Михаил Игнатьев вилнӗренпе ҫулталӑк ҫитрӗ
Астӑвӑм палӑкне лартас пуҫарӑва Чӑваш Наци Конгресӗн Президенчӗн Николай Угасловӑн тӑрӑшӑвӗпе пурнӑҫа кӗртнӗ
Михаил Игнатьев вилнӗренпе ҫулталӑк ҫитрӗ. Ҫакна халалласа ӑна пытарнӑ вилтӑпри ҫине асӑну палӑкӗ лартнӑ. Унччен Чӑваш Енӗн иккӗмӗш пуҫлӑхӗн вилтӑпри ҫинче хӗрес кӑна пулнӑ. Ун ҫулталӑкне асӑнса пӗрле ӗҫленӗ ҫынсем, юлташӗсем пухӑннӑ Шупашкарти масара. Астӑвӑм палӑкне лартас пуҫарӑва Чӑваш Наци Конгресӗн Президенчӗн Николай Угасловӑн тӑрӑшӑвӗпе пурнӑҫа кӗртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев