Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗнле вăл кислородпа пӗрлешмен асфальт?

Тутарстан асфальтпа бетон пахалăхне ӳстерес шутлă. Мӗншӗн тесен хальхи асфальт нумая чăтайманнипе çулсем çинче урапа йӗрӗ тарăнланса йывăрлăхсем кăларса тăратать. ТР Раисӗ Р.Минниханов çӗнӗ йышши асфальта тӗрӗслемелли экспериментлă площадкăсен шутне ӳстерме хушнă.

Республика асфальт пахалăхне лайăхлатмалли мелсем шырать. Вӗсенчен пӗри — тытăмне кислородпа пӗрлешмен (неокисленный) битум хушасси. Кун пек асфальт нумая чăтасса шанаççӗ, тесе пӗлтерет РБК Татарстан.

«Кашни 3-4 çулта çулсен сийне çӗнететпӗр. Ку вӗт миллиарчӗ-миллиарчӗллӗ тăкак. Çул-йӗр юхăмӗ вара вăйланса кăна пырать. Çавăнпа экспериментлă площаткăсен шутне ӳстермелле пирӗн», — тенӗ Рустам Нургалиевич. Декабрь уйăхӗн вӗçӗнче вăл 2023 çулта çулсем тунă çӗре 180 миллиард тенкӗ укçа янине асăннă.

Кислородпа пӗрлешмен битумпа пирӗн икӗ çул усă кураççӗ ӗнтӗ. Апла пулин те пахалăхне палăртма вăхăт çитмен-ха.
«Икӗ çулта эпир ку битума 2,7 пин тонна усă куртăмăр. Тӗрӗсрех каласан, Хусан — Оренбург икӗ развязка хушшинчи çула çакăн пек битум хушнă асфальт сартăмăр. Япăх мар вăл, кислородпа пӗрлешекен битумран сахалрах ванать. Оренбург трактӗнче юлашки икӗ çулта урапа йӗрӗсем курăнмарӗç-ха», — тенӗ ТР çул-йӗрпе транспорт хуçалăх министрӗн çумӗ Артем Чукин.

 Ку енӗпе тӗпчевсемпе Хусанти федераллă университет ӗçлет. «Татнефтехиминвест-холдинг» АО директорсен канашӗн ларăвӗнче вӗсемпе нефть технологийӗн, газпа углеродлă материалсен кафедрин заведующийӗ Алим Кемалов паллаштарнă.

Кислородпа пӗрлешмен битума Раççейре нумай кăлармаççӗ. Ăна тата ытти асфальт пахалăхне лайăхлатакан хушма хатӗрсене регионти чӗртавартан, нефтехими производствинчен юлакан продуктсенчен илме пулать. Чăн та, вӗсене чăн малтан промышленноçра тӗрӗслемелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество