Матак ялӗнчи танкистсем
Тип çӗр çинчи çарсен чăмăрӗ
Тип çӗр çинчи çарсен чăмăрӗ
Çар тӗсӗсенчен хăшӗ сумлă е сумлă мар тесе уйăрма кирлӗ мар. Пурте Тăван çӗршыва хӳтӗлеме хатӗр тăраççӗ. Танкистсем, сăмахран, десантниксем хыççăн пыраççӗ. Йывăр службăсенчен пӗри, мӗншӗн тесен танк çарӗ тип çӗр çинчи (сухопутный) çарсен чăмăрӗ, уйрăмах мотострелоксемпе пӗрле.
Пирӗн вăхăтра çара юрăхлă каччăсем салтака каймасăр пăрăнса юлман. Кам-тăр артиллерист е мотострелок, сапер е пограничник, связист е ракетчик, десантник е танкист... Кашнин çар хăнăхăвӗ расна пулсан та тӗллевӗ пӗр — Тăван çӗршыва, тăван халăха хӳтӗлесси.
Танкист пулма пӗрре те çăмăл мар, йывăр япаласем нумай йăтмалла: 58 килограмлă аккумулятор, танк снарячӗ, трос, пысăк кувалда тата ыттине. Лайăх танкист пулас тесен ятарлă спорт хăнăхăвӗ кирлӗ. Танкистсем пӗвӗпе 150 —175 сантиметртан пысăк мар, мӗншӗн тесен çӳллӗреххисем танк ăшне вырнаçаймаççӗ, шалта кансӗр вӗсене. Унсăр пуçне лайăх курмалла, илтмелле те. Пурте танк çӳретме, пеме пултараймаççӗ, чăн-чăн танкист пулма нумай вӗренмелле. Çавăнпа ку çар тӗсне тракторист профессийӗпе опычӗ пур, чăтăмлă, сывлăхӗ А е Б1 категориллисене кăна илеççӗ. Вăрçă хирӗнче виçӗ çынран тăракан экипажран кашни хăйӗн ӗçне пӗлсе тусан çеç ăнăçу пулать. Çакăн çинчен ялти танкистсем те калаççӗ.
Матак ялӗнчен (Çӗпрел районӗ) тухнă танкистсем сахалăн мар-ха пирӗн, ялта юлнисем вара шутлă кăна, вӗсене пурне те асăнса хăварас килет. Чи аслисенчен пӗри — Иван Максимович САДОВНИКОВЧЧӖ (1937–2019). Шкулта çичӗ класс пӗтернӗ хыççăн колхозра ӗçленӗскер, тракториста вӗреннӗ. Кӗркунне 1957 çулта салтака кайсан танкистсене хатӗрлекен çар шкулне лекет. Т-54 танкăн аслă механик-водителӗ пулса Польшăри Свентошув хулинче службăра тăрать. Виçӗ çулта мастер нормативне пурнăçлать. Киле сержант званийӗпе 1960 çулта ноябрьте таврăнать. Мӗн ватăличчен ялта колхозра ӗçлет. Мăшăрӗпе Антонинăпа икӗ хӗр çуратса ӳстереççӗ. Иван Максимович колхозăн трактор паркӗнче нумай çул мастер-наладчик пулчӗ, кашни трактор-комбайнăн топливо аппарачӗ ун алли витӗр тухнă. Ӗçне çав тери лайăх пӗлетчӗ. 82 çулччен пурăнчӗ.
Ачаран трактор паркӗнчен тухма пӗлмен Владимир Николаевич АЛИМАСОВ (1947–2003) тимӗр-тăмăрпа аппаланма юратнăранах шкултан вӗренсе тухсан тракториста вӗренме кайнă. Комбайнер пулăшуçинче, каярах гусеницăллă тракторпа ӗçлет. 1967 çулта кӗркунне салтака илсе каяççӗ. Вăл та танкистсен шкулне лексе механик-водитель специальноçне алла илет. Приморьере службăра тăрать. 1969 çулта мартăн 2 — 15-мӗшӗсенче Даманский утравӗ çинче Китайпа хӗçпăшаллă тытăçу вăхăтӗнче çапăçура Володьăн та пулма тӳр килет. Çапах та кун çинчен вăл никама та каласа памасть, тен, калама та юраман пуль. Володя салтака виçӗ çула кайнă пулсан, икӗ çул çурăран çар служби виçӗ çултан икӗ çула кăна юласси пирки Оборона Министрӗн приказӗ тухать. Çапла В.Алимасов 1969 çулта çуркунне киле таврăнать. Çемье çавăрать, мăшăрӗпе Нинăпа виçӗ ывăлпа икӗ хӗр çуратса ӳстереççӗ. Владимир Николаевич, мӗн виличченех тăван колхозра трактористра ӗçлерӗ.
Виталий Петрович УНЬКИН (1960 — 2021). Ашшӗ çамрăклах çӗре кӗнипе мӗн пӗчӗкрен ӗçе хăнăхса ӳснӗ. Çак йӗркесен авторӗ пекех, шкултах тракторист специальноçне алла илнӗ вăл. Çавна пулах ӗнтӗ çуркунне 1978 çулта салтака кайсан, ăна танкистсен ретне илнӗ. Вăл ытти танкистсем пекех çар шкулӗнче вӗреннӗ. Т-62 танк командирӗ, 2-мӗш класлă наводчик-оператор пулать. Германире службăра тăрать. Тăван яла кӗçӗн сержант званийӗпе таврăнать. Çуллахи вăхăтра комбайнерта, ытларах ялти клубăн директорӗнче тăрăшать. Мăшăрӗпе Ленăпа хӗрпе ывăл çуратса ӳстернӗ. Шел, 2021 çулта Виталий Унькин пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ.
Валерий Николаевич ИГНАТЬЕВ (1960 — 2015). 1977 çулта ялти шкулта 10 класс пӗтерсен Ульяновск облаçӗнчи Сенгилей хулинче шофера вӗренет. 1978 çулхине çуркунне хӗсмете каять. Германири танк çарне лекет. Ултă уйăх вӗреннӗ хыççăн Т-62 танкăн механик-водителӗ, каярах аслă механик-водительӗ пулать. Тăван яла 1980 çулта кӗркунне ефрейтор званийӗпе таврăнать. Малтанласа тăван колхозра машинăпа ӗçлет. 1983 çулта мăшăрӗпе Таисийăпа район центрне пурăнма куçаççӗ. Валерий нумай çул районти коммуналлă хуçалăхра шоферта ӗçлерӗ. Вӗсен пӗр хӗр. Вăл та пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрӗ.
Виталий Михайлович КУДРЯВЦЕВ (1964) та 1982 — 1984 çулсенче Германире хӗсметре тăнă. Танкистсене хатӗрлекен çар шкулӗнче наводчик-оператора вӗренсе тухнă. Ун хыççăн Т-64Б танк çинче наводчик-оператор пулать. Хӗсметрен таврăнсан тăван ялти колхозрах ӗçлеме юлнă.
Валерий Михайлович КУЗНЕЦОВ (1965). Шкултан вӗренсе тухсан, çар комиссариачӗ янипе Теччӗри шоферсене хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ. 1983 — 1985 çулсенче Германире хӗсметре тăрать. Ятарлă çар шкулӗнче вӗренсе Т-64Б танкăн наводчик-операторӗн специальноçне алла илет. Салтакран тăван яла ефрейтор пӗрремӗш класлă наводчик-оператор пулса таврăнать. Ялта та ахаль лармасть, шофер пулса ӗçлет. Мăшăрӗпе Тамарăпа виçӗ хӗр çуратса ӳстернӗ вӗсем. Валерий Михайлович ăçта ӗçлесен те танкист ятне ямасть, яланах малтисен ретӗнче. Хальхи вăхăтра икӗ кӗрӗвӗ, Сергейпе Николай, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлеççӗ.
Виталий Васильевич МАЗЮКИН (1964). Валерий Кузнецовпа ачаран туслă ӳснӗскер, салтака та унпа пӗрлех каять. Иккӗшӗ те Германире танкист пулса служить тăваççӗ. Виталий Т-64Б танкăн механик-водителӗ пулнă.
Леонид Витальевич АТТИН 1966 çулта Чăваш Ишлӗ ялӗнче çуралнă. Матакри вăтам шкултан вӗренсе тухсан Чӗмпӗрти ТУ-3ре машинист пулăшуçине вӗренет. Ăна пӗтерсен, 1985 — 1987 çулсенче Германире Плауэн хулинче 147-мӗш танк полкӗнче танк наводчик-операторӗ пулнă. Çартан таврăнсан Леонид тăван ялта колхоз саланичченех ӗçлерӗ. Мăшăрӗпе Иринăпа вӗсен ывăлпа хӗр.
Виталий Витальевич СПИРИДОНОВ (1977). Ялти шкулта тăхăр класс пӗтерсен Çӗпрелӗнчи СПТУра тракториста вӗренсе тракторист-машинист специальноçне алла илет. 1995 çулта декабрьте салтака каять. Вăл танкистсене хатӗрлекен çар шкулне Тоцкине лекет. Тракторист пулнине кура, Виталие механик-водительсене хатӗрлекен ушкăна вӗренме илеççӗ. Вӗренсе пӗтерсен 1996 çулхи май уйăхӗнче Т-72 танк механик-водителӗ службăна малалла Волгоград хулинче тăсать, 1997 çулхи март уйăхӗнче Дагестан Республикинчи Буйнакск хулине куçараççӗ. 1997 çулта хӗлле яла таврăнать. 1998 çулта, хăйне салтака ăсатнă ял хӗрӗпе Альбинăпа çемье çавăрать. Çамрăк çемье программипе çурт-йӗр лартрӗç, икӗ ывăлпа пӗр хӗр ӳстереççӗ.
Вячеслав Николаевич ЕФРЕЙТОРОВ. (1997). Матакри вăтам шкулта вӗреннӗ вăхăтрах спортпа туслă пулать, уйрăмах чăваш наци кӗрешӗвӗпе нумай хатӗрленет, ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Спорт мастерӗн ятне çӗнсе илет. Салтака кайсан ăна танкистсене хатӗрлекен шкула яраççӗ, унтан вăл Т-72 танк командирӗ пулать. Хальхи вăхăтра Шупашкар хулинче пурăнать, çемйинче ывăл ӳсет.
(Хусанти Танк училищинчен вӗренсе тухнă профессилле танкистсем Юрий Воробьевпа Дмитрий Шингарев та çак ялсемех. Çамрăк офицерсем иккӗшӗ те рота командирӗсем, хальхи вăхăтра СВОра неонацистсемпе кӗрешеççӗ. — Ред).
Кашни çул сентябрӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче, кăçал вăл сентябрӗн 8-мӗшне тӳр килет, Танкистсен кунне паллă тăваççӗ. Ветеран-танкистсене, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе офицерсене, запасри танкистсене çак ятпа саламлатăп. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, вăрăм ӗмӗр, çемьере ырлăх, тивлет пултăр. Вилнӗ танкистсене те манар мар, яланах асра тытар. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене ырă-сывă таврăнма пихиллер. Шанатпăр, пирӗн çар, пирӗн салтаксем вăйлă та патвар, апла пулсан ЭПИР çӗнтеретпӗр!
Виталий МЕРДЕЕВ,
сержант, танкист-ветеран.
Танкистсен çемье архивӗнчи тата «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев