Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Михаил Марцев: «Эпир курнине никам та ан куртăр»

Иртнӗ эрнере Тутарстанăн малашнехи аталанăвӗшӗн пысăк мероприяти пулчӗ – Рустам Минниханов ТР Раисӗн должноçне йышăнни. Республика ертӳçине саламлакансем çав кун йышлăн пулчӗç. Власть тытăмӗнчен пуçласа вӗрентекенсем таранах. Хăйсем ӗçлекен отрасль е сфера представителӗ пулса Тутарстан ертӳçине тунă ӗçсемшӗн тав туса малашнехи плансене пурнăçлама ăнăçу сунчӗç.

Çар çыннисен, ятарлă çар операцине хутшăннисен ятӗнчен пирӗн мухтавлă ентешӗмӗре, Раççей Геройне, РФ Хӗç-пăшаллă Çарӗсен подполковникне Михаил Марцева сăмах калама сӗннине эпир çав тери савăнса, мăнаçланса йышăнтăмăр.

Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗ хаклă çыннăмăр хăйне питӗ тивӗçлӗ тытса хавхалануллă сăмахсем каларӗ. Рустам Минниханов вăйлă лидер пулса хăй тавра çавăн пекех вăйлă команда пуçтарнине палăртрӗ. Тинӗс çар  пехотин командирӗ пулнă май пӗрле ӗçлемеллине лайăх ăнланнине каласа çапла çеç çитӗнӳсем  тума пулать терӗ. СВОна пулăшнăшăн тав турӗ. «Эпир Тутарстан аталаннине куратпăр, республика пире ăнланнине, тӗрев панине туятпăр, пирӗн тăвансене пулăшнине куратпăр», – терӗ вăл хăй сăмахӗнче. 

Михаил Марцев тухса калаçни тепӗр темиçе минутранах социаллă сетьсемпе мессенджерсене сарăлчӗ. Хавхаланнă çынсем ăна пӗр-пӗрне ярса пачӗç. Çапла, çынсене хуть хăш вăхăтра та Геройсем кирлӗ.  Вӗсем ырă тӗслӗх пулса наци хăйхаклăхне ӳстерме пулăшаççӗ, малалла ӗçлеме хавхалантараççӗ.  

Эпир те çак кунах Раççей Геройӗпе тӗл пулма калаçса татăлтăмăр. Михаил Марцев Хусана çемйипех – мăшăрӗпе тата пӗчӗк хӗрӗпе килнӗ. Ачисем килессине пӗлсе амăшӗ те ялтан вӗçтерсе çитнӗ. Вӗсемпе эпир «Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗнче тӗл пулса калаçрăмăр. Пысăк тав филиал ертӳçине Гузель Удачинăна интервью илме майсем туса панăшăн. 

– Михаил, Раççей Геройӗ ята панă хыççăн мӗн улшăнчӗ? Эп шалти улшăнусем пирки. Мӗнлерех йышăнтăр çакна? 

– Мӗнле-тӗр улшăну туймастăп хамра. Мӗнле пулнă – çаплах юлнă. Пӗр япала чăнах та улшăнчӗ – яваплăха ытларах туйма пуçларăм. Çамрăксене воспитани парас енӗпе те. Малашлăхра мӗн-тӗр кирли, пӗлтерӗшли валли усăллă пуласчӗ. 

– Сана ТР Раисӗ должноçа йышăннă çӗре чӗнчӗç. Чӗнчӗç кăна мар, сăмах тытма. Килмеллине хăçан пӗлтерчӗç тата мӗнле йышăнтăн çакна? Мӗнле туйрăн хăвна Раисран пӗр утăмра тăнă чух? 

– Çак пулăмччен ик кун маларах кăна пӗлтерчӗç. Хусана сентябрӗн 18-мӗшӗнче пырас умӗн эп Санкт-Петербургра командировкăраччӗ. «Запад-2025» халăхсен хушшинчи стратегилле çар вӗрентӗвӗнче. Церемоние чӗнсе маларах та шăнкăравланă, анчах паллă сăлтавсене пула телефона тытман. Ӗç саманчӗсемпе çыхăннă хăш-пӗр ыйтăва çул çинчех сӳтсе яврăмăр. ТР Раисӗн инаугурацине йыхравласа Хусана хăçан тата миçере килессине, тухса калаçма пултарассине ыйт­са пӗлчӗç. Çар çыннисен ятӗнчен калама ыйтни тӗлӗнтерчӗ. Паллах, килӗшрӗм. Сцена çинче тăнă чух залра ларакансене пит лайăх туйрăм. Хумхантăм пăртак. Унта ларакансем ахаль çынсем мар вӗт – сумлă, хисеплӗ çынсем. Хама пурте куçран пăхнине туйрăм. Хам та хăш-пӗрне  куçранах тинкерме тăрăшрăм. Мӗнлерех-ха ку тесе интерес­ленсе. Хам калаçăва кӗскен йăлт кӗртме тăрăшрăм. Çынсен пичӗсем тăрăх сăмахăмсем пурне те тивӗçтернине ăнлантăм. Юлашки предложение каланă чух Раис çине пăхса илтӗм. Ун сăнӗнчен вăл кăмăллă юлнине ăнлантăм. 

– Мӗн калассине маларахах хатӗрлентӗн-и? 

– Çул çинче. Çемьене хампа пӗрле илнипе пӗччен пулса тӗп­лӗ хатӗрленеймерӗм те. Мӗнлерех илтӗнӗ калаçни – çакă хумхантарчӗ пăртак. Ун пек мероприятисем пурнăçра, тен, пӗрре кăна пулаççӗ те çавăнпа йăлт пăхса хумалла. Хăвна итлесе пăхмалла – кирлӗ çӗрте кирлӗ интонаци, чарăну лартма тесе. Ун пекех тума вăхăт пулмарӗ. Вара хама-хам атя, сцена çине тухăп та унта «разберусь» терӗм. 

– Хусана эсӗ çар чаçӗнчен тухса килтӗн-и?

– Эпӗ хальхи вăхăтра Мускавра М.В.Фрунзе ячӗллӗ Хӗç-пăшаллă Çарсен академийӗнче вӗренетӗп. Ăна пӗтернӗ хыççăн тӗрлӗ должноçа лекме пулать. Çар училищине пӗтерсен эпир вăтам çар пӗлӗвне, гражданла аслă пӗлӳ илетпӗр. Ман спецификăпа батальон командирӗ таран ӳсме пулать. Карьерăпа ӳсес тесен, калăпăр полк, çар, дивизи командирӗ е генерала çитес тесе çар академине пӗтермелле. Тепӗр академи те пур çар çыннисен – генералитет. Вӗренсе пӗтерсен генерал должноçне илме пулать. Пӗтӗмлетсе каласан çар çыннин ялан вӗренмелле, малалла аталанмалла. 

– Апла çемьепех халь Мускавра пурăнатăр? Севастопольтен илсе килтӗн вӗсене? 

– Çапла. Хальлӗхе общежитире пурăнатпăр. 

– Çар çыннисене хваттер пама тивӗçлӗ мар-и? Уйрăмах Раççей Геройне?

– Тивӗçлӗ, çар ипотекипе Хусанта хваттер илме усă куртăм. Кредит условийӗсемпе 2029 çулта тин вăл манăн пулать. Герой ятне тивӗçнисене, халь астусах каймастăп, тата 15-20 тăваткал метр хушса памалла. Ку ыйтупа ӗçлеме пуçламан хальлӗхе. Декабрь уйăхӗнче пирӗн тепӗр ача çуралмалла. Çемьери кашни çын пуçне тухмалли тăваткал метрсене шутласан ипотекăпа тивӗçекен хваттер пирӗншӗн пӗчӗкçӗ пулать. Ку ыйтупа РФ Президенчӗн администрацине çыру янă, хурав кӗтетӗп халь. 

– Малашлăха пăхсан, ăçта пурăнма кăмăл туртать – Хусанта е Мускавра?

– Кун пирки халь калаçма иртерех.  

– Мӗн вăхăт вӗренетӗн ӗнтӗ?

– Кӗçех вунă уйăх пулать. 

– Малалла вӗренесси хăвăн кăмăлу е командирсем хушнипе?

– Офицер хăй карьеринче мӗнле-тӗр тапхăра çитсен унăн икӗ çул – е эсӗ чарăнатăн е малалла каятăн. Чарăнатăн пулсан ну пӗр 10 çул пӗр çӗрте службăра тăратăн. Çемье çавратăн, хваттер сан пур, майпен çурт тума пулать. Çапла, калăпăр, майора çитен те мӗн пенсие кайиччен майор эс. Иккӗмӗш çул – тапхăртан тап­хăра малалла утатăн. Кун валли пӗлӳ те, тавракурăм та кирлӗ. Крымра, Севас­топольте мана та йăлт тивӗçтеретчӗ. Пурне те пӗлсе çитнӗччӗ. Анчах, ман шутпа, ку ултавлă туйăм. Офицерăн чарăнмалла мар, шав малалла каймалла. ­Çемьене йывăр, паллах. Ялан пӗр вырăнтан теприне куçса çӳремелле. Анчах малалла аталанмасан тутăхма пулать. 

– Эсӗ Хура тинӗс флочӗн тинӗс çар пехотин 810-мӗш уйрăм гварди бригадин уйрăм батальонӗн командирӗ. Вӗреннӗ хушăра çапăçура пӗрле пулнă атьсемпе çыхăнăва тытатăн-и? Тусусенчен нумайăшне çухат­рăн-и? 

– Паллах. Йăлт пӗлсе тăратăп. Шел пулин те, юлташсене пурне те тенӗ пек çухатрăм. Ман чи çывăх юлташ алă çинчех вилсе кайрӗ. 

– Мӗнле чăтса ирттертӗн çакна?

– Мӗнле ăнланмалларах калам-ши?.. Пур çав йышши çар çыннисем – хăшӗсене психолог пулăшăвӗ кирлӗ. Вӗсем çухалса каяççӗ. Вӗсемпе калаçатăн, тытса силлетӗн – усси çук. Вӗсем темле хăйсен тӗнчинче çӳреççӗ. Хам пирки каласан, ман ун пек май та, тивӗç те çук. Ман хыçра салтаксем тăраççӗ. Вӗсем чи малтан командир çине пăхаççӗ. Çавăнпа тӗп задача – хама алăра тытса кирлӗ йышăну тăвасси. Тата атьсене çапăçăва ертсе каймалла, вӗсене ертсе пымалла. Лартнă задачăна пурнăçламалла. Ту­йăмсем çинчен каласан, паллах, питӗ йывăрччӗ. Унăн мăшăрӗ, ывăлӗ тăлăха юлчӗç. 

– Ятарлă çар операцийӗ пирки каласан тӗнче халиччен кун пек вăрçа курман теççӗ. Эсӗ ху ун вучӗ витӗр тухнă. Тăшман вăйлă хирӗç тăрать-и? 

– Ку чăнах çапла. Хăвăрах пӗлетӗр, Украина çарӗсем кăна мар вӗт унта, наемниксем нумай, пӗтӗм Европа хирӗç тăчӗ темелле. Лăпланса ларма май çук, ялан виçеллӗ йышăну туса малалла каясси çинчен шутламалла. 

– Вăрçă сана хытă тытса тăрать-и? 

– Вăрçă маншăн ӗмӗрлӗхех ишӗлнӗ ял-хуласемпе, йӗрсе кӗлтăвакан арăмсемпе, амăшсемпе, урам тăрăх вутă е пусăра шыв шыраса утакан çынсемпе, выçă çӳрекен чӗрчунсемпе чуна кӗрсе юлӗ.  Çутçанталăк та унта асар-писер туснă, пур çӗрте те ишӗлчӗксем. Ăçта-тăр ача йӗрет е вилнӗ. Е мирлӗ кăна утса пыракан хӗр çумӗнче мина çурăлса каять. Кайран ăна ялта юлнă çынсем пытараççӗ. Çаксене нумай курнă. Çумăнти юлташусем пӗрин хыççăн тепри вилнипе те. Çаксем пурте манра йӗр хăварнă. Мӗнле йышăнмалла çакна? Ак кунта таврăнатăн та, мӗнле-тӗр проблемăсем пур кунта. Вара унти тӗнчепе кунтине танлаштарса ыйту лартатăн: «Кирлӗччӗ-и ку сана?» – тесе. Кирлӗччӗ. Унта вӗт вăрçă кăна мар. Пӗрисем наступление каяççӗ, теприсем хӳтӗленеççӗ тенипе кăна мар. Унта пурăнакан çынсен пурнăçӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем ялӗсемпе хулисем çунса ишӗлнӗ пулин те тухса каясшăн мар. Мӗншӗн тесен ку вӗсен килӗ. Çав тӗнчене курманнисем ăна ăнланмаççӗ. Анчах ман мирлӗ çынсене çак хăрушлăха кăтартас килмест. Ман пӗтӗм ӗмӗт те – вăрçă нихăçан та урăх ан пултăр тени. Эпир курнине никам та ан куртăр. Эпир урăх ӗнтӗ. Эмоцисене çӗнтерме, хамăра тытма вӗреннӗ. 2022 çулта СВО пуçлансан хăраман теместӗп. Кашни кун вилме пултарасси çинчен шутлаттăм. Çапăçусен пӗрремӗш кунӗсенче эпӗ Мариуполе штурмланă çӗре хутшăнтăм. Пӗрремӗш кун – штурма каятпăр 127-ӗн, таврăнатпăр 125-ӗн. Тепӗр кунне 119-ăн юлтăмăр. Çапла кунран кун чакса пытăмăр. 60-ăн юлтăмăр. Шутлатăн ыран эс вӗсен шутӗнче юлатăн е çук? 

– Хăрушă...

– Çакăн пек самантсем те пулнă. 

– Куç умӗнче йыш чакса пынине кура атьсем хăйсене мӗнле тытаççӗ? Срывсем пулатчӗç-и вӗсен хушшинче?  

– Сайра пулсан та пулкалатчӗ. Кунта командиртан нумай килет. Вăл хăйне мӗнле тыткаланинчен. Командир штурма каймасан хăш-пӗри çакăнпа усă курса пăрăнса юлма тăрăшать. Командир ертсе каяс пулсан та айккинче юлакансем тупăнаççӗ. Ун пеккисене тыла ăсататпăр. Ан тив пӗр-ик кун канса лăплантăр, шутлатăр. Унта вӗсемпе ӗçлекенсем пур. Эп хам çапла ӗçлеттӗм. Малтанласа хăранă е иккӗленнисем кайран çапăçура хăйсене арăслан пек кăтартни те пулать, сахал мар ун пеккисем. Тӗрли пур унта, кашни пулăмпа уйрăм ӗçлеме тивет. Çавăнпа командиршăн чи кирли лару-тăрăва тӗрӗс хаклама пӗлни. 

– Командир апла психолог та.

– Çынсемпе ӗçлемелле. Унсăрăн мар. 

– Ятарлă çар операцийӗ мӗн иккенне халӗ те ăнланманнисем пур. Мӗн шутлан кун пирки? 

– Ку ман шутпа воспитанирен килет. Кам ӳстернӗ вӗсене, мӗн каласа ӳстернӗ? Мӗнле литература вуланă? Мӗнле историе вӗреннӗ? СВО пуçлансан çакнашкал çынсем ăспа ăнлантарма çук япаласем çинчен калаçма пуçларӗç. Ыйту çуралать: мӗнле çӗршывра пурăннă вӗсем? Тата хăш çӗршыва хӳтӗлеме хатӗр? Хăйсем çапăçу хирне тухма хатӗр-и? Ахăртнех вӗсем нихăçан та хамăрăн патшалăхăн историйӗ­пе интересленмен. Элита, авторитетсем вӗсемшӗн ют çынсем, эпир мар.

– Юлашки лару-тăрăва пу­ла нумай ашшӗ-амăшӗ халӗ ывăлӗсене çар службинчен хăтарса хăварма тăрăшать. Ку ӗнтӗ унччен те пулнă-ха, мӗн калăттăн вӗсене?

– Ман вӗсене пӗр ыйту парас килет. Çӗршыва камăн хӳтӗлемелле? Хуть мӗнле çӗршывăн та мобилизаци резервӗ пулмаллах. Раççейӗн те вăл пулмалла, апла çеç те мар – вăйлă пулмалла. Турă ан хуштăр тӗнчере вăрçă тухса каясса. Вăрçă пуçланас пулсан мобилизаци пулатех. Ку чухне мӗн пӗлтерӗшлӗ? Çар хатӗрленӗвӗ. Пăшал тытма пӗлмен арçын нумай тытăнса тăрӗ-и çапăçура? Çук, паллах. Çавăнпа çар хăнăхăвӗ питӗ кирлӗ. Вăл пурнăçа упраса хăварма пулăшать. 

– Михаил, кӗçех сирӗн çемьере тепӗр ача çуралмалла терӗн. Мӗнлерех туйăмпа кӗтетӗн çакна? Вăрçăра пулнă хыççăн çемье­не тата ытларах хаклама, юратма пуçларăн пулӗ?

– Атте-аннене, мăшăрăмпа хӗрӗме мӗнле юратнă, халӗ те çаплах хытă юрататăп. 2022 çулта мăшăр пӗрре шăнкăравласа çапла каларӗ. «Миша, сан характерна пӗлсе тăрса çапла ыйтатăп: виçеллӗ йышăнусем ту. Пӗл, эпир сана хуть мӗнле пулсан та килте кӗтетпӗр. Тархасшăн, пултарнă таран хăвна упрама тăрăш», – терӗ. Çакăн хыççăн передовойне тухас, мӗнле те пулин йышăну тăвас умӗн тата та вăйлăрах шутласа тӗрӗс йышăну тума тăрăшрăм. Пӗр йышăнăвах пуçра темиçе хутчен çавăрттараттăм. Задачăна пурнăçланисӗр пуçне чӗрӗ юлма та тӗллев лартаттăм. 

– Халӗ килне, Теччӗ районӗнчи Çармăса час-час­ килсе çӳреетӗн-и?

– Çук. Академие вӗренме кӗме килнӗ чух çула май пӗр куна кӗрсе тухрăм. Унтанпа пулман. Выпуск хыççăн отпуск пулать, çавăн чух кайса килме шутлатăп.  

  

Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев