Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗншӗн арçынсем?

Нумай чухне çынсем машинăпа мар, çуран утса кӗме те йывăр вырăнсенче шыва кӗреççӗ, çитменнине ӳсӗрле...

Шыва кӗмелли сезон пуçланнăранпа, урăхла каласан июнӗн 1-мӗшӗнчен, Тутарстанра 58 çын путса вилнӗ, вӗсенчен 4-шӗ ача...  Çакăн пек статистикăпа паллаштарчӗ ӗнер «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн шыв-шур çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес уйрăмӗн ертӳçи  Юрий Венедиктов. Чуна çӳçентерекен факт. Анчах ку цифра малашне улшăнмасть тесе никам та шантараймасть, мӗншӗн тесен шыва кӗмелли сезон вӗçленмен-ха.

Çанталăк нормăран шăрăхрах тăнине кура шыва кӗмелли сезон ытти çулсенчен те вăрăмрах пуласси куçкӗрет. Кăçал сывлăш температури 30-38 градуса çитсе шыв хăвăрт 24 градус таран ăшăнни çынсене шыв-шур хӗррине канма кайма хистерӗ те. Анчах çухатăвăн сăлтавне шăрăх çанталăк çине кăна йăвантарни тӗрӗс мар пулӗччӗ. Айăпа чи малтан хамăрта шырамалла. Çӳлерех асăннă 58 çынран та акă, чылайăшӗ юраман вырăнта е ӳсӗрле шыва кӗнӗ. Тепӗр интереслӗ факт: шывра пирӗн ытларах арçынсем путаççӗ иккен, кăçал путса вилнӗ 58 çынран та акă 53-шӗ арçын (40-60 çултисем). Эппин,  сăлтавне тавçăрма йывăр мар – эрех тӗп тăвать пире.

– Нумай чухне çынсем машинăпа мар, çуран утса кӗме те йывăр вырăнсенче шыва кӗреççӗ, çитменнине ӳсӗрле,– терӗ кун пирки  Ю.Венедиктов.

Ытти регионсемпе танлаштарсан, Тутарстанра путакансем йышлăрах пулнине вăл тепӗр фактпа çирӗплетрӗ. Пирӗн республикăра шыв-шурсен шучӗ пысăкрах.

– Республикăра 4 пин юханшывпа çырма,  8 пин кӳлӗпе пӗве тата 4 водохранилище.  Пӗтӗмӗшле шыв çийӗ  4400 пин тăваткал метр йышăнать, ку вăл Раççейри вăтам кăтартуран 2,2 процент нумайрах.  Çакна йăлтах шута илсен, çухату ытла пысăках та мар пек. Сезонра пинӗ-пинӗпе путмаççӗ вӗт, – тăсăлчӗ малалла калаçу.

Пинех пулмасан та çухату. Кашни çыннăн пурнăçӗ темрен те хаклă-çке. 2015, 2016 çулсенчи сезонра – 68-шар, 2014-мӗшӗнче 59 çын путса вилнӗ. Пӗлтӗрхи кăтарту кăна кăшт сахалрах, ку вара шыва кӗме çанталăк пулманнипе кăна çыхăннă.

Мӗншӗн çулсерен статистика улшăнмасть, шыв-шурсенче вилекенсен шучӗ чакмасть, çынсене шыв-шурсенче хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тӗллевпе сахал мар ӗç илсе пырăнать вӗт-ха республикăра? Хуравӗ кунта ансат – хамăр пурнăçшăн хамăр явапсăр пулни. Шыва кӗме кайрăн-тăк, çăлавçăсем çине кăна шанмалла мар, хăвăн тимлӗ пулмалла. Калăпăр, алкоголь шыва кӗнӗ чух юлташ маррине, вăл организм çине мӗнле витӗм панине пурте пӗлетпӗр. Нумай вăхăт хӗвел çинче хӗртӗнсе выртнă хыççăн сулхăн шыва тӳрех сиксен мӗн пулассине те чухлатпăр, çапах та асра тытатпăр-и-ха çакна? Тепӗр чух ытлашши вӗçкӗнленни (ăмăртмалла ишни,  çырантан ытла инçе ишсе кайни) те ырри патне çитермест.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество