Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Май пулсанах чăвашла калаçма тӑрӑшатӑп халӗ

Çапла пире вырӑс класне вӗренме ячӗç, килте те «атте-анне» мар, «папа-мама» теме хушрӗç. Пуçларӑмӑр вара вырӑсланма

Нумаях пулмасть пирӗн, Кама леш енчи чӑвашсен, Уяв вӑхӑчӗ иртсе кайрӗ. Шел, кӑçал вӑл виртуаллӑ кӑна пулчӗ. «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш страницинче Константин Малышевӑн хитре сӑнӳкерчӗкӗ тухрӗ. Унта илемлӗ чӑваш тумне тӑхӑннӑ çамрӑк çемье тӑрать. Эпӗ вӗсем çине пӑхса питӗ савӑнтӑм. Мӗнле хитре пирӗн чӑваш халӑхӗ! Эпир хамӑр халӑхпа мӑнаçланма пултаратпӑр! Тавах «Сувар» хаçата. Вӑл пире вӑй паракан хаçат!

Пӗлтӗр Аксура иртнӗ республика Уявне çитме май пулмарӗ. Мускавра хастар та маттур ентеше судра хӳтӗлесе ӗçлерӗм. Шел, кӑçал та коронавирус пирки Уява каяймарăм. Тен, Турӑ пулăшсан çитес çул çитӗп. Çимӗкре те тӑватӑ çул каяллах пулнăччӗ. Анчах çуралнӑ çӗршывăн хыпарӗсене «Сувар» хаçатран  пӗлсе тăратăп.

Пирӗн, Долговсен, çемйи Аксу районӗнчи Хӗрлӗ Шур ялӗнчен Чӑваш АССРӗн тӗп хулине Шупашкара 1957 çулта куçнӑ. Эпӗ ун чух улттă çурăраччӗ. Кайран тăван яла Çимӗке, каникула çӳрерӗмӗр.

Шупашкарта чӑваш шкулӗ пӗрре кӑначчӗ, улттӑмӗш шкулччӗ вăл. Унта та пӗр-икӗ чӑваш класӗ кӑна пулнӑ ахăр. Вӗсене те чӑваш чӗлхипе литературине кăна предмет пек вӗрентнӗ пуль.

Çав çулсенче РСФСРта шкулсенче вырӑсла кӑна вӗрентесси çине куçрӗç. Ашшӗ-амӑшӗсене учительсем: «Ачăрсем вырăсла вӗренсен чӑваш акценчӗ пулмӗ, аслӑ шкулсене вӗренме кӗме çӑмӑл пулӗ. Килте ачăрсемпе вырӑсла кӑна калаçӑр», – тесе ăнлантаратчӗç. Çапла пире вырӑс класне вӗренме ячӗç, килте те «атте-анне» мар,  «папа-мама» теме хушрӗç. Пуçларӑмӑр вара вырӑсланма. Урамра та, шкулта та чӑваш ачисене: «Эй ты, чувашин!» –  тесе мӑшкӑллатчӗç вырӑс тантӑшсем... Чӑваш АССРӗн тӗп хулинче 1957 çултан пуçласа вӑт çавӑн пек лару-тӑру пулчӗ. Хальхи саманара ялта ӳснӗ чӑвашсемпе калаçсан вӗсем çакна ӗненмеççӗ: «Çапла пулма пултарайман», – теççӗ.

1950–1980 çулсенче СССР «коммунизм» патне утакан социализм туса интернационаллӑ воспитани панӑ. Пур нацие пӗрлештерес тесе официаллӑ пропаганда кунӗн-çӗрӗн ӗçлерӗ. Эпӗ хастар вӗренекен, студент, гражданин, активист пулсан та çакна ӗненнӗ. Çавăн чух эпир, хула ачисем, хамӑр ялти чӑвашсем çине çӳлтен пӑхма пуçларӑмӑр. Вырӑсланма, тӑван чӗлхене манма тытăнтăмăр.

Тав Турра, 1970 çулсенче Шупашкарта Михаил Сениэль сӑвӑçпа ӑнсӑртран паллашрӑм. Вӑл манӑн ентеш иккен, Аксу ра­йонӗнчен, кӳршӗллӗ Саврӑшпуç ялӗнчен. Вӑл Шупашкарта «Молодой коммунист» хаçатра Георгий Янилкин журналист, Аксуран куçса килнӗ ытти ентешсем ӗçленине пӗлтерчӗ.

Михаил Горбачевӑн перестройки вӑхӑтӗнче, 1988 çулхи ноябрӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта чӑваш интеллигенцийӗ Çамрӑксен çуртӗнче пуçтарӑнса Иван Яковлев обществине йӗркелеме хӑтланчӗ. Анчах КПСС обкомӗ ирӗк памарӗ. 1989 çулхи декабрь уйӑхӗнче çӳлтен хушнипе ЧОКЦ йӗркелерӗç.

СССРта наци юхӑмӗ çӗкленчӗ. 1990 çулта Шупашкарти наци библиотекинче те чӑваш чӗлхин тӳлевлӗ курсӗсене уçрӗç. Эпӗ те унта çырӑнас шутпа кайрӑм, анчах кӑшт кая юлтӑм. «Çитес çул килӗр», – терӗç мана. Çапла 1991 çулта тӑван чӗлхене иккӗмӗш хут вӗренме тытăнтăм. Чӑвашла словарьсем туянтӑм. Чӑвашла хаçатсем, кайран кӗнекесем вулама пуçларӑм. Чӑвашла радиопа телекӑларӑмсене итлерӗм, пӑхрăм. Анне-аттепе, ӗçтешсемпе, юлташсемпе, сутуçăсемпе тăван чӗлхепе калаçма пуçларӑм.

1989–1990 çулсенче СССРта пӗрремӗш альтернативлӑ ирӗклӗ суйлавсем те иртрӗç. 1990 çулта мана Шупашкар хулин депутатне суйларӗç. Кайран 1991 çулхи августра Мускавра, Шупашкарта демократиллӗ революци пулса иртрӗ. Эпӗ Шупашкартине хастар хутшӑнтӑм.

1992 çулта Шупашкарта ЧОКЦ-2, кайран Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗсем иртрӗç. Çак çулсенче пирӗн ентеш Валем Ахун çыравçӑ Хусанта тепӗр хут чӑваш хаçатне кăлармашкăн Шупашкарта алӑ пустарса çӳрерӗ. Эпӗ те алӑ пусрӑм.

1993 çулта Хусанта «Сӑвар» хаçат тухма пуçларӗ. Николай Сорокин тӗп редактор мана редакцие ӗçлеме те чӗннӗччӗ. Эпӗ Аксăва тата Хусана кайса килтӗм, анчах чӑваш чӗлхине чылай маннӑ. Шупашкарти шкулсенче чăвашла пачах вӗренменнипе ӗç тухмарӗ манăн.

Май пулсанах чăвашла калаçма тӑрӑшатӑп халӗ. Шел, нумай вӑхӑт тăван чӗлхесӗр иртсе кайрӗ...

1998 çулта юлташсемпе пӗрле Шупашкарта пурăнакан Тутарстан чӑвашӗсен ентешлӗхне йӗркелерӗм. Ентешлӗхӗн пӗрремӗш председательне Аксу районӗнче çуралнӑ паллӑ ӑсчаха, искусствоведени докторне Алексей Трофимова суйларӑмӑр. Кайран – Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралнӑ паллӑ строителе Николай Угаслова. Хамăрăн сумлӑ шурсухалсене: Виктор Симакова, Николай Сорокина, хастар амазонкӑна Роза Чентаевӑна тата ытти ентешсене пурне те Чӑваш тата Тутарстан республикисем 100 çул тултарнӑ ятпа саламлатӑп! Самантпа усӑ курса хамăн тӑван-хурӑнташсене те салам яратӑп: Чистай, Çырчалли хулисенче пурăнакан Пикмуллинсене, Никитинана, Чистай районӗнчи Ишельел ялӗнчи Долговсене, Аксу районӗнчи Хӗрлӗ Шур ялӗнчи, Чистай, Хусан хулисенчи Акташевсене, Ивановсене, Çӗнӗ Шуçӑм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчи Ентукановсене тата ытти пӗлӗшсене хӗрӳллӗ салам манран!

   Тимӗр АКТАШ,

  журналист, публицист,

историк, этнополитолог.

   Шупашкар хули.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев