Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗмӗчӗсем пысăкчӗ Владимир Тарасовăн...

Эпир, Владимир Тарасовпа пӗр класра вӗреннисем, унăн пултарулăхӗпе, ӗçри çитӗнӗвӗсемпе мăнаçланатпăр. Вăл пире, виçӗ параллельлӗ класра вӗреннисене, кашни 5 çулта тӗлпулăва йыхравлатчӗ, кӗтсе илекеннисенчен чи хастарриччӗ. Ӗмӗчӗсем пысăкчӗ унăн — 2024 çулхи июнӗн 2-мӗшӗнче пӗтӗм тăванне, çывăх юлташӗсене пухса юратнă мăшăрӗпе Валентинăпа пӗрлешнӗренпе 50 çул çитнине — ылтăн туя — паллă тăвасшăнччӗ... Шел, иртерех уйрăлса кайрӗ пиртен юлташăмăр. Ӗмӗр-ӗмӗр унăн сăнарӗ, ырă ӗçӗ пирӗн асăмăрта юлӗ...

Çывăх юлташăмăр, Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи вăтам шкулта пӗрле вӗреннӗ Владимир Васильевич Тарасов (08.11.1949 — 16.12.2023) пиртен яланлăхах уйрăлса кайни пирки питӗ хурланса пӗлтеретпӗр.


Вăл чăннипех тава тивӗçлӗ ÇӖР ӖÇЧЕНӖЧЧӖ, ӗмӗр тăршшӗпе хăй çуралнă тăван ялта, Тутарстанри Нурлат районӗн Киклӗпуçӗнче «Восход» ятлă колхозра ӗçлерӗ.


Володя салтакран таврăнсанах Лайăшри ял хуçалăх техникумне вӗренме кӗчӗ, ăнăçлă пӗтерсе тăван яла агроном-организатор пулса таврăнчӗ. Правленин пӗрремӗш ларăвӗнчех çамрăк специалиста колхоза пӗрмаях каялла туртакан 2-мӗш комплекслă бригадăн ертӳçин ӗçне шанса панă. Унта вăл 7 çул хушши ӗçленӗ. 3-мӗш çулах ӗç кăтартăвӗпе районта мала тухнă. 


1980-мӗш çулта 30 çулти çамрăк бригадира ял-йыш пӗр саслăн пулса колхоз председательне суйласа лартнă. Çак яваплă ӗçре вăл 16 çул хушши ырми-канми ӗçленӗ. Малтанхи çулсенче нумай йывăрлăха çӗнтерме тивнӗ çамрăк председателӗн. 


В. В. Тарасов ертсе пыракан «Восход» колхоз Нурлат районӗнче яланах малти ретре пулнă. Хусантан килекен пуçлăхсем те пӗрмаях Киклӗпуçӗнчи колхозăн çитӗнӗвӗсене курса савăнмасăр кайман. Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шарипович Шаймиев кашни çул унта пулма тăрăшнă, Владимир Тарасова, унăн пултаруллă ӗçне кура, питӗ хисепленӗ. Нурлат районӗн пуçлăхӗ Фатих Саубанович Сибагатуллин хăть хăçан та ытти колхоз председателӗсене, совхоз директорӗсене Тарасова чысласа тӗслӗх вырăнне илсе кăтартнă. 


2005 çулта Владимир Васильевича ял Совечӗн председательне суйланă. Каярахпа Киклӗпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче ӗçленӗ. Ку ӗçре те 15 çул хушши ялшăн тăрăшнă. Вăл тăрăшнипе, депутатсем, ӗç ветеранӗсем, шкул ачисем пулăшнипе Киклӗпуç ялӗ палăрмаллах хитреленнӗ: урамӗсенче тап-таса çăлкуçсем тăрă шывпа шăнкăртатнă, клуб тата масар тавра çӗнӗ карта тытса тухнă, ачасем валли икӗ вылямалли площадка туса лартнă, вырăнти шкула та, ача садне те куллен пулăшу кӳрсех тăнă. Шкулта ăна яланах ашшӗ-амăшӗсен комитечӗн пуçлăхне суйланă. 


Владимир Васильевичпа Валентина Петровна Тарасовсем пилӗк ывăл çуратса ӳстернӗ. Ывăлӗсем пурте çар службинче пулнă, халь çемьеллӗ, ашшӗпе амăшне 13 мăнук парнеленӗ. Тарасовсен виçӗ аслă ывăлӗ юнашар çуртсенче Киклӗпуçӗнчех пурăнаççӗ. Кӗçӗннисем — йӗкӗрешсем: пӗри Нурлатра, тепри Хусанта контрактпа çар службинче тăрать. Çӗнтерӳ кунӗнче Хусанти Пинçуллăх лапамӗнче ирттерекен праçникре Кирилл Кулаков генерал-майора парад уçнă чухне лартса пыракан машинăн водителӗ вăл — Василий Тарасов. 


Ӗçри пултарулăхне кура Владимир Васильевич Тарасов нумай-нумай Тав хутне, медале тата чаплă ятсене тивӗçнӗ. Ăна Нурлат районӗнче социаллă сферăпа экономикăра пысăк çитӗнӳсем тунăшăн «Нурлат хулин хисеплӗ гражданинӗ» ята парса чысланă, унăн ячӗ «Знатные люди земли Нурлатской» кӗнекене кӗнӗ. Республикăпа çӗршыв шайӗнчисем те пур: 2005 çулта «Хусан 1000 çул тултарнине асăнса», «Пӗтӗм Раççейри халăх çыравне ирттернӗ çӗрте тунă тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн», «2006 çулта Пӗтӗм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттернӗ çӗрте тунă тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн», «Ӗç ветеранӗ» медальсем.


Эпир, Владимир Тарасовпа пӗр класра вӗреннисем, унăн пултарулăхӗпе, ӗçри çитӗнӗвӗсемпе мăнаçланатпăр. Вăл пире, виçӗ параллельлӗ класра вӗреннисене, кашни 5 çулта тӗлпулăва йыхравлатчӗ, кӗтсе илекеннисенчен чи хастарриччӗ. Ӗмӗчӗсем пысăкчӗ унăн — 2024 çулхи июнӗн 2-мӗшӗнче пӗтӗм тăванне, çывăх юлташӗсене пухса юратнă мăшăрӗпе Валентинăпа пӗрлешнӗренпе 50 çул çитнине — ылтăн туя — паллă тăвасшăнччӗ... Шел, иртерех уйрăлса кайрӗ пиртен юлташăмăр. Ӗмӗр-ӗмӗр унăн сăнарӗ, ырă ӗçӗ пирӗн асăмăрта юлӗ...


Владимир ЛЕВУКОВ тата пӗрле вӗреннӗ ытти юлташӗсем.


Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев