тăрăха таврăнма кăмăл пур. Манăн пӗр йăмăк Элшелӗнче, тепри Ульяновскра, аппа Шупашкарта пурăнаççӗ. Тăхăрьял хăй хӳттине туртать. Унти çынсемпе калаçса, кӗçӗн тăван çӗршыв сывлăшне кăкăр тулли сывласа ӗмӗре ӗмӗрлес килет, – тет хӳтӗлевçӗ пурне те уявпа саламласа.

 

Алена АЛЕКСЕЕВА. 

Ульяновск.

Автор тата В.Федоров 

архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.   

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев