Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Моисей ачасене чăвашла вӗренттӗр…»

Григорий Тимофеевăн кун-çулӗпе интересленсех тăнипе унăн «Тăхăрьял» кӗнекине пӗрмаях алла тытатăп. Кашнинчех маларах тимлӗх уйăрман пӗчӗк хыпарсем тупатăп. Акă 2002 çулхи кăларăмра 370-мӗш страницăра çак йӗркесем пур: «…Сирӗн патра пулнă хыççăн Нăрвашра Моисей Тимофеевич патӗнче çӗр каçрăмăр».

Ӗç пулăмӗ çапла: Г.Т.Тимофеев 1899 çул вӗçӗнче Элшелтен Шупашкара çити çулçӳревре пулать. Лавçăра хуньăшӗ Никифор Озеров çӳрет. Çав вăхăтра пуштă çулӗ Пăва урлă Елчӗке, Елчӗкрен Çӗрпӗве, унтан Шупашкара хывăннă. Ăна Çар присутствине (хальхилле каласан – Çар комиссариатне) чӗннӗ-мӗн. Хăй Элшелти шкулта ӗçлесе пурăннă пулин те, тăван ялӗнчех – Шупашкар уесӗнчи Тӗрлемесре хресчен пек, çӗр пайӗн хуçи пулнă май, шутланса тăнă. Çавăнпа унăн çар хӗсмечӗн ыйтăвӗсемпе Чӗмпӗре мар, Шупашкара кайма тивнӗ. (Элшел ялӗ Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесне кӗрекен Пăрăнтăк вулăсӗнче тăнă – В.Ц.). Çулçӳревре Тимофеев пӗрремӗш хут Кӗçӗн Елчӗкре чарăннă, Христофор Петрович Петров вӗрентӳçӗ патӗнче çӗр каçнă.

«…хамăн çыру вӗçӗнче, Хрис­тофор Петрович, Сиртен çапла ыйтасшăн: Кӗçӗн Елчӗкре манăн хуньăм-лавçă çӗр каçнă кил хуçине çичӗ пуслăх виçӗ пуштă маркине парсамăрччӗ...» (Григорий Тимофеев Х.П.Петров патне çырнинчен.  «Тăхăрьял», 2002, 370 стр.).  

Кам-ха вăл – Моисей Тимофеев?

Тепӗр чарăну Нăрваша çитсен пулать. Çырура Моисей Тимофеевича асăннă. Эппин, кам-ха вăл, Моисей Тимофеевич? Малтанах Нăрваш топоним пирки калар. Вăл Чăваш Енре Патăрьел тата Тăвай тăрăхӗсенче тӗл пулать. Паллах, Шупашкара кайнă чухне çӳрев Патăрьел урлă çавра çулпа мар, тӳррӗн, Тăвай еннелле хывăннă ӗнтӗ. Унта вара чăваш ялӗ Енӗш Нăрваш пур. Чаплă ял – артистсемпе художниксене, композиторсене, писательсене, патшалăх ӗçӗнче палăрнă ертӳçӗсене çитӗнтернӗ. СССР халăх артистки Вера Кузьмина ятне çеç асăнар…

Шăпах Енӗш Нăрвашри шкулта Моисей Тимофеевич Тимофеев вӗрентнӗ.  Григорий Тимофеев ăна малтанах паллани сисӗнет.  «…Вӗсем мана ним çӗннине те калаймарӗç, хамран вара тем çинчен те ыйтса пӗлесшӗн пулчӗç», – тет «Тăхăрьял» авторӗ. (270 стр.). Моисей Тимофеев 1856 çулхи июнӗн 15-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнинче Пăва уесне кӗрекен Нӗркӗç ялӗнче (Халӗ Чăваш Рес­публикин Комсомольски тă­рăхӗ) хресчен çемйинче çуралнă. Патăрьел вулăсӗнчи Кушкă ялӗнчи «Хутла вӗрентекен» шкулта пӗлӳ илнӗ.

И.Я.Яковлев 1873 çулхи декаб­рӗн 10-мӗшӗнче Кăнна Кушки ялне Алексей Рекеев патне çыр­нинчен: «…У Клементия живет известный тебе мальчик Моисей, в последнее время я ему поручил продавать чувашские книги, узнай хорошенько, как это идет. Клементий на святки, вероятно, захочет ехать к родным, пусть он это так и сделает…В отсутствие Клементия в школе может заниматься Моисей. Вăл чăвашла кăна вӗренттӗр ачасене, чăвашла авантарах вӗрентме питӗ кирлӗччӗ...» (Яковлев И.Я. Письма, 161 стр., 97-мӗш çыру). 

Çырура асăннă Клементий вăл – Клементий Макарович Макаров, Каçал тăрăхӗнче Йӳç Шăхаль ялӗнче (халӗ Чăваш Рес­публики, Комсомольски округӗ) çуралса ӳснӗ. Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчен пӗрремӗш ăстрăмпа вӗренсе тухса 1873 çулта учитель ятне тивӗçнӗ. Вӗреннӗ чухнех И.Я.Яковлева куçару ӗçӗнче пулăшнă. Пултаруллă çамрăка Кăнна Кушкине Игнатий Иванович Иванова (И.Я.Яковлев тантăшӗ, пирвайхи чăваш писателӗсенчен пӗри, Кăнна Кушкинчи шкулăн пӗрремӗш вӗрентӳçи) пулăшаканӗ пулса ӗçлеме яраççӗ. Унтан вăл Хутарти (халӗ Çӗмӗрле округӗ) шкулта тăрăшать. Каярахпа Н.И.Ильминский профессор сӗннипе чиркӳ ӗçне куçать, Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесӗнчи Улхаш ялӗнчи (халӗ Ульяновск облаçӗ, Чăнлă районӗ) чиркӗвӗн священникӗ пулать. Моисей Тимофеев çак Клементий Макаров патӗнче пурăннине асăнать те И.Я.Яковлев. Мӗншӗн ун патӗнче-ха?

Тимофеевăн тăван ялӗ – Нӗркӗç – Йӳç Шăхалӗнчен аякрах мар вырнаçнă.  Моисей 14 çулта чухне ерекен хăрушă чире пула (эпидеми) ашшӗ, пиччӗшӗ, икӗ аппăшӗ вăхăтсăр çӗре кӗреççӗ. Ахăртнех, çав синкерлӗ вăхăтра ача çулӗ çине Клементий Макаров тӗл пулнă, вăл Моисее упраса хăварса çынна кăларас тӗллевпе, Кăнна Кушкине, хăй ӗçлекен шкула илсе кайнă.  

Пирвайхи 16 вӗренекентен пӗри

Кăнна Кушкинче 1871 çулта И.Я.Яковлевпа И.И.Иванов тăрăшнипе Вӗрентӳ министерствин пӗр класлă училищи уçăлнă. Пархатарлă ӗçре вӗсене Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халăх училищисен директорӗ И.Н.Ульянов сӗнӳсемпе те, укçа-тенкӗпе те пулăшса тăнă. Çав вăхăтра Иван Яковлевич Хусан университетӗнче вӗреннӗ ӗнтӗ, çапах та тăван ялӗнчи шкула та манман, унăн ӗçне-хӗлне асăрхасах тăнă. Шкула пысăкрах статуслă тăвас тесе те нумай тăрăшнă вăл. Кунта хăйсен ӗçне чунтан парăннă вӗрентекенсем ӗçлеччӗр тесе тимленӗ. Пӗрремӗш учитель пулма хăйӗн тантăшне, ачалăхри тусне Игнатий Иванова шаннă. Ăна хис­те-хисте хăй тӗллӗн хатӗрлентерсе, Чӗмпӗрте уес училищинче экзамен тыттарса вӗрентекен ятне илме пулăшнă. Игнатий Иванов. Фото из сайта наследиечувашии.рф

Игнатий Иванов пӗрремӗш чă­ваш букварӗсене ӗçре тӗрӗслесе пăхаканӗ пулнă, хăй те пӗчӗк калавсем çырнă, вӗсем халӗ чăваш литература аталанăвӗнче пирвайхи прозăлла хайлавсен шутӗнче тăраççӗ, авторне чăваш писателӗ тесе хисеплетпӗр. Мои­сей Тимофеев Кăнна Кушкинчи шкулăн пӗрремӗш вун ултă вӗренекенӗ йышӗнче тăнă. Ăна Иван Яковлев пӗлнӗ, ав, вӗрентекен вырăнне уроксем ирттерме те шаннă. Каярахпа та унпа çыхăнăва татман.

И.Я.Яковлев Хусан вӗренӳ округӗн попечителӗ П.Д.Шес­таков ирӗк панипе Кăнна Кушкинчи пӗр класлă училищӗрен вӗренсе тухнă пултаруллă çамрăксене учитель ятне илме пулăшнă. Кун пирки кӗнекесенче питех çырман, çапах та просветителӗн аса­илӗвӗпе çырăвӗсене ву­ласан Алексей Рекеев, Игнатий Иванов тата чăваш шкулӗн пирвай­хи вӗренекенӗсем ытла­рах хăйсем тӗллӗн хатӗрленсе, экзамен тытса вӗрентекен ятне илнине пӗлетпӗр.

М.Т.Тимофеев 1888 çулта Чӗмпӗрти уес училищинче экзамен парса учитель ятне тивӗçнӗ. Вăл çак вăхăт тӗлне саккăрмӗш çул ӗнтӗ Енӗш Нăрвашри чиркӳ прихучӗн шкулӗнче ачасене пӗлӳ парса пурăннă. Хă­йӗн ӗçне пӗлсе, ăнланса, тăрăшса пурнăçланă вăл.

Ачисем те ашшӗ çулӗпе кайнă

Тăвай тăрăхӗнчи паллă таврапӗлӳçӗ, педагог, музейçă Владимир Васильевич Петров мана çапла çырса пӗлтерчӗ: «М.Т. Тимофеева халăха вӗрентес ӗçри тăрăшулăхӗшӗн 1887 çулта Александровски хăю çине çакнă кӗ­мӗл медаль парса чысланă. Унăн ачисем те вӗрентӳ ӗçне суйласа илнӗ, ашшӗ çулӗпе кайнă. Акă Серафимăпа Елизавета Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнчен вӗренсе тухса учитель ятне илнӗ. Шел, Елизавета Моисеевна шкулта виçӗ çул çеç ӗçлейнӗ, чире пула 21-рех пурнăçран уйрăлнă. Серафима Моисеевна тăван шкулта икӗ çул ӗçлесен ытти çӗрте вăй хунă, унăн педагогика стажӗ 40 çула çитнӗ.

Аслă хӗрӗ Анастасия Моисеевна 1898 çулта Хусанти учительсен семинарийӗнче экстерн йӗркипе экзамен тытса пуçламăш училище  вӗрентӳçин ятне илнӗ. Вăл 27 çул тăван шкулӗнче ӗçленӗ, унтан Тăвайри шкулта 1945 çулччен тăрăшнă. 1940 çулта ăна «РСФСР шкулӗн тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ» ятпа чысланă, 1945-мӗшӗнче Ленин орденӗпе наградăланă. 

1936 çулта Анастасия Моисеевна Кун кӗнекинче çапла çырса хунă: «…Эпӗ вӗрентнӗ ачасенчен хăшне-пӗрне кăна асăнар: В.И.Токсин – ЧАССР Халăх комиссарӗсен Канашӗн председателӗ; Н.Л.Юшунев – Чăваш АССР Ӗç тăвакан комитет председателӗ; Г.И.Иванов – Чăваш АССР Патшалăх планӗн председателӗ; М.С.Спиридонов, Н.К.Сверчков – паллă художниксем; Д.Д.Даниловпа А.И.Иванов – хаçат редакторӗсем; С.М.Максимов – Чӗмпӗр чăваш шкул­ӗн­че вӗрентнӗ чаплă композитор тата ыттисем. Хамăн ӗçе эпӗ яла­нах ăнăçу кӳмелле йӗркелеме, ачасене тӗрӗс шухăшлама вӗ­рентме тăрăшнă. Вăй-хал пур-ха,­ ­ӗçе малалла тăсас шухăшлă»

Бюст Моисея Тимофеев

М.Т.Тимофеевăн тăваттăмӗш хӗрӗ Мария Моисеевна Хусанта хӗрсен гимназийӗнчен «питӗ лайăх» паллăсемпе вӗренсе тухсан 50 çула яхăн шкулта ӗçленӗ. Ăна та 1949 çулта Ленин орденӗпе наградăланă. Пиллӗкмӗш хӗрӗ Александра Моисеевна Патăрьелти педагогика училищинче пӗлӳ илнӗ, вӗрентӳçӗ пулса Комсомольскинчи шкулта вăй хунă. Вăл «Ӗçри хастарлăхшăн» медале тивӗçнӗ. 

Çапла вара пилӗк ачи ашшӗн ӗçне малалла тăснă, педагогсен династине йӗркеленӗ. М.Т.Тимофеевăн Маня ятлă кӗçӗн хӗрӗпе пӗртен-пӗр Николай ывăлӗ шкул çулне суйламан, çапах та вӗсем те хăйсен ӗçӗнче ырă ятлă пулнă. 1919 çулта çуралнă Николай Моисеевич Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнă, 1943 çулта Киев патӗнче паттăрла пуç хунă.

Çемьери педагогсен ӗç стажӗ, пӗрле хушсан, 220 çулпа танлашать, вӗсенчен 76 çулне Моисей Тимофеевичпа хӗрӗсем Енӗш Нăрваш çыннисене çутта кăларас ӗçе панă. Ял-йыш ку çемьене паянхи кун та ырăпа аса илет».  

Шкулта историпе асăну музейӗ ӗçлет

Асăрхарăмăр вӗт: Григорий Тимофеев çырăвӗнче асăннă çыннăн кун-çулне тӗпчени мӗн чухлӗ çӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ. Моисей Тимофеевич Тимофеев Кăнна Кушкинче виçӗ çул пурăннă, виçӗ çул шкулта вӗреннӗ.  Кунта вăл çивӗчлӗхӗпе, хастарлăхӗпе, вӗренӳ енне туртăннипе палăрса тăнă. Кӗлеткипе те, ăс-хакăлӗпе те ӳссе, çирӗпленсе пынă, çавăнпа ялти училищӗре илнӗ пӗлӳпех тепӗр ялти (Енӗш Нăрвашри чиркӳ прихучӗн шкулӗ) шкулта ачасене вӗрентме пуçăнать. 

Кун пек тӗслӗхсем вăл вă­хăтра чылаях пулнă, мӗншӗн тесен ятарлă пӗлӳллӗ, чăвашла лайăх пӗлекен учительсем çитмен. Ахăртнех, 16-ри çамрăка çав вăхăт тӗлнелле чăвашсем пурăнакан уессенче самаях палăрма ӗлкӗрнӗ И.Я.Яковлев ырă сăмах калани те хавхалантарнă пулӗ. Просветитель тăрăшăвӗпе 1882 çулхи октябрӗн 18-мӗшӗнче Енӗш Нăрвашра Çутӗç минис­терствин пӗр класлă пуçламăш пӗлӳ паракан шкулӗ уçăлать. Вӗрентекен пулма Иван Яковлевич хăй лайăх пӗлекен М.Т.Тимофеева шанать. Иван Яковлевичпа Моисей Тимофеевич хушшинчи çыхăнăва ӗçлӗ хутшăну темелле пулин те, кунта туслăх пурри те сисӗнет.  

1887 çулта Енӗш Нăрвашра шкул валли ятарлă çурт тăвас ыйту тухса тăрсан И.Я.Яковлева пулăшаканӗ Моисей Тимофеевич пулать. Строительство ӗçӗсем пуçлансан Иван Яковлевич Енӗш Нăрваша темиçе те килсе кайнă. Паллах, вăл М.Т.Тимофеевпа та курнăçнă. Вӗсене çывăхлатаканни Кăнна Кушки ялӗ пулӗ тетӗп. Иккӗшӗшӗн те питӗ çывăх ял пирки тунсăхласа калаçма сăлтавӗсем пулнах çав. 

Енӗш Нăрвашри шкул

Енӗш Нăрвашра 42 çул ӗçлесен М.Т.Тимофеев тăван тăрăхне таврăнас тет. Кунти шкулти вӗрентӗве хӗрӗ Анастасия Моисеевна пултаруллăн малалла тăсни те çапла утăм тума хис­тенӗ-тӗр. Моисей Тимофеевич Комсомольски тăрăхӗнчи шкулсенче пӗр хушă вӗрентет. 1930 çулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче вăл ӗмӗрлӗхех куçне хупнă.  

Енӗш Нăрвашра пурăнакансем И.Я.Яковлев тăрăшса, вăй хурса уçнă шкулăн çуртне тирпейлӗн упраса тăраççӗ. Халӗ кунта, Кăнна Кушкинчи пекех, историпе асăну музейӗ ӗçлет. Ял хастарӗсем Теччӗ тăрăхне кайса килнӗ. Кунти халăхпа курнăçса калаçнă, илемлӗ концерт кăтартнă, хăйсен шкулӗнче Кăнна Кушкинче пӗлӳ илнӗ Моисей Тимофеев ӗçленине мăнаçланса пӗлтернӗ. (Василий ЦЫФАРКИН. Пăва районӗ, Элшел. Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Иван Яковлев просветитель Моисей Тимофеев сподвижник И.Я. Яковлева