Мӗнле кайăк вăл ял чӗкеçӗ?
Ял чӗкеçӗ хула чӗкеçӗпе пӗр çемьеренех. Пӗтӗмӗшле кӗлетки – 16–18, пӗр çуначӗ – 12, хӳри 9-шар сантиметр тăршшӗ. Тӗк вӗçӗсем тата пӗсехи çинчи хулăн йӗрӗ кăвакрах хура, пӗсехин аял пайӗ шупка сарă тӗслӗ. Ку вӗçен кайăк авалтан çынсен çумӗнче. Те хӳтлӗх шыраса пӳрт çамкинче е аслăк айӗнче йăва çавăрать вăл? Хӗл каçма ăшă енне кайнăран çуркунне вӗсем килсен тахçан кӗтнӗ ăшă кунсем çитнипе савăнатпăр, вӗçсе кайсан кӗркунне çывхарнипе хаш сывлатпăр.
Эп сăнанă тăрăх, чӗкеçсем çуркунне май уйăхӗн пӗрремӗш çурринче вӗçсе килеççӗ. Тӗслӗхрен, 2019 çулта – майăн 7-мӗшӗ, 2020 çулта – майăн 6-мӗшӗ, пӗлтӗрпе кăçал – майăн 7-мӗшӗ пулчӗ вăл. Пирӗн атте Мирон Трофимович Кольцов (1888 – 1961) каласа пăнă тăрăх, ваттисем чӗкеç йăва çавăрнă чух килте хытă шавлама хушман. Çавăнпа аслăк айӗн иккӗмӗш хутӗнче çӳлти каштапа витӗ хушшине нимрен хăрамасăр йăва çавăрать.
Чӗкеç тăма сурчăкӗпе йӗпетсе йăван кăшкарне ăсталать малтан. Çирӗп пултăр тесе тăм çине выльăх çăмӗ пухса хушать. Йӗпе тăма илмешкӗн самантлăха çӗр çине вӗçсе анать. Кăшкара туса пӗтерсен мăшăр кайăк тăрăшса çемçе курăк, пысăках мар мамăк-тӗк пухать.
Йăва çавăрассипе ял чӗкеçӗ ытти вӗçен кайăксенчен уйрăлса тăрать.Йăва валли пӳрт çамкине, çилпе çумăр кайман вырăна, суйлать.
Май уйăхӗнче ами 4–6-шар чăпар çăмарта туса пусма ларать. Чӗпсене тăрантарма амăшӗ те, ашшӗ те кунӗпе хурт-кăпшанкă йăтаççӗ. Виçӗ эрнерен чӗпсем йăваран вӗçсе каймалăх ӳссе çитӗнеççӗ.
Апат-çимӗç çителӗклӗ пулсан, август уйăхӗн пуçламăшӗнче тепӗр хут та чӗпӗ кăларма пултарать ку кайăк. «Вит-твит-чвит-чивит» е тата ытти сасăсем кăларса илемлӗн юрлать.
Ял чӗкеçӗ ытти тӗрлӗ чӗкеçсенчен чи хăвăрт вӗçекенни кăна мар, вăр-варри те. Канмашкăн вӗçсе ларма тата вӗçсе кайма меллӗ вырăнсене суйлать. Кунта вăл хӗвел ăшшинче савăнса тӗкне тирпейле-тирпейле пирӗн валли юрлать.
Ял чӗкеçӗ уçă вырăнсенче, шыв-шурсем çийӗн, нумай чух кӗтӳсен çывăхӗнче вӗçе-вӗçе шăна-пăвана тытать. Сăмси пӗчӗк унăн, çăварӗ вара сарлака. Вӗçевре çăварне нихăçан та хупмасть. Ăшă енне август вӗçӗпе сентябрь пуçламăшӗнче каять.
Виçӗ тапхăрпа вӗçсе каяççӗ чӗкеçсем. Августăн 2-мӗшӗ хыççăн пирвай ларса тухнă, çитӗннӗ чӗпсемлӗ çемьесем вӗçсе каяççӗ. Августăн 19-мӗшӗнчен иккӗмӗш хут ларса кăларнă чӗпӗллисем тата малтанхи ушкăнпа вӗçсе кайма ӗлкӗреймен пирвай тухнă чӗпсемлӗ çемьесем çула тухаççӗ. Юлашкинчен юлнисем пурте пӗр ушкăна пухăнса чӗп кăларнă вырăнсем çийӗн 2-3 кун вӗçеççӗ те кăнтăралла çул тытаççӗ. Кăçал августăн 29–31-мӗшӗсене тиврӗ ку кун. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ниçта та пӗр чӗкеçе те асăрхамарăм. (Альберт КОЛЬЦОВ.Лайăш районӗ. Автор ӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев