Михаил Измайлов – Тăхăрьялăн чаплă музыканчӗ
Чăваш культуринчи чылай ӗçсене пуçарса ярасси Тăхăрьял çыннисемпе тачă çыхăннă. Çавăн пек пултаруллă çынсен шутне Михаил Измайлов та кӗрет. Вăл чăвашран тухнă кӗвӗ калакансенчен чи малтан тӗнче шайӗнче чапа тухнă. Ку эрнекун, чӳк уйăхӗн 14-мӗшӗнче, Пӳркел клубӗнче 12.00 сехетре Михаил Измайлов çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă турӗç.
Евли йăхӗнчен
Михаил Михайлович Измайлов Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче 1925 çулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче çуралнă. Вăл чăваш музыканчӗсемпе совет кларнетисчӗсен йышӗнчен чи малтан пӗтӗм тӗнчери конкурс лауреачӗн ятне çӗнсе илнӗ. Ку 1953 çулта вӗрсе каламалли инструментпа калакансен пӗрремӗш хут иртекен «Пражская весна» фестивалӗнче пулса иртнӗ. Тӗрлӗ энциклопедисемпе интернет тетелӗсенче ун çинчен çырнисем нумай. Эпӗ вара ун йăх-несӗлӗсемпе çемйи çинчен ытларах çырас терӗм.
Пӗр ӗмӗр каялла Пӳркелӗнче Измайловсен йăхӗсем йышлăн пулнă, ял пурнăçӗнче паллă вырăн йышăнса тăнă. Вӗсен хушшинче хут-çыру илсе пыракансем, вӗрентекенсем, чиртен сиплекенсем, çар çыннисем те пулнă. Измайловсем хуçалăхӗнчи ӗçӗсене те хăйсем тӗллӗн, пултаруллă та ăнаçлă илсе пынă. Ку, паллах, иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсенчи тӳре-шарасене килӗшмен. Çавна пула Измайловсен хăш-пӗр çемйи те кулак тесе хӗсӗрлессинчен, тӗрмене лексе пурнăçран уйрăлассинчен хăтăлайман. Пирӗн чаплă ентеш çуралнă çемьене ялта Евли е Евлен йăхӗсем тенӗ. Мишша ашшӗне Михаил Евгеньевич Измайлова (1888 – 1965) ялти чиркӳре пачăшкă пулнипе Пуп Михайла тенӗ. Ялта çак хушма ята халӗ те илтме пулать, уйрăмах аслă ăрури çынсенчен. А.М.Малышев хăйӗн «Бюрганы» кӗнекинче (2010, стр. 104) Михаил Евгеньевич «...чиркӳ ӗçӗсенчен 1928 çултах уйрăлнă», – тесе çырать. Хускалса кайнă репресси урапи ăна-кăна пăхмасăр çӗр ӗçӗпе пурăнма тытăннă ултă ача ашшӗне пурпӗр лăпкă пурнăçпа пурăнма паман. Пуп пулнă çынна 1929 çулхи чӳк уйăхӗнче тытса хупаççӗ те пӗр уйăхран сăлтав çук тесе кăларса яраççӗ, унтан шăп тепӗр çултан татах тытса хупаççӗ, хальхинче икӗ уйăхран кăлараççӗ (Книга памяти жертв политических репрессий, Казань, 2002, т. 6, стр. 118).
Çемйипех Шупашкара куçса кайнă
Виççӗмӗш хутӗнче хăтăласси пулмӗ тесе-и е тата урăх сăлтавсене пула, Евлен Михайли çемйипех Пӳркелӗнчен Шупашкара куçса каять. Вăл сайра тӗл пулакан бас сасăпа питӗ ăста юрлама пултарнă, çавăнпа ăна хапăл тусах Чăваш патшалăх хорне ӗçлеме илнӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче вăл артистсен ушкăнӗпе фронтра ирттернӗ нумай концертсене хутшăннă.1944 çулта ăна Чăваш АССРӗн тава тивӗçлӗ артисчӗн хисеплӗ ятне панă (Буинская энциклопедия, Казань, 2022, стр. 313-314).
Пăва уесӗн Пӳркел ялӗнчи Казански чиркӗвӗн 1916 çулхи Клировăй ведомоçӗнче (ГАУО, ф.134, о.2, ед.хр. 652) Михаил Евгеньевичăн мăшăрӗ Пӳркел хӗрӗ Варвара Романова (1891 – 1960) пулнă тесе çырнă. Варвара çемйине ытахальтен Ăраманов хушамат паман пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсен йăхӗнчи çынсем юман пек çирӗп, тăн-тăн та хăватлă çӗр ӗçченӗсем пулнă. Н.И.Ашмаринăн Чăваш сăмахӗсен кӗнекинче «ăраман – баба для вбивания свай», – тесе ăнлантарнă (т. 4, стр. 56).Ку çав тери тӗрӗс каларăш пулса тухать. Пулас чаплă кларнетистăн кукашшӗн ачисем пурте ӗçчен те харсăр пулнă. Акă, тӗслӗхрен, Мишшан Василий Романович ятлă куккăшне ялта Пуян Ваççа тесе чӗннӗ. Паллах, вӗсем те репрессинчен хăтăлайман. Пуян Ваççана 1919 çулти кăрлачăн 14-мӗшӗнчех Пăва чекисчӗсем тытса хупнă. Айăпӗ çуккипе икӗ эрнерен тӗрмерен кăларнă (https://ru.openlist.wiki). Анчах та тискер ӗç кунпа кăна вӗçленмен, 1931 çулхи çурлан 20-мӗшӗнче Василий Романова пӗтӗм çемйипех Урала ăсатнă (ИЦ УВД Челябинской обл., ГА Члб.обл.).
Михаил Евгеньевичпа Варвара Романовнăн ултă ача пулнă: Анна (1910 – 1970), Екатерина (1912 çулхи), Елена (1915 çулхи), Николай (1918 –1989), Иван (1922 çулхи), Михаил (1925 – 1978).
Аппăшӗ Çӗпӗрех çитнӗ
Ахăр саманан терчӗсене Мишшан Анна аппăшӗ те тӳссе ирттернӗ. Унăн 1936 çулта çырнă автобиографине (Личное дело учительницы Ильинской школы Татакасинского р-на Чув. АССР Юркиной А.М., ГИА ЧР) вуласан вун саккăрти çамрăк çине мӗнле йывăрлăхсем персе анни çинчен пӗлме пулать. Измайлова Анюта (ялта ăна çапла чӗннӗ) вун иккӗре чухне Пӳркелӗнчи пуçламăш шкула пӗтерсен Чӗмпӗрти чăваш педтехникумне кайса кӗрет. 1925 çулта хатӗрлев курсне пӗтерсен тӳрех шкулăн тӗп курсне куçать. 1928 çулта ăнăçлă вӗренсе пыракан 3-мӗш курсри студенткăна ашшӗ пачăшкă пулнипе техникумран кăларса яраççӗ. Вара вăл 1928 çулхи раштавран пуçласа 6 уйăх тăван ялӗнчех шкулта вăхăтлăха учительница пулса ӗçленӗ. Пӳркелӗнче те лару-тăру хӗрӳлене пуçланине курса, Анна хăй ирӗкӗпе Çӗпӗре тухса каять. 1929 çулхи авăн уйăхӗнче вăл Минусинск округӗнчи Анат Суэтук пуçламăш шкулӗнче виç уйăх ӗçлет. Ку ялта та казаксемпе куçса килнӗ хресченсем хушшинчи хирӗçтăру хӗрӳлене пуçланă. Çӗнӗ 1930 çул çитес умӗн Пӳркел хӗрӗ хальхи Кемерово облаçӗнчи Топки (Анат Суэтукран 900 çухрăм анăçарах вырнаçнă – М.Х.) хулинче ӗç тупать. Хăй вăхăтӗнче кунта «Тăхăрьял» кӗнеке авторӗ Г.Т.Тимофеев та çемйипе пурăннă пулнă («Тăхăрьял», Шупашкар, 2002, стр. 8). Çакăнта ӗнтӗ вăл хăйӗн пулас мăшăрӗпе, Пӳркел çыннипе, Василий Гаврилович Юркинпа тӗл пулнă. Малашне вӗсем пӗрлешеççӗ те Чăваш Ене таврăнаççӗ. Вара иккӗшӗ те Шупашкар çумӗнчи ялсенче, унтан тӗп хулари шкулсенче ӗçлеççӗ.
Тетӗшӗ – вăрçă паттăрӗ
Николай тетӗшӗ Пăвари медучилищӗре фельдшер профессине алла илет. Врач пулас тесе 1937 ҫулта Хусанти медицина институтне вӗренме кӗрет. Анчах та вăрçă тапрансан виçӗ курс пӗтернӗ студента çӗртме уйăхӗн 22-мӗшӗнчех çара илеççӗ. Николай Измайлов çар фельдшерӗ, каярахпа медслужбăн аслă лейтенанчӗ пулса Хӗвеланăç, Ленинград, Прибалтика фрончӗсенче 81-мӗш автобронетанк çарӗнчи эвакоротăра суранланнисене вилӗмрен çăлса çӗнтерӗве çывхартма пулăшнă. Вăрçăран вăл, «Паттӑрлӑхшӑн», «1941 – 1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче Германие çӗнтернӗшӗн» медальсене тивӗçнӗскер, 1946 çулта çеç таврăннă. 1942 çулхи раштавăн 20-мӗшӗнче çырнă чыслав хутӗнче Астахов капитан ун çинчен çапла çырнă: «Военфельдшер Н.М.Измайлов тăшман пульлисенчен хăрамасăр Ока шывне 5 метр тарăнăшне чăмса шыва путнă икӗ Т-34 танка троспа çаклатса илме пултарнă. Вăл çакăн пек питӗ йывăр та хăрушă ӗçе тума пултарайнăшăн Тӑван çӗршывăн Аслă вӑрçин II степеньлӗ орденне илме тивӗçлӗ» (pamyat-naroda.ru). Анчах орден мар, «Паттăрлăхшăн» медаль кăна параççӗ. Çапла вара вăрçă çулӗсем çинче пуп Михайла ывăлӗ танкистсемпе салтаксене кăна мар, тăшмансене тӗп тăвакан хăватлă техникăна та çăлса хăварма пултарнă. Çак тӗлте асăрхаттарса каламалла – тулта раштав уйăхӗ! Çавна кура штабри çар пуçлăхӗсен хыткукарлăхӗ, орден вырăнне медаль пани иккӗленӳлӗх туйăмӗсем çуратать. Аслă Çӗнтерӳ хыççăн та Николай Михайлович медицинăрах тăрăшнă, Шупашкарта хулан сывлӑх пайӗнче патшалӑх санинспекторӗн пулӑшуçинче ӗçленӗ. Хамăр тăрăха таврăнсан фельдшерпа акушер пункчӗн ертӳçи пулнă. Кайран Пӑвари сахӑр завочӗн сывлӑх пункчӗн заведующийӗ пулса ӗçленӗ.

Ашшӗ йӗс тӳмеллӗ кларнет парнеленӗ
«Паллă çынсен пуласлăхӗ çуралнă тăрăхпа тачă çыхăннă теççӗ. Çак тӗрӗслӗх музыка ӗçченӗсемшӗн те витӗмлӗ. Михаил Измайлов ачалăхӗ Тăхăрьялти чăваш кӗввисен ытамӗнче иртнӗ. Çепӗç кӗвӗсем çамрăк ача чӗрине ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнă. Шкула кайма пуçласан ашшӗ Мишшана çуралнă кун ячӗпе йӗс тӳмеллӗ кларнет парнеленӗ. Малашне ку инструмент ачан чи çывăх юлташӗ пулса тăнă» (Анатолий Пӳркел, Сувар, 16.12.2005).
Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш çулӗсен вӗçӗнче – 30-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнче ялти лару-тăру лăпках пулманни çинчен çӳлерех асăннăччӗ ӗнтӗ. Çапах та Измайловсен çав çулсенчи сăнӳкерчӗкӗсене курсан мӗнпур тӗксӗм шухăшсем сирӗлеççӗ. Акă пăхăр-ха «На память» ӳкерӗннӗ сăнсем çине (сăнӳкерчӗксем хаçатăн 45№ пичетленчӗç. – Ред.). Кунта Михаил Евгеньевичпа Варвара Романовнăн виçӗ ачи ларать. Мӗнле уçă кăмăллă, пурнăçа юратакан хаваслă çамрăксем пирӗн çине пăхаççӗ. Сăнӳкерчӗкӗн хыçне çырнине вуласан кăмăл тата уçăлса каять: «Ӗмӗрлӗхе асăнмалăх хамăрăн юратнă çынсене, сайра-хутра пăхса асăнăр пире. Лена, Коля, Миша, 20.01.1935 çул».
Камсем-ши вӗсем – çав юратнă çынсем? Вӗсем – Измайловсен Пӳркелӗнчи кӳршисем – Феодосия Шихранова (Вериялова) тата унăн çемйи. Хветуç аппа, Мурдюк Иванӗн хӗрӗ. Ку сăнӳкерчӗкре тӗлӗнмелли тата пур: вăл Пӳркел шкул музейӗнчи чи малтанхи экспонатсенчен пӗри, ăна Хветуç аппа шкул музейне 28 çул каялла, 1997 çулта, парнелерӗ. Измайловсем камсем пулнине те пӗлмен-ха эп ун чухне. Акă халӗ питӗ вырăнлă пулчӗ çак сăнӳкерчӗк, М.М.Измайловăн Анна аппăшӗн кӗçӗн мăнукӗпе, Североморскинче пурăнаканскерпе, интернет урлă паллашнă хыççăн çак сăнӳкерчӗкех Дарья Сергеевна Титовăпа çывăхрах паллашма, унпа çыхăну тытма, Измайловсен çемйин историйӗпе кăсăкланма хавхалантарса ячӗ. Çапла вара Михаил Михайловичăн ытти тăванӗсем те тупăнчӗç.Акă Николай Михайловичăн Пăвара пурăнакан хӗрӗ Людмила Николаевна Захарова ярса панă сăнӳкерчӗкре Михаил Михайлович çамрăк чухне.Тата тепӗр сăнӳкерчӗке Шупашкарта пурăнакан Измайловсен виççӗмӗш сыпăкри тăванӗсем ярса пачӗç. Кунта çап-çамрăк Миша, каннă вăхăтра та аллинчен кларнетне вӗçертменскер, хаваслă кăмăлпа диван çинче выртать.
Сочире ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă
Михаил Михайлович Измайлов Пӳркел шкулӗнче вӗреннӗ. Каярахпа вăл Шупашкарти музыка шкулӗнче, Хусанти çарпа музыка шкулӗнче, Ленинградри Н.А.Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторипе аспирантуринче вӗреннӗ.1942 – 1946 çулсенче Балти тата Çурçӗр флочӗсен музыканчӗ пулнă, Ленинградпа Поляр леш енне хӳтӗленӗ, Берлина штурмланă çӗре хутшăннă. Вăтăр çула яхăн М.Измайлов Ленинград филармонийӗн академи симфони оркестрӗнче вăй хунă. Оркестрпа пӗрле вăл Европăри пӗтӗм çӗршывсенче тата АПШра, Канадăра, Японире пулнă. Кларнетпа ăста каланăшăн, ют çӗршывсенчи ăнăçлă концертсемшӗн ăна Римри Наци академийӗн «Санта-Чечилия» медалӗпе тата Дрезден филармонийӗн юбилей медалӗпе наградăланă. Вăл Ленинград консерваторийӗнче, ятарлă музыка шкулӗнче, культура институтӗнче преподавательте ӗçленӗ. Унăн ятне Питӗрти консерваторинчен вӗренсе тухнă паллă çынсен мрамортан тунă Асăну хăмине кӗртнӗ.
М.М.Измайлов – Чăваш АССР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (1972). Ăна «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн», «Советсен Поляр леш енне хӳтӗленӗшӗн», «Берлина илнӗшӗн» медальсемпе чысланă.
Унăн чӗри 1978 çулхи çӗртмен 10-мӗшӗнче Сочире тапма чарăннă. Вилтăприйӗ те çавăнтах.
Шупашкарти, Чӗмпӗрти, Хусанти архивсенчи чăнлавсене Дарья Титова шыраса тупнă.
(Михаил ХӖВЕТКЕ. Пăва районӗ, Пӳркел. Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев