Мӑсӑльмансен уявӗсем – пуриншӗн те канмалли кун
Ураза-байрама уявлама пуҫлакан кун майӑн 13-мӗшӗнче пулать. Курбан-байрама ӗненекенсем июлӗн 20-мӗшӗнче уявлама пуҫлаҫҫӗ
Рустам Минниханов Ураза-байрама таиа Курбан-байрама хӑҫан уявламалли кунсене ҫирӗплетнӗ.
Вӑл алӑ пуснӑ Указ текстӗнче "уйӑх календарӗпе тата йӗркеленнӗ йӑласемпе килӗшӳллӗн, Ураза-байрама уявлама пуҫлакан кун майӑн 13-мӗшӗнче пулать. Курбан-байрама ӗненекенсем июлӗн 20-мӗшӗнче уявлама пуҫлаҫҫӗ.
Республикӑри муфтиятра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2021 ҫул Хиджра календарӗпе 1442 ҫулӑн варрипе вӗҫне тата 1443 ҫулӑн пуҫламӑшӗпе варрипе тӗл килет. Сӑваплӑ Рамадан уйӑхӗ апрелӗн 13-мӗшӗнче пуҫланать те 30 куна тӑсӑлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев