Молоствовсем – Чистай чăвашӗсемшӗн тӗслӗх
Пушă вăхăт тупса пӗр илемлӗ кун Молоствовсем патне – Витали пиччепе Лида аппа патне – кайса килес терӗм. Вӗсем – Чистайра паллă чăвашсем. Пӗр-пӗрне тахçантанпа пӗлетпӗр. Эпӗ 1996 – 2003 çулсенче Чистай районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи пулнă май вӗсене иккӗшне те нумай мероприятие чӗннӗ, вӗсем хаваспах хутшăннă. Чăвашсем хушшинче вӗсене пӗлмен çын та çук пуль.
«Шăпчăк» ансамбль йӗркеленсен 1996 çулта вӗсем унта çӳреме пуçларӗç. Лида аппа солисткăччӗ. Ансамбльпе вӗсем хулара, ытти районсенче, республикăра иртекен чăваш мероприятийӗсенчен пӗринчен те юлман.
Чистайри сехет завочӗ хупăнсан Лида аппа çăкăр заводӗнче ӗçлерӗ. Обществăлла ӗçсене хастар хутшăнаканскере Ветерансен канашӗн председательне суйланă. Çулне пăхмасăр вăл халӗ те унта вăй хурать. Хулари Ветерансен канашӗнче те культура енӗпе комиссире ӗç илсе пырать Лида аппа. Ветерансемпе ирттерекен мероприятисене Витали пиччепе иккӗшӗ те хутшăнаççӗ.
Пит илемлӗ юрлаççӗ Молоствовсем. Лида аппа сăвăсем те çырать, кӗввине те хăйех кӗвӗлет, юрлама та ăста. Чăвашла та, тутарла та, вырăсла та шăрантараççӗ кăна. Нотăсем те пӗлмест, шкулта та 7 класс таран кăна вӗреннӗ. Çамрăклах юрăçă пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах выçăллă-тутăллă çамрăклăх вăрçă ачине ӗмӗчӗсене пурнăçлама паман. Хăйӗн ачисене ӳстерсе çитӗнтерсен кăна Лида аппан ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ çитнӗ.
Хальхи вăхăтра та Молоствовсем ӗçсӗр лармаççӗ. Килӗ-çурчӗ тирпейлӗ, çумӗнчи пахчине те иккӗшех йӗркене кӳртсе тăраççӗ. Пахча çимӗç ӳстереççӗ, ăна хӗл валли пӗр сая ямасăр тирпейлеççӗ.
Витали пичче 84 çулта, Лида аппа 79-та. Вӗсене иккӗшне те инсульт та пулнă, тӗрлӗ операцисем те тутарма тивнӗ. Чире парăнмасăр халӗ те активлă пурнăçпа пурăнма тăрăшаççӗ. 30 çул хушши пӗр çул сиктермесӗр «Сувар» хаçата çырăнса илеççӗ, пит юратса вулаççӗ. «Суварăн» 1-мӗш номерӗпе Лида аппана çăкăр заводӗнче ӗçленӗ чухне Василий Дедушкин паллаштарнă.
Акă мана та пит хапăл кӗтсе илчӗç Молоствовсем. Лида аппан инсульт пулнă хыççăн пӗр аллипе ури пит лайăхах ӗçлемеççӗ пулин те килӗнче питӗ тирпейлӗ, кукăль те пӗçернӗ хăй.
Çулла Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче иртнӗ «Выля, хуткупăс» фестивале хутшăнса Лида аппа I степеньлӗ лауреат ятне тивӗçнӗ иккен.
Алă ӗçӗ тума та пит ăста Лида аппа. Вăл пӗлмен ӗç çук та пуль. Пир тӗртме те пӗлет, йӗпсепе е крючокпа та темӗн те çыхать. Килӗнче музей пек. Алă ăстисен конкурсӗсене хутшăнса пӗрре мар малти вырăнсене тивӗçнӗ маттур чăваш хӗрарăмӗ. Ак, нумай пулмасть кăна ветерансен хушшинче иртнӗ Алексеевскинчи конкурсра «Чăваш тӗрри» номинацире II степеньлӗ Диплом çӗнсе илнӗ. Кăçалхи çитӗнӳсем пирки каласа парса пит савăнтарчӗ Лида аппа. Сăмах май, унăн тӗрлӗ Тав хучӗсемпе Дипломсем питӗ нумай, Хусанта Кремльте те пулса курнă вăл.
Сывлăх сунатăп сире, Витали пиччепе Лида аппа. Чирсене парăнмасăр çӗнӗ çитӗнӳсем туса, чăвашлăхшăн тăрăшса, çамрăксемшӗн тӗслӗх пулса тата нумай çул пурăнмалла пултăр.
Нина СТЕПАНОВА.
Чистай.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев