МӖНЛЕ ХĂТĂЛМА ПУЛТАРАЯТПĂР ЭПИР ÇАК МУРТАН?
Этемлӗх хӑйне хӑй пӗтерес çул çине тӑнӑ пек туйӑнать тепӗр чух
Коронавирус тухман пулсан, ӑна шутласа кӑлармалла пулатчӗ пулӗ. Мӗншӗн тесен вӑхӑчӗ çитнӗ. Этемлӗх хӑйне хӑй пӗтерес çул çине тӑнӑ пек туйӑнать тепӗр чух. Мала яракан технологисемпе пӗрле хыçран çӳрекен чирсем тупӑнса пыраççӗ. Вӗсен хушшинче ерекен чир Соvid-19 паянхи куна чи çăткăнни пулса тăчӗ.
Çапах та ман шутпа коронавируса лабораторире шутласа кӑларман, вӑл унччен миллион-миллион çыннăн пурнӑçне илсе кайнӑ ытти мурсем пекех, климат улшӑннине пула тухнӑ чир.
Кайрине те курмалла
Кунта Василий Ключевский сӑмахӗсем вырӑнлӑ: «Истори ниме те вӗрентмест, анчах та вӗренмен урокшӑн хытӑ явап тыттарать». Малалла тинкерекенсен кайрине те курмалла тата иртнинчен тӗрӗс анализ тумалла.
Ученӑйсен шучӗпе 1300-мӗш çулсенче Гольфстрим юхӑмӗн хӑвачӗ чакнипе Европӑра çанталӑк сивӗтме пуçланӑ. Историе çак тапхӑр «Малый ледниковый период» пек кӗрсе юлнӑ. Сивӗ выçлӑх илсе килнӗ. Выçлӑх хирти чӗрчунсене этем килӗ патне çывӑхрах хӑваланӑ. Çынсем вӗсенчен чирсем ертнӗ тата шӑнса пӑсӑлса чирлеме пуçланӑ. Ерекен ӳпке, вар-хырӑм чирӗсем сарӑлнипе эпидеми пуçланнă. 1330-мӗш çулсенче Европӑра хура мур сарӑлнă (чёрная чума). Ун чухнехи хутшӑнусем хальхи пек тачӑ пулман пулин те, чир чылай чикӗ урлӑ каçма пултарса вуншар миллион çынна вӗлернӗ.
Унччен нумай маларах пурăннă неандерталецсем те 40 пин çул каялла çӗр çинчен климат улшăннине пула пӗтни паллӑ. Çав вӑхӑтра урăх йăх çыннисем – кроманьонецсем çӗнӗ условисенче пурӑнма пултарнӑ. Анчах Пӑр тапхӑрӗ (Ледниковый период) малтан пысӑк чӗрчунсене пӗтернӗ.
Çутçанталӑк пире çавӑн пек туса янӑ – чӗрӗ организмсем ӑшӑра ытларах ӗрчеççӗ, бактерисенчен пуçласа. Этем те çаплах. Ав, Африкӑпа Индире, Китайра халӑх – кӑткӑ пек. Санитари йӗркисене унта питех пӑхӑнакан çук. Сивве парӑнман вируссем пурне те парӑнтараççӗ.
Çутçанталăк чирлӗ халь
Истори аталанăвӗнче тата пӗр япалана асăрхамалла. Климат улшăнăвне – вăйлă шăрăха е хытă сивве – пула тырпул ăнмасть, халăх выçăпа аптăрать. Выçлăх вăйран ярать, иммунитета хавшатать, çыннăн организмӗ вируслă чирсене хирӗç кӗрешеймест. Çитменнине вăрçăсем те ерекен чирсене сарăлма пулăшнă. Тӗслӗхрен, Кӗтерне патша вăхăтӗнчи чума эпидемийӗ (1770 – 1772 çулсем) турккăсене çӗнтерсе каялла Мускава таврăннă салтаксемпе пӗрле килнӗ. Кунне пин ытла çын виле пуçласан пăлхав тытăннă.
Этем пӗр температурăна хăнăхнă – 36,6. Вăл улшӑнни уншăн сиенлӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, çӗр çинчи климат та çын организмӗ пекех, ун температури çур градуса ӳссен те аван мар, лару-тăру улшăнма тытăнать. Пысăках мар танлаштару: çамка вӗриленет – вулкансем вăранаççӗ, çурăм тарлать – шыв илет, ура шăнать – хаяр сивӗсем, алă чӗтрет – çӗр чӗтревӗ, хăлха шăхăрать – çил-тăвăл тухать.
Климат улшăнни çине хӗвел те вăйлă витӗм кӳрет, çакна гипертониксем тӳрех туяççӗ. Анчах çын умӗн выльӑхсем, тискер чӗрчунсем хур кураççӗ. Мӗншӗн тесен вӗсене мӗн-тӗр ыратсан таблетка паракан çук. Тимлӗрех сăнар-ха çутçанталăка. Таврари улăх-хирсенчи тилӗсем ӗнтӗ тахçанах урнă чирӗнчен хăтăлаймаççӗ. Час-часах яла кӗнӗ урнă тилле персе пăрахни çинчен хыпар вулама тивет. Вăрманта хир сыснисем, пăлансем кӗтӗвӗпе вилсе выртнин сăлтавӗ те сунарçă сăнни мар. Çутçанталăк чирлине пӗлтерет çакă. Халӗ этемлӗх черечӗ. Миçе çын пурнăçне шăлать ку мур – паянхи куна никам та татса калаймасть, мӗншӗн тесен ковид организмра нумай пурăннипе унăн тӗрлӗрен мутацийӗсем пулса иртеççӗ.
Эсир асӑрханӑ-и, юлашки çулсенче ветеринарсем пирӗн выльӑхсене мӗнрен кӑна прививка тумаççӗ: çӗпӗр язвинчен, урнă чиртен, карбункултан, дерматитран тата ыттинчен те. Кашни кварталта тенӗ пекех. Ку вӗт ахальтен мар. Кайӑк-кӗшӗк грипӗ, сысна грипӗ – ерекен чирсем. Фермăна лексен – унти пӗтӗм выльӑха çунтараççӗ. Вӗсем пӗр вӑхӑт хушши çынна ермен тейӗпӗр. Анчах ӗнепе сурӑх та хушăран апчхулатаççӗ. Тем кӗтмелле вӗсенчен?
Сывлăшпа куçакан ӳпке чирӗсем мала тухрӗç
Медицина инçе кайнӑ паян. Çавӑнпа та выльӑх чирӗ çынна тӳрех куçмасть. 40 тултарнӑ тӗле эпир мӗнрен мӗнле эмел ӗçмеллине терапевтран кая мар пӗлетпӗр. Çапах каварлӑ чир çул тупатех. Коронавирусӑн ку «версийӗ» пӗрремӗш мар. Медицина вӗсемпе маларах паллашнӑ.
Кунта «атипичная пневмония» пирки аса илни вырӑнлӑ пулӗ. 2002 çулта этеме ерсе вӑл 9 пин çынна вӗлерчӗ. Коронавирусӑн çак тӗсӗ хальхинчен ытла уйрӑлса тӑман, анчах та вӑл çынна питӗ хӑвӑрт вӗлернипе сарӑлса ӗлкӗреймен. Çавӑнпа вӑл эпидеми хӑвӑрт вӗçленчӗ. Хальхи коронавирус вӑрах тӑсӑлнипе тата тӳрех палӑрманнипе пӗтӗм тӗнчене саланчӗ.
Ерекен чир сарӑлнин сӑлтавӗсен хушшинче, паллах, антисанитари, экологи тасамарлăхӗ тата ытти те. Ăна йӗкехӳресемпе шăшисем сарнине те пӗлетпӗр. Вӑл çуман япала çисен, алӑран алла, каçарӑр, сӗлекепе е юнпа куçни ун пекех хӑрушӑ мар. Калӑпӑр, Африкӑра тухнӑ Эбола вирусӗ çинчен эпир манса та пыратпӑр ӗнтӗ, çынна 15-20 çултан кӑна вӗлерекен СПИД та ковид пур çӗрте çивӗчлӗхне çухатса пырать.
Сывлӑшпа куçакан ӳпке чирӗсем малти вырӑна тухрӗç. Вӗсем ӗлӗк те пулнӑ, калӑпӑр, чахотка е туберкулез – тӗрме чирӗ. Çулран çул мутациленсе унӑн тӗрлӗ формисем пур паянхи куна, шӑмӑ туберкулезӗ таранчченех.
Çирӗп йӗрке кăна хăтарма пултарать
Этемлӗх хӑй пӗлнӗ пек кӗрешнӗ ерекен чирсемпе. Ӑнӑçусӑр та мар. Пысӑк хуласенче тимӗр алӑклӑ крепость стенисем хыçне хӗç-пӑшаллӑ тӑшманран кӑна пытанман. Çынсем çапла майпа эпидемирен те хӳтӗленнӗ.
Авалхи Пӑлхар е Пӳлер хулисен хӗвелтухӑç енче чикӗ хӳми тулашӗнче çӗр çӗклесе çӳллӗ карта тытнӑ, лаптăкӗпе пӗчӗк мар тепӗр вырӑн пур. Ку вӑл хальхилле каласан, карантин зони – Караван-сарай. Хулана çитсен элчӗсем, çул çӳрекенсем е купсасем малтан унта чарӑннӑ. Хӑна çурчӗ евӗр пулнӑ вӑл. Вӗсене хула хӳтте илнӗ, таварне хуралланӑ, анчах шала 30 е 40 кун иртмесӗр кӗртмен. Килнӗ çынсене сӑнанӑ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ. Пӗр уйӑхран кӑна инçетрен килсе çитнӗ хӑнасем хулана кӗме ирӗк илнӗ. Вӑл вӑхӑтра вилекенни вилет тесе шутланӑ пулӗ. Çапла чир-чӗртен асӑрханнӑ ӗлӗкхисем. Кун пек чирсенчен çирӗп йӗрке кăна хăтарма пулăшать. Урăхла çул çук. Салтакра пулнисем хӑйсен карантинӗсене аса илчӗç пуль тетӗп.
Çапах та ӗлӗк чуралӑх вӑйлӑ аталаннине, вӗсемпе суту-илӳ тунипе, тӗрмери çынсене сиплеменнине пула туберкулез евӗр чирсене вӑхӑтлӑ асӑрхама тата пӗтерме май пулман. Унпа ХХ ӗмӗр пуçламӑшӗнче çеç ӑнӑçлӑ кӗрешме тытӑннӑ.
Паянхи куна таврăнар-ха. Ученăйсем акă ӗнтӗ миçе çул хушши Гольфстрим юхăмӗн хăвачӗ 15 процента чакнă тесе ӗнентереççӗ. Çакă климат çине тӳрремӗн витӗм кӳрет. Кăçал çуллахи шăрăха манмарăр пуль? Çанталăк сасартăк улшăнни çынсене чирлеттерет.
Хут çинче чакарма пӗлеççӗ
Ерекен чир выльӑхран этеме куçсан проблемӑсем тытӑнаççӗ. Астӑватăр-и, Н1N1 ятлӑ сысна грипне? 2010-мӗш çулсен пуçламӑшӗсенче аптекӑсенче сутӑнакан вируса хирӗç препаратсем унран пулăшаятчӗç-ха. Каярах ӳпке пневмонийӗнчен вилнисен шучӗ грипран вилнисенчен ытларах пулма пуçларӗ. Тӗслӗхрен, 2012 çулта Раççейре грипран 1000 ытла çын вилнӗ пулсан (пирӗн медиксем чееленни те пур кунта: вӗсем ытларах чухне пациент грипран мар, ун хыççӑн вӗрӗлнине пула урăх чирсем пуçланнипе вилнӗ тесе çыраççӗ), 2013 çулта ӳпке шыçнинчен 30 пин çын вилнӗ, 2014 çулта – 40 пин. Каярахри çулсенче çак кӑтарту кӑштах чакнӑ, анчах нумая мар. Тепӗр енчен ку медиксен сиплев методики çӗнелни е çӗнӗ эмел препарачӗсемпе усӑ курнине те пӗлтерме пултарать. Шел пулин те, ман çакна ӗненес килмест. Пирӗн кăтартусене хут çинче мӗнле чакармаллине пӗлеççӗ.
2016 çулта Раççейре пневмонирен 31 пин, 2017 – 26 пин, 2018 – 25 пин çын вилнӗ. Каярах кварталта 6-7 пин çын çухатма пуçларӑмӑр. Ӳпке шыççи леш тӗнчене ачасене те нумай илсе кайрӗ. Коронавирус пандемийӗ умӗнхи 2019 çулхи çулла палланӑ çынсем больницăра сасартăк ӳпке шыçнипе вилсе кайнине пӗрре кӑна мар илтме тиврӗ. Хальхи вăхăтра Раççейре коронавирусран кунне 1100 ытла çын вилет. Ытларах 60-тан иртнисем. Мӗнле хăтăлма пултараятпăр эпир çак муртан? Килсенче ларас килмест пирӗн, нумайăшӗ вакцина вăйне те ӗненесшӗн мар. Мӗн калас-ши? Ключевский сăмахӗсене аса илӗр. Вăл вӗсене пулас ăрусем валли каласа хăварнă.
Константин МАЛЫШЕВ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев