Михаил Наратов – Акрель чăвашӗ
Эпӗ юлашки 5-6 çул пӗччен пурăнакан, ватăлса пыракан арçын. Хам ӗмӗре çак ялта çуралса, вӗренсе, пурăнса ирттернӗ çын. Кичемрех çав пӗччен пурнăç, уйрăмах хӗллехи вăрăм каçсенче. Ыйхă вӗçнӗ вăхăтра час-часах чӳрече умне пырса ларатăп. Урамра çил-тăвăл алхасать, юр пӗрчисем кантăка пырса перӗнеççӗ те çыпăçса лараççӗ. Çав самантсенче манăн чуна тунсăхлăх-пӗчченлӗх туйăмӗсем тыткăна илеççӗ. Сасартăк автомобиль фарисен çути каçхи тӗттӗме çурса чӳрече витӗр пӳлӗме çутатса ярать. Эпӗ тутлă ыйхăран вăраннă евӗр, телевизор кнопкине пусатăп. Ытларах Чăваш Ен каналне пăхма юрататăп. Илемлӗ кӗвӗсене итлесе ларнăçемӗн куç умне иртнӗ пурнăçăн тӗрлӗ саманчӗсем шуса тухаççӗ...

Темиçе çул каялла республикăри чăваш çыравçисемпе таврапӗлӳçисем III съезда Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче пуçтарăнчӗç. Мана та, Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗн чăвашне, ун ӗçне делегат пулса хутшăнма тӳр килчӗ.
Чăваш Майнинчи Культура керменӗнче делегатсене кăмăллăн кӗтсе илчӗç. Пырса кӗрсенех фойери стенасем çинче тӗрлӗ плакатсем, стеллажсем куç тӗлне пулаççӗ, вăрăм сӗтелсем çинче чăваш çыравçисен юлашки çулсенче пичетленнӗ кӗнекисем, хаçат-журналти статйисем паллă вырăн йышăнаççӗ. Ун чух çак ялта пурăннă çыравçăсем Михаил Константиновпа Лидия Угахина хăйсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗччӗ. Çавăнта туяннă 4-5 кӗнеке паянхи кун та манăн килти библиотекăра тӗп вырăнта.
Зала кӗриччен регистраци иртме илемлӗ пике патне пырса тăтăмăр. Черет çитсен паспорта тăсса патăм. Пике паспорта уçса пăхкаларӗ те: «Эсир кам пулатăр?» – терӗ. Эпӗ аптраса кайрăм, паспорт çине кăтартрăм. Вăл каллех: «Эсир кам?» – тесе ыйтать. Нумай шутласа тăмарăм: «Акрель чăвашӗ», – терӗм те зала васкарăм. Ялти çамрăксен пултарулăх ушкăнӗсем илемлӗ концерт лартса пачӗç, уйрăмах шкул ачисем кашăкпа выляни кăмăла çӗклерӗ. Палăртнă вăхăтра съезд уçăлчӗ, ăна Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн ун чухнехи тӗп редакторӗ, ертсе пычӗ.
«Эсир кам пулатăр?» – тени халӗ те пулсан хăлхара янăрать. Чăнах та хам пурнăçра мӗнле йӗр хăварни çинчен час-часах шутласа çӳретӗп.
Эпӗ юлашки 5-6 çул пӗччен пурăнакан, ватăлса пыракан арçын. Хам ӗмӗре çак ялта çуралса, вӗренсе, пурăнса ирттернӗ çын. Кичемрех çав пӗччен пурнăç, уйрăмах хӗллехи вăрăм каçсенче. Ыйхă вӗçнӗ вăхăтра час-часах чӳрече умне пырса ларатăп. Урамра çил-тăвăл алхасать, юр пӗрчисем кантăка пырса перӗнеççӗ те çыпăçса лараççӗ. Çав самантсенче манăн чуна тунсăхлăх-пӗчченлӗх туйăмӗсем тыткăна илеççӗ. Сасартăк автомобиль фарисен çути каçхи тӗттӗме çурса чӳрече витӗр пӳлӗме çутатса ярать. Эпӗ тутлă ыйхăран вăраннă евӗр, телевизор кнопкине пусатăп. Ытларах Чăваш Ен каналне пăхма юрататăп. Илемлӗ кӗвӗсене итлесе ларнăçемӗн куç умне иртнӗ пурнăçăн тӗрлӗ саманчӗсем шуса тухаççӗ...
Чăннипех те пирӗн ӳсӗмӗн ачалăхпа-яшлăх кунӗсем çӗршывăн йывăр саманчӗсенче иртсе пычӗç. Каярахпа 60 – 70-мӗш çулсенче партипе правительство ял хуçалăхӗ çине пысăк тимлӗх уйăра пуçларӗç. Колхозсене тӗрлӗ майпа пулăшма тытăнчӗç, ялсене хăватлă тракторсем, комбайнсем, автомашинăсем киле пуçларӗç. Çулӗ çитнӗ çамрăксене паспорт пама тытăнчӗç, вара вӗсем çӗршывăн пӗр тан праваллă пайташӗсем пулса тăчӗç. 1960-мӗш çулсенче колхозниксем «чӗрӗ» укçа иле пуçларӗç. Ял халăхӗ савăнса, хавхаланса колхоз ӗçне хутшăнчӗ. Хире тухсан та, фермăсенче те уçă, илемлӗ юрăсем илтӗнетчӗç. Халăх ӗçре савăнăç тупма пӗлетчӗ.
Ялта пысăк стройкăсем тытăнчӗç, выльăх-чӗрлӗх валли типлă проектпа тунă пысăк помещенисем ӳссе ларчӗç. Выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекенсен ӗçӗ те çăмăлланса пычӗ. Ялăн сăнӗ те тӗпренех улшăнчӗ. Культура керменӗ, ача сачӗ, шкул, суту-илӳ центрӗ, мехток, АВМ, кирпӗч завочӗ, тракторсемпе машинăсем лартмалли ăшă гаражсене хута ячӗç. Ял çыннисем хăйсем валли кирпӗч çуртсем тума пуçларӗç. Фрунзе ячӗллӗ колхоз çулсерен тӗш тырă, аш-какай, сӗт-çу, сахăр кăшманӗ туса илес енӗпе районти хуçалăхсен хушшинче малта пычӗ. Ялта пурăнакансем килӗрен хăйсен çурчӗсене çутă, шыв кӗртрӗç. Килӗрен газ кӗртни ял çыннисене пысăк çăмăллăх пачӗ.
Çав вăхăтра Фрунзе ячӗллӗ колхоза çирӗм икӗ çул Николай Никифорович Трофимов ертсе пычӗ. Пысăк çитӗнӳсем туни, хăйӗн специалисчӗсен тата ял халăхӗн ӗçне тӗрӗс йӗркелесе пыни, паллах, унăн тивӗçӗ тесе шутлатăп. Вăл вăхăтра нумай объекта колхоз вăйӗпе тума тӳр килетчӗ. Хӗллехи вăхăтра стройматериалсем хатӗрлетчӗç, вăрмантан делянкăсем уйăрса, касса, йывăçсене мастерской картишне турттарса хуратчӗç. Председатель çав çулсенче Элметри кирпӗч завочӗпе, Лениногорскри чул карьерӗпе тачă çыхăну тытса пычӗ. Ялтан бригадăсем чул кăларма каятчӗç, чулне вара ферма çурчӗсене тунă çӗре турттаратчӗç.
Çав çулсенче колхоз председателӗн тăнăç пурнăçпа пурăнма май та пулман. Яланах çул çинче пулнă вăл, тӗрлӗ организацисене çитсе, вӗсен пуçлăхӗсемпе калаçса, тӗрлӗ ыйтусем сӳтсе явмалла пулнă. Н.Н.Трофимов чăн-чăн хуçаччӗ. Вăл пӗтӗм хуçалăха хăй курса, тӗрӗслесе тăма тăрăшатчӗ. Партипе правительство ял хуçалăх ӗçченӗсене, чуна парса ӗçлекенсене хисеп туса орденсемпе медальсем парса чысларӗ, вӗсен ӗçне хакларӗ. Вӗсене аса илсе ячӗсене палăртсан та çылăх пулмӗ: Павел Николаевич Борисов – Ленин орденне тивӗçрӗ; Илья Арсентьевич Ефимов, Елена Ивановна Евдокимова, Елена Ивановна Сипатрова – вӗсене Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысларӗç; Валентина Аркадьевна Красильникова, Илья Ильич Сидоров – Хисеп Палли орденне тивӗçлӗ пулчӗç, Петр Кузьмич Малинов, Нина Ефимовна Захарова, Нина Михайловна Чалина – Ӗç Мухтавӗн орденне илме тивӗçлӗ пулчӗç, Василий Савельевич Иляшкина Октябрь революцийӗн орденӗпе чысларӗç.
Паянхи кун çав иртнӗ кунсене, савăнăçлă самантсене аса илсе эпӗ хама чăннипех те телейлӗ çынсен хушшинче туятăп, хамăн шăпапа, пурнăçăмпа мăнаçланатăп. Тантăшсемпе, ял халăхӗпе пӗрле эпир çав йывăр кунсене çума-çуммăн тăрса тӳссе ирттернӗ. Паянхи кун яла йӗри-тавра пăхсан, çав тапхăрти объектсем пирӗн ӳсӗмлӗхӗн çутă палăкӗсем пекех туйăнаççӗ. Кашни çын хăйӗн пурнăçӗ тăршшӗпе ӗçлесе обществăна усă пани хăйӗн тивӗçӗ тесе шутлать пулсан, арçыннăн тӗп тивӗçӗ – çемье çавăрасси.
Эпир мăшăрăмпа, Надежда Ивановнăпа, виçӗ хӗр çуратса ӳстертӗмӗр, пурнăç çулӗ çине кăлартăмăр. Пирӗн халь ултă мăнук тата ултă кӗçӗн мăнук. Вӗсем те ӗнтӗ пурнăç çулӗ çинче çирӗп тăраççӗ. Канмалли кунсенче, уявсенче мăнуксем килсе кӗрсен чун савăнать, юмахри улăпсем пек туйăнаççӗ. Пурте çӳллӗ, çирӗп кӗлеткеллӗ, ӗçчен, ырă кăмăллă. Вӗсем çавăн пек çитӗннинче пирӗн те тивӗç пур, паллах.
Эпӗ хамăн пурнăçа тӗрӗс пурăнса ирттертӗм тесе шутлатăп. Йăнăшни те пулнă-тăр, ӗмӗр сакки сарлака тесе ахальтен юрламаççӗ халăхра. Нумай çул хушши колхозра зоотехник пулса ӗçлерӗм, каярахпа ветврач пулса вăй хутăм. Хам пата пулăшу ыйтма пынă çынсене нихçан та каялла яман. Çынсем ырăпа асăнни маншăн питӗ пысăк чыс. Кӳршӗ-аршăсемпе те туслă пурăнатпăр, вăй çитнӗ таран пӗр-пӗрне пулăшма тăрăшатпăр. Кашни çын хăй пурнăçӗнче паллă йӗр хăвармалла тесе шутлатăп.
Михаил НАРАТОВ,
ӗç ветеранӗ.
Çарăмсан районӗ,
Акрель.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев