#МойГеройМояСемья: Ендиер Никифорова тăватă хутчен вăрçа ăсатнă, телее, кашнинчех сывă таврăннă вăл
Пӗр çапăçура Ендиере контузи пулать, вăл тăнне çухатса çапăçу хирӗнчех выртса юлнă. Каярах вăл киле таврăнсан çак пулăм пирки акă мӗн каласа панă: «Те тӗлӗк тӗлленнӗ... Выртатăп хайхи хирте, куçа уçатăп та — ман умра шур сухаллă старик тăрать. Вăл мана: „Эсӗ, ывăлăм, кунта ан вырт, малалла кай“, — тет. Тăна кӗрсен куçа уçрăм та инçетре хурăн йывăççи ӳснине асăрхарăм, пӗтӗм вăя пухса çав хурăн патнелле шурăм. Çитсе йывăç çине таянсан мана санитарсем асăрхарӗç, госпитале ăсатрӗç...»
Володя Никифоров хăйӗн ашшӗн докуменчӗсене халӗ те типтерлӗн упрать. Çав хутсем çине пăхсан чăнах та тӗлӗнетӗн — унăн ашшӗне тăватă хутчен вăрçа кайма хут панă.
Яндияр Сидиярович Никифоров 1910 çулта Элмет районӗнчи Пӳсрек ялӗнче çуралнă. 1930 — 1934 çулсенче Одессăра хӗсметре пулнă. 1939 çулта финн вăрçи пуçлансан Пӳсрекрен тăватă çынна вăрçа кайма повестка панă, çав шутра Ендиере те. Ялтан çак вăрçа хутшăннă икӗ арçын хытă аманнă, Никифоров вара тӗрӗс-тӗкел таврăннă.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Ендиере 1941 çулхи июлӗн 10-мӗшӗнче вăрçа илсе кайнă. 46-мӗш дивизи йышӗнче Смоленск таврашне ăсатнă. Сентябрӗн 8-мӗшӗнче вăл аманнă. Çӗнӗ çул умӗн Ендиере сывалма киле янă.
1942 çулхи июльте Ендиере виççӗмӗш хут вăрçа яраççӗ. Хальхинче вăл Калинин фронтӗнчи 935-мӗш стрелковăй полка лекнӗ. Йывăр çапăçусем пынă. Пӗр çапăçура Ендиере контузи пулать, вăл тăнне çухатса çапăçу хирӗнчех выртса юлнă. Каярах вăл киле таврăнсан çак пулăм пирки акă мӗн каласа панă: «Те тӗлӗк тӗлленнӗ... Выртатăп хайхи хирте, куçа уçатăп та — ман умра шур сухаллă старик тăрать. Вăл мана: „Эсӗ, ывăлăм, кунта ан вырт, малалла кай“, — тет. Тăна кӗрсен куçа уçрăм та инçетре хурăн йывăççи ӳснине асăрхарăм, пӗтӗм вăя пухса çав хурăн патнелле шурăм. Çитсе йывăç çине таянсан мана санитарсем асăрхарӗç, госпитале ăсатрӗç...»
Ăна малтан Новосибирскри госпитале сипленме ăсатнă, унтан сывалма каллех киле янă. Килте Ендиер ахаль ларман, колхозра ӗçленӗ, тăрăшса ӗçленӗшӗн медале те тивӗçнӗ.
Çулталăк çурăран, 1944 çулхи кӗркунне, Ендиере каллех çар комиссариатӗнчен вăрçа кайма повестка килсе параççӗ. Ку хутӗнче вăл III Украина фрончӗн 20-мӗш гварди сывлăш-десант полкне лекет. Ку вăхăтра ӗнтӗ пирӗн çарсем ăнăçлăн тапăнса пынă, Венгрие, Австрие, Чехословакие ирӗке кăларнă. 1945 çулхи апрель уйăхӗнче Ендиер Никифоров тăракан дивизи ытти çарсемпе пӗрле тăшманăн «Мертвая голова» танк дивизине çапса аркатать. Çавăн чух Ендиере «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.
Темиçе кунтан дивизи Влтава юханшывӗ хӗрринче фашистсене хӗçпăшалсăрлатас, тыткăна илес ӗçе вӗçленӗ те Цисек пунктра демаркаци линийӗ çинче Америка çарӗсемпе тӗл пулнă.
Майăн 12-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 7-мӗшӗччен Ендиер Никифоров тăракан дивизи демаркаци линийӗ çинче тăнă, çар пурлăхне тата хӗç-пăшала тирпейленӗ. Июнӗн 7-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 5-мӗшӗччен вара дивизи оркестрпа Европа тăрăх 700 километр утса тухнă. Кайран хăй килтисене каласа панă тăрăх, çав оркестр сасси чылайччен пуçӗнче янранă унăн.
1945 çулхи ноябрьте Никифорова Венгрирен демобилизациленӗ. Яндияр Сидияровича «Ворошиловский стрелок» паллă, «Германие çӗнтернӗшӗн» медаль парса чысланă. Мăшăрӗпе çичӗ ача çуратса ӳстернӗ вӗсем.
#МойГеройМояСемья
Светлана МУКМИНОВА,
таврапӗлӳçӗ.
В. Никифоров архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев