Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ӖМӖРЕ ПӖРЛЕ ИРТТЕРМЕ ТУРĂ ÇЫРНĂ…

Чăваш Майнинче пурăнакан Вячеславпа Людмила Никифоровсем пӗрлешнӗренпе 50 çул çитрӗ

Вячеслав ӗçрен киле таврăннă май ял клубӗ умӗнче ачасем тем хытах шавланине илтрӗ. Пӗлтерӳ çакăнса тăрать иккен. Саврăшпуç ялӗнчен концертпа килессине сӳтсе яваççӗ. Хыпаланса çăвăнчӗ, апат турӗ те каччă тирпейлӗн тумланса ял клубнелле утрӗ. Саврăшпуçсем çитнӗ те иккен. Концерт пуçланчӗ. Сцена çинчи пӗр сатур та чипер хӗре курсан ун çинчен куçне илеймерӗ вăл. Концерт вӗçленсенех купăсçă вальс кӗввине тăсса ярсан куç хывнă хӗр патне васкаса пырса ташша чӗнчӗ. Хӗрупраç ташлама хирӗç пулмарӗ, тӗлӗкри пек çаврăнчӗç вӗсем кӗвӗ майăн... Çапла пуçланнă Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Людмилăпа Вячеслав Никифоровсен 50 çул тăсăлакан хитре романӗ.

Саврăшпуçсен концерчӗ хыççăн канăçне çухатрӗ каччă, куç умӗнчен каймарӗ кăмăлланă хӗр сăнарӗ. Канмалли куна аран кӗтсе илчӗ Вячеслав. Саврăшпуç ялне кайса тăванӗсем патӗнче чарăнчӗ, каç пулсанах ял клубне утрӗ. Куç хывнă хӗр те кунтах, анчах килне урăх каччă ăсатма кайрӗ. Тăванӗсенчен тӗплӗнрех ыйтнă хыççăн Людмила 1953 çулхи февралӗн 2-мӗшӗнче çуралнине, шăллӗпе иккӗшне аслашшӗн йăмăкӗ, мăнакăшӗ, ӳстернине пӗлчӗ. Ашшӗ вӗсене пӗчӗк чухнех пăрахса ялти пӗр хӗрарăмпа тӗнчене тухса кайнă, амăшӗ чире пула çӗре кӗнӗ иккен. Мăнакăшӗ ватă, шăллӗ çамрăк. Людмилăна çăмăл килмен, пӗтӗм йывăр ӗç ун çине тиеннӗ. 

Вячеслав Людмилăна килӗштернине пӗлтерсен, ашшӗ-амăшӗ тăлăх хӗр тесе тиркесе ывăлне авлантарма хирӗç пулман. Хӗр кăмăлне вара каччă  çавăрнах. 23-ри Вячеславпа 19-ти Людмила 1972 çулхине Чăваш Майнинче туй туса пӗрлешнӗ. 

Никифоровсем ялта, республикăра хисеплӗ çынсем, иккӗшӗ те ӗçре пысăк çитӗнӳ тунă. Вячеслав Степанович Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ механизаторӗ. 50 çул хӗлле трактористра, çулла комбайнерта тăрăшса тивӗçнӗ вăл çак чыса. Сăмах май, 1973 çулхине Германи тӗп хулине Берлина Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне те хутшăннă. Людмила Павловна та маттур. 42 çул культура  тытăмӗнче ӗçленӗскере 2003 çулта «ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ», вăл ертсе пыракан «Шуçăм» фольклор ансамбльне «халăх ансамблӗ» ят панă. 

Акă ӗнтӗ 50 çул юратса та килӗштерсе пурăнаççӗ Никифоровсем. Палăртса хăварам, пысăк çемьене лекрӗ Людмила: ашшӗпе амăшӗсӗр пуçне тата 8 пӗртăванӗ пур Вячеславăн. Туй туса пӗрлешнӗ вăхăтра пӗр аппăшӗпе пиччӗшӗ кăна çемьеленнӗччӗ, тепӗр 6 шăллӗ çамрăкчӗ-ха.

Çамрăк кин ир тăнă та апат пӗçернӗ, унтан ӗçе чупнă. Колхозри ӗне ферминче лаборантка пулса ӗçленӗ вăл. Каçхине таврăнсан килти ӗçсене тунă та тепӗр ӗçе васканă. Клубăн илемлӗх ертӳçинче тăрăшаканскер çӗрле 23-24 сехетченех ӗçлемелле пулнă. Талăкне миçе сехет çывăрайнă-ши вăл ун чух?

Çу пуçлансан Вячеслав комбайнер пулса ӗçленӗ, Людмила та юлман, унăн пулăшуçинче тăрăшнă. Ăçтан илнӗ-ши мăшăр чăтăмлăхпа иксӗлми вăй-хал? 

Ултă шăллӗне туй туса авлантарнă Никифоровсем. Хунямăшӗ 8 кинрен ытларах  Людăна килӗштернипе вӗсене тӗп çуртра пурăнма пехилленӗ. «Эпир те Вячеславпа хулана кайма пултарнă, анчах ани пехилӗнчен иртес темерӗмӗр, йывăр пулсан та ялтах, тӗп килте юлтăмăр, анипе атине ватăлса виличченех хамăр пăхрăмăр», – тет вăл кун пирки. 

Ашшӗ-амăшӗ çут тӗнчере çук пулсан та мӗнпур тăванӗ халӗ те тӗп çуртра пуçтарăнать. Савăнăçа та, хуйха та пӗрле пайлать пысăк çемье. 

Вячеслав Степановичпа Людмила Павловна Никифоровсем виçӗ ача çуратса пурнăç çулӗ çине кăларчӗç. Виççӗшне те çӗршыва юрăхлă турӗç. Ашшӗ-амăшне пăхса савăнмалăх тăватă мăнук парнелерӗç ачисем. Вячеславпа Людмилăна малашне те çавăн пекех савăнса, çывăх çыннисене савăнтарса пурăнма Турă хуштăр. Сывлăх вӗсене! 

50 çул каялла Никифоровсен туйӗнче хӗр çумӗ пулнă 

Соня САНДИМИРОВА (ФАДЕЕВА).

Чăваш Ен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев