Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Матак каччин Дмитрий Шингаревăн ӗмӗчӗ пурнăçланчӗ, вăл халӗ – лейтенант.

Иртнӗ эрнекун, июлӗн 29-мӗшӗнче, танк училищинчен черетлӗ кăларăм вӗренсе тухрӗ. 89-мӗш хутчен офицерсем вӗрентсе кăларакан вӗренӳ заведенийӗ хальхинче тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулăмпа та палăрчӗ: унта Тӗп çар округӗн Историпе çар традицийӗсен музейӗ уçăлчӗ. Экспонатсен хушшинче çар çыннисен революцичченхи формине, харпăр япалисене, хӗç-пăшалне, тӗрлӗ документсене, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, Афганпа Чечня вăрçисене хутшăннă салтаксен çырăвӗсемпе сăнӳкерчӗкӗсене, наградисене, çар тумне, ытти япаласене курма пулать. Ку кăна-и – Украинăри ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă экспонатсем валли те кунта икӗ стендах уйăрнă.  Хусанти танк училищине вӗренме кӗрекенсен хушшинче чăваш каччисем те кашни çулах пур. Ак 89-мӗш кăларăмра та темиçен маттур йăхташăмăрсем. Вӗсенчен пӗринпе – Çӗпрел районӗнчи Матакра çуралса ӳснӗ Дмитрий Шингаревпа «Сувар» хаçатăн  СММ-специалисчӗ Ксения Романова ятарласа курса калаçрӗ сывпуллашу мероприятийӗнче. Çамрăк лейтенант хăйӗн туйăмӗсем пирки пире те пӗлтерчӗ:

Хусанти танк училищинчен 89-мӗш кăларăм вӗренсе тухрӗ. Çар çынни пирӗн çӗршывра яланах чыслă професси пулнă. Форма тăхăннă, çирӗп хул-çурăмлă çынсене пиртен нумайăшӗ ăмсанса сăнать пулӗ. Çар çыннисем еплерех кирлине кăçал Украинăра ятарлă çар операцийӗ пуçлансан тата та çивӗчрех туйса илтӗмӗр. Профессиллӗ çар çыннисем çӗршывра ытла нумай тесе шутланă-ши, иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче вӗсене хатӗрлекен вӗренӳ заведенийӗсенчен нумайăшне хупма пуçланă. Шел те, Хусанти артиллери училищи те çавсен шутне кӗнӗ. Телее, Тутарстанăн тӗп хулинчи çар çыннисене хатӗрлекен тепӗр учреждение – Хусанти танк училищине – сыхласа хăварма май килнӗ.

Иртнӗ эрнекун, июлӗн 29-мӗшӗнче, асăннă училищӗрен черетлӗ кăларăм вӗренсе тухрӗ. 89-мӗш хутчен офицерсем вӗрентсе кăларакан вӗренӳ заведенийӗ хальхинче тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулăмпа та палăрчӗ: унта Тӗп çар округӗн Историпе çар традицийӗсен музейӗ уçăлчӗ. Экспонатсен хушшинче çар çыннисен революцичченхи формине, харпăр япалисене, хӗç-пăшалне, тӗрлӗ документсене, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, Афганпа Чечня вăрçисене хутшăннă салтаксен çырăвӗсемпе сăнӳкерчӗкӗсене, наградисене, çар тумне, ытти япаласене курма пулать. Ку кăна-и – Украинăри ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă экспонатсем валли те кунта икӗ стендах уйăрнă. 

«Хамăра çӗнтерӳçӗ халăхăн еткерçисем пек туйнă май эпир хамăр çине Тăван çӗршыв шăпишӗн яваплăх илетпӗр.  Пирӗн ачасем, мăнуксем тата кӗçӗн мăнуксем хăйсен пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтерме пултарнă çирӗп кăмăллă, вăйлă аслашшӗсемпе мăн аслашшӗсем мӗнле йывăрлăхсем урлă иртнине, епле майпа çӗнтерме пултарнине лайăх пӗлччӗр. Çакă пӗлтерӗшлӗ. Çарпа истори тата патриотизмпа çыхăннă çӗнӗ учрежденисем уçса эпир Раççейӗн историлле мăнаçлăхне упрас ӗçе пысăк пайта хыватпăр», – терӗ музее уçас мешехене хутшăннă Тӗп çар округӗн командующийӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Рустам Миннекаев генерал-майор. 

Унтан хисеплӗ хăнасем кунта вӗреннӗ танкист-геройсен монуменчӗ умне чечек хунă хыççăн танк училищин территорийӗнчи плац çинче тӗп церемони пуçланчӗ – курсантсене диплом парасси. Çамрăк лейтенантсене саламлама хисеплӗ хăнасем нумайăн килнӗ. Вӗсен шутӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл, ТР муфтийӗн çумӗ Нияз хазрат Сабиров, ТР Президенчӗн администрацийӗн пуçлăхӗ Асгат Сафаров, Ингушетин пӗрремӗш Президенчӗ, Совет Союзӗн Геройӗ Руслан Аушев, Хусан хулин мэрӗ Ильсур Метшин, Тутарстан Республикинчи федераллă инспектор Виктор Демидов, пирӗн ентеш – Тӗп çар округӗн инспекторӗ Анатолий Молоствов генерал-майор тата ыттисем пурччӗ. 

 

Хусан офицерӗсем чысра

Малашне танк подразделенийӗсене ертсе пыма хатӗр 111 çамрăк офицертан 12-шӗ училищӗне хӗрлӗ дипломпа, 8-шӗ ылтăн медальпе пӗтернӗ. Ылтăн медальпе вӗренсе тухакансем хăйсен дипломӗсене Рустам Нургалиевич аллинчен илчӗç. 

– Эсир паттăрлăхпа чысăн, пӗрлӗхпе патриотизмăн легендăна çаврăннă йăлисене малалла тăсакансем. Паянхи офицерсем – çӗнтерӳçӗсен ăрăвӗн тăхăмӗсем, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсен мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем – Тăван çӗршывшăн пӗтӗм чун хавалӗпе кӗрешеççӗ, тӗнчери террористсемпе Сирире çапăçаççӗ, Донбаса неонацистсенчен хӳтӗлеççӗ, хамăр халăхăн хăрушсăрлăхӗпе тăнăçлăхӗшӗн, Раççейӗн никама пăхăнман аталанăвӗшӗн тăрăшаççӗ. Эпир ятарлă çар операцийӗнче хăйсене пысăк профессионал, чăн-чăн паттăр пек кăтартакан хамăр офицерсемпе мăнаçланатпăр, – терӗ ТР Президенчӗ хăйӗн сăмахӗнче. Рустам Нургалиевич çавăн пекех командиршăн харпăр йышпа ӗçлеме пӗлни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни пирки те асăнмасăр хăвармарӗ: «Офицер пакунӗсем сирӗн çине тата та пысăкрах яваплăх хураççӗ – эсир халь хăвăра пăхăнса тăракансен пурнăçӗшӗн те яваплă. Упрăр хăвăр салтакăрсене», – терӗ.  

Тӗп çар округӗн командующийӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Рустам Миннекаев генерал-майор та çамрăк лейтенантсене ăнăçу сунчӗ:

– Хусанти танк училищин выпускникӗн ятне тивӗçлипе тытса пырăр. Службăра Тăван çӗршывшăн, халăхшăн хăвăра шеллемесӗр, чыслă тăма хатӗр пулăр. Пире курайман çынсем Раççей Хӗç-пăшаллă çарӗсем еплерех вăйлă пулни пирки пӗр самантлăха та ан иккӗленччӗр, çак яваплăх паянтан сирӗнтен те килет. Хусанта вӗреннӗ офицерсем яланах чыслăхпа, паттăрлăхпа тата хăюлăхпа палăрса тăраççӗ. Аслă юлташăрсен шанчăкне тӳрре кăларăр, училище ятне ан ярăр, – терӗ вăл.  

Сăмах май, Хусанти танк училищин историне пăхас пулсан, кунтан вӗренсе тухнă 76 çын Совет Союзӗн Геройӗ ятне, 21-шӗ Раççей Геройӗн ятне илме тивӗçнӗ. 250 ытла офицер маршал тата генерал пулса тăнă. 

Тин кăна алла аслă çар пӗлӗвӗ илни çинчен калакан диплом тата лейтенант пакунӗ илнӗ çамрăк офицерсен малашнехи служба вырăнӗ те паллă: 36-шӗ Хӗвеланăç çар округне, 21-шӗ – Кăнтăр çар округне, 18-шӗ Тӗп çар округне, 2-шӗ – Сывлăш-десант çарӗсене, пӗрерӗн Генштаба тата Çурçӗр çар округне, 3-шӗ тип çӗр çинчи çарсене çул тытӗç. Çывăх вăхăтра тин кăна вӗренсе пӗтернӗ лейтенантсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма кайӗç-и, çук-и – кун пирки никам та уççăн каламарӗ.

Диплом илнӗ хыççăн çамрăк офицерсем чӗркуççи çине тăрса танк училищин ялавӗпе сывпуллашрӗç. Ялав çине вара училищӗн лозунгне çырса хунă: «Çӗнтер е вил!» Çак сăмахсене вуласан чуна çӳçентерет. Анчах та кусем пуш сăмахсем мар-мӗн, 1866 çултанпа кунтан вӗренсе тухакансем çапăçăва çакăн пек девизпа кӗнӗ иккен. Çакăн пирки мероприятие хутшăннă генерал-майор, Хусанти Суворов çар училищин начальникӗ Валерий Миронченко каласа пачӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, Хусанта вӗреннӗ офицерсене хуть хăш саманара та пысăка хурса хакланă. Валерий Николаевич Хусанти танк училищин историне каласа панă май Хусанти танк училищине хупасран 1996 çулта Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев хăтарса хăварни пирки те асăнчӗ, Минтимер Шарипович Павел Грачевпа хăй калаçнă иккен ун чух. Анчах лăпкă пурнăç вăраха тăсăлман  – 2011 çулта тепӗр оборона министрӗ каллех çар училищисене сайратма пуçланă. Хаяр кăмăллă министрпа калаçма никам та хăяйман. Çавăн чухне В.Миронченко Тутарстан Президентӗнчен Р.Миннихановран пулăшу ыйтнă. Рустам Нургалиевич ятарласа Мускава кайса килнӗ, училищӗне сыхласа хăварма пултарнах. 

Çамрăк лейтенантсем творчествăлла номер те хатӗрленӗ – хӗрсемпе вальс ташларӗç. Унтан пурте пӗрле вӗренсе тухакансен йăлисене пурнăçларӗç – шампански ӗçрӗç, телей пултăр тесе пӗр ывăç вак укçа ывăтрӗç. Ӗнерхи курсантсенчен иккӗшӗ юратнă хӗрӗсене качча тухма ыйтрӗç, пикесем вара хирӗçлемерӗç. 

Матак каччи те диплом илчӗ

Хусанти танк училищине вӗренме кӗрекенсен хушшинче чăваш каччисем те кашни çулах пур. Ак 89-мӗш кăларăмра та темиçен маттур йăхташăмăрсем. Вӗсенчен пӗринпе – Çӗпрел районӗнчи Матакра çуралса ӳснӗ Дмитрий Шингаревпа «Сувар» хаçатăн  СММ-специалисчӗ Ксения Романова ятарласа курса калаçрӗ сывпуллашу мероприятийӗнче. Çамрăк лейтенант хăйӗн туйăмӗсем пирки пире те пӗлтерчӗ:

– Тăватă çул вӗреннӗ хыççăн кунтан тухса кайма, пӗр енчен, салхуллă та – юлташсемпе сывпуллашма тивет. Тепӗр енчен савăнăçлă та – пурнăçра çӗнӗ утăмсем тăватпăр, пӗтӗмпех çӗнӗрен тытăнать. Халӗ пирӗн çинче пысăк яваплăх – çакна пурте лайăх туятпăр. Манпа пӗрле вӗренекенсен хушшинче тата та чăваш ачисем пур – Чăваш Енри Патăрьел, Елчӗк районӗсенчен вӗсем. Эпир пӗр-пӗринпе питӗ туслă, вӗренӳре те, кулленхи пурнăçра та пӗр-пӗрне яланах пулăшатпăр. Распределенипе эпӗ Волгоград хулине лекрӗм, унта танк батальонӗнче  службăра тăрăп.

Димăна вӗренсе пӗтернӗ ятпа саламлама унăн çывăх çыннисем те килнӗ, паллах – ашшӗпе амăшӗ, шăллӗ, тусӗсем.  

– Пирӗншӗн питӗ пысăк савăнăç паян. Эпир çак куна кӗтнӗ, ун пирки ӗмӗтленнӗ. Хамăр ывăлшăн эпир питӗ савăнатпăр, унпа мухтанатпăр, ун çине шанатпăр. Ачаран çар çынни пулма ӗмӗтленчӗ Дима, çак тӗллевӗ пурнăçланчӗ. Малашне те ӗмӗчӗсем пурнăçлансах пыччăр ывăлăмăрăн, – терӗ Димăн амăшӗ Надежда Петровна Шингарева савăнăç куççульне шăлнă май. 

Эпир те – «Сувар» хаçатра ӗçлекенсем, вулакансем – Дмитрий Шингаревпа унăн юлташӗсемшӗн савăнатпăр, мăнаçланатпăр, малашнехи службăра ăнăçу, пысăк çитӗнӳсем сунатпăр. Пурнăç çулӗ ăçта илсе çитерсен те Турă сыхлатăр сире.

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран. 

Сăнӳкерчӗкре: Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн каччи Дмитрий Шингарев çамрăк лейтенант.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана