Ӗмӗрпе тан Унеслу
Ӗмӗр урлă каçнă çынпа паллашса таврăнтăмăр эпир, суварçăсем, черетлӗ командировкăран. Çак тӗлпулу çутă та ырă йӗр хăварчӗ, çав вăхăтрах чуна та ыраттарчӗ. Мӗншӗн тесен шăпи çăмăл мар. Йывăр ачалăх, выçăллă-тутăллă вăрçă çулӗсем, чӗрене ыраттаракан пурнăç пăрăнăçӗсем... Çапах телейпе савăнăç валли те вырăн пур унта
Унеслу Сидулловна Сатыбалован çул ӳсӗмӗ иккӗмӗш ӗмӗре кайнă – 102-ре вăл паян. Анчах çулӗсене кура мар тăнлă. Ачалăхӗпе çамрăклăхне те, çӗршыври пулăмсене те пит лайăх астăвать. Калаçăвӗ унăн сыпăнуллă, пӗрре те арпашмасть. Тӗлӗнсе каймалла вӗт. Пурнăçӗ тумхахлă та йывăр пулнине шута илсен уйрăмах тӗлӗнтерет. Мӗн кăна чăтса ирттермен хăйӗн вăрăм ӗмӗрӗнче. Тав Турра, паян кинеми лăпкăлăхра, ачисемпе мăнукӗсен, кӗçӗн мăнукӗсен хӳттинче, вӗсен ăшшипе киленсе пурăнать.
Пире унпа çак ял çынниех, ку тăрăхри паллă утарçă Юрий Сатыбалов паллаштарчӗ. Учӳка кайсан.
– Атьăр сире Унеслу аппапа паллаштаратăп. Вăл пирӗн ялти чи сумлă ватă. Шел, халӗ килӗнчен тухса çӳремест. Ик-виç çул каялла кăна Учӳка кӗлӗпе вăл пуçлатчӗ, – терӗ Юрий Ульдиярович пире кинеми пурăнакан тӗле çитерсе яма пулса. Килӗшрӗмӗр. Пуш алăпа хăнана çӳреме аван мар тесе хамăрпа учӳк пăттине илтӗмӗр те машина çине ларса ял урамӗпе вӗçтертӗмӗр. Хитре ял Патраклă. Часах икӗ хутлă капмар çурт умне çитсе чарăнтăмăр.
– Малтан пӗчченех кӗрсе тухам-ха, Унеслу аппа тӗл пулма килӗшӗ-и, – çапла тесе пирӗн çӗнӗ юлташ хапхаран кӗрсе çухалчӗ. Пăртакран тухрӗ.
– Атьăр пӳрте, килӗшрӗ, – йăл кулчӗ Юрий Ульдиярович.
Машина багажникӗнче «Шурăмпуç» журнал пурччӗ, ăна та парнелӗх илсе çурта кӗтӗмӗр. Пире Унеслу Сидулловнан хӗрӗ Роза ăшшăн кӗтсе илчӗ. Амăшӗн пӳлӗмне ертсе кайрӗ.
– Анне, сан пата хăнасем кунта, «Сувартан», – терӗ амăшне.
– Э-э, «Сувара» вулаттăм-ха эп, юлашки вăхăтра куç начартарах курать те вулаймап çав, – терӗ пире сăнаса кинеми. – Атя, ларăр, ларăр, – терӗ вăл диван çинчи пушă вырăна тӗллесе.
Унеслу Сидулловна пӗчӗк пит-куçлă, тăпăл-тăпăл кӗлеткеллӗ кинеми пулчӗ. Хӗр чухне питӗ хитре пулнă ӗнтӗ, халӗ те çулне кура чипер.
– Ятăр та илемлӗ сирӗн, – терӗм сывлăх суннă май. – Миçемӗш çулхи эсир?
– 1924 çулхи, мартăн 9-мӗшӗнче çуралнă, – хуравларӗ вăл калаçма кăмăллине палăртса.
– Аçăр-аннӗре астăватăр пулӗ?
– Астумасăр, – терӗ йăвашшăн кулса.
Унеслу Сидулловна пурнăçӗ çӗршывăн тӗрлӗ саманисемпе, вăхăчӗсемпе тӗл килнӗ – Совет çӗршывӗн йӗркеленӗвӗ, пӗрремӗш тӗнче вăрçи, унтан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи, аслă стройкăсем, космоса парăнтарни, СССР арканăвӗ, перестройка тапхăрӗ тата ытти. Аслă çынсемпе курса калаçнă чух ялан ӗлӗкхипе хальхи пурнăçа танлаштарса хак панине пӗлме интереслӗ. Ун чухне мӗнле пулнă? Хальхине мӗнле йышăнаççӗ? Кăсăк пулчӗ ун кун-çулӗпе паллашма.
– 7-ре эпӗ аттерен юлнă. Ăна кулак ачи тесе раскулачит тума хатӗрленнӗ. Унччен Элметре горком секретарӗ пулса ӗçленӗ. Вара вăл кантуртан хăй ирӗкӗпе заявлени çырса тухса каять. Çав вăхăтра эп 7-ре пулнă. Ашшӗ ячӗпе Пидулловиччӗ вăл. Анне Чияслу пулнă, – терӗ вăл хăй пурнăçӗпе паллаштарма пуçласа.
Унеслу аппа çемьере виççӗмӗш ача пулнă. Ун умӗнхисем вилнӗ.
– Тăваттăмӗшӗ те çуралнăччӗ, Венера ятлăскер, виççе кайсан вăл та вилчӗ, – иртнине аса илчӗ Унеслу аппа. Çапла вăл пӗр-пӗччен ача юлать çемьере. Çамрăклăхӗ ун вăрçă çулӗсене тивет. Вăйпитти арçынсем фронта тухса кайнипе часах ял хӗрӗсене те мобилизаципе тӗрлӗ хуласенчи заводпа фабрикăсене ӗçлеме яма тытăнаççӗ. Паллă ӗнтӗ, унта ӗç алли кирлӗ пулнă. Унеслу аппана та çак шăпа тивет. Пӗкӗлмере аэродром тунă çӗре хутшăнать вăл, Хусанти вертолет заводӗнче токарьте ӗçлет.
– Завода тӗрӗслесе кӗртетчӗç. Алăк икӗ енӗпе те милици сыхласа тăратчӗ. Пурăнма баракра пурăнаттăмăр.
– Хăтлăхсем пулман ӗнтӗ сирӗн?
– Мӗн пултăр ӗнтӗ унта, эй, туалечӗсем те урамраччӗ. Мӗн кăна ӗçлеттерместчӗç тата. Кăмака та тăваттăмăр, штукатурка та. Тăватă çул пултăм Хусанта. Токарьте ӗçленӗ чухне ман çăкăр карточкине вăрларӗç. Пальтона та вăрларӗç. Вăт çапла. Мунчара пӗр хӗр ӗçлетчӗ, çăкăрла унран пӗр бушлат илтӗм. Талон çуккипе çăкăрсăр юлтăм. Пӗринче çапла тăна çухатса станок умӗнчех йăванса кайнă эп.
– Выçăпа?
– Вара.
– Карточка тепре илме май çукчӗ-и?
– Эп ăна ыйтса çӳре те пӗлмен ӗнтӗ. Унтан мана икӗ уйăха киле ячӗç. 1943 çулччӗ пулӗ. Таврăнма тата билет çук. Тамбурта ларса пытăм. Хӗлле, январь уйăхӗнче, – тет йывăр çамрăклăхне аса илсе Унеслу аппа.
Шăнса ӗнтӗркенӗ хӗре тамбуртан проводницăсем вакуна илсе кӗреççӗ. Унта вăл кӳршӗри йыснăшӗпе хăй ялӗсене курать. Вӗсем хӗре киле тӗрӗс-тӗкел çитсе ӳкме пулăшаççӗ. Выçăпа та сивӗпе нушаланса пӗтнӗ хӗр чирлесе ӳкет. Ял канашӗнчен завода справкăсем çырса ярса парса Унеслуна ялта юлмалла тăваççӗ. Часах вăрçă та пӗтет.
Унеслу Сидулловна шкулта тăватă класс кăна пӗтернӗ, вăл вăхăтра малалла вӗренме çăмăл пулман. Пуçламăш пӗлӳ илнӗ хыççăн ăна ултă уйăха медсестрана вӗренме ярасшăн пулнă та, шел, ӗмӗчӗ пурнăçланайман – вăрçă пуçланнă.
– Пилӗк çул медсестрасем патӗнче, хамăр ялти больницара ӗнтӗ, уборщицăра ӗçлерӗм. Вӗсем мана банка лартма, массаж тума вӗрентрӗç. Вун иккӗрен пуçланă унта ӗçлеме. Унтан колхозра ӗçлерӗм, суха сухаларăм, сеялкăпа акрăм. Лашапа сухалаттăмăр. Выртаракан машинапа та ӗçленӗ. Çамрăк пулсан та йывăр ӗç ӗçленӗ. Бригадăра пӗр чӗлхесӗр ача пурччӗ. Вăт çавăнпа выраттăмăр. Чӗлхесӗр пулсан та ăстаччӗ вăл. Машина япалисене аван пӗлетчӗ.
Унеслу аппан çамрăклăхӗ кăна мар, ачалăхӗ те питӗ йывăр пулнă. Кулянса аса илет вăл çак çулсене. Ун ашшӗпе амăшӗ çирӗп пурăннă, пӳрчӗ те лайăх пулнă, картиш выльăх-чӗрлӗхпе, чăх-чӗппе тулли пулнă. Раскулачит тăвассине пӗлсен ашшӗ хăй ирӗкӗпе ялтан тухса кайнă хыççăн пурнăçӗ вӗсен йывăрлăха кӗрсе ӳкет. Унеслу аппа сăмахӗпе ашшӗ Троицк хулине тухса каять. Кун пек район Мускав шутӗнче те пур. Наука хули пулнăскер 2012 çулччен Мускав облаçне кӗнӗ. Хула сарăлса пынă май ун тытăмӗнчи район пулса тăнă. Троицкий текен поселок та пур, вăл Мускав облаçӗнчи Истрински районне кӗрет. Свердловск облаçӗнче те Троицк хула пур. Çавăнпа хăш хула çинчен сăмах пынине татса калама çук, Унеслу Сидулловна ăна аса илеймерӗ.
Çак хуларанах ашшӗ вăрçа каять. Суранланнă хыççăн пӗр хӗрарăм патне киле кӗрет. Унăн упăшки тыткăна лекнӗ пулнă. Сидулла Тимофеев çав хӗрарăма качча илет, ачи те çуралать вӗсен. Пӗрремӗш упăшкинчен ывăлӗ çав вăхăтра салтакра пулнă.
– Çаксене каласа панă тăрăх кăна пӗлеп ӗнтӗ. Хасăр çав хӗрарăмăн пӗрремӗш упăшки тыткăнран таврăнать, ывăлӗ те. Вӗсем аттене ирӗксӗрлесе эрех ӗçтернӗ пулать те икӗ хулӗнчен çавăтса кайса пуйăс айне пăрахнă. Çапла тесе каласа пачӗç. Аттепе пӗртăванӗн ывăлӗ милициччӗ. Каясшăнччӗ вӗсем унта. Хăвăра та вӗлерсе ярӗç тесе калакаланипе каймарӗç.
Сидулла Тимофеев унта та яваплă çӗрте ӗçленӗ пулнă-ха, хут ӗçне лайăх пӗлекенскер заводра пуçлăх пулса вăй хунă. Шел, пурнăçӗ синкерлӗ вӗçленнӗ.
Амăшне пит чӗреленсе аса илет Унеслу аппа. Мăшăрне çухатсан вăл хăй пурнăçне йӗркелес тӗллевпе тепре качча тухать.
– Шешкел паçулккинченччӗ упăшки. Пирӗн ялтан 25 çухрăмра вăл. Ӗнене, чăхсене илсе анне çавăнта тухса кайрӗ. Эп ун чух саккăрта пулнă.
– Сире хăйпе илмерӗ-и?
– Эп малтан каймарăм. Кайран илсе кайрӗ вара. Пирӗн çурт вӗр-çӗнӗччӗ, атте туса хăварни. Çавна та сутрӗ анне кайнă чух.
Çăмăл пулман пӗчӗк Унеслуна ют килте. Тăван мар ашшӗ ӗçлемест тесе мăкăртатнă ялан. Вара амăшӗ ăна хăйпе пӗрле ыраш вырма илсе çӳрет. Пӗчӗкскер çурлапа касăлса пӗтет. Çапах ача пуççăн та кунне 25 кӗлте таран вырма хал çитерет. Пурăнсан- пурăнсан амăшӗ хӗрӗпе пӗрле, хăй йывăрлă çын пулнине пăхмасăрах, каялла уйрăлса килет. Упăшки ӗçсе тарăхтарнине чăтайман урăх. Çурт сутнă укçине те ӗçсе ярать çавскер.
– Яла хӗлле, январьти шартлама сивӗре ӗнене çавăтса таврăнтăмăр. Хасăр пирӗн çурт та çук. Куккасем патне кӗтӗмӗр. Вăл конюх пулса ӗçлетчӗ ывăлӗсемпе. Пăртакран аннене татах качча илме килчӗç. Эп урайӗнче йăваланса макăртăм ун чух – аннене качча ан кай тесе. Каймарӗ. Çав кунах мăнакка патне кайрăмăр тата. Ак кунта тепӗр çын килчӗ. Хам та ача-пăча çав ӗнтӗ. Кунта каятпăр терӗм. Çапла анне тăватă ачаллă çынна качча тухрӗ. Арăмӗ вилнӗ ун. Унта лайăх пурăнтăмăр, – ассăн сывласа ячӗ тумхахлă ачалăхне аса илсе Унеслу аппа.
Çапла Чияслу мăшăрӗн тăватă ачине те тӗрӗс-тӗкел пăхса ӳстерет. Пӗри кăкăр ачи кăна пулнă-ха вăл качча пынă чухне. Чияслун хăйӗн ачи вара вилӗ çуралать. Упăшкин кӗçӗн ачине çапла хăйӗнни вырăнне хурса лайăх пăхать. Унеслушăн вăл тăван шăллӗ вырăннех пулнă. Питӗ туслă çӳренӗ иккӗш. Шел те, вăл та пурнăçран уйрăлса кайнă ӗнтӗ.
– Эпир унпа ăçта та пӗрлеччӗ. Вăрмана илсе çӳреттӗм. Ванюшка ятлăччӗ вăл. Унсăр пуçне тăван мар аттен Хунтиер, Ентиер ывăлӗсем, хӗрӗ Миньямал пурччӗ. Ентиерӗ манпа пӗр çулхиччӗ, вăрçăран таврăнаймарӗ, – каласа парать Унеслу Сидулловна.
Вăрçă чарăннă çӗре Унеслу çитӗннӗ хӗр пулнă ӗнтӗ. Çемен Сатыбалов ятлă яша качча тухать хӗр. Тӗлӗнмелле те, пулас мăшăрне ят параканӗ Унеслун ашшӗ пулнă. Сидулла Çемен ашшӗпе ачаран туслă пулнă иккен. Юлташӗн ывăл çуралсан çапла ят сӗннӗ. Вăрçăра та вӗсем пӗрлех пулнă кайран.
Унеслупа Семен Сатыбаловсен пилӗк ача çуралать – тăватă хӗрпе пӗр ывăл. Шел те, пӗр ывăлӗпе хӗрӗ пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Аля пиллӗкре чухне чирлесе çӗре кӗнӗ. Ывăлӗ Владимир пенсие тухсан икӗ çултан тăванӗсенчен ӗмӗрлӗхех уйрăлса каять. Пурăннă чух вăл нефть уçлакан предприятире механикре ӗçленӗ. Унăн ывăлӗ Геннадийпе хӗрӗ Наташа паян хăйсем те çемьеллӗ. Кашнин икшер ача.
Унеслу аппан виçӗ хӗрӗ те Патраклăра тӗпленнӗ. Вӗсем хăйсем те тахçантанпах асанне-кукамайсем. Кинемин 11 мăнукӗ те çитӗннӗ çынсем ӗнтӗ, хăйсен те ачисем пур – пӗтӗмпе 22 кӗçӗн мăнукпа кӗçӗн мăнукӗн 1 ачи Линда пур.
Унеслу Сидулловна сăмахӗпе пурнăçри канлӗхе вăл ватлăха кайсан тин тупнă. Мăшăрӗ кăштах сыпкалама юратнипе пурнăç ялан пӗр тикӗс пыман.
– Хамах кӗрепле те тунă, сенӗк-çава аври те лартнă. Вăтăр çул пурăнтăмăр упăшкапа, – терӗ Унеслу аппа.
1958 çулта çурчӗ те пушарта çунса кӗлленет. Анчах пуçне усман вăл, ачаран хăйне кăна шанма хăнăхнăскер пур йывăрлăха та чыслă чăтса ирттернӗ. Ачисене ӳстерсе пурнăç çулӗ çине кăларнă. Амăшне те ватлăхра хăварман, мӗн виличчен пăхса пурăннă.
– Халӗ эпӗ виççӗмӗш хӗрачапа Розапа пурăнатăп, вун ултă çул çитрӗ ӗнтӗ. Кӗрӳ пур чухнех вӗсем патне куçнăччӗ. Халь вăл пирӗнпе çук ӗнтӗ. Чӗрине операци тунă хыççăн тепӗр 10 çул пурăнчӗ те вилчӗ. Аслă хӗрача Лена, кӗçӗнни Марта та ман пата килсех çӳреççӗ. Аван пурăнатăп эпӗ халь, – терӗ вăл ăшшăн кулса. – Кӗрӳ лайăх пулчӗ. Мана вăл хăна пек пăхатчӗ. Хам та ӗçлеме ӳркенмен. Пӗлтӗр те сухан лартма тухкаларăм, кăçал кăна тухаймарăм.
Тивӗçлӗ канăва тухиччен Унеслу Сидулловна ялти интернат-шкулта поварта ӗçленӗ. 66 ача пулнă унта. Çăмăл мар ку ӗç, 66 ачана тăрантармалла вӗт. Кунне пӗрре кăна та пӗçермелле мар. Кастрюльсем йывăр, шывне, апат-çимӗçне сӗтӗрмелле тата ытти те. Иртнипе паянхине танлаштарма та çук тет вăл ассăн сывласа.
– Ӗлӗк ак ача чухне ларма çӳретчӗç, эпир те, ача-пăча, аслисем калаçнине итлеме юрататтăмăр. Тимӗр кайăк вӗçӗ, тимӗр лаша çӳрӗ тетчӗç. Стариксем ун чух самолет, трактор теме пӗлмен. Тата вăрçă пулӗ, пирӗн халăх çине хура халăх кӗрсе кайӗ тетчӗç, хамăр халăха хăвса кăларса ярӗç тетчӗç. Вӗренмен çынсем пулнă çав стариксем. Ăçтан пӗлнӗ-тӗр? Хальхи пурнăç çинчен каламалли те çук ӗнтӗ. Ӗлӗк, эй, вутта кайнă, ăна пӗчӗк урапапа туртнă. Нушаланнă ӗнтӗ.
– Халь пурнăçӗ çăмăл пулсан та çамрăксем пит юласшăн мар. Мӗн тейӗттӗр вӗсене? – ыйтрăм унран.
– Мӗн калан ӗнтӗ вӗсене? Пурнăç саккунӗсем çапла пуль. Ӗлӗкхи пек алăпа та ӗçлемелле мар та. Эпӗр ав сухине лашапа сухаланă. Вăрçă çулӗсенче лайăххисене илсе кайса пӗтерчӗç. Лашасем çӳреймеççӗ, çиме çук вӗсем валли. Пӗр-ик йӗр сухалаттăмăр та лашасене тăварса курăк çитереттӗмӗр. Пит нушаллă ӳснӗ çав эпир. Халь аван, ырлăх. Ачасене тав, пăрахмаççӗ мана, – вӗçлерӗ калавне Унеслу аппа.
Ун хыççăн тем вăхăт çемье фотоальбомӗсене пăхрăмăр. Кунта Унеслун ашшӗпе амăшне, хăйне çамрăк чухнехине, ачисемпе тăванӗсене курма кăсăк пулчӗ. Шурă-хура сăнӳкерчӗксем темле хăйнеевӗрлӗ. Кашни сăнӳкерчӗк уйрăм истори пек. Тавах Унеслу Сидулловнăна пире çапла ăшшăн кӗтсе илсе уççăн калаçнăшăн. Малалла та сывлăхпа пурăнма сунса уйрăлтăмăр унпа. Тата 105 çулхи юбилейне килме сăмах патăмăр.
Сатыбаловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев