Муса Джалиль çуралнăранпа 119 çул
Кашни халăхăн хăйӗн паттăрӗсем пур. Вӗсем пирки аслисем те, ача-пăча та аван пӗлет. Халăх сума сăвакан çавăн пек паттăрсенчен пӗри вăл – Муса Джалиль. Тутарсен паллă поэчӗ, Ленин премийӗн лауреачӗ Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пуç хунă, Совет Союзӗн Геройӗн ятне илме тивӗçнӗ. Легендарлă совет поэчӗн чуна витерекен сăввисене чăвашла та куçарнă. Сире те вӗсемпе паллашма сӗнетпӗр.
ХӖРЛӖ САЛТАК ТӲМИ
Уçланка хӗвел çутатрӗ,
Шур чечексене вăратрӗ:
Пӗр-пӗрин çине пăхса,
Карăнчӗç йăл-йăл кулса.
Вӗсене çил ачашларӗ,
Çеçкисене вăркăштарчӗ.
Ирхи шуçăм сывлăмпа
Пурне те çуса тасатрӗ.
Çил вӗрнипе ярăнаççӗ,
Пӗр-пӗринпе савăнаççӗ.
Ăнсăртран вӗсем хумханчӗç –
Тантăшӗ енне куç ячӗç.
Темшӗн çакă хӗр пӗрчи
Шурă тумлă мар пӗртте.
Ытти шурă чечексем
Шурă кӗпепе пурте.
Юр пек шап-шур тумӗсем,
Унăн çеç кӗпи юн пек.
Ункăри шур чечексем
Тӗлӗнеççӗ: «Ма кун пек?
Ăçтан тупрăн кун пек тӗс?»
«Ним тӗлӗнмелли те çук.
Ак çапла ку пулчӗ ӗç –
Çӗркӗ пулчӗ çапăçу.
Ман çумра кунта выртатчӗ
Питӗ паттăр пӗр салтак.
Вăл пӗччен çеç çапăçатчӗ
Вун пиллӗкӗн тăшманпа.
Утăм та пӗртте чакмасăр
Вăл çапăçрӗ çӗрӗпе.
Ирпеле ăна амантрӗç –
Çăвăнтăм ун юнӗпе.
Кайрӗ вăл. Вăл çук. Кичем.
Кӗтрӗм шуçăма пӗччен.
Халӗ унсăр кулянатăп,
Чулпан-çăлтăр пек çунатăп».
СЕРЖАНТ
Фронтран таврăнать
Рельсне шаккаса
Состав. Çав шавпа
Кăштах ăмăртса
Ларап калаçса
Эп пӗр сержантпа.
Ун çӗтнӗ пурте:
Ашшӗ-амăш те,
Çуралнă çурт та.
– Ăçта-ха, ман тус, –
Эп ыйтрăм унран, –
Каян халь ăçта?
Чӗнмесӗр, хуллен
Кăларчӗ çыру
Кăкри кӗсйинчен.
Куратăп: куççуль,
Тен, савнăçпа пуль,
Сержант питӗнче.
– Ик çул тăтăшах
Вăл çырчӗ çыру
Çил-юр-тăвăлта.
Эп пӗлтӗм унран:
Урал хӗрӗ вăл,
Чӗнеç – Лямига.
Кашни çырунче
Туяттăм ялан:
Ăшши те артак.
Сисӳ юратни –
Хӗвел çути пек,
Халь ман кăкăрта.
Кӗреттӗм вăрçа.
Чӗрем çумӗнче
Çыру вăл çырни.
Шутлаттăм: «Мӗнех,
Телейӳшӗн сан
Эп вилӗп, савни».
Пӗлетн-и, юлташ,
Çыру мӗскерне
Фронтра вăл пире?..
Каятăп эп халь
Çыру хуçине
Курма çав хӗре.
Ик çул вăл мана
Сыхларӗ фронтра
Юратăвӗпе.
Тӗртсе ямӗ-ши
Çитсен ун патне
Çӗнтерӳпе эп?!
...Ак, пуйăс васкать,
Чăнах пӗлнӗ пек,
Унта кам ларать.
Сержант йăлкăшса
Кӗсйи тӗлнелле
Алне пӗр хурать.
Сержант именет,
Анчах ача пек –
Мăнаçлăх унра.
Мӗн чухлӗ ăшши,
Илем, юрату
Çитес тӗлпулра!
– Эх, йӗкӗтӗм, – теп, –
Герой юратни,
Ӗнен, шăллăм, эс –
Пит хаклă ăна!
Кӗтет Лямига,
Çунать саншăн çеç!..
Эх, вăрçă çулсем!
Ансат çырусем.
Унта – юрату.
Нумай хӗр-пике,
Халь хăй савнипе
Кӗтет тӗлпулу!..
Хӗрсем! Эсирех
Мăнаçланмалла –
Тăван çӗр çинче
Шанса тăнипе
Сыхлатăр вутра
Çӗршыв паттăрне!
Владимир Левуков куçарнă.
Каçар, Тăван çӗршывăм
Каçарсам эс, çӗршывăм, ăнман салтакна,
Хăвăн пӗчӗк пайна каçарсам.
Кӗрлекен çулăмра эп, чăн-чăн салтак пек,
Пуç хуманшăн мана каçарсам.
Кам калайӗ – сана эпӗ сутнă тесе?
Кам пултарӗ мана тиркеме?
Пӗлет Волхов çакна: эпӗ пач хăраман,
Пурнăçа эпӗ пач шеллемен.
Ункăна лекнӗскер, бомбăсен айӗнче
Вилекен тусăмсен хушшинче,
Чӗтренсе çунакан çӗр çинче
Эп ямарăм ята халиччен.
Эп тăкмарăм куççуль, ăнланса пӗтӗмпех:
Çук чакма каялла ман текех.
Эп куçа хупасса кӗтрӗ вилӗм тем пек, –
Вăл чăнах та çакна ӗненнех.
Эп кӗтмен ăнăçу, эп кӗтрет те кӗтмен.
Вилӗме тархаслаттăм: «Килсем!..
Хăтарсамччӗ, тархасшăн, чура пуласран!»
Тилмӗреттӗм: «Ӗçне вӗçлесем!..»
Эп çыраттăм тин çеç-ха кӗске çырусем:
«Маншăн, мăшăрăм, ан хăрасам.
Юлашки юн тумламӗ ӳксен çӗр çине,
Паттăр пек куçăма эп хупам».
Эп тин çеç-ха васкаттăмччӗ вăрçă хирне,
Хам тупа тунине астуса:
Çапăçу хирӗнче вилмеллех амансан,
Хатӗр эпӗ вилме... йăл кулса».
Эс, савниçӗм, мана вăй-хăват панăран,
Эс мана чӗререн савнăран,
Эп çӗр хут вăйлăрах, эп пин хут вăйлăрах –
Чи тискер, чи хаяр тăшманран.
Çирӗплетӗп çырса эп таса юнăмпа
Тăван çӗршӗн пуçа хунине.
Ман тупа, чӗрӗ шыв пек, вутра-çулăмра
Сиплӗ паттăр салтак чӗрине.
Çук çав, çук – тараймастăн шăпа çырнинчен:
Эп вилмерӗм; пӳрмен-мӗн вилме.
Эп перес тенӗ чух итлемерӗ мана
Пистолетăм – пемерӗ темме...
Скорпион хăйне хăй вӗлерет тепӗр чух;
Ăмăрткайăк ӳксе арканать...
Ăмăрткайăк пулман-и, мӗн, эпӗ тахçан?!
Мӗншӗн, вилӗм, шеллерӗн мана?! Мӗн тăвам?..
Пистолет улталарӗ мана.
Тӗплӗ çыхрӗ тăшман ман алла.
Юнăмпа эп шăварнă çула-сукмака
Тусанпа çил хупларӗ, паллах...
...Курăнать ирхи шуçăм карта леш енче.
Эпӗ – чӗрӗ, поэзи – вилмен:
Ăмăрткайăк чӗри хӗмленет-ялкăшать.
Хатӗр вăл тăшманпа кӗрешме.
Хӗрелет ирхи шуçăм карта леш енче –
Ялав пек – чунăма çӗклесе.
Ман чунра халь, туссем, курайманлăх кăна –
Вăй парать, кӗрешме пиллесе.
Эп çапах та шанатăп, шанатăп çакна,
Çитӗ август. Пӗр тӗттӗм каçра
Ман чунра-чӗрере кӗрлекен туйăмсем
Ирӗке тухаççех тыткăнран.
Эп шанатăп çакна та тата, тусăмсем,
Çакна питӗ шанать ман чӗре:
Сирӗнпе пӗрле кӗрӗп каллех эп вута –
Çапăçу хирӗнче, ирӗкре!
1942 çул, июль. («Моабит тетрачӗсем» кӗнекерен).
Чăвашла Валери ТУРКАЙ куçарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев