Мигрантсен шучӗ республикăра ӳссе пырать
Республикăра миграци лару-тăрăвӗ тата ют çӗршыв гражданӗсем тунă преступленисем çинчен Лайăшра иртнӗ канашлăва хутшăнакансене ТР ШӖМ-ӗн Миграци ыйтăвӗсен управленийӗн начальникӗн çумӗ Рустем Аманов доклад турӗ.
Кăçалхи сакăр уйăхра миграци учетне 206 пин ют çӗршыв гражданне тăратнă. Вӗсенчен 49 пинӗшӗ республикăна ӗçлеме килни çинчен пӗлтернӗ, 19 пин çын Тутарстана вӗренме килнӗ.
Ытларах чухне пирӗн пата Узбекистанран (40,4%), Таджикистанран (24%), Казахстанран (3,7%) килеççӗ. Сакăр уйăхра 1339 çынна ӗçлеме ирӗк панă. Июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне 2856 ют çӗршыв çынни кунта çлеме ирӗк илнӗ.
Анчах та ӗçпе кăна мар. Пысăк йышра тӗрлӗ çын пур. Кăçалхи сакăр уйăхра ют çӗршыв гражданӗсем 441 преступлени тунă. Çакă иртнӗ çулхи мигрантсен преступленийӗсенчен 24,6% процента ытларах. Нумай чухне ют çӗршыв гражданӗсем япала вăрлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев