МУЗЕЙ КИЛЕХ КИЛЧӖ
Вăт пурнăç, паян диван çинче ларнă хушăрах лавккана мар, театрпа музейсене те «кайса килме» пулать. Раççейри паллă музейсемпе галерейăсем хăйсен ӗçне ытларах та ытларах цифра технологийӗсене кӗртсе пыраççӗ. Çак учрежденисем чи консервативлисем пулин те паянхи кун таппинчен юлаймăн çав.
Мускаври Третьяков галерейи çинчен унта нихçан пулманнисем те илтнӗ ӗнтӗ, анчах тӗрлӗ сăлтава пула кайса кураймаççӗ. Инçе, хаклă тата ытти. Анчах халӗ ку чăрмав мар. Килте ларсах çӗршывăмăрти чи чаплă музее «кӗрсе тухма» пулать.
2020-2021 çулсенче Третьяков галерейине çӳрекенсен аудиторийӗ палăрмаллах çамрăкланнă
2015 çулта Третьяков галерейин ӗçӗ тӗпрен улшăнма тытăннă. Тăватă çул хушшинче, 2019 çулччен, цифра технологийӗсен пулăшăвӗпе нумай çӗнетӳ кӗртнӗ унта. Кун пирки галерейăн генеральнăй директорӗ Зельфира Трегулова каласа пачӗ. Журналистсемпе вăл Хусана ӗçпе килсен тӗл пулнăччӗ.
– Паянхи кунран пытанса юлма çук. Çын пире ăнлантăр тесен унпа хальхи чӗлхепе калаçмалла. Музей консервативлă институци пулсан та эпир айккинче юлма пултараймастпăр. Тӗнче улшăнчӗ, хальхи ăрусем ачаран виртуаллă тӗнчене пӗлсе ӳсеççӗ. Вӗсен тӗнчекурăмӗ çине ку еплерех витӗм кӳнине тӗпчеме те кирлӗ пулӗ, – терӗ Зельфира Трегулова. – Йăлари музейсем, стенасем çине çакса тухнă картинăсем, экспонатсем, кичем экскурсовод ӗнерхи куна юлса пыраççӗ. Çавна май цифра технологийӗсемпе усă курма пуçларăмăр та.
Зельфира Трегулова сăмахӗпе, 2019 çул галерейăн виртуаллă экскурсине хута янă хыççăн çын шучӗпе чи ăнăçли пулнă. Маларах музее килнисен шучӗ 1 миллион та 430 пин çынпа танлашнă пулсан рекордлă çул 2 миллион та 836 пин çын галерея куравӗсемпе паллашнă. Пандеми вăхăтӗнче галерея 5 уйăх хупăнса тăнă. Ку шăпах малашнехи аталанăвăн çулне, виртуаллă тӗнчене анлăрах кӗмеллине, аудиторипе урăхларах калаçмаллине кăтартса панă. Галерея «Третьяковка с Сергеем Шнуровым», «Третьяковка с Константином Хабенским» икӗ фильм кăларнă. Вӗсене кичем экскурсоводпа танлаштараймăн. Паллă çынсен ансатрах та чӗрӗ калаçăвӗ куракансене килӗшнӗ.
2020-2021 çулсенче Третьяков галерейине çӳрекенсен аудиторийӗ палăрмаллах çамрăкланнă. Малтанласа консерваторсем музей директорне виртуаллă майпа ӗçлеме пуçланăшăн критикленӗ те: «Эсир мӗншӗн онлайн ытлашши ӗçлеме пуçларăр? Çынсем килме пăрахаççӗ ак. Монитор çине пăхнипех çырлахӗç».
Паллах, ку музей ӗçченӗсене шухăшлаттарман мар. Анчах кам теветкелленмест, çав Шампань эрехӗ ӗçмест тени те пур. Иккӗленсен те виртуаллă экскурсисене пурпӗрех хута янă. Пандеми вăхăтӗнче çынсене пулăшас тесе те çапла тунă вӗсем. Тӗлӗнмелле те, çак вăхăтра çынсем искусствăпа хытах интересленни палăрма пуçланă. Ӗçленӗ чух вăхăт пулман пирки галерейăсене çӳреймен вӗсем, кунта вăхăт тупăннă та экскурсие «килес» тенӗ. Килтен тухмасăрах – çакă лайăх мар-и вара? Пит аван. Халиччен искусствăпа интересленменнисемшӗн те усăллă пулнă вăл. Мӗн тесен те çӳллӗ искусство çын культурине ӳстерет, воспитани парать.
2021 çулхи январӗн 22-мӗшӗнче галерея каллех куракансемшӗн уçăлнă.
– Эпир тӗлӗнсех кайрăмăр. Уçăлнă уçăлман пирӗн пата килес текенсен шучӗ питӗ пысăк пулчӗ. Виртуаллă экскурсисене курнисем килсе курмах шутланă. Çамрăксемпе ачасем аслисенчен те ытларах пулчӗç. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем паянхи саманапа тан пыраççӗ. Пӗрремӗш тапхăрта вӗсене кăсăклантарма пултарнă пулсан вӗсем урапа утса килеççех. Çавăнпа кăçал хамăр ума инновацилле продуктсем шутласа кăларма тӗллев лартрăмăр. Социаллă сетьсене тухрăмăр, – савăнса пӗлтерчӗ галерея директорӗ.
Тӗнчери лару-тăру музейсене пырса тивни пирки те каларӗ Зельфира Исмаиловна. Унччен ют çӗршыв çыннисем Третьяков галерейипе питӗ кăсăкланнă, халӗ туристсен шучӗ палăрмаллах чакнă.
– Апла пулин те эпир вырăс тӗнчипе çыхăнăва татмастпăр. Пуринпе те çыхăну тытатпăр, вӗсем мӗнле çӗршывра пурăнсан та. Çакна пурнăçлама каллех онлайн-ресурссем пулăшаççӗ. Социаллă сетьсенче пурӗ 300 пин ытла подписчик пирӗн. 2022 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне сайта кӗрсе тухакансен шучӗ 5,5 миллионран иртрӗ. Уйрăм информаци шыраса 90 миллион çын кӗрсе тухнă. Çав шутран 43 проценчӗ Раççей регионӗсенчен, – тет Зельфира Исмаиловна.
Çитес çулсен планӗнче регионсенче Мускаври Третьяков галерейин филиалӗсене уçасси. 2023 çулхи май уйăхӗнче – Самара хулинче, 2024 çулта – Калининградра, 2025 çулта Владивостокра пулӗ.
Искусствăсен историне малалла аталантарас тӗллевпе галерея тепӗр икӗ проект пурнăçлать. Çавсенчен пӗри «Маяк Третьяковка». Музейре упранакан 4,5 пине яхăн ӳнер произведенине онлайн-ресурссем çине куçарни çинчен пырать сăмах. Сентябрӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа историре те пӗрремӗш хут виртуаллă тӗнчере никӗсленнӗ курав уçăлнă. Кашни произведенин, картинăн куар-кодне тунă. Галерейăра курса çӳренӗ чухне телефонпа усă курса куар-код урлă произведени çинчен мӗнпур информацие вуласа пӗлме пулать.
Тепӗр лайăх пуçару – вӗрентӳ порталӗ. Вăл чи анлисенчен пӗри. Вăл вырăс искусствипе туллин паллашма май парать, ачасемпе хушма уроксем ирттерме те меллӗ.
Виртуаллă тӗнчере мӗншӗн Хусанкай пулмалла мар?
Зельфира Трегуловăна итленӗ май тӳрех Сиктӗрмери Петӗр Хусанкайăн музейӗ аса килчӗ. Элкел районӗнчи Сиктӗрмери музей çинчен пӗлмен чăваш çук тетпӗр хамăр хушăра. Тӗрӗссипе, пӗрре илтменнисем те пайтах. Тен, илтнӗ пулсан килсе курма кăмăл та çуралӗччӗ. Информаци сахал пулни те витӗм кӳрет. «Сувар» хаçата, шел те, пурте çырăнмаççӗ вӗт, атту пулсан пӗлӗччӗç. Мӗнле аван пулӗччӗ музейӗн виртуаллă экскурсийӗ пулсан. Çак шухăша Сиктӗрмене ӗçпе кайсан музей директорне Олег Мурзина та пӗлтертӗм. Вăл та килӗшсе сăмах хушрӗ.
– Музей пуян пирӗн. Кам кăна килсе курман çак хушăра. Минтимер Шаймиевпа Фарид Мухаметшинран пуçласа инçетри хуласенче пурăнакансем таранччен. Уйрăмах Минтимер Шарипович килсе кайни ман асăмра юлнă. Пуçлăхсем мана маларахах асăрхаттарса хучӗç, музее пурӗ те 10 минута кӗрсе тухассине пӗлтерчӗç. Анчах мӗнле-ха Хусанкай пурнăçӗпе творчествине 10 минута шăнăçтарас? Çапах хушнине пурнăçламалла. Пысăк хăнасем килсе çитсен васкаса паллаштарма пуçларăм. Анчах сисетӗп, Шаймиев ниçта та васкамасть. Каласа панине тимлӗн итленӗ хыççăн ыйтусем парать. Çапла сехете яхăна тăсăлчӗ экскурси, – аса илчӗ Олег Витальевич.
Çав куна хам та пит лайăх астăватăп. Çын питӗ нумайччӗ, хăш-пӗр пуçлăхсем васкани те сисӗнчӗ, анчах Шаймиевран иртеймеççӗ. Çапла пурте туслăн кăна чăваш поэчӗн кун-çулӗпе паллашрӗç. Минтимер Шарипович асăну кӗнекинче те çырса хăварчӗ. Çав кӗнеке паян хăй пӗр хаклă экспонат. Кам кăна çырса хăварман унта.
Тӗрӗс те ӗнтӗ, Петӗр Хусанкайăн музейӗ таврара та интереслисенчен пӗри, пуянни. Çавăнпа ăна та паянхи кунпа килӗшӳллӗн аталантармалла. Онлайн-тур е виртуаллă экскурси туса хурсан музее çӗршывăмăрăн хуть хăш кӗтесӗнчен те «кӗрсе тухма», паллашма пулӗ. Чăвашсем вӗт ют çӗршывсенче те пурăнаççӗ. Инçетре пурăнаканшăн тăван культура вара пушшех хаклă. Виртуаллă экскурси хута ярсан вӗсен те Хусанкайăн пурнăçӗпе паллашма май пулать. Тем тесен те поэтăмăр чăваш тӗнчин чи паллă та пӗлтерӗшлӗ çыннисенчен пӗри.
Çӗнӗлӗхрен хăрамалла мар, унпа усă курмалла. Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ çӗрте усă курма епле паха инструмент пулса тăрӗччӗ вăл. Хусанкай творчествипе кӗнеке урлă паллашнă хыççăн музее виртуаллă майпа кӗрсе тухни вӗреннӗ материала тата тарăнрах çирӗплетме май парать. Акă мӗн çинчен шутламалла пирӗн.
Материала çырнă чух интернетра Хусанкай музейӗ çинчен мӗнле информаци пур-ши тесе Яндекс шыравӗпе усă курса пăхкаларăм. Пӗрремӗш ссылкăпа Элкел районӗпе çыхăннă сайтра музей карточки сиксе тухрӗ. Малалла интернетри хыпар хатӗрӗсен сайчӗсенче музей çинчен çырса хăварнисем, статьясенче асăнни. Официаллă сайт та çук. Паллах, цифра ӗмӗрӗнче пурăннă чух ку пысăк çитменлӗх. Сайт пулмаллах, унсăрăн нимӗнле онлайн-турсем çинчен калаçмалли те çук. Шанатăп, çак шухăш пурнăçа кӗрессе, унсăрăн аталану пулаймӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев