Мӗнле кӗнеке вăл 300 пин тенкӗлӗхскер тата кам çинчен çырнă ăна?
Çапла йывăрăшӗпе те палăрса тăракан 9 килограмлă кӗнеке кăларнă амăшӗ енчен чăваш хӗрӗ ШӖМ подполковникӗ Алена Чернова тата паллă çыравçă, генеалог Виктор Белов-Щусь.
Кӗнекерен те кӗнеке! Çак сăмахсем пырса кӗчӗç пуçа ку кӗнекене курсан. 300 пин тенкӗ тăракан 9 килограмм таяканскере урăх епле сăмахпа виçейӗн-ха? Кӗнеки вара калăпăшӗпе кăна мар тытăмӗпе те питӗ чаплă. «Была такая школа... КВПУ — ЕССШМ МВД СССР в материалах, документах, фотографиях» ятпа пичетленсе тухнă вăл. Ятӗнчен паллă ӗнтӗ, ку кӗнеке милици шкулӗ çинчен. Авторсенчен пӗри эпир нумай пулмасть хаçатра çырса кăларнă Маргаритăпа Александр Дьяченкосен («Училищӗри чи хитре хӗр» статья) хӗрӗ Алена Александровна Чернова.
Алена Александровна та ашшӗ-амăшӗ çулӗпе кайса ШӖМ подполковникӗ таран çитнӗ. Çырас таланчӗ те унăн пысăк, тахçантанпа ӗнтӗ РФ Журналистсен союзӗнче тăрать. Кабардинпа Балкари Республикинчи ШӖМ историйӗн музей ертӳçинче тăрăшать, ШӖМӗн Тутарстанри управленийӗн хисеплӗ сотрудникӗ. Тӗлӗнсе каймалла пултаруллă çын, амăшӗ пекех хитре хӗрарăм.
Сăмах май каласан, Алена Чернован хӗрӗ те ШӖМ сотрудникӗ. Дьяченко-Чернов-Назаровсен офицерсен династине çӗр çул ытла. Мӗнле калас, талантлă çынсем пур енӗпе те пултаруллă.
Нумай пулмасть Алена Чернован çӳлерех асăннă кӗнеки пичетленсе тухнă. Чăн та, пӗр алла тытсан пысăкскере, яка та капăр страницăллăскере алăран вӗçертес те килмест, вӗçне çити вуласа тухас килет.
Алена Чернова кӗнекене пӗччен çырман, тепӗр авторӗ те паллă çын — Виктор Белов-Щусь, Палестинăн Православи Обществин Елабугăри уйрăмӗн чăн (действительный) пайташӗ, писатель, таврапӗлӳçӗ, тӗпчевçӗ тата генеалог. Шăпах Виктор Николаевич сӗннӗ те ӗнтӗ Алена Александровнăна кӗнекене çакăн пек форматпа калăпласа кăларма.
Августăн 27-мӗшӗнче РФ ШӖМӗн Тутарстанри управленийӗн музейӗнче кӗнеке хăтлавӗ иртрӗ. Ăна Алена Чернова хăй йӗркелесе ертсе пычӗ. Хăй сăмахне вăл РФ ШӖМӗн Елабугăри Суворов çар училищин историйӗнчен пуçларӗ. Ăна пурнăç шкулӗпе танлаштарса вăл хупăннишӗн куляннине пытармарӗ. Çак вӗрентӳ заведенине 2007 çулта реорганизацилесе Хусанти юридици институчӗн филиалӗ туса хунă.
«Паян чи пысăк тав сăмахӗсем Виктор Николаевича калас килет. Вăл çак кӗнекене пуçтарман пулсан пирӗнтен никамăн та укçа та, хал та çитместчӗ пулӗ. Кӗнекен электронлă варианчӗ Елабугăри милици шкулне пӗтернисен пурин те пуласса шанатăп. Хаклă кӗнекене пысăк тиражпа кам кăларма пултарассине калама та пултараймастăп. Тир хуплашка, ылтăнласа çырнисем, хучӗ тата», — терӗ Алена Александровна кӗнекепе паллаштарса. Кӗнеке хăтлавӗ малтанласа ШӖМ ветеранӗсемпе иртнӗ. Алена Чернова сăмахӗпе, куççулленсе, питӗ те хумханса йышăннă вӗсем ăна. 1700 çыннăн историне тата 5000 сăнӳкерчӗк пуçтарнă кунта. Кашни ШӖМ историйӗнче пысăк йӗр хăварнă. Пӗтӗмпе 570 страница. Алена Александровна кӗнекене «Щит и перо» Раççей конкурсне тăратма ӗмӗтленнине те каласа хăварчӗ.
Виктор Белов-Щусь сăпайлăн ку проектра хăйӗн авторла статйисем пулсан та ытларах хатӗрлев ӗçӗсемпе ӗçленине каларӗ. «Проект пуçаруçи — Алена Александровна. Елабугăри милици шкулӗ пирки шутламан мар, вăл чăннипе пӗлтерӗшлӗ çак хулара пурăнакансемшӗн. Нумайăшӗшӗн пурнăç пайӗ пулса тăнă. Çав шкул пулман пулсан ман çемье шăпи те пач урăхла пулатчӗ пулӗ. Училищӗн библиотекинче ман анне ӗçленӗ, атте Николай Аверьянович 1957 çулта çавăнта вӗренме килет. Çавăнта аттепе анне паллашса çемье çавăрнă... Ман мăшăрăм та, унăн амăшӗ те училищӗре ӗçленӗ, хамăн пурнăç та унпа тачă çыхăнчӗ. Пирӗнни пек çемьесем Елабугăра нумай... Çавăнпа ку кӗнеке пирӗншӗн питӗ хаклă», — терӗ Виктор Николаевич.
Мӗншӗн çакăн пек пысăк форматпа кăларнине те ăнлантарчӗ вăл. "Ку кӗнеке ӗмӗрсем иртсен те упранса юлатех. Самай пӗчӗкреххисем çинчен ун пек калама пултараймастăп. Вăл хăйне евӗр музей экспоначӗ пек упранса юлатех.
Авторсем чăннипех питӗ те пысăк ӗç тунă. Виктор Белов-Щусь сăмахӗпе, Алена Чернова пулман пулсан реорганизаци вăхăтӗнче хаклă материалсем çӳп-çап купине лекетчӗç. Вăл тăрăшнипе хаклă истори упранса юлнă.
Ирина ТРИФОНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев