Ӗмӗтӳсем куç тулличчӗ-çке-ха!.
Паян ирхине Владимир Карсаков чàваш режиссёрè (10.09.1961 - 02.09.19) пурнàçран уйрàлни çинчен илтсен тèнче хуралса килчè...
Çак сàнýкерчèке 1991 çулта ýкернèччè пек астàватàп. Борис Чиндыков кàларса тàракан "Аван-и" хаçатàн хàтлав каçèнчеччè пулас. Тимèр ун чухне Хусанкай ячèллè культура керменèнче èçлетчè, шухàш-èмèтпе çунса тàратчè. Пире, университетра вèренекен темиçе çамрàка, вàл çèнè тèллевèсемпе хèмлентерсе ячè. Чàваш яш-кèрèмè валли тàван чèлхепе сàвàсем вуласа, хамàрàн кèвèсене итлесе илемлè каçсем йèркелеме тытàнтàмàр. Вàл пуçарнипех 1992 çулхи ака уйàхèнче пèрремèш хут "Чàваш пики" конкурс иртрè. Вàлах мана тавлаша-тавлашах "санàн телевиденире èçлемелле" тесе èнентерчè, вут сапакан куçпа "пèрле фильмсем ýкерме пуçлàпàр, чàваш киноне чèртсе ярàпàр!" тесе илèртрè... Чàваш телевиденийè ирттерекен конкурса хутшàнма ýкèте кèртрè те, эпир унта пèрле èçлеме тытàнтàмàр...
Вàл иленсе èçлеме, камран мèн кèтмеллине курма, хàйèн илемлè èмèчèсемпе ыттисене "чирлеттерсе" яма пèлетчè. Суяна таçтан инçетрен куратчè. Сàмахне тытайман çемçешкесемпе татàклàн хутшàнма пàрахатчè. Хàйшèн анчах хèвèшсе-хирèлсе çýрекенсемпе юнашар лармастчè. Ирèк чунлàччè вàл. Ирèк чунлà пулнàранах 90-мèш çулсенче Прибалтика халàхèсене хисеплетчè (1991 çулта ушкàнпа Латвине пèрле кайса килме те тýр килнèччè - лавккасем пит кàсàклантарманран Рига урамè-тàкàрлàкèсенче иксèмèр ыттисенчен уйрàлса халàх характерè, тèнчекурàмè, иртнèлèхèпе пуласлàхè çинчен калаçса утнисем асрах...) Тимèре яланах тàван халàх шàпи шухàшлаттаратчè, калаçтаратчè. Кулленхи кашни èçне вàл чàваш халàхèн наци идейине палàртас тесе, хамàрàн чàн сàн-сàпата шырас, тупас тесе тàватчè. Чун-чèремèрèн хàвачèпе çýллèшне авалхи тèнèмèрте куратчè, мàн асаттесен таса йàлисене хисеплетчè.
Нумай кàларàм хатèрлерèмèр Тимèрпе пèрле. (Юрий Яковлевпа иккèшè тата та пысàкрах хайлавсем ýкерчèç). Чылай тавлашрàмàр. Ирèк чунлà пулнипех вàл студи уçса телевиденирен кайрè. Шухàш çирèплèхè, суйланà çулран пàрàнас çуккине шанни пире курнàçаймасàр пурàннà тапхàрсенче те пèр çулпах утнине пèлсе тàма май пачè. Наци телерадиокомпанине ертсе пыма та сèннè вàл мана: "сансàр пуçне çав вырàнта никама та курмастàп, сана кàна шанатàп", тесе ýкèтлерè. Тèпрен илсен, ыттисем ыйтнипе те мар, àна итлесе хутшàнма тивнèччè конкурса...
Культурàпа искусство институтèнче пултарулàх мастерскойè уçса хàй тавра кино юратакансене пуçтарма пултарчè тата Владимир Карсаков. Ун вèренекенèсем вàл ертсе пынипе, пèрлехи вàйпа темиçе илемлè фильм ýкерсе èлкèрчèç. Тимèр чèртнè вучах вèсен чèринче нихçан та сýнмè. Çакна вaл кайиччен курса, èненсе èлкèрчè. Çакà чи пахи... Тата, паллах, унàн èçне ывàлèсем, Атнерпа Аксар, малалла тàсèç.
Ытла та ир кайрàн, Тимèр тусàмàр, Владимир Фёдорович. Чирý ытла та тискер, шеллевсèр йышши пулчè-тèр... Èмèтýсем куç тулличчè-çке-ха!.. Чàваш Тèнчинче эс кàна йышàнма пултарнà вырàн пурччè. Çав вырàна èмèрлèхе пушатса хàвартàн-çке...
Айàп ан ту èнтè пире, айвансене, çак çèр пичè çине чàваш пулса пурàнма Турà янàскерсене, эс курас тенè пек пулса пèтерейменшèн. Малашне, тàнàмàр пулсан, сан èçýсем те пире пèр-пèрне таптаса мар, çèклесе, шанчàк парса чàваш пулса пурàнма вèрентèç.
Ирèклè те таса чуну çàтмахра пултàр.
Марина Карягина
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев